Çамрăксен хаçачĕ 35 (6383) № 09.09.2021

9 Сен, 2021

Чĕр чунсемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупать

Дарья Иванова ача чухнех пурнăçне чĕр чунсемпе çыхăнтарассине пĕлнĕ. Ăна физика, математика предмечĕсем мар, биологи кăмăла кайнă. «Мана чĕр чунсемпе ĕçлеме пÿрнĕ», — палăртрĕ зоотехник профессине суйланă Дарья.

Ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçланă

«Аттепе анне — Чăваш Енрен, вĕсем Чĕмпĕр облаçĕнчи Силикатный поселокне куçса кайнă. Манăн ачалăх унта иртрĕ, шкулта 11 класс вĕрентĕм. Эпир хваттерте пурăнатпăр, выльăхчĕрлĕх тытса курман. Урамра пыракан ĕнесене сăнаттăм, тепĕр чухне вĕсем шкул пахчине кĕретчĕç. Килсĕр-çуртсăр кушаксемпе йытăсене хĕрхенеттĕм, сиплеттĕм. Хуçасăр юлнăскерсене юлташсемпе пĕрле вĕсен дачисенче усраттăмăр. Çут çанталăка, чĕр чунсене кăмăлланăранах Шупашкарти Чăваш патшалăх аграри университетне /çав вăхăтра Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ пулнă/ вĕренме кĕме шухăшларăм. Ветеринари медицинипе зоотехни факультетне суйларăм. Пĕр çул зоотехника вĕреннĕ хыççăн ветеринари тухтăрĕн профессине те алла илме шухăшларăм. Ку ача чухнехи ĕмĕт пулнă. Куçăн мар майпа пĕлӳ пухатăп, виçĕ çул хыçа юлчĕ. Тепĕр виçĕ çул вĕренмелле. Кăçал эпĕ зоотехник пулнине çирĕплетекен хĕрлĕ диплома алла илтĕм.

Студент сакки çине ларсанах аслă шкул, общество пурнăçне хастар хутшăнма тытăнтăм. «Студентсен çуркунни» тата ытти пултарулăх мероприятийĕсенчен юлмарăм, вĕсене йĕркелеме пулăшрăм. Атăлçи тăрăхĕнчи çамрăксем валли кашни çул иртекен «iВолга» форума икĕ хут кайса килтĕм. Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче Самар облаçне çитсе проектсем хӳтĕлерĕм, анчах темле тăрăшрăм пулсан та грант выляса илме май килмерĕ. Эпĕ вĕреннĕ вăхăтра аслă шкулта студентсен «Зверополис» ветеринари отрячĕ уçăлчĕ. Юхăмăн хастарĕ пулса тăтăм. Пĕрремĕш курсрах ăслăлăх статйисем çырма тытăнтăм. Вĕсем эмбриологипе çыхăннă. Паянхи кунччен манăн 9 ĕç тĕрлĕ ăслăлăх статйисен пуххинче кун çути курчĕ. Диплом ĕçне те эмбриологипе çыхăнтартăм, донор ĕнесене суйлас ыйтăва хускатрăм. Эмбриологипе кăсăкланасси ăнсăртран пулчĕ. Аслă шкула Шупашкар районĕнчи Çĕнĕ Тутаркассинчи ял хуçалăх предприятийĕнче эмбриологра тăрăшакан Мадисонсем килнĕччĕ. Çак тĕлпулу хыççăн ăслăлăх ертӳçи вĕсемпе çыхăну тытма сĕнчĕ. Вăхăт иртсен Мадисонсемпе ĕçлеме тытăнтăм, тĕрлĕ материал тĕпчерĕм. Пушă вăхăт тупăнсан вĕсене пулăшма лабораторие çӳреттĕм. Кайран çак предприятире диплом умĕнхи практикăна тухрăм.

Эмбриологи маншăн питĕ кăсăклă. Специалистсем лабораторире эмбрион хатĕрлеççĕ, вĕсене ĕнен организмне яраççĕ. Суррогат амăшĕ пулмашкăн ятарласа ăратлă мар тынасене суйлаççĕ. Процедура ЭКО евĕрех, анчах технологийĕ урăхла. Эпĕ микроскопа ĕçлеттĕм, пурăнма пултаракан эмбрионсене тишкереттĕм. Тепĕр чухне выльăха темиçе эмбрион та яраççĕ, вĕсем пурте аталанма пултараççĕ. Пирĕн ĕçре унашкалли пулнăччĕ. Тӳрех 3 эмбрион янă, анчах вăхăт иртсен вĕсем аталанма пăрахрĕç. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Хĕрарăмсене кĕсен, çăпан нушалантарни асрах»

Отставкăри майор Клара Осокина хăй вăхăтĕнче чăвашсене илемлĕ сассипе тыткăнласа халăх юратăвне çĕнсе илнĕ. Кăçал Клара Александровна Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнă чухне паттăрлăх кăтартнă çынсене халалланă юрра конкурс валли ятарласа студире çыртарнă. Унăн амăшĕ те Августа Васильевна вăрçă вăхăтĕнче Хусан çывăхĕнче окоп чавнă.

«Аппу вырăнне илсе каятăп»

Августа Осокина Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуркасси ялĕнче çуралнă. Халĕ çак ял çĕр пичĕ çинче çук, ăна Çĕнĕ Шупашкар хулин йышне кĕртнĕ. Августа пуян çемьерен пулнă: ашшĕ малтан — колхозăн, кайран ял канашĕн председателĕнче ĕçленĕ. Пĕр çулхине арçын артель уçнă. Хăваран сĕтел-пукан, карçинкка тата ытти хатĕр-хĕтĕр ăсталаса сутнă. Пĕррехинче туянакансем Санкт-Петербургранах çитнĕ.

Çемьере ултă пĕртăван çитĕннĕ, Августа — иккĕмĕшĕ. Ашшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Августа 12 çултах утă капанĕ тума вĕреннĕ. Ун чухне виçĕ юплĕ сенĕкпе ĕçленĕ. Малтан хĕрача утта çынсене аялтан парса тăнă, кайран капан çинче тăма хăнăхнă. «Çав Август /хĕрачана çапла чĕннĕ/ мĕнле-ха вăл, вăйлă ĕçлет», — тĕлĕннĕ çынсем. Вăрçă пуçланнă çул Августа 15-ре пулнă. Çĕршыва нимĕç фашисчĕсем тапăнса кĕнине вăл радиопа илтнĕ. Çав кун амăшĕ ăна çăкăр туянма янă. Августа ялти пасарта утса çӳренĕ вăхăтра хурлăхлă хыпар пирки пĕлнĕ. Вăл аса илнĕ тăрăх, 1941 çулхи çуллах хĕрарăмсене тĕрлĕ çĕре ĕçлеме илсе кайма тытăннă, вĕсен ачисем урамра чупса çӳрени халĕ те куç умĕнче. Авăн уйăхĕ çитсен хĕрачан 10-мĕш класа каймалла пулнă. Анчах шкул алăкĕ çавăн чухне уçăлман. Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Августăн аппăшĕн Лидийăн окоп чавма каймашкăн ят тухнă. Малтанах ăна фронта ăсатасшăн пулнă, анчах çар комиссариатĕнчен каялла киле янă. Августăпа Лидийăн ашшĕ вăрçă çулĕсенче колхоз председателĕ пулнă. Вăл хăйĕн хуçалăхĕнчи лашипе ялтан окоп чавма кайнисем валли апат-çимĕç турттарнă. Тăрук Лидия шăнса пăсăлнă. Пуçĕ çине çăпан, кĕсен тухнă. «Аппу вырăнне сана илсе каятăп», — тенĕ ашшĕ Августăна. 16 çул та тултарман хĕрне урапа çине лартса, кĕреçе хурса вырăна леçнĕ. Окоп чавакансем бараксенче пурăннă. Августăна вĕсенчен пĕрне ертсе кĕнĕ. Çав вăхăтра аппăшĕн çӳçне каснине курнă вăл. Ашшĕ Лидийăна çавах киле илсе кайман. Хĕрне апат пĕçерекене куçарма калаçса татăлнă. «Эсĕ вăйлăрах, окоп чаватăн», — çапла каласа ашшĕ Августăна баракра хăварнă. Вăл — колхоз председателĕ, çын умĕнче намăс ан пултăр тенĕ, çавăнпа икĕ хĕрне те ĕçлеттерме янă.

Пуян çемьерен пулнăран Августа ыттисем пек çăпатапа çӳремен. Ашшĕ хĕрĕсене хăй йăваланă çăматă, сурăхпа пăру тирĕнчен çĕленĕ атă тăхăнтартнă. Алсишне амăшĕ çыхнă. Çавăнпа шартлама сивĕ çанталăкра Августа ыттисем пекех нушаланман. Чылайăшĕн питне тăм илнĕ, вĕсем çӳхе сăхманпа çӳренĕ. Окоп чавакансен йышĕнче Августа чи çамрăкки пулнă. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Грипп пирки те манмалла мар

Коронавирус парăнма шухăшламасть-ха. Коллективлă иммунитет йĕркеленсен çеç эпир çак каварлă чир сарăлассине чарма пултарăпăр. Çавăнпа республикăра коронавирусран вакцинаци тăвас ĕç пырать.

Пĕрисем: «Прививка тутармаллахши?» — тесе иккĕленнĕ хушăра теприсем ревакцинаци тапхăрĕ витĕр те тухнă. Аса илĕр-ха историе. «Испанка», полиомиелит, сысна грипĕ… Çĕр çинче инфекци чирĕсем вăй илнĕ тапхăрсем пулнă. Вĕсене çĕнтерме вакцина пулăшнă. Коронавируса та унсăр парăнтараймăпăр, çавăнпа пандеми хăçан вĕçленесси пирĕнтен, халăхран, килет. Прививка пире унчченхи лăпкă пурнăçа таврăнма пулăшĕ. Халĕ коронавирусăн виççĕмĕш хумĕ пырса çапасси пирки калаçма тытăнчĕç. Чăнах та, юлашки вăхăтра чирлекен, вилекен нумайланчĕ.

Пĕрремĕш хум çитсен /2020 çулхи çуркуннепе çулла/ чирлекен нумайччĕ, вилекенсем, хальхипе танлаштарсан, сахалрахчĕ. Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 1-мĕшĕччен 8,6 пин çын коронавируспа чирленĕ, вĕсенчен 93-шĕ пурнăçран уйрăлнă.

Пĕлтĕрхи кĕркунне чир-чĕр каллех вăйлă ашкăнма тытăнчĕ. Иккĕмĕш хум темелле ĕнтĕ ăна. Чи «хĕрӳ» тапхăрта, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче, республикăри 350 çын çак вируса пула вилнĕ. Çу уйăхĕнче 63 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Халĕ виççĕмĕш хум пуçланчĕ теме юрать. Вăл тата хăрушăрах пулмĕ-ши?

Çĕртме-утă уйăхĕсенче вилекенсем каллех нумайланма тытăннă. Çурла уйăхĕнче, çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра, 294 çын пурнăçран уйрăлнă. Халĕ ав шкул ачисем, студентсем вĕренме тытăнчĕç, çынсем тĕрлĕ çĕршывран, регионтан отпускра канса килчĕç. Республикăра вакцина çителĕклех.

Аса илтерер: тăватă тĕрлĕ вакцинăран пĕрне суйлама май пур /паллах, тухтăрпа канашласа/: «Спутник V», «ЭпиВакКорона», «КовиВак» тата «Спутник Лайт». Иртнĕ эрнере Чăваш Ене «Спутник V» вакцинăн 10 пин ытла дозине илсе килнĕ. Ăна хуласенчи тата ялсенчи больницăсене валеçсе панă.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, вакцинăн çак партине республикăри чи аякри районсене те янă. Сăмах май, хальхи вăхăтра республикăна «Спутник V» вакцинăн 320 пин ытла дозине кӳрсе килнĕ.

Коронавирус алхаснă вăхăтра грипп пирки те манмалла мар. Кĕçех вăл та сарăлма тытăнĕ. Çавăнпа тухтăрсем грипран прививка тутарассине кая хăварма сĕнмеççĕ. «Аса илтеретпĕр: коронавирусран прививка тутарни грипран вакцинациленмелле маррине пĕлтермест. Анчах ковид вакцинацийĕн курсне вĕçлесен сахалтан та пĕр уйăх кĕтмелле. Çак тапхăр иммун тытăмне антителăсене йĕркелемешкĕн кирлĕ», — çапла пĕлтерет ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви.

Мобильлĕ пунктсем малалла ĕçлеççĕ. Хăш кун тата ăçта прививка тума май пуррипе Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче паллашма пулать. Сусăрсене, ватăсене килтен тухса çӳреме йывăр тăк бригадăна киле чĕнсе илме май пур. Кун валли участок терапевчĕ патĕнче заявка хăвармалла. Шупашкарта пурăнакан Зинаида Кузьма патне çак кунсенче бригада çитсе ревакцинаци тунă. Заявкăна унăн хĕрĕ хăварнă.

— Эпĕ 85 çулта, вăраха кайнă чирсем пур, çавăнпа сыхланмалла, сывлăха упрамалла. Изоляцире çулталăк чăтăмлă ларнă хыççăн прививка тутарма шухăшларăм. Тахçанах вакцинацилентĕм. Халĕ акă тепĕр хутчен тутарма вăхăт çитрĕ, — тенĕ Зинаида Порфирьевна. Вăл вакцинацин курсне кăçалхи нарăс уйăхĕнче вĕçленĕ. Ватă хĕрарăм ытти диагноз пурине пăхмасăр парививкăна лайăхах чăтса ирттернине пĕлтернĕ.

Палăртмалла: Чăваш Енĕн резерв фондĕнчен коронавируспа кĕрешмешкĕн 52,6 миллион тенкĕ уйăрнă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев алă пуснă хушăра палăртнă тăрăх, укçана регионти Сывлăх сыхлавĕн министерстви илĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Салтакран килсен черкке тĕпĕнче телей шырарăм»

Шупашкарта пурăнакан Сергей Муравьев чылай çул васкавлă медпулăшура терапевтра тăрăшнă, çĕр-çĕр çын пурнăçне çăлнă. Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралса ӳснĕскер ку ĕçрен кайнă пулсан та ыттисене ырă тума пăрахмасть. Вăл хулари «Çĕнĕ пурнăç» ыр кăмăллăх çуртне килекен çынсене пулăшать. Пĕрисенне çӳçне касать, теприсене эмелпе тивĕçтерет, виççĕмĕшĕсене сăмахпа сиплет. Сергей Анатольевич хăйĕн икĕ кустăрмаллă «тимĕр учĕпе», велосипедпа, çула тухать. Редакцие те çавăнпах килчĕ. Çул çинче çĕмĕрĕлнĕ велосипедне юсама тивнĕрен вăл çур сехет каярах çитрĕ.

Стартер çавăраймастăн тесе шофера илмен

«Шкул пĕтерсен медицина училищине вĕренме кĕтĕм. Диплом илсен Элĕкре васкавлă медпулăшу тытăмĕнче ĕçлесе пăхрăм та пĕлӳ çитменнине туйса И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытрăм. Ĕçленĕ пирки мана балл та хушса панăччĕ. Аслă пĕлӳ илсен Шупашкартах ĕç вырăнĕ тупăнчĕ. Медицина тытăмĕнче 30 çула яхăн тăрăшрăм. Анне манран тракторист е шофер тăвасшăнччĕ. 10 класс пĕтернĕ тĕле эпĕ 1 метр та 45 сантиметр çӳллĕш çеçчĕ. Лутра пулнăран стартер çавăраймастăн тесе шофера вĕренме илмерĕç. Ирĕксĕрех медицина училищине кайма тиврĕ. Пирĕн ялта ĕçлекен фельдшерсем лайăхчĕ. Вĕсене ялан сăнаттăм. Фельдшер сумкине йăтма вăй çитет, шприц тытса укол тума вĕренĕпех тесе шухăшларăм. Ĕмĕтленни пурнăçланчĕ. Шурă халат тăхăнма тивĕç специалист пултăм. Мускавран профессорсем лекцисем вулама килетчĕç. Преподавательсем çирĕп ыйтатчĕç. Вĕренмесен пĕчĕк «виççĕ» те лартса памастчĕç», — студент çулĕсене аса илчĕ 60 çула çывхаракан арçын.

Тухтăр ĕçĕ — чи яваплă профессисенчен пĕри. Сергей Анатольевич шухăшĕпе, хальхи медицина тытăмне кинофильмсенче лайăх кăтартса параççĕ. Пулăшу ыйтса шăнкăравлакансен йышĕнче тĕрлĕ шăпаллă çын пур. Вăл сăнанă тăрăх, инкексен 80-90 проценчĕ эрех ĕçнипе çыхăннă. Сергей Анатольевич ачисем ашшĕ-амăшне пăхман тĕслĕхсемпе те, вилме выртнă тăванĕ пурăнтăр тесе ăна кашăкран çитернĕ çынсемпе те тĕл пулнă.

«Тепĕр чухне пациента пĕр эмел парассишĕн пĕр бригада тухса чупаттăмăр. Васкавлă медпулăшу машинипе ĕçлекен водительсене шеллеттĕм. Йывăр чирлĕ çынна больницăна илсе кайнă чухне хирĕç килекен машинăсен çулĕ çине пĕр хăрамасăр тухса малалла ыткăнаççĕ-çке-ха. Этем пурнăçĕ вĕсен аллинче пулнине лайăх ăнланаççĕ. Шел те, больницăна илсе çитереймен, пирĕн алă çинчех ĕмĕрлĕхех куç хупнă çынсем те пулнă.

Пĕррехинче Шупашкарти пĕр лавккара арçыннăн пурнăçĕ татăлчĕ. Эпир хамăртан мĕн килнине турăмăр пулин те ăна çăлаймарăмăр. Эпĕ кирлĕ хутсене пăлханса çырнă вăхăтра ĕçтеш çухалса каймарĕ, 60 çула çывхаракан арçыннăн кĕсйинчи телефоне туртса кăларчĕ те хĕрне инкек çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Лавккана килнĕ çын енчĕксĕр çула тухманни паллă. Вăл хăйĕнпе пĕрле укçа самай чиксе тухнă. Мĕн пытармалли, ют çын пурлăхне пĕр именмесĕр хапсăнакансем те пур. Эпир нимĕн те тĕкĕнмерĕмĕр. Унăн хĕрĕ кайран пире çакăншăн тав турĕ», — ĕçри самантсене аса илчĕ тухтăр. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.