Çамрăксен хаçачĕ 30 (6378) № 05.08.2021

5 Авг, 2021

Проводник — сутуçă та, тирпейлӳçĕ те

«Çав тери вăтанчăкчĕ эпĕ. Халĕ кашни çынпа хăвăртах пĕр чĕлхе тупма пултаратăп», — тет 23 çулти Дмитрий Никифоров. Вăл — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн проводниксен «Чукун çул» отрячĕн хастарĕ. Виççĕмĕш çул çулласерен пуйăспа инçе çула тухать.

Хĕрсем ытларах. Эпĕ Шупашкарта çуралнă. Ачалăх Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнче иртрĕ. Управленипе социаллă технологисен факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн магистратурăна вĕренме кĕтĕм. Юлташ сĕннипе 2018 çулта проводниксен отрядне çырăнтăм. Ĕçлеме пуçăниччен çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕнче 3 уйăх вĕрентĕмĕр. Занятисем эрнере 2-3 хут иртетчĕç. Пире ĕçе таса та яка тумпа çӳремеллине, каччăсен кашни кун хырăнмаллине вĕрентетчĕç. Ӳт çинче татуировка пулмалла мар, курăнакан вырăнтине тоналкăпа сĕрсе хума е урăх мелпе тасатма сĕнетчĕç. Хĕрсен пит-куçне вăйлă сăрлама юраманни çинчен асăрхаттаратчĕç. Çавăн пекех çӳçе кăвак, симĕс тĕспе сăрлама хушмастчĕç. Проводникшăн чи пĕлтерĕшли — кирек епле çынпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлни. Сывлăх сунма та манмалла мар. Пирĕн ушкăнра хĕрсемпе каччăсен йышĕ пĕр танахчĕ. Ĕçлеме тытăнсан çут çанталăкăн черчен пайĕ ытларах пулни сисĕнчĕ.

Пăрахса каясси патне çитнĕ. Пуçласа Мускава кайнăччĕ. Çулĕ инçех мар, çавах ывăнтарчĕ. Малтанах режима хăнăхма питĕ йывăрччĕ. Çур уйăх ĕçленĕ хыççăн кунта текех таврăнмастăпах тесе шухăшланăччĕ. Аслăраххисем кăштах тăхтама ыйтрĕç. Ĕçе хăнăхса çитме вăхăт кирлине пĕлтерчĕç. Чăннипех çапла. Тепĕр çур уйăх ĕçлесен иккĕленӳ сирĕлчĕ. Кашни çул çӳрев хыççăн проводник ĕçне ытларах та ытларах юратма тытăнтăм. Малтанах рейса кайнă чухне пĕр чăматан япала тултарса каяттăм. Каярах 2-3 тум çителĕклине ăнлантăм. Халĕ пĕчĕк çул çӳрев сумкипех ĕçлеме каятăп. Çумра пысăках мар термос пурри питĕ пулăшать. Ĕçлеме пуçласанах эпир апата контейнерта чиксе килеттĕмĕр. Тĕслĕхрен, хура тул кĕрпине вĕри шывпа хутăштараттăмăр та контейнера ал шăллипе чĕркесе титан çине хураттăмăр. Вăл вĕри пулнăран пăтă хăвăртах пиçетчĕ.

Халĕ пуйăсра микрохумлă кăмака та, холодильник та пур. Çавăнпа апат пĕçерессипе йывăрлăх çук. Чылайăшне пуйăс шавне мĕнле хăнăхни кăсăклантарать. Вăл мана ĕçлеме пачах та чăрмантармасть. Хальхи йышши вакунсенче рельс тăрăх пынă сасă илтĕнменпе пĕрех. Тамбурта тата вакунсен хушшинче çеç шав пур.

Ахаль чухне икĕ вакуна виçĕ проводника çирĕплетеççĕ. Иккĕшĕ ĕçленĕ вăхăтра пĕри канать. Виççĕн чухне смена 12-14 сехете тăсăлать. 16 сехет ĕçлени те пулкалать. Вăрăм рейса пĕччен кайнă чухне питĕ ывăнатăн. Пĕррехинче манăн 3 рейс ĕçлеме тиврĕ. Икĕ кунра 4-5 сехет кăна çывăртăм. Ирхи 3 сехетрен пуçласа 6 сехетчен ыйхă пусатчĕ. Тепĕр чухне пуçа хурсан мĕнле çывăрса кайнине те астумастăм. Кайран йĕркеллех кун каçаттăм. Вăхăт иртнĕ май кунашкал режима хăнăхса çитрĕм. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Тренировкăран кăларса ярассинчен шикленнĕ

Анастасия Жуковăн амăшĕ Çĕнĕ Шупашкарти пушар чаçĕн диспетчерĕнче ĕçлет. Пĕррехинче вăл республикăри пушар-çăлав спорчĕн пĕрлештернĕ командин тренерне тĕл пулнă, хĕрĕ Настя çăмăл атлетика секцине çӳренине пĕлтернĕ. Хĕрача спутник хулари 2-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăхне туптанă. 7-мĕш класра вĕреннĕ ача амăшĕ сĕннипе пушар-çăлав спорчĕ енĕпе тренировкăсене çӳреме пуçланă. Кăçал вăл Екатеринбургра иртнĕ Раççей чемпионатне хутшăннă, чи вăйлă 5 спортсмен йышне кĕнĕ.

Çур çеккунт çитмен

Анастасия Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра пĕлӳ пухать. 11-мĕш класа куçнăскер çуллахи каникулта кашни кун Шупашкарти «Олимпийский» стадиона çӳрет. Шкул ачи вĕренӳ çулĕ пуçлансан та тренировкăсене сиктермест. Аттестат илсен хĕр Раççей МЧСĕн пушарпа кĕрешекен службăн Мускаври патшалăх академине çул тытасшăн. Спортри çитĕнĕвĕсем ăна курсант ятне илтме пулăшасса шанать. Нумаях пулмасть иртнĕ чемпионатра тунă йăнăшсене тишкернĕскер тренировкăра вăйне шеллемест.

«Штурм пусми тăрăх хăпарса 5-мĕш пултăм. Финала лекмешкĕн çур çеккунт выляса ятăм», — пĕлтерчĕ Настя. Спортсменсем тĕрлĕ дисциплинăра вăй виçеççĕ: чăрмавсемлĕ 100 метра «парăнтараççĕ», штурм пусми тăрăх хăпараççĕ, пушар эстафетинче чупаççĕ… Ăмăрту хыççăн спортсменсем канма шухăшламаççĕ — авăн уйăхĕччен тренировкăсене çӳресшĕн. Пĕрле вĕренекенĕсем Настя ăмăртусене хутшăннине пĕлеççĕ, анчах хĕр пушар-çăлав спортĕнче ӳсĕм тунипе мухтанмасть.

«Çăмăл атлетикăран куçнăшăн кулянмастăп. Пушар-çăлав спорчĕ хăйне евĕр — ăмăрту мĕнле вĕçленессине никам та пĕлмест. Чи кăткăс хăнăхтару — «боевое развертывание». Ку дисциплинăра командăн питĕ хăвăрт ĕçлемелле: насус «пыршине» пĕр йĕрпе çыхăнтармалла, шыв сапса мишене лектермелле», — палăртрĕ Настя. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Çĕр пилĕк пус пек кăна катăлатчĕ»

Ялта ăна Уляк тенĕ. Тăхăр теçетке çул хыçа хăварсан та чылай сăвва пăхмасăр каланă Ольга Терентьева. Уйрăмах Çеçпĕл Мишшин «Пурнăçпа вилĕм» сăввине вулама кăмăлланă. Унăн та çак хайлаври салтакăнни пек вăрçă нушине чылай астивме тӳр килнĕ. Уйрăмах хĕллехи шартламара Сăр хĕрринче окоп чавни куç умĕнчен нихăçан та кайман. «Ах, çав вырăнсене кайса курасчĕ. Мĕнлерехши унта халĕ?» — мĕн виличчен çапла каланă Ольга Александровна ывăлне Николая Улатăр районĕнчи Атрать ялне илсе кайма ыйтса.

Сенĕк çине тăрăннă та…

Ольга Терентьева пурнăçран уйрăлни кăçал 15 çул çитнĕ. Кĕçĕн ывăлĕпе, тĕп килте пурăнакан Николайпа кинĕ Вера ăна ырăпа çеç аса илеççĕ. Уляк аппа хăй вăхăтĕнче каласа кăтартнисене манăçа кăлармаççĕ. «Хунямапа, хуняçапа пĕр çуртра 25 çул килĕштерсе кун кунларăмăр. Шавлă пурăнман, укçа пайламан», — терĕ чылай çул вĕрентекенре тăрăшнă Вера Николаевна. Хунямăшĕ уншăн тăван амăшĕ пекех çывăх пулнă

Ольга Александровна Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çуралнă. Çемье ытлă-çитлĕ пурăнман. Уляк 3-ре чухне ашшĕ сарăмсăр вилсен амăшĕн тăватă ачине пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Арçын утă капанне купаланă хыççăн шуса аннă та виçĕ юплĕ йывăç сенĕк çине тăрăннă. Ĕç хатĕрĕ кĕлетки витĕрех тухнă. Çерук, Ваççа, Ельна тата Уляк пĕр самантра çурма тăлăха юлнă: ашшĕ пĕр каç нушаланнă хыççăн куçне хупнă. Ольга час-часах Питравра çуралнине каласа кăтартнă, паспортра вара çĕртме уйăхĕнче çут тĕнчене килнине палăртнă. Нушаллă ӳснĕ пулин те хĕрача 7 класс вĕреннĕ. Унăн район центрĕнчи — Турханти — шкулта ăс пухма та май килнĕ. Темиçе çухрăмри яла Вăрманхĕрри Шăхальтен вĕренме çӳрекен татах пулнă. Çак йышра — тантăшĕ Кирка. Шкул ачисем Турханта хваттере кĕнĕ. Кирка килти ĕçсене пурнăçланă чухне кĕнекене сасăпа вуланă. «Шăпрах-ха, пирĕн те вĕренес килет», — йăлăннă пĕр хваттерте пурăнакан Улякпа тантăшĕсем. Шкул хыççăн малалла пĕлӳ илес килсен те Ольгăн тĕллевне пурнăçлама май килмен. Вăл ялти шкулта тирпейлӳçĕре тăрăшма тытăннă. Ĕçчен, тасалăха юратнипе палăрса тăнă. Çакăншăн ăна учительсем кăна мар, ертӳлĕх те кăмăлланă. «Мана мухтаса кăна тăратчĕç. Пĕр çулхине педагогсен çурла уйăхĕнчи конференцине те илсе кайрĕç, грамота парса чысларĕç», — аса илсе каласа кăтартнă Ольга Александровна.

24 çула пуссан хĕр тăван ялĕнчи Иван Терентьевпа çемье çавăрнă. Пуян çемьере ӳснĕ каччă. Ванюкăн килĕнче пĕр этажерка кĕнеке пулнă. Çав вăхăтра кунашкаллипе никамах та мухтанайман. Каччăн ашшĕ какай сутма çӳремессерен яланах кĕнеке туяннă-мĕн. Ывăлне купăс та илсе панă. Музыка инструменчĕ калама пĕлекен, хăйĕнчен икĕ çул кĕçĕн Иван Ольгăна тӳрех килĕшнĕ. Çемье çавăрнă хыççăн темиçе уйăхран çамрăк упăшкан салтака кайма ят тухнă. Ача кĕтекен мăшăрĕ ăна Йĕпреçе лашапа ăсатма пынă. Пĕр уйăхран вăл çăмăлланă: хĕрĕ Шура çуралнă. Уляк Беларуç чиккинче службăра тăракан упăшкине савăнăçлă хыпар пĕлтерме васканă. Çамрăксем пĕр-пĕрин патне çыру вĕçтерсех тăнă. Вăрçă пуçланиччен… <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«Профессионал пулас тесен хăвăн пуçу урлă сикмелле»

Мĕнлерех пурăнаççĕ-ха паянхи çамрăксем? Пурнăç çулĕ çинчи пăтăрмахсене еплерех парăнтараççĕ? Ăнсăртран сиксе тухнă ыйтусене татса пама ăс-тăн, вăй-хал тупаяççĕ-ши? Çак тата ытти ыйту тавра Дмитрий БАЗАРНОВ çамрăк юрăçпа сăмахларăмăр.

— Дима, санăн хушамату хăйне евĕр. Чăвашра сайра тĕл пулать. Унăн историйĕпе кăсăкланнă-и эсĕ?

— Эпĕ Чĕмпĕр хулинче кун çути курнă. Унта атте-аннепе 8 çул тултариччен пурăннă. 1 класс пĕтернĕ хыççăн пирĕн çемье Елчĕк районĕнчи Яманчурел ялне куçса килнĕ. Асанне каланă тăрăх, асаттен аслашшĕ Тутарстанри Пăва районĕнчи Хиркасси ялне пасара пахча çимĕç сутма çӳренĕ. Унăн çĕр те, выльăх-чĕрлĕх те пайтах пулнă. Ирпе каç тар тăкса ĕçленĕ. Лаша пурри пурнăçа самаях çăмăллатнă. Ĕлĕк ача-пăча нумай çуратнă вĕт. Асаттен аслашшĕн пĕртăван йышлă пулнă. Пурте Андреев хушаматпа çӳренĕ. Асаттен аслашшĕ питĕ хăйне евĕр çын пулнă пулас. Ыттисенчен уйрăлса тăрас тесе Базарнов хушамат илнĕ. Ялти Базарновсем — манăн çывăх тăвансем. Аттен клуб ертӳçинче ĕçлекен тăванĕ — маттур чăваш. Шăллĕ те юнашарах, пĕр урамрах тĕпленнĕ. Асаттен тĕп килĕнче тымар янă.

— Санăн халăх умне тухса юрлама янăравлă хушма ят шырамалла та мар…

— Эпĕ шкула çӳренĕ чухнех юрлама юрататтăм. Вĕрентекенсем час-часах уявсене хутшăнтаратчĕç. Ялти клуб сцени çине Çĕнĕ çул каçĕнче пĕрремĕш хут тухрăм. Ун чухне 4-мĕш класра ăс пухаттăм. Вырăсла юрă шăрантартăм. 12 çулта сăвăсем хайлама тытăнтăм. Вăтам классенче класс ертӳçи сĕннипе вĕсене «Тантăша» ярса патăм. Малтанах чунра шиклĕх хуçаланчĕ. Пичетлесен питĕ хĕпĕртерĕм. Манăн та асаттен аслашшĕ пек ыттисенчен мĕнпе те пулин уйрăлса тăрас килетчĕ. Хамăн хушамата, йăхăн ят-сумне çĕклесшĕн.

— Эсĕ çамрăк-ха. Хушаматăн сумне çĕклес тесен чылай ĕçлемелле.

— Килĕшетĕп. Паянхи пурнăçра хама мар тăк кама шанмалла? Аттепе анне — ялтан. Колхозра вăй хунă. Анне халĕ те фермăра тăрăшать. Атте — пенсире. Вĕсем хула тăрăх чупса манăн ята çĕклеймĕç. Шăпа хамăн алăрах пулнине шута илсе малалла талпăнатăп. 2010 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕтĕм. Малтан — фольклор, кайран вокал уйрăмĕнче ăс пухрăм.

— Апла тăк пултарулăху пурах санăн.

— Пур пуль /кулать./ Асăрхарĕç. Çавах пĕр вăрттăнлăха уçам. 11-мĕш класра вĕреннĕ чух Елчĕкри ӳнер шкулĕнче музыкăна юратма хăнăхрăм. Унти педагогсем аслă пĕлӳ илмешкĕн Шупашкара кайма сĕнчĕç.

— Аçупа аннӳ хулана пĕр шикленмесĕрех кăларса ячĕç-и? Ют çĕрте темĕн те сиксе тухма пултарать-çке.

— Эпĕ Елчĕкрен вĕт! /кулать./ Аслисем пире ачаранах хăюллă, тӳсĕмлĕ пулма, хамăра хӳтĕлеме вĕрентнĕ. Мана ăннă. Тете Владислав манран маларах Шупашкара кайса ĕçе вырнаçнăччĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ мана хавхалантарчĕç, аслă шкула документ пама пĕрле пычĕç. Пултарулăха кăтартмашкăн экзамен иртнĕ чухне питĕ хумхантăм. Ара, умра пач палламан педагогсем. Юрласа пама ыйтсан тӳрех лăплантăм. Хам çырнă сăвăпа кĕвĕленĕ юрра шăрантартăм. Паллă педагог, «Уяв» тата «Юрай» ансамбльсен ертӳçи Зинаида Козлова мана тӳрех асăрхарĕ, хăйĕн хӳттине илчĕ. Ăна эпĕ чăвашла таса та илемлĕ калаçни тыткăнланă. Чăваш чĕлхин хăвачĕ манăн пуласлăхăн алăкне уçрĕ. <...>

Альбина ЮРАТУ калаçнă.

♦   ♦   


Шапкин ялĕнчи йывăр сывлăш кăмăла пусарать

Çынсем икĕ кунра 3 виле пытарнă

Республикăра çулленех эрех-сăрапа наркăмăшланса вилекенсен шучĕ ӳсет. Кăçал çеç хаяррине ĕçнĕ хыççăн 259 çын пурнăçĕ татăлнă. Утă уйăхĕн вĕçĕнче Элĕк районĕнчи Шапкин ялĕнче пулса иртнĕ инкек чылайăшне калаçтарчĕ. Малтанах 65-ри хĕрарăм хăй хатĕрленĕ аншарлие сутнă хыççăн 4 çын наркăмăшланса вилнĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Хыççăн упăшкине юлашки çула ăсатма пулăшнă арçынсене контрафактлă коньякпа тав тунă тенĕ. Лару-тăрăва уçăмлатас тĕллевпе Шапкина çул тытрăмăр.

Хăрушă тĕлĕк евĕр

Инкеклĕ яла тупма çăмăл мар. Навигатор та аптăрарĕ — пире Мартынкассине илсе çитерчĕ. Тĕрĕс çул кăтартса яракан хĕрарăмсем эпир мĕн тĕллевпе çӳренине тӳрех тавçăрчĕç. Шапкин пĕтĕм тĕнчерен пытанса ларнă тейĕн: ял ятне çырнă паллă, автобус чарăнăвĕ çук. Тăватă теçетке çуртлă ял витĕр хăвăртах тухрăмăр — урамра пĕр çын та курăнмарĕ. Кивĕ çуртсен умĕнчи чие çырлипе пан улми йывăççисен турачĕсем усăннă. Çимĕçĕсем курăк çине тăкăнаççĕ — пуçтаракан çук. Ял варринчех аçа çапнăран хуçăлса аннă ватă йăмра выртать. Вăл пурăнасшăн-ха, айккинчен тухнă симĕс турачĕсем тӳпене туртăнаççĕ. Пушар хыççăн ишĕлнĕ çуртсем курăнчĕç. Ял тавра çаврăннă хыççăн тин урамра çын курăнчĕ.

— Кун сиктерсе полицейскисемпе следовательсен ыйтăвĕсене хуравлатăп. Ялта çынни те юлмарĕ. Эсир ăçтан çитрĕр-ха? — кăсăкланчĕ 60-сенчи хĕрарăм. Сумкăран диктофон кăларнине курсанах пăрăнса утма хăтланчĕ. Алевтинăн сăмахĕсене блокнота çырса пыма шантарсан тин хăй мĕн пĕлнине каласа кăтартма килĕшрĕ.

Л. /айăпланакан/ çак ялта çуралса ӳснĕ, пĕве кĕрсен Шупашкара çул тытнă. Хĕрарăм тăван килне тăтăш килсе çӳренĕ. Хĕллехи вăхăтра ватă амăшне хăй патне илсе кайнă, çулла пĕрле яла таврăннă. Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче çемьере пысăк инкек пулнă — Л.-ăн упăшки йывăр чирленĕ хыççăн куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Утă уйăхĕн 19-мĕшĕнче ăна ялти çăвара пытарнă. «Кил хуçи арăмĕ шăтăк чавнă арçынсене коньяк парса тав тунă», — терĕ хĕрарăм.

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче çак ялтах пурăннă Надежда Михайлова патне хуларан ывăлĕ çитнĕ. Амăшĕ аптăранине кура арçын васкавлă медицина пулăшăвне шăнкăравланă. Медиксем çитнĕ, анчах нимĕнпе те пулăшайман. Хĕрарăм вĕсен куçĕ умĕнчех вилнĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.