Сахал тырӑ ҫӑкӑра хаклатать

1 Окт, 2021

Эрнекун Правительство ҫуртӗнче ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ канашлура ҫӑкӑр тата ҫӑкӑр-булка изделийӗсен хакӗсене тишкерчӗҫ.

Типӗ ҫанталӑка пула кӑҫал Раҫҫейре, ҫав шутра республикӑра пӗлтӗрхинчен чылай сахалрах тырӑ пухса кӗртнӗ. ЧР ял хуҫалӑх министр Сергей Артамонов канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пухса кӗртнӗ тырӑ виҫи 579 тоннӑпа танлашӗ - иртнӗ ҫулхинчен 37% сахалрах. Ҫавна май тырӑ хаклӑ, ку вара ҫӑнӑх хакне устереть, ҫӑкӑр та хакланать.

Ҫак условисенче, Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑкӑр хакӗ ӳсесрен сыхланмалли мерӑсем вырӑнлӑ. Унсӑрӑн граждансен пӗчӗк тупӑшлӑ йышӗ йывӑрлха кӗрсе ӳкесси те часах - ӗҫ-пуҫа ҫакӑн патне илсе ҫитерме юрамасть. Лару-тӑрӑва ҫӑкӑр пӗҫерекен, ҫӑнӑх авӑртакан предприятисен ертӳçисемпе пӗрле сӳтсе явнӑ хыҫҫан тунӑ пӗтӗмлетӳ - бюджетран субсиди уйӑрасси. Регион бюджетӗнчен пӗлтӗр тата кӑҫал ҫӑнӑх авӑртакансен тӑкакӗсене саплаштарма 19,6 миллион тата 40,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ. Халь каллех ҫакнашкал мерӑпа усӑ курма тивет.

Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаҫатӑн ҫитес номерĕнче.

www.hypar.ru 

Комментировать