Тантӑш № 36 (4755) 23.09.2021

23 Сен, 2021

Стоматолог е педиатр пуласшăн

«Пирĕн шкула малалла туртса пыракан, шанса панине тӳрре кăларакан хĕрача. Хăйĕн сăмахне тытать, пĕчĕкренех яваплă, панă ĕçе вĕçне çитеретех», — çапла каларĕ Канаш районĕнчи Катекри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулти Даша Никитина пирки Наталья Семенова класс ертӳçи. Çак кунсенче 9-мĕш класс вĕренекенĕпе хăйĕнпе çыхăнса калаçма май килчĕ.

Пĕр кун - вĕрентекен вырăнĕнче

Кĕçех, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, шкулта хăй тытăмлăх кунĕ иртмелле. Даша ăна уява кĕтнĕ пекех кĕтет. Унта аслисем, 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем, çеç хутшăнаяççĕ. Ытти çул ăмсанса пăхнă вăл çак куна йĕркелекенсем çине. Ара, унăн та самантлăха учитель вырăнĕнче, доска умĕнче пулса курас килнĕ. Кĕçех аслă классен канашĕ шкул дирекцийĕпе килĕшсе хăй тытăмлăх кунне йĕркелĕ. Уяв кунĕнче аслă класра вĕренекенсем хăйсен «ролĕсемпе» улшăнĕç. Даша халĕ класс ертӳçипе пĕрле расписани хатĕрлет. «Эпĕ завуч пулатăп, шкул директорĕ — 10-мĕш класри Вадим Гурьев. Хăй тытăмлăх кунĕнче геометри, акăлчан чĕлхи, математика предмечĕсене ертсе пырăп. Ытти çул хăйне евĕрлĕ те интереслĕ иртекенччĕ, çĕнĕ учителе ачасем кăсăкланса, тимлĕ итлетчĕç. Пĕр куна та пулин вĕрентекен вырăнĕнче пулса курас килет», — терĕ Даша. Кун вĕçленсен шкулта «педагогсен канашлăвне» те ирттерме палăртнă. Тивĕçтерчĕ-и, мĕнле çитменлĕхсем пулчĕç — йăлтах сӳтсе явĕç. Халĕ хĕрача каçсерен уроксене хатĕрленет. Вĕсене хăйне евĕрлĕ, ачасен асĕнче юлмалла ирттересшĕн.

Сумка-клатч çĕленĕ

Дашăн алли-ури çыпăçуллине кура амăшĕ çуралнă кун тĕлне çĕвĕ машини парнеленĕ. Диван çивиттисене, чӳрече каррисене те хăех çĕлет вăл халь. «Хитре пусма курсан лăпкăн иртсе каяймастăп, куçа илĕртет, анне те чарăнса тăрса пахалать. Мана килĕшнине туять вăл, пусмана ахаль вакласа тăкманнине те пĕлет, туянмасăр пăрăнса иртмест. Малтан çĕвĕ машини умне ларса курман эпĕ, йăлтах технологи урокĕнчен пуçланчĕ. Наталья Валерьевна кăсăклантарса ячĕ пире. Вăл хăйĕн ĕçне чунтан юратни пирĕн çинче курăнать халь. Унăн алли ылтăн. Çĕвви те, тĕрри те килĕшӳллĕ, илĕртӳллĕ. Шкулти технологи пӳлĕмĕ те пурне те хăйĕн патне кăчăк туртать. Унта вăл нумай вăй хунă», — палăртать хĕрача.

Даша иртнĕ çул технологипе олимпиадăна хутшăннă, сумка-клатч çĕленĕ. Ку ĕçре ăна Наталья Семенова вĕрентекен чылай пулăшнă. Уроксем хыççăн тăрса юлса каçхи 6-7 сехетченех ларма тивнĕ. Сумка-клатча çĕлеме мар, илемлетме нумай вăхăт кирлĕ пулнă. Тăрăшни сая кайман, Пĕтĕм Раççей олимпиадинче призер пулса тăнă Даша. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Сегодня – кадеты: завтра – курсанты

Ученица 11-го класса Чувашского кадетского корпуса ПФО имени Героя Советского Союза А.В. Кочетова Анастасия Михалева родом из Нижегородской области. В данное учебное заведение ее привело желание связать свое будущее с военным направлением.

– Я всегда мечтала учиться в кадетской школе. Но мама хотела, чтобы я окончила обычную школу у себя на родине, и только потом пошла в вуз по военному направлению. Моя бабушка живет в Новочебоксарске. Когда она узнала о моей мечте, предложила поступить в Чувашский кадетский корпус. На протяжении 9-го класса я думала только об этом, следила за всеми новостями, подписалась на все группы в соцсети. Еле-еле уговорила маму, чтобы она отпустила меня на учебу в Чувашию. В июне с папой и сестрой приехали в Чебоксары. Невозможно словами описать мои эмоции и впечатления, когда я в первый раз увидела это здание. Я прошла испытания и стала кадетом Чувашского кадетского корпуса, чем очень горжусь, – с улыбкой на лице рассказывает Настя.

Старшеклассница с детства занимается спортивной аэробикой. В 2018 году стала кандидатом в мастера спорта, в 2021 году еще раз подтвердила свое звание. Выступая индивидуально и группой, она многократно становилась победителем и призером соревнований разного уровня. Настя и сейчас поддерживает форму, не теряет связь с тренером. А на каникулах занимается спортивной аэробикой.

По окончании учебного года Настя собирается поступить в военный вуз. Последние годы она рассматривала Рязанское воздушно-десантное училище, но там закрыли набор для девочек. Чтобы почувствовать эмоции от полета, старшеклассница даже прыгала с парашютом.

– Всегда хотелось попробовать. При первом прыжке очень волновалась. Это так здорово, обязательно прыгну еще раз, – делится своими мыслями Настя. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Уроксем хыççăн кичемленме вăхăт çук

Дима Зуев Комсомольски районĕнчи Нĕркеç вăтам шкулĕнче вĕренет. Улттăмĕш класа куçнă арçын ача пĕчĕкренех техникăпа кăсăкланать, тавçăрулăхĕпе, пур предмета та ăса хăвăрт хывнипе, лайăх астуса юлнипе уйрăлса тăрать.

«Васкавлă пулăшу вырăннех»

Димăна шкула кайичченех ноутбук илсе панă. Килте чылай чухне пĕчченех ларса юлнă арçын ача ун умĕнчен кайман. Вăхăтне тĕрлĕ вăйăпа ирттермен вăл, ĕненмелле те мар, хăй тĕллĕн программăлама вĕренме тытăннă. Техника проекчĕсем хатĕрленĕ, çĕнĕ технологисемпе паллашнă. Компьютера пачах та вылямалли гаджет вырăнне йышăнман шкул çулне çитмен ача.

«Хамăр ялти çынсене, уйрăмах аслăрах çултисене, телефон юсаса, приложени вырнаçтарса паратăп. Сайтсене кĕмелле пулсан та пулăшатăп. Ку кăна та мар, тĕрлĕ смс, шăнкăрав килет, ним мар ултав серепине çакланма пулать. Кинемейсене çакăн пирки пĕрмаях асăрхаттаратăп. Компьютер çĕмĕрĕлет-и, телевизор кăтартмасть-и — хаваспах тӳрлетсе паратăп. Маншăн ку пĕртте йывăр мар. Шкулта та мана çакнашкал ĕçсене шанаççĕ. Принтер ĕçлеме пăрахать-и, интернет çук-и, компьютер çутăлмасть-и — пурне те Дима Зуев кирлĕ. Эпĕ тепĕр чухне «васкавлă пулăшу» вырăнĕнчех. Шкулта уявсем, флешмобсем йĕркелеме, проектсем хатĕрлеме пулăшатăп. Класра таблицăсем туса çакмалла-и, мĕн те пулин пичетлемелле-и — ку ĕçсене те хаваспах пуçăнатăп», — палăртать арçын ача.

Димăн юратнă предмечĕсем — математика, физкультура, рисовани. Пушă вăхăтне компьютер умĕнче кăна ларса ирттермест, спортпа туслă вăл, хĕлле хоккейла, çулла футболла вылять. «Урокра панă ĕçе питĕ хăвăрт вĕçлет, пуринчен малтан ăнкарса илет. Ăна кичем ан пултăр тесе пĕрмай ĕçлеттерме тивет. Килти ĕçе туса килмесен сăмах лекет-ха, анчах та хăвăрт вуласа тухса, вĕренсе каласа параять. Пĕтĕмпех çăмăллăн пулать унăн. Ноутбук ĕçлеме пăрахрĕ те, мĕнех, шкула йăтса килтĕм, Дима хăвăртах тӳрлетсе пачĕ», — каласа кăтартать акăлчан чĕлхи учителĕ Вера Васильевна. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   ♦


Тăшман тыткăнне лекнĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăр писатель-журналист Иван Викторов çуралнăранпа авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 120 çул çитрĕ. Çак кун Çĕрпӳ районĕн Хурамал Туçа ялĕн масарĕ çинче хисеплĕ çыравçа асăнса лартнă палăк патĕнче Кăнар шкулĕн ачисемпе вĕрентекенĕсем, культура керменĕпе библиотека ĕçченĕсем, çавăн пекех поэтăн тăванĕсем тата Хурамал ял халăхĕ пуçтарăнчĕç.

Поэзи уявне Килейкасси ялĕн библиотека пуçлăхĕ Людмила Герасимова ертсе пычĕ. Чăваш наци радиовĕн аслă редакторĕ Владимир Егоров Иван Викторов иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче чăваш литературипе интересленекен çамрăксенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Вăл Мускаври литература институтĕнче вĕренсе пĕлӳ илнине, тĕп издательствăра чăваш секцинче, «Çамрăк хресчен» хаçатра, кайран Самарта «Колхозник» хаçат редакторĕнче ĕçленине, «Ялти кĕвĕсем» сăвă пуххи, «Ирĕклĕхшĕн çăпăçакансем», «Чăваш илемлĕ литератури» вĕренӳ кĕнеки хатĕрленине тата «Çырмара» пьеса пичетлесе кăларнине каласа пачĕ.

Иван Викторов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Çар командованийĕ хушнипе фронт линийĕ урлă каçса Беларуç çĕрĕнче партизансен отрядне лекнĕ. Унта вăл хăйне чăваш халăхĕн чăн-чăн паттăр ывăлĕ пулнине кăтартнă. Пĕррехинче, тан мар çапăçура, йывăр аманнăскер фашистсен тыткăнне лекнĕ, ăна Борисов хулинчи концлагере хупнă. Вăл унтан икĕ хутчен тухса тарнă, анчах нимĕçсем йĕрлесе тупса тата ытларах та нушалантарнă: хĕненĕ, йытăпа тулаттарнă, йĕплĕ пралукпа асаплантарнă.

Иван Викторов, тутарсен паллă поэчĕ Муса Джалиль пекех, салтак чысне яман, сутăнман, тăшмана пирĕн çар вăрттăнлăхĕсене каламан. 1944 çулта парăнман салтака фашистсем тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ. <...>

Геронтий НИКИФОРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.