- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 38 (2876) № 06.10.2021
Пахча çимĕç мĕншĕн хакланать?
Уй-хир пушаннă, управ çĕр улмипе, пахча çимĕçпе тулнă май вăл йӳнелмелле пек. Анчах кăçал кĕр енне хаксем хăпарсах пыраççĕ.
РФ Ял хуçалăх министерстви палăртнă тăрăх, юлашки тапхăрта вырăнти çĕр улми хамăра тивĕçтерме те çитмест. 2020 çулта çак кăтарту 89 процентпа танлашнă. 2015 çулта вара вăл 102 процент пулнă. Кăçал çу кунĕсем шăрăх, типĕ килнĕрен тухăç та пĕчĕк. Раççейри Çĕр улми союзĕ палăртнă тăрăх, çак культурăна туса илесси малашне те чакса пыма пултарĕ. 2006 çулхи ял хуçалăх çыравĕпе çĕршывра çĕр улми туса илесси 10 млн тонна чакнă, ытларах — хушма хуçалăхсенче. 2016 çулта — 8 млн тонна. Экспертсен шухăшĕпе кун пек хăвăртлăхпа чакса пырсан 2026 çул тĕлне татах 3,5 млн тонна çухатма пултаратпăр. Çĕр улми союзĕн директорĕн тивĕçне пурнăçлакан Алексей Красильников сăмахĕпе вырăнта 15-16 млн тонна яхăн çĕр улми туса илмелле. Çулталăкра халăх «иккĕмĕш çăкăрпа» мĕн чухлĕ усă курнине, демографи лару-тăрăвне шута илсен вăл хамăра тивĕçтерме çитмелле. РФ Ял хуçалăх министерстви палăртнă тăрăх, кăçал 7,15 млн тонна çĕр улми пуçтарса кĕртмелле. Ку — хушма хуçалăхсенне шута илмесĕр.
Вырăнта туса илнĕ «иккĕмĕш çăкăр» çителĕксĕррипе ăна ют çĕршывран кӳрсе килессине кăçал иртнĕ çулхинчен 70 процент ӳстернĕ. Сăмах май, 2014 çулта чикĕ леш енчен çĕр улми 670 пин тонна кӳрсе килнĕ. Юлашки çулсенче — 300 пин тонна. Кăçалхи çивĕч лару-тăрăва кура ют çĕршывран 510 пин тонна кӳрсе килме палăртнă.
Пахча çимĕç, çĕр улми хакĕсем виçесĕр хăпарса кайнине экспертсем те палăртаççĕ. «Енчен те ытти çул кĕркунне сезона кура хаксем йӳнелнĕ пулсан кăçал çакă сисĕнмест», — тенĕ Алексей Красильников.
2020 çулта çĕршывра çĕр улми туса илесси унчченхинчен 10 процента яхăн чакнă. Тĕрĕссипе каласан, тӳнтерле пулăм 1993 çулта пуçланнă. Росстат кăтартăвĕпе 1995-2020 çулсенче «иккĕмĕш çăкăра» туса илесси 80 процент сахалланнă. 2020 çулта кăтарту татах япăхланнă.
Юлашки тапхăрта çĕр улми йӳнĕпе сутăннăран аграрисем лаптăксене пĕчĕклетме е пачах çитĕнтерме пăрахрĕç. Çынсем апат-çимĕçре çĕр улмипе сахалрах усă курма тытăнни те сисĕнет. Палăртнă тăрăх, çулталăкра çын пуçне 90 кг çĕр улми кирлĕ. Анчах экспертсен шухăшĕпе унран та сахалрах каять. Сĕтел çинче ытти апат-çимĕç хуçалансан та çĕр улми яланах «иккĕмĕш çăкăр» вырăнĕнче пулĕ. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Чăваш кооператорĕсем палăрнă
Чăвашпотребсоюз делегацийĕ канаш председателĕ Валерий Павлов ертсе пынипе «Потребительская кооперация — открытые возможности для каждого на благо всех» Пĕтĕм тĕнчери форума хутшăннă.
Форума Раççей кооперацийĕ 190 çул тултарнине халалланă. Унта Европăри, Америкăри, ытти çĕршывсенчи кооператорсен организацийĕсем, пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем, Федераци Канашĕн тата Патшалăх Думин представителĕсем, федераци, регионсенчи ĕç тăвакан влаç органĕсен, общество, вĕрентӳ представителĕсем хутшăннă.
Хăнасем çĕршыври 30 регионти потребитель кооперацийĕн курав экспозицийĕпе паллашнă. Чăваш Ен кооператорĕсем Етĕрне аш-какай комбиначĕн шăрттанне, «Янтарь» пĕрлешĕвĕн хурăн сĕткенне /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, «Кооператор» обществăн вырăнти пахча çимĕçрен, улма-çырларан хатĕрленĕ сĕткенĕсене /Комсомольски районĕ/ тăратнă. Мероприятие хутшăнакансене «Паха тĕрĕ» фабрика та чăваш тĕррипе, тумĕпе тĕлĕнтернĕ.
Форумра кооператив суту-илĕвне çĕнĕлле йĕркелессине, цифра мелĕ- пе усă курассине, коопераци вĕрентĕвне аталантарассине тата ытти ыйтăва сӳтсе явнă. Раççей тĕп союзĕн председателĕ Дмитрий Зубов ларăва пĕтĕмлетнĕ май çакна каланă: «Потребитель кооперацийĕ çĕршыври ял территорине аталантарассипе пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, производство уçса аякри ялсенче пурăнакансене ĕç вырăнĕпе, таварпа, апат-çимĕçпе, çăмăллăхпа тивĕçтерет. 190 çулхи аталану историйĕнче кооператорсем нумай отрасльте ĕçлеме, çĕнĕлĕхпе тан пыма пултарнине çирĕплетнĕ. Потребитель кооперацийĕн пуян опытне, пултарулăхне патшалăх ыйтăвĕсене татса пама усă курмалла». <...>
Лариса АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Вăрмана пĕрле упрамалла»
Тăван тавралăха упрамасăр çут çанталăк илемĕ пирки калаçни пушă сăмах çеç. Эпир урăх çул суйласан пирĕн тавралăх пуянланас çукки те яр уççăн курăнать.
Вăрман хуçалăхĕнче юлашки вăхăтра пулса иртекен улшăнусемпе кăсăкланса Ильинка участок лесничествине ертсе пыракан Василий Николаевпа тĕл пултăм. «Вăрман хуçалăхĕ те пурнăç аталанăвĕнчен юлса пымасть. Пирĕн унчченхи тытăм паян икĕ пая пайланчĕ. Эпир — вăрман сыхлавĕн ĕçне пурнăçлакансем. Пурте харпăр хăй тивĕçне яваплăха туйса ĕçлесе пыма тăрăшатпăр», — терĕ вăл.
Василий Наумович вăрман тытăмĕ çинчен каламасăр та хăвармарĕ. «Пирĕн районта ытларах хутăш вăрмансем /10316 гектар/ пулсан пĕрлешӳллĕ хуçалăхсен çĕрĕсем çинче шкул ачисем лартнипе ӳстернĕ хыр-чăрăш лаптăкĕсем 600 гектар ытла йышăнаççĕ. Вĕсем йăлтах ялсем çывăхĕнче пулни тата унта çамрăксем канăва тухма тăрăшни вăрмансенче пушар тухас хăрушлăха ӳстерет. Çавăнпа та асăрхануллă пулмалла», — терĕ хăйĕн пурнăçне асăннă хуçалăхпа çыхăнтарнă арçын.
Василий Николаев Йӳçкасси ял тăрăхĕнчи Анатри Панклире çуралса ӳснĕ. Ачаллах çĕр ĕçĕпе туслашнăскер пушă вăхăтра хут купăс калама юратнă. Çакна шута илсе çартан таврăннă качча тĕрлĕ çулта Анатри Панклири клубăн, Йӳçкассинчи культура çурчĕн ертӳçинче ĕçлеме шаннă. Çĕр ĕçĕпе туслă ӳснĕскер çав çулсенчех механизатор профессине алла илнĕ. Акара тата вырмара трактор е комбайн штурвалĕ умнее ларса тăван хуçалăхра вăй хунă.
Матьăк хĕрĕпе Маргаритăпа çемье çавăрнăранпа та вĕсен 43 çул иртрĕ. Мăшăрĕ чылай çул почтальонкăра тăрăшнă пулсан, Василий 41 çул вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Туслă мăшăр 5 ача çуратса ӳстернĕ. Кашнине икшер аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Паян вĕсем хăйсен пурнăç вырăнне тупнă ĕнтĕ. Тăваттăшĕ Мускавра тĕпленнĕ. <...>
Илья ЯКОВЛЕВ.
♦ ♦ ♦
Çĕре валеçнипех ĕç вĕçленмест
Ĕлĕк çĕре лаша кӳлсе суха пуçпа е плугпа сухаланă, вăрлăха алăпа акса варăнтарнă. Апла пулсан та кашни лаптăк çĕре хаклама пĕлнĕ, унпа туллин усă курма тăрăшнă. Çĕр ĕçне чунтан юратса пурнăçланă, паянхи пек пушă выртакан лаптăксем пулман.
Халĕ вăрмана çаврăннă çырмасенче ĕлĕк выльăх-чĕрлĕх çитерсе çӳренĕ, унтах утă çулса илнĕ, хĕл валли выльăх апачĕ хатĕрленĕ. Ун чухне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче паянхи пек йывăç-курăк çитĕнмен.
Пирĕн хуçалăхăн пулнă çĕрĕсене халăха ячĕшĕн валеçсе панăн туйăнать. Чи кирли — вĕсен хуçисем пурри. Паянхи куна «Новый путь» хуçалăх çеç 300 гектара яхăн лаптăкпа усă курать, тĕш тырă тата выльăх апачĕлĕх курăк акса çулса илет. Акă Шупашкарта пурăнакан пĕр пайтаçă пушă выртакан çĕре, 70 гектар ытларах, кăçал арендăна илнĕ. Халĕ ăна сухаласа акма юрăхлă тăвасшăн тăрăшаççĕ. Пайтаçăпа пĕрле пирĕн ял çамрăкĕ Иван Владимиров механизатор ĕçлет. Ман шутпа, çакна ырламалла çеç. Пушă выртакан ытти çĕре вара хуçисем сухаласа акма шухăшламаççĕ-ха. Çĕре валеçсе панипех ĕç вĕçленмест çав, унпа пĕлсеусă курмалла, техника та çителĕклĕ пулмалла. Ман шутпа, çĕр валеçнĕ чухне çаксене шута илмеллех. Ĕçшĕн çунакан, çĕре юратакан çын çеç чăн-чăн хуçа пулма пултарать. Лаптăксене ячĕшĕн илнĕрен 30 çул ытла пушă выртаççĕ. Йĕркесĕрлĕхе вырăнта пурăнакансем лайăх куратпăр. <...>
Вениамин АРХИПОВ.
♦ ♦ ♦
Кăмпа мар: пушă кĕленче
Кашни вăрманăн ячĕ пур. Тĕслĕхрен, Ишлей сали çывăхĕнчи Хачăк ялĕпе юнашар Çăкăрвар сарăлса ларать. Çырма-çатраллăскер Вăрнар çулĕнчен çухрăм ытларахра çеç вырнаçнă.
Унта талăкĕпех машина шавĕ тăнăран пысăк чĕр чунсене сайра тĕл пулатăн. Çынсем каланă тăрăх, иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче вăл сĕм-сĕм вăрманпа танах шутланнă. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ăна палăрмаллах касса сайралатнă. Вуттипе кăмака хутнă, юрăхлă йывăçĕпе кил-çурта çирĕплетнĕ. Халăха мăйăр, çырла, кăмпа та илĕртнĕ. Çавăнпа «Çăкăрвар» ят панă имĕш.
Мана ĕлĕкхи вăрмана курма тӳр килмен. Ача чухнех хальхине утнă. Салтак тумне хывсан пăшал тытса тилĕпе куяна йĕрленĕ. Халĕ, тивĕçлĕ канура, кăмпана васкатăп унта. Ман пеккисем сайра хутра çеç курăнкалаççĕ. Ун вырăнне лаштра юмансене, пиçĕ хурăнсене нимĕн шелсĕр йăвантаракансем пур иккен. Çакна вăрман хĕрринчен пуçласах каснă йывăç тĕмескисем, типĕ туратсем лайăх çирĕплетеççĕ.
Мана ытларах кăмпа кăсăклантарать. Анчах вĕсемпе юнашар пушă кĕленчесем йăваланни чуна ыраттарать. «Йывăç каснă хыççăн ывăннине манас тесе пырĕсене чӳхенĕ-ши?» — шухăшлатăп эпĕ. <...>
Александр МОКИН.
Комментировать