Çĕр-çĕр ача парта хушшине ларчĕ

1 Сен, 2021

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ. Çак кун пирĕн çĕршывра Пĕлӳ кунне паллă тăваççĕ. Шупашкарти 5-мĕш гимназире те çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ.

Уява ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Алла Салаева вице-премьер, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата ыттисем хутшăнчĕç. «Кашни ачан çĕнĕ пĕлӳ патне туртăнмалла, пултарулăха аталантарса хăнăхусене алла илмелле. Учительсем çак ĕçре пулăшса, хавхалантарса, сĕнӳ-канаш парса пыраççĕ. Эпир кашни çитĕнӳшĕн савăнатпăр, маттуррисемпе мухтанатпăр. Мĕншĕн тесен кашни çĕнтерӳ шкул, хула тата республика ят-сумне çĕклет. Шкулта вĕренмешкĕн лайăх услови туса парас енĕпе пысăк ĕç нумай тăватпăр, çак йăлана малалла та тăсăпăр», — терĕ Олег Алексеевич. Пĕрремĕш шăнкăрав хыççăн Паттăрлăх урокĕ пуçланчĕ. Ăна Шупашкара Ĕç паттăрлăхĕн хулин ятне панине халалларĕç.

Сăмах май, кăçал 410 шкулта 146700 ача, вĕсенчен 16700-шĕ — пĕрремĕш классем, парта хушшине ларчĕ.

www.hypar.ru Андрей МИХАЙЛОВ сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментировать