ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова панă интервью: «Хĕрарăмсене ĕç тупма пулăшасси»

19 Авг, 2021

— Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр хĕрарăмсене професси тĕнчипе çывăхрах паллаштарас тесе мĕнле пулăшать?

— Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче «Ăнăçлă хĕрарăм» пĕрлехи информаци кунĕсем иртеççĕ. Вĕсемпе килĕшӳллĕн, професси тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ пахалăхсене тупса палăртас тĕллевпе професси диагностики ирттереççĕ, социаллă психологи тренингĕсем тата семинарсем йĕркелеççĕ. Ку ĕçĕн витĕмĕ пур: информаци кунĕсем ирттернĕ хыççăн унта хутшăннă 478 хĕрарăмран 182-шĕ ĕç тупнă, 86-шĕ професси пĕлĕвĕ илме пуçланă, 83-шĕ вăхăтлăх тата общество ĕçĕсене хутшăннă.

— Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕнче хĕрарăмсен хăш профессийĕсем ытларах кирлĕ?

— Хĕрарăмсем профессие улăштарассине çăмăлрах йышăнаççĕ. Професси пĕлĕвĕ илме кайнă е халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем квалификацие ӳстерме направленипе янă çынсен 57% — хĕрарăмсем. Хальхи вăхăтра ĕçсĕр 611 хĕрарăм вĕренме тытăннă, вĕсенчен 495-шĕ пĕлӳ илнĕ. Вĕренӳ программисем çакнашкал: çĕвĕç, повар, архивариус, маникюр тăвакан специалист, парикмахер, 1С: Предприяти, çынсемпе ĕçлекен специалист, флористика тата ытти те.

— Декрет отпускĕнче ларакан çамрăк амăшĕн пĕлĕвне тарăнлатма е кайран ĕçлеме вырнаçас тĕллевпе çĕнĕ пĕлӳ илме май пур-и? — «Демографи» наци проекчĕн «Ĕç тупма пулăшасси» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн вĕренме май пур. Ĕç рынокĕнче кирлĕ профессипе пĕлӳ илес текен çамрăк амăшĕсем «Раççейри ĕç» порталта хăйсем тĕллĕнех заявка пама пултараççĕ. Ку порталта программа пуян. Республикăра ку категорие кĕрекен хĕрарăмсем ытларах çак программăсемпе усă кураççĕ: юриспруденци, тавар туянасси, документсемпе ĕçлесси, экономика тата финанс, менеджмент, ĕç хăрушсăрлăхĕн специалисчĕ, тайм-менеджмент, организаци ĕçченĕсен психологи хутшăнăвне пĕлекен специалист, персоналпа ĕçлекен директор, хими анализĕн лаборанчĕ, шкул умĕнхи воспитани, пуçламăш классене вĕрентесси, документсемпе ĕçлекен специалист, повар ĕçĕ, парикмахер, кондитер ĕçĕ, веб-дизайн, цифра пĕлĕвĕ, куçман пурлăхпа ĕçлекен агент. Вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕ — хĕрарăм профессийĕн квалификацине ӳстересси е ĕç вырăнне улăштарас кăмăл пулсан çĕнĕ пĕлӳ парасси. Хальхи вăхăтра декретра ларакан хĕрарăмсем вĕренмешкĕн 244 заявка панă, 60-шĕ пĕлӳ пухма пуçланă, 23-шĕ вĕренсе пĕтернĕ, 20-шĕ кун хыççăн ĕçе вырнаçнă.

— Хĕрарăмсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех?

— Кăçалхи 6 уйăхра Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене ĕç тупса памашкăн пулăшу ыйтса 24,6 пин çын килнĕ, вĕсенчен 13,8-шĕ /56%/ — хĕрарăмсем.
2021 çулăн пĕрремĕш çурринчи пĕтĕмлетӳпе килĕшӳллĕн, халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсене пынă хĕрарăмсен 43%-не ĕçе вырнаçтарнă /е 10,1 пин çын/. Вĕсен 50 ытла проценчĕ служащи профессийĕпе вырнаçнă: бухгалтер, менеджер, специалист, инженер. Рабочи специальноçĕсемпе вара — тирпейлӳçĕ, упаковщик, сутуçă.
Хĕрарăмсене ĕç тупса парасси тухăçлăрах пултăр тесе çулталăк пуçланнăранпа вакансисен ярмăрккине 133 хут ирттернĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пынă ĕçсĕр 338 çын предприниматель ĕçĕпе вăй хума тытăннипе учетран тухнă. 143-шĕ — хĕрарăмсем, вĕсем парикмахерски тата илем салонĕ уçнă, уявсене йĕркелеме пуçланă, тумтир çĕлес, фитнес енĕпе пулăшас, фитнес-тренировкăсем ирттерес тĕлĕшпе ĕçлеме тытăннă.

www.hypar.ru

Реклама.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.