- Чăвашла верси
- Русская версия
«Хресчен сасси» 31 (2869) № 18.08.2021
Пыл уявне çулсеренех йĕркелесшĕн
Çăка тата улăхри тĕрлĕ чечекĕн, илепер курăкĕн, хура тул, вăрман пылĕ... Мĕн тĕрлĕ кăна пыл çук-ши? Вĕсене пурне те августăн 14-мĕшĕнче Шупашкарта пĕрремĕш хут иртнĕ чăваш пылĕн ярмăрккинче тутанса пăхма май пулчĕ. Ăна Пыл сăпасне халалласа Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ йĕркеленĕ.
Мероприятие уçнă май ЧР Апат-çимĕç фончĕн генеральнăй директорĕ Александр Богданов унта хутшăнакансене тата курма килнисене уявпа саламларĕ. Çакнашкал ярмăрккăсене ирттерни хурт-хăмăр ĕрчетекенсене пулăшма /вĕсене суту-илӳ вырăнĕпе тӳлевсĕрех тивĕçтернĕ/, хулара пурăнакансене вара экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçе туянма май панине палăртрĕ.
«Темиçе çул каялла çакнашкал куравсене районсенче йĕркелетчĕç. Тĕслĕхрен, Муркаш районĕнче. Кăçал чăваш пылĕн ярмăрккине Шупашкарта ирттерес терĕмĕр. Республикăра туса илекен пылăн 95% — уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсен тӳпи. Паянхи пек мероприятисем вĕсене продукцие посредниксемсĕрех, хаксене пысăклатмасăрах сутма май параççĕ», — терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. Вăл чăваш пылĕн ярмăрккине çулсеренех йĕркелеме планланине пĕлтерчĕ. Унта хамăр республикăри çеç мар, кӳршĕ регионсенчи хурт-хăмăр ăстисем те хутшăнма, çавна май ярмăрккăна федерацин Атăлçи округĕн шайĕнче ирттерме пултарни пирки каларĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн çак мероприятин ĕçлĕ пайне те /конференцисем, «çавра сĕтелсем» т.ыт.те/ йĕркелеме, çавна май хурт-хăмăр ĕрчетекенсемшĕн пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, хăйсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явма майсем пулĕç тесе палăртрĕ. <...>
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
♦ ♦ ♦
Тутлă сырпа çынсене савăнтарас килет
Куславкка районĕнчи Карачри Василий Семенов фермер хуçалăхне 3 гектар çинче çĕр улми туса илнинчен йĕркелесе янă. Унтанпа вăхăт самай иртнĕ, хуçалăх палăрмаллах сарăлса пысăкланнă. Усă куракан çĕрсем 3 пин гектартан иртнĕ, техника паркĕ çĕнĕ трактор-машинăпа пуянланнă, чĕр тавар тирпейлекен цех уçăлнă. Хальхи вăхăтра фермер хуçалăхне ывăлĕ Иван Семенов ертсе пырать. Василий Николаевич вара канас, лăпкă пурăнас вырăнне хĕрсех сыр пĕçерес вăрттăнлăха алла илет.
Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен
— Василий Николаевич, республикăри паллă фермера, ăнăçлă бизнесмена «Фермер шкулне» мĕн илсе çитерчĕ? Опытлă çĕр ĕçченĕн пĕлменни çук-тăр?
— «Ĕмĕр пурăн — ĕмĕр вĕрен», — тенĕ халăхра. Ял хуçалăхĕнче мĕн чухлĕ ытларах ĕçлетĕн, çавăн чухлĕ çĕнни, пĕлменни сиксе тухать. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, шав аталанать, çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтерет. Эпир фермер хуçалăхĕнче çĕр улми, пахча çимĕç туса илетпĕр. Усă куракан çĕрсем те пысăклансах пыраççĕ. Çум курăкĕ, йывăç-тĕм пусса илнĕ лаптăксене тасатса пусă çаврăнăшне кĕртетпĕр. Темиçе çул ĕнтĕ хăярпа купăстана вырăнтах тирпейлетпĕр. Юлашки вăхăтра пахча çимĕçе теплицăра çитĕнтересси те канăç памарĕ. Хĕлле тин татнă хăярпомидора ытларах килĕштереççĕ. Вырăнта туса илни лайăх сутăнмалла. «Фермер шкулĕнче» теплицăри пахча çимĕçе туса илессипе те вĕрентнине пĕлсен конкурса хутшăнма документсем тăратрăм. «Выртан чул айĕнче шыв юхмасть», — тенĕ. Тупăшлă ĕçлеме вĕçĕмех аталанмалла, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмелле. «Фермер шкулĕн» тĕллевĕ — аграрисене ял бизнесне йĕркелеме, аталантарма пулăшу парасси. Вăл ял хуçалăх продукцин тухăçлăхне ӳстерме, бизнеса тупăшлă тытса пыма вĕрентет. Шкулта пĕлĕве ӳстернĕ чухне пире, çĕр çинче тăрăшакансене, хисепленине туйса тăтăмăр. Мĕн пĕлменнине тĕплĕ ăнлантаратчĕç. Республикăри, çĕршыври паллă предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе вырăнта паллашни кăна мĕне тăрать! Вĕсене кура пирĕн те çунат хушăнчĕ тейĕн. «Фермер шкулĕнче» вĕреннине паянхи кун та хавхаланса аса илетĕп, республикăра çакăн пек пысăк шайра йĕркелеме пултарнишĕн тав тăватăп.
— Теплицăри пахча çимĕçпе ĕçлеме вĕренекенскере сасартăк шухăша улăштарма, сыр пĕçерес ăсталăха алла илме мĕн хистерĕ?
— Курса çӳрени, çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашни шухăша улăштарма хистерĕ. «Фермер шкулĕнче» вĕренекенсемпе ăнсăртран тенĕн Мускав облаçĕнчи Олег Сирота пайтаçă, Шупашкар районĕнчи «Ольдеевский» агрофирмăра пулни куçа уçма пулăшрĕ темелле.
Олег Сирота — сыр пĕçерессипе çĕршыври паллă бизнесмен. Вăл 2019 çулта Францире иртнĕ фестивальте хăйĕн çимĕçĕпе 200 çынран тăракан жюри членĕсене тĕлĕнтерме пултарнă. Сыр чемпионатĕнче çĕнтерӳçĕ пулса тăнă. Фермер хуçалăхĕн ĕçне тупăшлă йĕркелесе яма çăмăл тивмен ăна. Çапах тăрăшни, йывăрлăх умĕнче пуçа усманни сая кайман, паян вăл тутлă сыр пĕçерессипе тĕнче шайĕнче палăрма ĕлкĕрнĕ. Тĕлпулура Олег Сирота пире паха çимĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ сырпа хăналарĕ. Хаклине пăхмасăр тăвансем валли те туянтăм. Палăртмалла: 1 кг сыр 1300-1900 тенке яхăн тăрать. Кучченеç пурне те килĕшрĕ, кăмăлласах çирĕç. Чăн та, экологи тĕлĕшпе таса çимĕç йӳнĕ тăма пултараймасть. Хыççăнах мана «Ольдеевский» агрофирмăн теплицисене те çитсе курма тӳр килчĕ. Çĕнĕ технологипе тунăскерсем самай тĕлĕнтерчĕç. Хăяр-помидортан тухăç, тупăш илес тесен ĕçĕ-хĕле те çĕнĕлле йĕркелемелле, пысăк теплицăсем вырнаçтармалла. Паллах, çакă мана шухăша ячĕ. Çĕр çителĕклех пулсан та çĕнĕ технологипе пысăк теплицăсем тума вăй çитереймĕп. Пĕчĕккипе вара тăкак курни кăна. Халĕ рынокра пахча çимĕç туллиех. Республикăра «Новочебоксарский» теплица хуçалăхĕ хута кайни те конкуренцие çивĕчлетрĕ. Лайăх шухăшланă хыççăн «Фермер шкулĕнче» сыр пĕçерес вăрттăнлăха алла илме пуçларăм. Çак ĕçе лайăхрах вĕренсе çитме тӳлевлĕ курса çырăнтăм, проекта та çакăнпах хӳтĕлерĕм. Чи малтан манăн çывăх çынсене, ял-йыша республикăра пурăнакансене тутлă сырпа хăналас килчĕ.
Çунат хушнăн туятăп
— Ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме мĕнрен тытăнтăр? Чĕр таварне ăçтан тупатăр?
— Савăт туянтăм та килтех сыр пĕçерме пуçларăм. Виççĕмĕш уйăх ĕнтĕ тутлă та усăллă çимĕç пĕçерес вăрттăнлăха алла илетĕп. Сĕтне халăхран, фермертан илетпĕр, 1 литрĕ 25 тенке кайса ларать. Хĕлле те, çулла та çак хакран чакарасшăн мар. Çавăнпах-тăр чĕр тавар пире сутас текен пайтах. Вăрмар, Çĕрпӳ районĕсенчен шăнкăравласа сĕт илме ыйтаççĕ. Анчах хальлĕхе нумай туянаймастăп. Каярахпа, производство ӳснĕ май, ытларах илме тытăнăпăр. Тивĕçлипе тӳлени мана лайăх сĕте суйласа илме, сутакансенчен çирĕпрех ыйтма май парать. Тутлă сыр пĕçерме паха чĕр тавар кирлĕ. Унăн пахалăхне тĕрĕслеме ятарлă лаборатори уçасшăн. Пире сĕт сутакан кил хуçалăхĕсен ĕнисене шута илесшĕн. Мĕншĕн тесен кашнин сĕчĕ тĕрлĕрен: пĕрин çуллă, теприн тутлăрах. Тĕрлĕ сыр хатĕрлес пулсан çакăнпа пĕлсе усă курмалла.
Сĕте предприятирен мар, ял халăхĕнчен ытларах илме тăрăшатăп. Çакă ăна пулăшас килнипе те çыхăннă. Чĕр тавара хаклăрахпа вырнаçтарни вĕсене ĕне тытма хавхалантарать. Ĕç, шалу пулсан çамрăксем те тăван енрех тĕпленĕç. Яш-кĕрĕм пулсан ял, чăваш чĕлхи, йăла-йĕрке упранса юлать.
— Калăпăша ӳстерме, сыр хатĕрлекен цех уçма укçа-тенкĕ те самай кирлĕ. Патшалăхран пулăшу илмешкĕн конкурса хутшăнма палăртнă-и?
— Кăçал «Перспектива» программăпа сыр пĕç ерекенсене те грант пама палăртнă. Çавăнпа конкурса хутшăнмашкăн документсем хатĕрлесе комиссине тăратрăм ĕнтĕ. Чĕр тавара тирпейлемешкĕн, пахалăхне тĕрĕслеме оборудованисем туянмалла. Укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Патшалăх пулăшăвĕ мана малалла пысăк утăм тума пулăшĕччĕ. Хальлĕхе 80 л кĕрекен «Casaro» хуран туянма вăй çитертĕм-ха. Унпа кирек мĕнле сыр хатĕрлеме май пур. Ĕçе автомат йĕркелесе тăрать. Талăкра вăтамран 40 кг ытла тутлă çимĕç хатĕрлеме май пур. Грант тивсен тивмесен те çак ĕçе малалла аталантарасшăн, палăртнине пурнăçа кĕртесшĕн. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Фермер хуçалăхĕ те йĕркелесшĕн
«Мĕнле ĕлкĕреççĕ-ши?» — тĕлĕнеççĕ Муркаш районĕнчи Шетмĕпуçĕнчи Кузнецовсенчен ял çыннисем. Тĕлĕнмесĕр, çемьен картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк. Мăшăр виçĕ ача ӳстерет. Кĕçĕн хĕрĕ 11 уйăхра кăна-ха.
Чĕпсене хăех кăларать
Шурă кирпĕчрен хăпартнă çурт сарă-хĕрлĕ чечексем ăшне путнă тейĕн. Явăнса ӳсекенскерсем пӳрте шăрăхран упранăн çӳлеллех кармашнă. Строительство ĕçĕсем пынине, выльăх-чĕрлĕх йышлă тытнине пăхмасăр картишĕнче таса та тирпейлĕ.
Кил хуçи Александр Якимович шкулта хуралçăра ĕçлет. Мăшăрĕ Светлана Григорьевна пĕчĕк ачине пăхать-мĕн. Йышлă çемьен вуннă ытла ĕне выльăх. Çав шутра сăвăнаканнисем кăна 5 пуç. Унсăр пуçне кайăк-кĕшĕк 200-е яхăн: индокăвакал, путене, кăркка, цесарка, бройлер, хур… Путенесем кăна 100 ытла. Кил хуçи хĕрарăмĕ каланă тăрăх, вĕсене пăхма çăмăлрах, вăхăт нумай каймасть. Кунĕпех читлĕхре тăраççĕ, ирпе каç комбикорм, шыв памалла, хушăран тасатмалла.
— Унччен кайăк-кĕшĕк чĕпписене илсе укçа самай каятчĕ. Кăçал виçĕ инкубатор туянтăм. Халĕ вĕсенче чĕпсене хамах кăларатăп. Кун пек тăкак та палăрмаллах чакрĕ. Кăрккапа бройлер çăмартисене вара илетĕп. Инкубатора хур çăмартине те вырнаçтарса пăхрăм, темшĕн путланчĕç вĕсем. Çав хушăрах индокăвакалăн чĕппи йышлă тухрĕ. Ку ĕçе вĕренсе хăнăхса пыратăп кăна-ха. Кайăк-кĕшĕке усрама йывăр мар, çăвĕпех вĕсем ешĕл курăк çинче. Малтанхи тапхăрта комбикорм паратăп. Кайран — тырă. Чăн та, путенесене картише кăлармастпăр, клеткăрах ĕрчететпĕр. Унсăрăн пĕчĕкскерсене тупса пĕтереймĕн. Чăх-чĕп, хур-кăвакал çемьене ашпа, çăмартапа тивĕçтерет. Ачасем те юратса çиеççĕ. Сутлăх та самай юлать, — терĕ нумай ачаллă амăшĕ.
— Кайăк-кĕшĕкĕн çăмарти е ашĕ лайăхрах сутăнать? — ыйтрăм унран.
— Путене çăмартине ытларах килĕштереççĕ. Вăл сиплĕ, усăллă пулнипе те çыхăннă. Çитменнине, хаклăрахпа каять. Хурпа кăвакал ашне туянакан та пайтах. Пирĕн яланхи клиентсем саккас парсах тăраççĕ. Çĕнĕ çул умĕн хур ашĕ хăвăрт сутăнса пĕтет. Анчах кăвакала çу кунĕсенче кăна ĕрчетме май пур. Пысăкрах чĕпписене туянсан 1-2 уйăхран сутмалăх çитĕнсе çитеççĕ. Малашне унăн çăмартине инкубатора хурса пăхасшăн-ха. Виçĕ инкубаторта харăсах 150 чĕп кăларма май пур. Хур, индокăвакал, ытти кайăкăн çăмартисене Саратов облаç ĕнчи пĕр çынран туянатпăр. Унăн таварĕ шанчăклă, 100 проценчĕпех чĕпĕсем тухаççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ ĕçлĕ çыхăнăва татмастпăр, — пĕлтерчĕ Светлана Кузнецова.
Сĕт, тăпăрчă, услам çу… — йăлтах сутлăха
Ирсерен кĕтĕве Кузнецовсен кил хуçалăхĕнчен пилĕк ĕне тухать. Иккĕмĕш çул сĕт аппарачĕпе усă кураççĕ. Çакă вăхăта перекетлет, ĕçе те çăмăллатать. Чĕр тавар пахалăхĕ те ӳсет.
— Унччен çынсем 3-4 ĕне тытнине илтсен тĕлĕнеттĕм: «Мĕнле ĕçлесе çитереççĕ-ши?» Халĕ хамăрăн та картиш тулли ĕне выльăх. Малтан 1-2 ĕне выльăхпах ывăнаттăм, йывăр пек туйăнатчĕ. Халĕ хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ, ĕç вĕçленнине сиссе юлаймастăп, ывăннине те туймастăп. Тата выльăх-чĕрлĕх патĕнче пĕччен мар, мăшăрпа пĕрле вăй хуратпăр. Аслă хĕрĕм те ĕне сума пуçларĕ ĕнтĕ. Каллех пирĕншĕн пулăшу. Вăкăрсене вара упăшка пĕлсе пăхать, вĕсем патне пымастпăр, — терĕ Светлана Григорьевна. <...>
Лариса НИКИТИНА.
♦ ♦ ♦
Çемйипех прививка тутарнă
Августăн 17-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 30,5 пин çын коронавируспа чирленĕ, 1871-шĕ вилнĕ, 27826-шĕ сывалнă. Асăннă вăхăт тĕлне ковидран 271000 çын вакцинациленнĕ.
Муркаш районĕнчи Шетмĕпуçри тухтăр амбулаторийĕн медицина сестри Татьяна КИРИЛЛОВА:
— Амбулаторире вăй хуракансем пурте «Спутник V» вакцинăпа прививка тутарнă. Кун хыççăн чирлекен пулмарĕ. Эпĕ те çăмăллăнах ирттерсе ятăм: пуç ыратмарĕ, ӳт температури хăпармарĕ.
Çемьере эпир улттăн. Çав шутра 80-ран иртнĕ Акулина Кириллова та пур. Иртнĕ çул вăл коронавируспа чирлерĕ. Шупашкарти больницăра выртма тиврĕ. Икĕ ӳпки те 50-шар процент сиенленнĕрен пурнăçĕшĕн хăрарăмăр. Телее, усал амака çĕнтерме пултарчĕ. Кăçал вăл вакцинациленчĕ. Çулсем иртнине пăхмасăр çакна тума хăех килĕшрĕ. «Манăн урăх чирлес килмест», — тесе ăнлантарчĕ. Юрать, чиперех чăтса ирттерчĕ. Халĕ унăн та антителăсем пур, апла усал чир çакланасран хӳтĕлĕç.
Унран маларах вара Шупашкара вĕренме çӳрекен ывăлсем чирлерĕç. Килтех сипленчĕç. Вĕсенчен усал амак асламăшне те куçрĕ пулас. Çавăнпа кăçал çемйипех прививка тутартăмăр. Кин тин кăна ача çуратнă та тăхтарĕ-ха. Вакцинациленни организма чирпе кĕрешессине вăйлатать, ковид çаклатсан та йывăра ямĕ, чăтса ирттерме çăмăлрах пулĕ. Çынсене прививка хыççăн медицина ĕçченĕсен сĕнĕвне çирĕп пăхăнма ыйтасшăн: эрех ĕçме, хĕвел çинче ытлашши çӳреме, йывăр ĕçлеме юрамасть. Пăхăнмасан чирлеттерме пултарать.
Ял тăрăхĕнче те ковидпа чирлекенсем пур-ха. Вĕсен йышĕнче вакцинациленнисем çук. Хальлĕхе Шетмĕпуçĕнче пурăнакан çынсен /ачасене шута илмесĕр/ 40% яхăн прививка тутарнă. Эпир кун пирки халăха вĕçĕмех ăнлантаратпăр. <...>
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать