- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 35 (4754) 16.09.2021
«Кукамайпа асанне тăван чĕлхене юратма вĕрентрĕç»
«Салам, туссем! Сывлăх сунатпăр! Эфирта — «Шăнкăрав» кăларăм», — Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн ача-пăча радиокăларăмне чĕвĕл-чĕвĕл сассипе çапла пуçлать Шупашкарти 24-мĕш шкулта 7-мĕш класра ăс пухакан Аня Егорова. Чăвашла хитре те таса калаçаканскер 2-мĕш класранпах çӳрет унта. Икĕ эрнере пĕр хутчен, кĕçнерникунсерен, эфира тухать вăл. Маттур та пултаруллă вĕренекенпе çак кунсенче курса калаçрăмăр.
Чи шанчăкли, чи явапли
«Шăнкăрав» радиокăларăма пĕрремĕш хут хамăр шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Людмила Агафонова илсе кайрĕ. Вăл мана, тăван чĕлхепе пуплекенскерне, парта хушшине ларсанах асăрханăччĕ. Пĕрремĕш куна халĕ те астăватăп: йывăрлăх хăратмарĕ, эфира тухасси тыткăнларĕ. Пирĕн килте яланах чăвашла калаçаççĕ. Кăçал пĕрремĕш класа кайнă Арина йăмăкăм та тăван чĕлхене аван пĕлет. Манăн кукамайпа кукаçи — Комсомольски районĕнчи Йӳç Шăхальтен, асаттепе асанне — çак тăрăхри Анат Тимĕрчкассинчен. Çуллахи вăхăтра пĕрмай ялта пурăнатпăр, канмалли кунсенче те кайса çӳретпĕр. Кукамай та, асанне те пуян чун-чĕреллĕ, вĕсем пире тăван чĕлхене тата та ытларах юратма, хисеплеме вĕрентеççĕ», — терĕ Аня.
Аня Егоровăна Чăвашрадиора хапăл тусах кĕтсе илеççĕ. Малтан вăл Галина Вастрюкова редактор патне çӳренĕ. «Вăл пирĕн чи шанчăкли, чи явапли. Кая юлмасть, яланах вăхăтра килет, мĕн хушнине пурнăçлать. Унпа ĕçлеме çăмăл пире. Микрофонран хăрамасть, пăлханмасть, чăвашла лайăх та таса вулать. Сасси çепĕç те янăравлă. Пулă хăйне шывра епле канлĕ те ирĕклĕ тытать, пирĕн Аня та çавăн пекех», — ырласа та мухтаса каларĕ ăна Чăвашрадио редакторĕ Венера Енейкина.
Кăçалхи çуллахи каникулта та Аня Йӳç Шăхальте пурăннă. Кĕтӳ кĕтнĕ, утă пуçтарса тирпейленĕ, хăярпа помидор, компот хупма пулăшнă… «Эпир, тăхăр мăнук, кукамайпа кукаçи патĕнче çу кунĕсем вĕçленичченех пурăнтăмăр. Чăх-чĕп, хур-кăвакал пăхрăмăр, çырла пуçтартăмăр. Эпĕ вĕсен хушшинче асличчĕ, çавăнпа та — чи явапли. Нихăшне те кӳрентерме памастăм, тата йăлтах çурмалла пайлама вĕрентеттĕм.
Вĕсем мана итлеççĕ, килтен аяккалла каймаççĕ. Утă пуçтармалла-и, çырла пухмалла-и — кĕрепле сĕтĕрсе, витре йăтса ман хыçран шăкăрин утатчĕç. Пысăк йышпа пурăнма епле хаваслă, пĕри те ашшĕ-амăшĕшĕн тунсăхласа ларман. Шкула кайма вăхăт çитеспе хулана пуçтарăнма тытăнтăмăр. Атте-анне пире илме килчĕ. Хапха умне ăсатма тухнă кукамайпа кукаçи йĕрсех юлчĕç. Пӳрт пушанни кулянтарать вĕсене, ача сассипе илемлĕ-çке», — çуллахи каникула епле ирттернине каласа кăтартрĕ Аня. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Лучший стрелок
Ученик 11-го класса Чувашского кадетского корпуса ПФО имени А.В. Кочетова Максим Кожевников, как и все кадеты, уходит на учебу понедельник рано утром. В корпусе он с 5-класса. Юноша признается, что школа очень изменила его. Изменилось не только телосложение, но и сам он стал сильнее и мужественнее.
– Вначале было тяжело, с утра просыпаешься не от того, что мама будит и предлагает завтрак, а от того, что дежурный кричит: «Подĕем!» Потом привык, теперь не представляю, как бы я учился в обычной школе. Кадеты – настоящие патриоты страны, дисциплинированные, уважающие старшее поколение, готовые оказать помощь каждому. Конечно, многое зависит от человека. В нашем корпусе обучаются хорошие дети, вряд ли из нас будет вести себя неподобающе. С ностью могу сказать, кадет не бросит друга поможет в любой ситуации, – отмечает Максим. <...>
Лена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Чечек çÿлĕкĕ хатĕрленĕ
Вăл — ытти ачашăн тĕслĕх вырăнĕнче. Шанса панине яланах тӳрре кăларать, хушнине вăхăтра пурнăçлать. Учительсем пур çĕрте те хастар пулнине, нимĕнле ĕçрен те хăраманнине палăртаççĕ. Сăмахăм Комсомольски районĕнчи Комсомольскинчи 2-мĕш шкулта ăс пухакан Данил Костригин пирки пырать.
Данил вун пĕрмĕш класра ăс пухать, вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Арçын ача пур предмета та юратса вĕренет, уроксене тĕплĕ хатĕрленет, пуринчен ытларах технологие, химие тата чăваш чĕлхине кăмăллать. Хамăрăн тăван чĕлхене кирек ăçти çĕршыва кайсан та манмалла маррине, яланах унпа калаçма тăрăшмаллине арçын ача лайăх ăнланать. Хими предмечĕ хăйне евĕрлĕ опытсемпе тыткăнлать: тĕрлĕ шĕвеке хутăштарма, вĕсен реакцийĕсене сăнама килĕшет ăна. Технологи предмечĕ те çывăх, унта вĕсем чертежсем, тĕрлĕ хатĕр тума хăнăхаççĕ. Акă, сăмахран, арçын ача юлташĕпе пĕрле чечек çӳлĕкĕ ăсталанă.
— Пирĕн районта кашни çулах «EXСSELSIOR» наукăпа практика конференци иртет. Икĕ çул каялла технологи учителĕ Федор Гаврилов сĕннипе юлташпа иксĕмĕр унта хутшăнас терĕмĕр, тăрăшса хатĕрлентĕмĕр. Вĕрентекен пире пулăшса пычĕ, тĕрлĕ сĕнӳ пачĕ, — каласа кăтартрĕ Данил.
Чечек çӳлĕкĕ — фанертан. Материалсене арçын ачасем пĕтĕмпех килтен илсе килнĕ. Чертеж тăрăх чи малтанах пулас ĕçĕн çӳлти пайне хатĕрленĕ (кунта чечек лартмалла), унтан токарь станокĕ çинче урисене касса кăларнă. Юлашкинчен пайĕсене çилĕмпе çыпăçтарса ĕçе пуçтарнă. Чечек çӳлĕкĕн урисене тăватă енчен те эрешпе хитрелетнĕ. Халĕ вăл шкулти акт залне илем кӳрет. Çакна каласа хăвармалла: ку ĕçпе арçын ачасем харăсах икĕ çул район шайĕнчи олимпиадăра малти вырăна тивĕçнĕ.
Данил пушă вăхăта ахаль ирттерме юратмасть. Вăл кашни кунăн йĕркине палăртса хума хăнăхнă: ирхине шкула каять, уроксем вĕçленсенех ашшĕпе амăшне кил-тĕрĕшре пулăшать. Костригинсен кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх нумай: ĕне, хур-кăвакал, сурăхсем тата ытти те. Арçын ача та аслисенчен кая мар пăхать: апат парать, шыв ĕçтерет.
Вĕренӳре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскерĕн чун киленĕçĕ пур — вăл гитара калама кăмăллать. Арçын ачана классика жанрĕ уйрăмах килĕшет-мĕн. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать