- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 33 (4752) 02.09.2021
Хаваслă шăнкăрав янăрарĕ!
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ — чи савăнăçлă уявсенчен пĕри. Çак кун янăракан шăнкăрав çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнине пĕлтерет. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансемшĕн вăл уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Учитель ачасене пĕлӳ тĕнчине илсе кĕрет, кунран-кун çĕнĕлĕхсемпе паллаштарать, ăс парать. Вĕренмелле, ăнтăлмалла кăна. Çуллахи кану хыççăн мĕнле кăмăл-туйăмпа пĕлӳ çуртне çул тытнине шкул ачисем хăйсем каласа парĕç.
Милена Тихонова кăçал пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă. Çырă çӳçлĕ хĕрача шкула хавас кăмăлпа кайнине пытармарĕ:
— Эпĕ Шупашкарти 19-мĕш шкулта çамрăк армеецсен класĕнче вĕренме тытăнтăм. Атте-анне мана çуллах шкул тумĕ туянса пачĕ. Вăл ыттисенчен уйрăлать, çутă-хăмăр кофтăран, юбкăпа шăлавартан, хĕрлĕ кроссовкăпа беретран тăрать. Шкула кайичченех ăна темиçе хут та тăхăнса пăхрăм, çĕнĕ те илемлĕскере хывас та килмерĕ. Спорт тумĕ те кăмăла кайрĕ. Шкул сумккине эпĕ хам суйларăм, унта тетрадь, пенал, ытти япала чиксе хутăм. Дневнике мана хамран аслăрах иккĕмĕш сыпăкри аппасем парнелерĕç. Ача садне пĕрле çӳренĕ 2 хĕрачапа тата 2 арçын ачапа пĕр класа лекнĕшĕн савăнтăм. Златăпа тата Беллăпа унччен те çывăхчĕ, халĕ пирĕн туслăх тата ытларах çирĕпленессе шанатăп. Пирĕн класра 30 ача, пуринпе те тус-юлташлă пуласшăн-ха. Çамрăк армеецсен класĕ пулнă май эпир тĕрлĕ кружокра кĕрешме, ташлама хăнăхăпăр. Шкул ачисен ретне тăнăшăн питĕ савăнатăп.
Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари Стас Михайлов — 3-мĕш класс вĕренекенĕ. Маттурскер çу кунĕсенче ашшĕ-амăшне пахчара, хуçалăхра нумай ĕç туса пулăшнă, кĕçĕн йăмăкĕпе шăллĕне пăхнă. Пĕлӳ кунне вăл шкула илемлĕ чечек çыххипе килнĕ.
— Каникулта кичемленме вăхăт пулмарĕ пулсан та Пĕлӳ кунне чăтăмсăррăн кĕтрĕм. Шкулти юлташсемшĕн тунсăхларăм, пĕрле вĕренекенсене те курас килчĕ. Коля, Тихон, Артем — манăн çывăх туссем. Эпир шкулта яланах пĕрле. Пирĕн класс ертӳçи — Роза Владимировна. Вăл пире урокра тимлĕ итлемелли, лайăх вĕренмелли пирки аса илтерсех тăрать. Эпĕ физкультура тата тăван тавралăх предмечĕсене кăмăллатăп, лайăх паллăсемпе вĕренме тăрăшатăп. «4» тата «5» илсен аттепе анне, асанне мухтаççĕ. Манăн Ксюша йăмăкпа Артем шăллăм пур. Вĕсем эпĕ шкула пуçтарăннине ăмсанса пăхса юлаççĕ, хăвăртрах парта хушшине ларасшăн, — хыпарларĕ кĕçĕн класра вĕренекен.
Елчĕк районĕнчи Кушкă шкулĕнче 6-мĕш класра ăс пухакан Евгения Тихонова та каникула савăк кăмăлпа аса илет. Çу кунĕсенче вăл пĕрремĕш хут ача-пăча лагерĕнче пулнă, сывлăха çирĕплетнĕ, юлташсемпе пуянланнă. Халĕ çĕнĕ вăй-халпа пĕлӳ тĕнчине утăмланă.
— Пирĕн шкул 1893 çултах уçăлнă, халĕ эпир 1975 çулта хута кайнă çуртра ăс пухатпăр. Авăнăн 1-мĕшĕнче шкул алăкне уçсанах таса та илемлĕ стенасем куç умне пулчĕç. Ачасене кĕтсе илме пĕлӳ çуртĕнче юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Савăнăçлă линейкăра ырă хыпарпа савăнтарчĕç: çитес çул пирĕн шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерме палăртнă, шкул тăррине ылмаштарĕç, стадиона, картишне хăтлăлăх кĕртĕç. Епле лайăх ку!
Пирĕн класра 9 ача: хĕрачасем çиччĕн, арçын ачасем иккĕн. Каникулта пĕрле вĕренекенсемшĕн тунсăхларăм, çавăнпах авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче шкула ирех çитрĕм. Эпир туслă пурăнатпăр, юрлама-ташлама юрататпăр. Пĕлӳ кунне халалланă концертра та пултарулăхпа тĕлĕнтертĕмĕр. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Привезли пять медалей
Финал национального чемпионата «Молодые профессионалы» (WorldSkills Russia) – это самые масштабные в России соревнования профессионального мастерства среди студентов профессиональных образовательных учреждений в возрасте от 16 до 25 лет и представителей направления WorldSkills Russia Juniors – школьников до 16 лет.
В этом году мероприятие прошло с 25 по 29 августа в Уфе. Участники состязались в 105 профессиональных компетенциях, разделенных на 7 блоков: строительство и строительные технологии; информационные и коммуникационные технологии; творчество и дизайн; производство и инженерные технологии; сфера услуг; транспорт и логистика; образование. В 51 компетенции демонстрировали свои навыки и юниоры.
Участниками финала стали более 1800 конкурсантов, из них более 600 – школьники. Команду Чувашии представляли 27 участников, из них 15 – в основной возрастной категории и 12 – в категории «юниоры». Ученица 10-го класса 47-й школы города Чебоксары Карина Цыганова участвовала в компетенции «Технологии моды» в категории «юниоры». На состязаниях ей нужно было нарисовать технический рисунок, выполнить моделирование, изготовить лекала, раскроить и сшить изделие.
Победитель и призер Всероссийской олимпиады школьников по технологии под руководством учителя технологии Наталии Выйгетовой, которая и разглядела в ней потенциал, к состязаниям готовилась целое лето.
– Мы и в прошлом году участвовали в чемпионате «Молодые профессионалы». Там я заняла второе место на региональном этапе. С самого детства люблю изготавливать одежду и аксессуары, пробуя себя не только в пошиве, но и во многих других техниках.
Состязания, разумеется, были сложными, но все девочки, включая меня, справились с заданиями. Я даже успела подружиться с некоторыми конкурсантками, пусть мы и оставались конкурентами. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
♦ ♦ ♦
Мой ангел-хранитель
А поезда уходят в даль… Не помню, откуда именно вычитала эту небольшую строчку, но почему-то она запечатлелась в моей памяти, а смысл ее прояснился со временем.
А поезда уходят в даль… Как догорают свечи в домах, как постепенно пустеют улицы, как проходят некогда трепетные чувства, так и время нещадно пролетает мимо нас. Это ощущение с годами только усиливается, особенно, когда до окончания школы остается всего лишь год. Но обмусоливать тему быстротечности жизни, рассмотренную уже со всех сторон еще задолго до меня, не хочется. Зачем дважды открывать Америку? Мне хочется поделиться своими воспоминаниями, хоть немного, всего несколькими страницами книги жизни с кратким, но таким емким названием «Бабушка».
Бабушка всегда была рядом. Иногда, в моменты тихой грусти и некой ностальгии, во мне просыпается желание покопаться в своей памяти. С какой целью это делается, я и сама толком не могу ответить. Просто внезапный необĕяснимый порыв. И всякий раз, поддавшись ему, я осознаю одну неизменную истину: бабушка всегда была рядом. Она словно ангел-хранитель всегда оберегала меня: в трудную минуту утирала слезы, в моменты радости радовалась со мной, а когда было страшно и непонятно, давала мудрый совет и хмурилась, если делала что-то не так.
Помню, в детстве у меня была обязанность присматривать за цыплятами и гусятами. Как я не любила это занятие! Для меня оно казалось самым трудным и скучным, сидеть как на привязи, в то время, когда хочется бегать, прыгать, носиться, как угорелая по деревне со своими подружками. И вот бабушка выносила мне, маленькой и уставшей, чашку чая и обязательно какое-нибудь угощение. Вроде мелочь, но такая радость! Или вспомнить хоть случай в больнице (больницы я и сейчас не люблю, там душно и серо, запах лекарства…). В первый раз я попала в больницу во втором классе. Неприятные воспоминания. Меня окружали незнакомые тети и дяди, дети, длинные белые коридоры, неизвестно куда ведущие двери. Все чужое и незнакомое. Но, когда рядом с тобой ангел-хранитель в лице бабушки, страх отступает, и его будто бы и не было. Она помогала мне, успокаивала, не давала потеряться, заступалась за меня, если меня обижали. Благодаря ее усилиям я вернулась домой вылечившаяся и бодрая. Бабушка моя, правда, ангел-хранитель: и вылечит, и защитит! <...>
Зульфия ДИМУХАМЕТОВА. Яльчикский район, Кошки-Куликеевская школа.
♦ ♦ ♦
«Савтепи» премьерăпа – çĕнĕ сезон!
Шупашкарти Çамрăксен театрĕ авăнăн 14-мĕшĕнче черетлĕ пултарулăх сезонне уçма хатĕрленет. Ун чухне артистсем сцена çине çĕнĕ спектакльпе тухĕç. Ольга Туркайăн пьеси тăрăх лартнă «Савтепи» легенда-юмах кураканăн чунне мĕнпе тыткăнлĕ-ха?
Тĕп сăнар — тăлăх ӳснĕ пике Савтепи. Унăн савнийĕ — Акмане. Çамрăксем çемье çавăрса, пĕр-пĕрне юратса пурăнма ĕмĕтленеççĕ. Анчах шухăшланă пек пулмасть — Акмане вăрçăра çухални пирки хыпар килет.
Анчах хăюллă Савтепи кунпа килĕшесшĕн мар. Кашни çыннăн хăйĕн шăпи. «Пурнăç кĕнекинче» епле çырса хунă, çапла пулать те. Савтепи Акмане шăпине улăштарас тĕллевпе ватă юмăç Юркан патне каять, вăл пулăшнипе савнине шырама тухать. Пикене йывăрлăхсем хăратмаççĕ, вĕсене парăнтарса чăваш Туррисем патне çитет, савнийĕ пирки ыйтса пĕлет. Тĕп сăнар вĕçсĕр çул çӳревре. Акманене шырама тухнă Савтепи нимĕнрен хăрамасăр, юрату туйăмĕпе çунатланса çавах малалла утать. Спектакль режиссерĕ Вячеслав Оринов пĕлтернĕ тăрăх, вăл чăваш драматургийĕнче çакнашкал пьеса пулнине астумасть.
— Сцена çинче Чăваш Туррисене кăтартни — чăваш çыннин пурнăçне уçса паниех. Çут тĕнче мĕнле тытăнса тăни, камсем пире пулăшса пыни — çак шухăша ачасен те, аслисен те курмалла тесе шухăшлатăп, — терĕ вăл. <...>
Татьяна ИШМУРАТОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать