Тантӑш № 34 (4753) 09.09.2021

9 Сен, 2021

Шкулта вăрман хуçалăхĕ йĕркелесшĕн

Чăваш Ен вăрманĕсем — республика пурлăхĕ. Унăн усси — тăпрапа шыва упрассинче, сывлăша тасатса йĕркелесе тăрассинче, промышленноç аталанăвĕнче тата ытти те.

Сăмах май, юлашки вăхăтра Канаш вăрман хуçалăхĕнче Çĕпĕр лиственници ăнăçлă çитĕнет. Унпа медицинăра анлăн усă курнă май юлашки вăхăтра ятарласа ӳстерме тăрăшаççĕ. Йывăçа çитĕнтерме ансатах мар. Йĕкелне те вăхăтра пуçтарма ĕлкĕрмелле. Вăрман хуçалăхĕ районти чылай шкулпа тачă çыхăну тытать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче Канаш районĕнчи Карăклă шкулĕн вĕренекенĕсем уйрăмах пысăк пулăшу кӳнĕ.

Пĕр кунра – 30 килограмм

Шкул ачисем вăрман хуçалăхне пĕрре мар йывăç лартма пулăшнă. Ку ĕçе вĕренекенсем питĕ килĕштереççĕ. Кăçал вĕсем пĕрремĕш хут Çĕпĕр лиственницин йĕкелне пуçтарма хутшăннă. Каникулта пулин те çак ĕçе хаваспах кӳлĕннĕ. Уйрăмах шкулти 8-9-мĕш классен ачисем хастар пулнă. Пĕр кунра кăна 30 килограмм йĕкел пуçтарнă. «Çанталăк аванччĕ, урамра шăрăхчĕ. Йĕкеле пуçтарасси йывăрах мар. Çут çанталăк ытамĕнче çӳрени пирĕншĕн усăллă кăна пулчĕ. Ĕç вĕçленсен вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем вĕри чейпе, печенипе хăналарĕç. Вăрман — пысăк пуянлăх. Пирĕн, пулас ăрăвăн, çут çанталăкшăн тăрăшмалла. Тăван çĕрĕн илемне, тасалăхне упрасси кашни çыннăн чунĕнче анчах мар, ĕçĕнче те пулмалла. Тăван тавралăх — сывлăх тĕрекĕ. Этем çут çанталăкран вăй илет. Вăрман хуçалăхне малашне май пур таран ытларах пулăшма тăрăшасчĕ», — палăртсах каларĕ 9-мĕш класра вĕренекен Света Михайлова.

Лиственница ачаш та черчен йывăç шутланать. Ăна хĕрӳ хĕвел хăртма, çум курăк та ӳсмешкĕн кансĕрлеме пултарать. Пĕр вăй илсен хунавсем аван çитĕнме пуçлаççĕ. «Йĕкеле пуçтарма та пĕлмелле. Вăрлăх валли пулнă май уçăлса çитейменни, симĕс марри анчах юрăхлă. Ачасем туслăн ĕçлерĕç, вăрман хуçалăхĕн профессийĕсемпе, тĕрлĕ ӳсен-тăранпа паллашрĕç», — каласа кăтартрĕ биологи учителĕ Анна Кудряшова. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Пример для сверстников

Девятиклассница Кульгешской школы Урмарского района Инга Романова увлекается журналистикой и поэзией. Она пишет заметки, эссе, рассказы и стихи, печатается не только в школьной газете «Колорит», но и активно сотрудничает с республиканскими и районными изданиями. Еще в первом классе вышла первая книга ее стихов «Ингины первые стихи».

Отличница учебы много читает. Может, именно поэтому и учеба любознательной девочке дается легко. После уроков она посещает кружки «Математическая шкатулка», «Занимательный английский», «Юный натуралист», «Юный физик», «Шаг за шагом к ОГЭ», «Волшебные краски», «Родная сторона», секцию «Спортивные игры».

В течение нескольких лет Инга является основным экскурсоводом и председателем детского поисковокраеведческого обĕединения «Родная сторона» при школьном музее, всерьез занимается проектно-исследовательской, музейно-краеведческой и творческой деятельностью. Она – активная участница и победитель многих всероссийских и международных конкурсов: «Дорога к звездам», «Зеленая планета», «Масленица», «Здравствуй, Новый Год!», «Мои летние каникулы», «Осенний калейдоскоп», «Зимние забавы», «Портрет матери», «День Победы», «Моя семья»… Старшеклассница регулярно участвует на выставках, проводимых школой и Домом детского творчества. Ее работы отличаются оригинальностью и неповторимостью. Неудивительно, что она ежегодно занимает 1-е место в районном конкурсе поделок «Символ года» в рамках благотворительной Рождественской Елки главы администрации Урмарского района.

В 2019 году Инга разработала проект и приняла активное участие в очном туре Всероссийского конкурса молодежных проектов «Если бы я был Президентом», организованном фондом «Стратегия будущего» в г. Санкт-Петербурге. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


«Хочется показать красоту чувашской вышивки»

Дину Трякову жители республики знают как мастерицу и рукодельницу. Культработник Новочурашевского дома культуры Ибресинского района в соцсетях ведет блог о своей жизни и работе. Ее страница в Инстаграмм пестрит яркими и красочными фотографиями, где Дина и ее знакомые, подруги, коллеги изображены в национальных костюмах. И многие украшения красавица с блестящими глазами и искренней, чистой улыбкой делает сама.

Рукоделием Дина начала заниматься еще в школьные годы, из бисера вышила несколько икон. Именно любовь к декоративному искусству привела ее на работу в дом культуры и вдохновила поступить в институт культуры города Чебоксары. Она гордится тем, что обучалась у таких педагогов, как Зинаида Воронова, Раиса Васильева, Николай Балтаев, Светлана Соколова. Именно они познакомили ее с тайнами чувашской вышивки, научили изготавливать национальные женские головные уборы и украшения. Благодаря педагогам-мастерам Дина увлеклась кинусайгой, этой методикой изготовила картину к 100-летию Чувашской автономной области и герб Ибресинского района.

– Я не считаю себя блогером, в социальных сетях стараюсь показывать свою жизнь и интересные мне вещи. Горжусь тем, что обучалась в институте культуры и многое переняла у своих педагогов. Там я научилась мастерить тухья, хушпу, масмак. Сейчас изготавливаю женские головные уборы и украшения, сувениры с чувашским орнаментом и на заказ. С моими работами можно ознакомиться в соцсетях Одноклассники, Вконтакте, Инстаграмм и ТикТок. Более активна в последних. В ТикТок около 1300, в Инстаграмм более 1100 подписчиков. Радуют положительные комментарии, отзывы о моей работе. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Робот хурт-кăпшанкă хатĕрлесшĕн

Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейре вĕренекен Лида Резниченко пĕчĕкренех килти тĕрлĕ техникăпа — холодильникпе, телевизорпа, микрохумлă кăмакапа — кăсăкланнă. Ашшĕ инженер пулнипе те çыхăннă-ши ку? Техника тавраш сутакан лавккана кĕрсен сутуçăсем шкула кайичченех анлă тавра курăмлă хĕрачан ыйтăвĕсене хуравлама та ĕлкĕреймен. «Инженер пулсах çуралнă вăл пирĕн», — шӳтленĕ ашшĕ Сергей Алексеевич. Виçĕ çул каялла хĕрача Шупашкарти «Кванториум» технопарка çӳреме тытăннă. Пĕрремĕш кунранах «Интеллектуаллă робототехника тытăмĕсем» аудиторие суйласа илнĕ вăл.

Пĕртен-пĕр хĕрача

— Пирĕн ушкăнра пурĕ 15-ĕн, вĕсенчен 14 арçын ача тата эпĕ. Çапах та мана кичем мар. Хамăрах роботсем пуçтаратпăр, тĕрлĕ проект шухăшласа кăларатпăр. Занятисем эрнере икĕ хутчен пулаççĕ, икшер сехете тăсăлаççĕ. Робототехника — ман валлиех. Иртен пуçласа каçченех технопаркра вăхăта ирттерме хатĕр. Кашни кунах çĕнĕлĕхпе, кăсăклă программăсемпе паллашатпăр, опытсем те ирттеретпĕр, тĕпчев ĕçĕсене хутшăнатпăр. Эпĕ кăçал робот хурт-кăпшанкă ăсталасшăн. Авăнăн 1-мĕшĕнчех çак ĕçе пуçăнтăм. Вăл вырăнтан вырăна куçĕ. Паллах, вĕçĕ те, — паллаштарчĕ пулас инженер.

Лида кашни çулах тĕрлĕ конкурса хутшăнать. Çулталăк вĕçĕнче проект хӳтĕлет. Тĕслĕхрен, иртнĕ çул «Клешня» робот манипулятор хатĕрленĕ. Хĕрача пĕрре мар робототехника енĕпе иртнĕ конкурссене хутшăнса лайăх кăтартупа палăрнă. <...>

Лена АТАМАНОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.