- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 34 (1211) № 02.09.2021
Пĕччен юлсан…
Çурла уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта пурăнакан арçын: «Çынсем, çăкăр парса пулăшăр», — тесе çырни хулара шăв-шав çĕклерĕ. Пулăшу ыйтса çырнă хута вăл чӳречерен кăларса çурт стени çине вырнаçтарнă. Социаллă сетьсенче пĕлтернĕ тăрăх, çакăн хыççăн ырă кăмăллă çынсем апат-çимĕç пырса панă ăна. Çапах çакнашкал лару-тăру мĕнле майпа сиксе тухнă-ши? Çакна уçăмлатас тĕллевпе çула тухрăмăр. Шупашкарти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен комплекслă центрăн ертӳçин çумĕ Вера Александрова каланă тăрăх, халĕ çак тытăм ĕçченĕсем арçынна хăйсен хӳттине илнĕ, икĕ пӳлĕмлĕ хваттере йĕркене кĕртнĕ. Арçын яваплă службăсенчен пулăшу ыйтман. Çавăнпах çакнашкал тĕслĕх çинчен патшалăх учрежденине чи малтан пĕлтерме ыйтать Вера Александрова, çапах та кӳршĕсем йăлтах курса-пĕлсе тăраççĕ-çке. Çавна май инкеке лекнĕ çынна вăхăтра пулăшма пулать.
Кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи нумай хутлă çуртра вырнаçнă хваттер алăкне питĕрменччĕ. Пире çак подъездра пурăнакан хĕрарăм кĕтсе илчĕ. Туалетра шыв юхнине пула сантехника чĕнсе илнĕ вăл.
Çăкăр пама ыйтнă
Кил хуçи диван çинче ларать. Унăн пĕр урине гипсланă, тепри — шыçăннă. Юнашарах костыль хунă. Арçын хăйĕнпе кăмăлтанах паллаштарчĕ. Владимир Григорьев Шупашкарта çитĕннĕ пулсан та чăвашла таса калаçать. Маларах кайса çакна палăртмалла: ӳпки шыçнине пула ăна «Васкавлă пулăшу» машинипе больницăна илсе кайнă. 10 кун сипленсен арçыннăн киле таврăнас килнĕ. Хăй каланă тăрăх, больницăран кăларманнине кура тарма шухăшланă. Алă айĕнчи япаласенчен вĕрен хатĕрлесе виççĕмĕш хутран анма хăтланнă. Анчах çĕре ӳкнĕ. Çавна май ура кĕллине хытах суранланă, шăммине хуçнă.
Кил хуçи больницăра сипленнĕ вăхăтра унăн хваттерĕнче йыттисем виçĕ кун хуçаланнă. Выçса çитнĕскерсем апат шыраса йăлтах чĕрмелесе пĕтернĕ, хатĕр-хĕтĕре салатнă, пӳлĕмсене вараланă. Владимир Григорьевăн тăватă ураллă тусĕсене пулăшас тĕллевпе кӳршисем тĕрлĕ ведомствăпа çыхăннă. Юлашкинчен йытăсене чĕр чуна йышăнакан ятарлă вырăна вырнаçтарнă.
68 çулти Владимир Григорьев костыльпе утма хăнăхайман-ха. Апла пулин те упаленсе кухньăна çитет. Пуканпа газ плити çумне ларать. Социаллă ĕçчен апат пĕçерсе хăварать пулин те хăй те тем янтăлать. Ахăртнех, хăйне кăна шанма хăнăхнă вăл. Эпир пынă чухне вермишель пĕçерсе лартнăччĕ.
2016 çулччен амăшĕпе пурăннă вăл. «Ватăлнине пăхмасăр вăр-вар çӳретчĕ», — теççĕ хĕрарăм пирки кӳршисем. Вăрăм ĕмĕрлĕскер тăхăр вун пĕр çула çитнĕ. Амăшне пытарнă хыççăн ывăлĕ хуçасăр йытăсене хăйĕн хӳттине илнĕ, хваттере кĕртнĕ. Арçын çут çанталăка юратнине, хĕлле те вакра шыва кĕнине калать. Тивĕçлĕ канăва тухнăскер йытăсемпе кунĕпех вăрманта уçăлса çӳренĕ. Çакăнта кашниех хăйне хăтлă туйнă. Çавăнпах 6 йытă усрани кӳршисене чăрмантарман. Ватлăха кура пенси тата виççĕмĕш ушкăн су-сăрне тивĕçекен тӳлев пысăк çак йыша тăранса пурăнмалăх çитнĕ. Сăмах май, арçын эрех-сăрапа иртĕхмест.
«Мĕншĕн çемье çавăрман?» — ыйтмасăр чăтаймарăм унран. «Пĕр хĕре юратнăччĕ. Анчах чиперкке çемье çавăрмашкăн мана мар, теприне суйларĕ. Çакăн хыççăн урăх никама та савман», — хуравларĕ хваттер хуçи. Мăшăрланасси тавра амăшĕ те пĕрре мар калаçу пуçарнă унпа. Çапах тĕпренчĕкне ӳкĕте кĕртеймен.
Владимир Григорьевăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕ ялта пурăнать. Хĕрарăм хăй те, унăн ачисем те тăванĕ патне килсе çӳреççĕ. Çавăнпах ăна пĕччен юлнă тееймĕн. Чирлени çинчен вĕсене пĕлтерме пултарнă-ха та. Анчах арçын телефон туянман. Вăл унпа усă курма пĕлмест. Çак хатĕр пурнăçне çăмăллатнине ватă çын шута илесшĕн мар. Арçын сывалса çитсен каллех йытăсем усрас шухăшлă. Малтанхи пекех çут çанталăк ытамĕнче чун канлăхне тупма ĕмĕтленет вăл.
Владимир Григорьев больницăран киле таврăннине кӳршисем курман. Утса çӳрейменнине пĕлнĕ пулсанах тĕрев парĕччĕç- тĕр. Ку çуртра ырă кăмăллă çын сахал мар. Çакна сантехникпа çыхăннă Нина Вячесла-вовнăн тĕслĕхĕ те çирĕплетет. Малтан та лайăхах хутшăннă вĕсем.
Арçын пуян пурăнать тееймĕн. Турăш пур. Амăшĕн сăн ӳкерчĕкне типтерлĕ упрать вăл. Малтан сарлака сакка аса илтерекен хĕсĕк диван çинче выртса тăнă. Уншăн пĕрре те ӳпкелешмест хăй. Халĕ меллĕрех пултăр тесе социаллă ĕçченсем урăх диван пырса панă ăна. Кухньăри çӳлĕк çинчи кĕрпе савăчĕсене тултарнă. Сивĕтмĕш те пушă мар. Шăн пĕлĕм тӳрех куç тĕлне пулчĕ. Кушакăн çатăркари апатне, ахăртнех, кил хуçи маларах туяннă. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Паянхи кун паттăрĕсем
Вакцинаци паянхи кун чи кăткăс ыйту пулса тăчĕ. Медицина мĕн пур организацийĕ çак ĕçе вăхăтра ирттерессипе çине тăрса ĕçлет. П.Н.Осипов ячĕллĕ Шупашкарти пĕрремĕш хула больници ку тивĕçе пурнăçлас кăтартусемпе — малтисен йышĕнче. Коронавирусран сыхлакан прививка тавра больница тĕп тухтăрĕпе, медицина наукисен кандидачĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ тухтăрĕпе Татьяна Спиридоновăпа калаçрăмăр.
— Татьяна Константиновна, вакцинацие еплерех йĕркеленĕ эсир?
— Пĕлтĕрхи чӳк уйăхĕнче республикăна Спутник-V препарат килсен тӳрех ĕçе пуçăнтăмăр. Икĕ поликлиникăра прививка пӳлĕмĕсем уçрăмăр. Унсăр пуçне вырăнтан вырăна куçса çӳрекен виçĕ бригада йĕркелерĕмĕр. Çынсем ĕçлекен, вĕренекен, пурăнакан çĕре тата суту-илӳ пысăк центрĕсене çитетпĕр. Нумай çынна вакцинацилемелле чухне, чăн та, вырăна тухни меллĕрех. Поликлиникăра пĕр харăс пысăк йыш пухăнассинчен хăтарать ку. Кунсăр пуçне мобильлĕ ушкăн сахал хускалакан çынсем патне киле те тухса çӳрет. Ытларах ватă çынсем вĕсем. Аслă ӳсĕмрисене пушшех упрамалла. Больницăна уява пухăнмаççĕ вĕт, чирлĕ çынсем килеççĕ кунта.
Вăрттăнлăх мар: Раççейре те, Чăваш Енре те коронавируспа чирлекенсем те, вилекенсем те пур. Ватă çынсемпе шала кайнă чирсемпе асапланакансем — теветкеллĕ ушкăнра. Çавăнпах вĕсене пушшех тимлĕх кирлĕ. Прививкăран лайăхрах профилактика çук халь. Вакцинацие хутшăннă çынсем чирленĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ паллах. Çапах та вĕсем чире çăмăллăн ирттереççĕ.
Пирĕншĕн 60 çултан иртнисене вакцинацие хутшăнтарас ĕçе йĕркелесси малти вырăнта. Енчен те республикăра ку кăтарту 35,5 процент пулсан, пирĕн — 55,5 процент. Анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест. Ĕçе малалла та тăрăшса пурнăçламалла. Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 90 процента çитермелле ку кăтартăва. Коллектив иммунитетне йĕркелемелле. Нумайăшĕ прививка тусан кăна вирус никам патне çыпăçаймĕ, вара тин пиртен хăпĕ.
Аслă ӳсĕмрисене вакцинацие хутшăнтарас ĕçе епле майпа йĕркелесе пынине час-часах ыйтаççĕ. Нимĕнле вăрттăнлăх та çук. Тухтăрăн участокри çыннисене, уйрăмах — аслă ӳсĕмрисене, палламалла, ятран пĕлмелле — çавă çеç. Диспансер учетĕнче тăракансен сывлăхĕпе час-часах кăсăкланмалла. «Мария Ивановна, мĕнлерех туятăр хăвăра? Сире паян кĕрсе курам-ха», — темелле. Килте кăна ларса тăрас килмест ваттисен те. Пахчана та чун турать, тăванĕсемпе те тĕл пулас килет. Сыхлансан, прививка тусан аванрах вĕт.
— Хăш препарат юрăхлине тухтăр палăртать-и? Е суйлама ирĕк пур-и?
— Раççейре халĕ 5 тĕрлĕ вакцинăпа усă кураççĕ. Чăваш Ене 4 тĕрли тăтăшах килсе тăрать. Спутник-V, КовиВак тата ЭпиВакКоронăпа пĕрлех Спутник Лайт та çитме пуçларĕ.
Тепĕр чухне çынсем хăйсем сисмесĕрех чирлесе ирттерни те пулать. Çакнашкаллисене е маларах урăх тĕрлĕ вакцинăпа прививка тунисене ревакцинаци тума меллĕ Спутник Лайт.
Пациента прививка тума хăш препарат юрăхлине тухтăр палăртать паллах. Çын шухăшлавĕ темшĕн çапларах: хăшĕ сахалрах, хăшĕ çук — çавă лайăх пек туйăнать вĕсене. Йăнăшаççĕ. Спутник-V препарата нумай тĕрĕслесе пăхрăмăр. Вăл чăннипех те витĕмлине куратпăр. Аллерги реакцине асăрхамарăмăр. Тĕрлĕ эмеле, апат-çимĕçе йышăнман çын, тĕрĕссипе, сахал мар. Кашни вакцина хăйне май. Пĕриншĕн юрăхлă вăл, теприне юрамасть. Çавăнпах çын сывлăхне, тĕрлĕ чир-чĕре шута илсе тухтăр мĕнле вакцина суйламаллине хăй палăртать. Анчах хăш-пĕр çын çакна ăнланмасть, тавлашма пăхать. Канфет мар-çке вăл, ăна тутанса пăхма, тутлăраххине суйлама çук. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Чун ăшши — ваттине те, вĕттине те
И.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн волонтер центрĕ Хусанта пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиада иртнĕ тапхăртанпа, 2014 çултанпа, тухăçлă ĕçлет. Республикăра çамрăксен ырă ĕçпе çыхăннă тĕрлĕ пуçарăвĕ асăннă пĕрлешӳ хастарĕсем хутшăнмасăр иртмест. Волонтерсен ушкăнне студентсен канашĕ йĕркелесе пырать. Унăн председателĕ Ольга Семенова нумаях пулмасть федерацин Атăлçи округĕнче иртекен «iВолга» çамрăксен форумĕ хупăнни, Чăваш Енрен хутшăннă делегации йышĕнче ЧПУ волонтерĕсем те хастарлăх кăтартни çинчен çĕкленӳллĕ кăмăлпа каласа кăтартрĕ.
Харăсах — виçĕ çĕнтерӳçĕ!
Кăçалхи форум пандемие пула инçет майпа, видеоконференци формачĕпе, иртнĕ. Ăна çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ. Форум çĕнтерӳçисен ячĕсемпе паллашнă май çакна асăрхарăм: «Ырă ĕç юхăмĕ» сменăра мала тухнисем пурте — ЧПУ волонтер центрĕнче тăрăшакансем. Дарья Спиридонова «Ачалăх савăнăçĕ» проектшăн 180 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Студентсем Чăваш Енри сыватмăшсенче вăрах вăхăт сипленекен ачасем патне анимаци программипе, ал ĕç ăсталăхне хăнăхтарас тĕллевпе тухса çӳрени тавра сăмах хускатнă вăл. «Медик волонтерсем» ушкăн хастарĕ Анастасия Капитонова «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕнче волонтер отрячĕсене аталантарас тытăм» проекта ăнăçлă хӳтĕленĕ, 200 пин тенкĕлĕх тĕреве тивĕçнĕ. Владислава Смирнова «ЭкоMind» вĕрентӳ лабораторийĕ» ĕç тĕшшине уçса панă. Асăннă проект экологи енĕпе вĕренекенсен, студентсен, вĕрентекенсен шухăшлавне аталанта-рассипе, тĕрлĕ мероприяти йĕркелессипе çыхăннă. Анлă программăна çамрăксен форумĕн йĕркелӳçисемпе экспертсем пысăка хурса хакланă. Проекта пурнăçа кĕртме 650 пин тенкĕ грант уйăрнă.
— Университетра историпе географи факультетĕнче шăпах «эколог» специальноçпа пĕлӳ илетĕп, çавăнпа хамăр ушкăнпа хатĕрленĕ проект хускатакан ыйтусем маншăн çывăх. Мĕншĕн «ушкăнпа» тенине те ăнлантаратăп. Маларах эпир экологи енĕпе тĕрлĕ акци пуçараттăмăр. Çакнашкал ĕç-хĕле вăхăтран вăхăта, пуçа пырса кĕнĕ пек, йĕркелес вырăнне çирĕплетнĕ планпа пурнăçласа пымашкăн шухăш кĕчĕ. Çапла çуралчĕ те проект, — «ЭкоMind» çинчен каласа кăтартать виççĕмĕш курса куçнă Владислава.
Планета тасалăхĕшĕн, çынсен экологи культурин çӳллĕ шайĕшĕн хыпса çунакан хĕр проектра çулталăклăх пăхса тухнă ĕçĕн тăсăмĕ пуласса та шанать. Çӳлерех асăннă центр хастарĕсем çуркунне республикăри эко-волонтерсен слетне ирттерме тĕв тунă. Унта пухăнакан çамрăксем хăйсен тăрăхĕнче пурăнакансен йышĕнче экологи вĕрентĕвне пуçарасса шанать «iВолга» çĕнтерӳçи.
Тавралăхпа паллашма пулăшаççĕ
ЧПУра хальхи вăхăтра хăйсен ирĕкĕпе ырă утăм тумашкăн хутшăнакансем 7 енпе пуçаруллă. Медицина, экологи, социаллă волонтер ĕçĕнче тăрăшакансемсĕр пуçне Çĕнтерӳ кунĕпе, тĕрлĕ пулăмпа, медиахутлăх-па, профориентаципе çыхăннă тĕл пулусенче харсăррисем пур. Çĕршывра 2019 тата 2020 çулсенче пурнăçланă проект-акцие пĕтĕмлетнĕ те — ЧПУ Волонтерсен центрĕ Раççейри ытти çакнашкал пĕрлешӳсен рейтингĕнче нумай енпе мала тухнă. Кăçал вара экологи волонтерĕсен ĕç-хĕлне чи лайăх йĕркеленĕ Раççей аслă шкулĕсен рейтингĕнче пирĕн тăрăхри чи ватă альма- матер — улттăмĕш вырăнта.
— Пирĕн студентсем республикăри аслă шкулсенче пуринче те çӳп-çапа уйăрса пуçтарассишĕн çине тăчĕç. Халĕ çакă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Сывлăш тасалăхĕшĕн, япаласене сиенсĕрлетессишĕн тăрăшса чĕркĕмĕл /ртуть/ батарейкисене, пластик савăтсен пăккисене пухатпăр, — уçăмлатать Анастасия Емелюкова волонтер. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать