Сăнĕ тĕнче уçлăхĕнчен те курăнĕ

2 Сен, 2014

Андриян Николаев космонавт ентешĕсем мухтавлă ывăлĕ çуралнăранпа 85 çул çитнине чыслăн кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Шуршăлти космонавтика музейĕ çак кун тĕлне 20 яхăн мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - «Уйри агросăн» проект.

Унăн авторĕ - Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан пуçаруллă çын, профессиллĕ спортсмен тата предприниматель Юрий Иванов. Вăл çак ÿкерчĕке тума темиçе мел сĕнет. Чи ансатти тата йÿнни - ÿснĕ курăка ятарлă технологипе çуласси е палăртнă вырăнсене кĕлпе сапса сăн ÿкерчĕк тăвасси. Е тĕрлĕ тĕслĕ йывăç-тĕм лартса. Урăхла вариант сĕнекен те сахал мар.

- Ку проект пĕр çулта пурнăçламалли ĕç мар, вăл вăрах пытăр тата пахалăхлă пултăр. Çавăнпа эпир ăна темиçе тапхăрпа туса ирттересшĕн, - пĕлтерчĕç пĕр шухăшлăн Шуршăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Алексеевпа А.Г.Николаев космонавтăн Шуршăлти музей комплексĕн директорĕ Александр Тукмаков.

Сăн ÿкерчĕк тĕнче уçлăхĕнченех курăнмалла. 200-500 пин тенкĕ тăкакланĕ. Ăна чăваш халăхĕн ырă йăлипе - ниме йĕркипе - тума йышăннă. Ятарлă счет уçнă. Ыр кăмăллăх пулăшăвне «Интернет» информаци-телекоммуникаци сечĕн сайчĕ /planeta.ru/ урлă /адресĕ: http://planeta.ru/campaigns/8779/ сĕнме пулать. Укçа-тенкĕ хывма кăмăллакансем валли «Симĕс лапам» общество фончĕн реквизичĕсене пĕлтеретпĕр.

428027 г.Чебоксары, ул.Энгельса, д.3, корп.1
т/ф: /8352/ 62-00-70* 62-43-35.
ИНН 2130998714 КПП 213001001
ОГРН 1122100000252
Р/счет 40703810800000015539
в АКБ «Чувашкредитпромбанк» ОАО
БИК 049706725
к/сч. 30101810200000000725.

Агросăн 3 гектар йышăнĕ. Кун пекки хальлĕхе Раççейре те çук. Специалистсем палăртнă тăрăх вăл ял туризмĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывĕ. Паллах, çитĕнекен ăрăвăн чун-чĕринче тăван тăрăхшăн мăнаçлăх туйăмĕ вăратĕ.

Туристсене кĕтсе илме халех тĕплĕ хатĕрленеççĕ: кунта апатланмăш та, велосипед прокачĕн пункчĕ те, сувенирсен лавкки тата ытти те пулмалла.

Юрий СТЕПАНОВ

Теги: 

Новости по теме