«Хам хĕртен тăхăр хут лайăхрах»

3 Сен, 2014

Унăн кăпăклă сăрине Анаткас Татмăшсем ĕçсе савăнаççĕ. Ытти çулти пекех кăçал та ял уявне техĕмлĕ çак ĕçмене хатĕрленĕ Анна Ильинична Хрисанова. Сăрана мухтаса, хуçине тав туса пĕрер курка ярăнтарнă ентешĕсем. Хăйĕн 90 çулхи юбилейĕнче те кÿршĕ-аршăна, тус-тăванне унпа хăналанă. Сăмах май, хăмлине те хăех ÿстерет вăл.

Çурла уйăхĕн юлашки кунĕсенче Анна аппа тăхăр теçетке тултарчĕ пулин те сывлăхпа аптрамасть. Пĕчченех пурăнать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Ялта пурăнакан хĕрĕ Роза та пулăшать ăна, мăнукĕсем те ун патĕнчен кайма пĕлмеççĕ. Ăш пиллĕ кукамăшне пурте юратаççĕ.

Нуши-тертне, хуйхи-суйхине чылай курнă вăл. Вăрçă вăхăтĕнче 14 çулти хĕр Тăвай тăрăхне окоп чавма çÿренĕ, конюхра, сысна пăхнă çĕрте ĕçленĕ, тантăшĕсемпе вăрман касма çÿренĕ. Пурне те çырса кăтартма май та çук, ăçта хушнă – çавăнта кайнă. Сивĕ вăхăтра урине тăм тивнине нихăçан та манас çук вăл. Качча кайман хĕртен налук илнине те тарăхса каласа кăтартать кинемей.

Канаш районĕнчи Катекре çуралса ÿснĕскер 45 çулта Анаткас Татмăшри Семен Хрисановичпа пĕрлешнĕ. Упăшки унран вунă çул аслăрах пулнă. Икĕ хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Шел те, мăшăрĕ 73-ре вилнĕ. Хунямăшĕпе те пĕр чĕлхе тупнă хĕрарăм. Ахальтен мар лешĕ ăна хакласа: «Хам хĕртен тăхăр хут лайăхрах», – тенĕ.

Паян кун та вашаватлăхне çухатман кинемей. Килĕ-çурчĕ таса, çи-пуçĕ тирпейлĕ. Кăçал çеç утă çулман, вутă çурман вăл. Иртнĕ çул ÿксе аллине хуçнăран сипленсех çитмен, çапах та кил тĕрĕшри пĕтĕм ĕçе хăй пурнăçлать, унсăр пурăнаймасть. Ĕçпе йăпанса кун ирттерет.

Халĕ ял хушшинче çăм арлама пĕлекен те çук. Ку тĕлĕшпе пурте Анна аппа патне пыраççĕ. Виçĕм çул 18 кило çăм арланине каларĕ.

Пăта çапмалла е хÿме тÿрлетмелле – никама та кĕтмест, хăех тăвать. Эпир пынă вăхăтра та çĕр улми аврине çумлама хатĕрленнĕччĕ. Çумăр çунăран ку ĕçпе аппаланма пулмасть. «Юрать-ха, кăмпана каймарăм», – терĕ лара-тăра пĕлменскер. Кирек хăш вăхăтра та хăй валли ĕç тупать Анна аппа.

Ачисем те, мăнукĕсем те мухтанаççĕ унпа. «Ял çинче ят ямарĕ. Тăван кил-çурта паян кунччен тирпейлесе пурăнать. Вăл пурришĕн чунран савăнатпăр, Турра тав тăватпăр», – терĕ хĕрĕ Роза.

Ачисем – амăшĕпе, амăшĕ ачисемпе мухтанаççĕ. Çакăнтан ырă туйăм пур-ши çĕр çинче? Пĕр-пĕрне ырă сунни, хаклани ылтăн-кĕмĕлрен те пахарах.

Канаш районĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.