«Хресчен сасси» 34 (2872) № 08.09.2021

8 Сен, 2021

Ĕçченсем – хăмла пахчинче

Çĕр ĕçченĕ тыр-пула пӳлмене кĕртрĕ. Анчах кĕрхи ĕçсем вĕçленмен-ха. Хăмла пахчи кĕтет ăна. Сентябрĕн 6-мĕшĕ тĕлне республикăра 16,2 гектар [пĕлтĕр çак вăхăтра 27,6 гектар] çинчен «симĕс ылтăн» татнă. Унăн тухăçĕ кăçал иртнĕ çулхинчен пысăкрах, гектартан вăтамран 18,4 центнер [2020 çулта — 16,9 центнер]. Асăннă вăхăтра пухса илнĕ мĕн пур хăмла вара 29,8 тоннăпа танлашать [46,6 тонна].

Республикăра юлашки вăхăтра çак культура лаптăкне ӳстерме тăрăшаççĕ. Çĕрпӳри наукăпа тĕпчев институчĕн тĕп тĕллевĕ — çĕнĕ сортсем кăларасси. Патшалăх реестрне кĕнĕ мĕн пур сортран 12-шне шăпах Чăваш Енре шухăшласа тупнă. Специалистсем палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра хăмла çитĕнтерме меллĕ. Паллах, çак ĕç çăмăл мар. Унсăр пуçне малтанхи тăкаксем те пысăк: шпалерсем кармалла, хунавсем туянмалла, çум курăкран, хурт-кăпшанкăран тасатмалла… Тупăшне вара тӳрех илеймĕн. Çавăнпах ĕнтĕ çак ĕçе пуçăнакан нумаях мар.

Ку культурăпа медицинăра, фармацевтика тытăмĕнче, апат-çимĕç пĕçернĕ чухне анлă усă курнине те каласа хăвармалла. Унсăр пуçне сăрă, лак тунă çĕрте те. Кăпăклă сăрана та хăмласăр вĕретеймĕн.

Хальхи вăхăтра Вăрмар, Çĕрпӳ, Етĕрне, Вăрнар районĕсенчи хуçалăхсем «симĕс ылтăн» плантацийĕнче тăрăшаççĕ. Вăрмар районĕнчи «АгроРесурсы» хуçалăх та çак ĕçе пикеннĕ. Кăçал асăннă культурăна унта 32 гектар лаптăк çинче çитĕнтернĕ.

Хальхи вăхăтра Тикаш ял тăрăхĕнчи Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчи хăмла пахчинче ĕç вĕрет. Паллах, ĕçе механизациленĕ, анчах ăна алă вĕççĕн те тума тивет. «Симĕс ылтăна» пухса кĕртнĕ çĕре 20 çынран кая мар хутшăнать. Вĕсем уй-хирте те, хăмла татмалли, типĕтмелли агрегатсем таврашĕнче те вăй хураççĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Ĕçпе илем пĕртăван

Çĕрпӳре пурăнакан Роза Пешенькова тĕрлĕ чечек, улма-çырла çитĕнтерме кăмăллать. «Ачаранах килĕштеретĕп эпĕ çак ĕçе, — тет вăл. — Шкултан таврăнсан выльăхчĕрлĕх пăхассишĕн, пахчара ĕçлессишĕн эпĕ яваплăччĕ. Аппа кил-çурт тирпейлетчĕ, аттепе анне ĕçрен таврăннă çĕре вучах чĕртсе апат пĕçеретчĕ. Хăнăхнă ĕç чĕрене вырнаçнă тейĕн».

Ял — çăтмах кĕтесĕ

Тăрăшулăх, ĕçченлĕх ачана ашшĕ-амăшĕнчен юнпа куçать. Çĕрпӳ районĕнчи Кĕсерпуç ялĕнче пурăннă Юлия Степановнăпа Виктор Евстафьевич Соколовсем ĕмĕрĕпех фермăра ĕçленĕ. Укçа-тенкĕ пухас тĕллевпе хăй вăхăтĕнче вĕсем Волгоград облаçне тухса кайнă. Кунта та фермăра вăй хунă: пĕри — дояркăра, тепри выльăх-чĕрлĕх пăхаканра тăрăшнă. Юлия Степановна ĕçри хастарлăхшăн Ленин ордене тивĕçнĕ. Чăваш Ене куçса килсен те çак мăшăр ялти чи сумлă çынсен шутĕнче пулнă. Ĕçчен çемьере хĕрĕсем те маттур çитĕннĕ.

Роза Викторовна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт тĕп хулари шкулта ачасене чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Пахча ĕçĕпе кăсăкланма пуçланине вăл хăйсем кил-çурт çавăрнипе çыхăнтарать. «Пахчара тĕрлĕ чечек, улма-çырла çитĕнтерес килетчĕ. Унсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк те чылай тытнă. Каярахпа вара хăмла çырли, хура хăмла çырли, хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан хунавĕсемпе тата чечексемпе ĕçлеме тытăнтăм, — сӳтĕлет сăмах çăмхи. — Тепĕр киленĕç те пур манăн: хурт-хăмăра кăмăллатăп. Ялта, кӳршĕре, Михаил Соколов утарçă пурччĕ. Вăл мана, пĕчĕкскере, пыл юхтарнă çĕре явăçтаратчĕ. Çавна май вĕлле хурчĕ патне туртăм çуралчĕ. Шел те, кӳршĕ йывăр чире пула çамрăклах пурнăçран уйрăлчĕ. Халĕ хурт-хăмăра ытларах упăшка пăхать. Уншăн та ку ĕç ют мар. Вĕсен çемйи те ĕлĕкренех вĕлле хурчĕ тытнă».

Пешеньковсем хулара пурăнаççĕ пулсан та тăван ялне кунсеренех каяççĕ. «Атте-анне çуртне пĕтĕмпех çĕнетрĕмĕр. Халĕ мăшăрăм Саша хуралтăсем тăвать. Пахчара, 30 сотăй çĕр лаптăкĕнче, хăмла çырли, тĕрлĕрен чечек çитĕнтеретпĕр. Çакăнтах хурт-хăмăр та ĕрчететпĕр. Ял пушанса пыни çеç чуна ыраттарать. Хăй вăхăтĕнче Кĕсерпуç кĕрлесе çеç тăнă. 70 яхăн килте чылай ача-пăча çитĕннĕ. Çамрăксем хулана каяççĕ, ватăсем вилеççĕ. Çапла вара çуртсем тăлăха юлаççĕ. Яла пăрахас килмест. Вăл пирĕншĕн çăтмах евĕр туйăнать. Пирĕн тымарсем çакăнта-çке. Кун пирки ачасене те ăнлантаратпăр. Вĕсем те пулăшма килсех çӳреççĕ», — кăмăллăн калаçать Роза Викторовна.

Хăмла çырли тенĕрен вăл 30 сорта яхăн. Ку шутра ремонтантли те пур, вĕсем те тĕрлĕрен. Сентябрь уйăхĕ çитрĕ пулсан та авăр çинче пуç пӳрне пысăкăш çимĕç çитĕнет. Ĕненес те килмест. Анчах чăнлăха пытараймăн. Çу каçипех çырлапа савăнтараканскер тухăçне кĕркунне те чакармасть иккен. Хура кĕрчченех тутлă çимĕç çисе киленме пулать. Сортсене çулсеренех улăштарса тăнине палăртать кил хуçи хĕрарăмĕ. Çавна май вĕсене тĕрлĕ тăрăхран, ют çĕршывран почтăпа çырăнса илеççĕ. «Ӳсен-тăран та выльăх-чĕрлĕх пекех апат çитермесен ӳсеймест, — тет хĕрарăм. — Пахчара хурт-хăмăр ĕрчетнĕрен хими хутăшĕсемпе питех усă курмастпăр. Лаптăка тислĕк хыватпăр, шăрăх кунсенче тĕмĕсене шăваратпăр». <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Пурте прививка тутартăмăр»

Коронавирус çав-çавах лăпланмасть-ха. Шел, вилекенсен йышĕ те чылай. Çавăнпа та усал чиртен хӳтĕленес ĕç республикăра малалла пырать.

«Эпир коллективра хальхи вăхăтра çиччĕн ĕçлетпĕр, — терĕ Патăрьел районĕнчи Турханти ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев. — Пурте коронавирусран вакцинациленнĕ. Унсăрăн епле?

Ял-йыша хамăрăн тĕслĕх кăтартмаллаçке. Усал çак амака прививкăпа çеç ирттерме пулать. Ахальтен мар анлă сарăлнă авалхи чирсенчен çынсем вакцинаципе çеç çăлăнса юлнă. Ман шутпа, коронавирусран та çак майпах хăтăлма пулать. Урăхла çĕнтерме çук ăна».

Александр Михайлович каланă тăрăх, вăл коронавируспа халиччен чирлемен. Тен, хăй сисмесĕр, чире ура çинчех ирттерсе янă. Апла пулин те прививкăран пăрăнса юлас темен. «Спутник V» препаратпа вакцинацилентĕм, нимĕн те туймарăм, — малалла тăсăлать калаçу. — Прививкăна эпир ялти пĕтĕмĕшле практика врач уйрăмĕнче тутартăмăр. Сăмах май, пирĕн участок /Анатолий Кольцов тухтăр/ районта ку енĕпе лайăх ĕçлет. Ытти çынна та вакцинациленме сĕнетĕп эпĕ. Мĕншĕн тесен ковид грипп çеç мар, вăл питĕ хăрушă. Ахальтен мар тухтăрсем прививка тутарнă çын чире çăмăлрах парăнтарни пирки калаççĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, вирус ытларах чухне ачасене ерет. Вĕренӳ çулĕ пуçланнă май çамрăксен хушшинче чирлекенсен йышĕ ӳсесси куçкĕретех. Ахальтен мар Шупашкарта пĕчĕк пациентсене килте сыватмашкăн мобильлĕ бригада йĕркеленĕ. Чир паллине кура медицина ĕçченĕсем тӳрех вĕсем патне васкаççĕ. Телее, ачасем ковида çăмăл ирттереççĕ. Çапах та вĕсене те сиплев кирлĕ. Йывăр чирлисене вара хулари ача-пăча инфекци больницине вырттараççĕ. Килĕсенче сипленекен пĕчĕк пациентсене тухтăрсем сываличченех пăхса тăраççĕ.

Сентябрĕн 7-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре талăкра 74 çын коронавируспа чирленĕ, 74 çын сывалнă, 10 çын чире парăнтарайман, пурнăçран уйрăлнă. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   ♦


Шăмăршăсем аталансах пыраççĕ

Çакăн пек пĕтĕмлетрĕм Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе — социаллă аталану пайĕн ертӳçипе Александр ЧАМЕЕВПА тĕл пулса калаçнă хыççăн.

— Александр Васильевич, калаçăва социаллă сферăран пуçлар-ха. Мĕнлерех аталанса пырать вăл?

— Пирĕн районта 16 клуб ĕçлет, вĕсенче 22 çын вăй хурать. Республикăра коронавирус инфекцине пула чăрмавсем пулсан та культура учрежденийĕсенче асăрхаттару мерисене çирĕп пăхăнса тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Çавăн пекех районта — 14 библиотека. Вĕсенче 19 çын ĕçлет. Культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатса пырасси те тĕпре.

Кăçал Пуянкасси ял клубĕнче сцена тунă. Çавăн пекех чаршавсене, чӳрече каррисене çĕнетнĕ, артистсем валли тум туяннă. Шăмăршă районĕ пĕчĕк пулсан та пирĕн тăрăхран паллă çын — артистсем, драматургсем, республикăра культура ĕçне аталантарса пыракансем — сахал мар тухнă. Эпир Валерий Николаевич Яковлевпа, Мефодий Иванович Денисовпа тата ытти нумай ентешпе чăннипех те мăнаçланатпăр. Вĕсем хăйсем те тăван ене манăçа кăлармаççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Акă Сергей Кувшинов Чăваш Республикин юрăпа ташă ансамблĕн чаплă тумĕсене района парнелеме пултарчĕ. Ăна, паллах, ку енĕпе ансамблĕн илемлĕх ертӳçи Юрий Васильев нумай пулăшрĕ.

Паян кадрсем çитменни ура хурать. Пирĕн баянистсем, купăсçăсем çук... Паллах, çамрăк специалистсен ĕç укçи те пĕчĕк. Культура сферинче, сăмах май, вăтам шалу 22 пин тенкĕ. Çакă çамрăксене çырлахтармасть.

— Ялсем ватăлса пыраççĕ теççĕ те. Шăмăршă районĕнче те çаплах-и? Çамрăк çемьесем, садике, шкула çӳрекен ачасем пур-и?

— Районта тăватă ача сачĕ ĕçлет. Çавăн пекех кашни шкулта пĕчĕккисен ушкăнĕсем пур. Районта тăхăр шкул, вĕсенчен тăваттăшĕ вăтам пĕлӳ параканни. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче 1942 ача парта хушшине ларчĕ. Садиксене 400 яхăн шăпăрлан çӳрет.

Кăçал виçĕ шкулта юсав ĕçĕсем пуçланă. Чаткасри, Палтиелти пĕлӳ çурчĕсем ачасене çĕнĕ сăнпа кĕтсе илчĕç. Шăмăршă шкулĕнче юсав ĕçĕсен иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Декабрь уйăхĕнче вĕçленмелле. Çак тапхăрта, паллах, икĕ сменăпа вĕренме тивет. <...>

Геннадий МАКСИМОВ.

♦   ♦   ♦


Сак тулли саккăрăн

Малтисен ретĕнче пулма тăрăшнă çын хăй çинчен асăнмалăх йĕр хăваратех. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи Мария Максимова çавнашкал хастаррисенчен пĕри.

Мария Васильевна 1935 çулта асăннă ялта çуралнă, шкул пĕтернĕ. Хуракасси каччипе Алексей Максимовпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ ферма заведующийĕнче тăрăшнă, 52 çултах пурнăçран уйрăлнă.

Максимовсем 8 ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсен шутĕнче тухтăр, инженер, воспитатель, сутуçă, столяр, водитель пур. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ, хăйсен юратнă ĕçĕсенче вăй хураççĕ.

Мария Васильевна пенсие тухичченех дояркăра ĕçленĕ. «Пĕр кун та ĕçсĕр ларман эпĕ, — тет вăл. — Ирхине 3-4 сехетре тăрса фермăна утнă. Ачасем хăйсемех тирпейленсе шкула кайнă. Аслисем кĕçĕннисене пулăшнă. Ферма ял хĕрринчи сăртра ларатчĕ. Унта çитме манăн çырма урлă каçмаллаччĕ. Хĕлле унта юр хӳсе каятчĕ, çавна май çул пачах çухалатчĕ. Темĕн тĕрлĕ те асапланнă. Ачасем ĕне суса ывăнатчĕç. Ятарлă аппаратпа сума вĕренсен ĕç самай çăмăлланчĕ».
Мария Максимова яланах малтисен шутĕнче пулнă. Ăна ял, район канашĕн депутатне суйланă. <...>

Лера АНДРЕЕВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.