Вут-çулăм та, шыв та - хăватлă вăй

2 Сен, 2014

Пушартан хăрушăрах пулăм урăх çук та пулĕ. Пĕчĕк çеç хĕлхемех пысăк инкек кăтартать. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби пĕлтерекен кашни хыпар чĕрене сÿлеттерет: пушар алхаснă, çын пурнăçĕ татăлнă... Пĕтĕмлетÿллĕ статистика яланах асăрхануллă пулмаллине çирĕплетет, аса илтерет.

Çурла уйăхĕн юлашки кунĕнче управленин пай пуçлăхĕ Николай Петровпа республикăри граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ирттернĕ пресс-конференцире хăйсен сферинчи кашни пулăм çинче уйрăммăн тенĕ пек чарăнса тăчĕç. Вениамин Иванович çуллахи тапхăрти шыв-шур çинчи лару-тăрăва тишкерчĕ.

Вут-çулăм та, шыв та - хăватлă вăй. Усă та кÿреççĕ вĕсем, çав вăхăтрах пысăк шар та кăтартаççĕ. Сăмахран, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн республикăра /çурла уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне/ 673 пушар тухнă. Танлаштарма: пĕлтĕрхи çав тапхăрта - 706. Вĕсен шучĕ малтанхи çултинчен 4,7% чакни çитес çул çак кăтарту татах пĕчĕкленес шанăç çуратать. Çав вăхăтрах пушарта çынсен пурнăçĕ ытларах татăлнă - 59. Ÿсĕм - 11,3%. Йывăр аманнисен-сусăрланнисен шучĕ те ÿснĕ - 8,6%. Юрать-ха, çуннă çурт-йĕрпе хуралтăсен тăкакĕ чакнă. Пĕлтĕр çав вăхăтра 70,2 млн тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ тăк, кăçал - 51,54 миллионлăх. Вут-çулăм «ытамĕнчен» 377 /пĕлтĕр - 242/ çынна хăтарнă, пурлăха 419,27 млн тенкĕлĕх çăлнă.

Пушарсен сăлтавне тишкернĕ май Николай Валерьянович чи анлă сарăлнисенчен çаксене палăртрĕ: вут-çулăмпа асăрханманнипе - 201 тĕслĕх /ÿсĕм - 7,5%/, ятарласа вут чĕртнĕ - 80 /2,6%/, ачасен ашкăнăвĕпе - 30 пушар /30,4%/, транспорт хатĕрĕсен юсавсăрлăхĕпе - 40 /-18,4%/, юсавсăр е хăйсем ăсталанă электрохатĕртен тухнă тата вĕсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнипе тухнă 132 пушарпа /-2,9%/ кĕрешнĕ.

Çынна инкек кÿрес тесе алла шăрпăк тытакансен, хур тăвас текенсен шучĕ йышлансах пынине палăртаççĕ пушар хурал службин ĕçченĕсем. Иртнĕ çулта ун пек тĕслĕх Шупашкар, Улатăр хулисенче, Пăрачкав районĕнче ытларах, ытти районсенче 2-5 тĕслĕх пулнă. Кăçал та хăрушă çак цифра ÿссех пырать. Полици ĕçченĕсем киревсĕр шухăшлă çынсен йĕрĕ çине тухма пултарнă, чылайăшне суд урлă явап тыттарнă. Уçăмсăррисемпе малалла ĕçлеççĕ.

Журналистсем «хĕрлĕ автан» ытларах хăш районта «авăтнипе» кăсăкланчĕç. Канаш тăрăхĕнче пĕлтĕрхинчен 10% нумайрах çурт-йĕр çуннă. Ун хыççăн - Муркаш /29 пушар/, Хĕрлĕ Чутай /27/, Йĕпреç /26/, Етĕрне /24/. Сахалтараххисен йышĕнче - Красноармейски /10/, Елчĕк /12/, Комсомольски /13/. Шел, пур çĕрте те çак кăтарту ÿсес енне сулăннă. Пушарта çын вилесси чакмасть, пачах урăхла - кунта та ÿсĕм пур. Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисем, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Патăрьел, Вăрнар, Элĕк, Красноармейски, Çĕмĕрле районĕсенче паян хурлăхлă статистика пĕлтĕрхинчен 2-3 хут пысăкрах.

Вут-çулăмра ача ытларах вилни пăшăрхантарать. Çулталăк пуçланнăранпа кăçал 5 ача пурнăçĕ татăлнă: Патăрьел районĕнчи Хурама Тăвар ялĕнче 2010 тата 2011 çулсенче çуралнă хĕр ачасем тата Канаш районĕнчи Шăхасан ялĕнчи - 2010 тата 2011 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе вĕсен йăмăкĕ, 2012 çулта çут тĕнчене килнĕ хĕр ача. Вĕсемпе пĕрлех çунакан çуртран амăшĕ те /1989 ç./ тухайман.

Николай Петров полковник пресс-конференцие пысăк хутаçпа тĕрлĕ канфет тата пĕр ... хĕрлĕ кирпĕч илсе пырсан журналистсем малтанах тĕлĕнчĕç те. Сăлтавĕ ансат: республикăри МЧС управленийĕ «Акконд» фабрикăпа, «Смак», «Планета» фирмăсемпе туслă çыхăну йĕркелесе ачасем валли пушар мĕн тери хăрушă инкек пулнине каласа ăнлантаракан тутлă продукци кăларма йышăннă. Кирпĕчĕн пĕр енне «При пожаре звонить 01» тесе çырнă. Ку - Муркашри кирпĕч завочĕн коллективĕн ырă пуçарăвĕ.

Календарьте - кĕрхи тапхăрăн пĕрремĕш уйăхĕн малтанхи кунĕсем. «Çапах та шыва кĕрес вăхăт вĕçленнĕ теме иртерех-ха, ăшă кунсем малашне те пулĕç», - терĕ ЧР граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров ведомствăн ĕç-хĕлĕн паллаштарăвĕпе. Ĕçĕн калăпăшĕ пĕчĕк мар. Министрсен Кабинечĕн кăçалхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи «2014 çулхи çуллахи шыва кĕмелли тапхăрта Чăваш Республикинчи шыв объекчĕсенче çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çинчен» йышăнăвăн кашни пунктне çирĕп пăхăннăран шыва кĕмелли тапхăр çăлавçăсене питех канăçсăрлантарман. Кун пек калани вырăнлах мар паллах. Шыва кĕмелли тапхăра маларах тата тĕплĕ хатĕрленни чылай инкеке сирме май панă. Акă çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче ГКЧС тата Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн вырăна тухса вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿлĕхĕпе пĕрле ирттернĕ коллегире кашни район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕ умне çирĕп тĕллев лартнă - çуллахи шыва кĕмелли тапхăр инкексĕр вĕçленесси кашнинчен килет. Çав тĕллевпе 15 пляжпа шыва кĕмелли ятарлă 19 вырăн хатĕрленĕ. Вениамин Иванович ку енĕпе Муркашсене уйрăмах ырларĕ: районти 13 ял тăрăхĕнче те çынсене шыва кĕрсе уçăлмалли лайăх вырăн хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕкпе Тăвай районĕсен ертÿлĕхĕ пирки ырă сăмах калаймăн. Шăпах асăннă районсенче çын шыва кайса вилнĕ тĕслĕх пур. Вăрнар тăрăхĕнче кăна кăçал 7 çын шывран тухайман /пĕлтĕр - 2/. Канаш тата Улатăр районĕсенче водолазсем 2 çыннăн виллине /пĕлтĕр - 0/ туртса кăларнă. Шупашкар, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенче - пĕрер...

Кăçалхи çу тапхăрĕнче республикăри пĕве-кÿлĕре тата Атăл çинче 43 инкек пулнă, вĕсенче 37 çын çырана каялла тухайман, саккăрăшне вилĕмрен çăлнă. Чылай инкекĕн сăлтавĕ - ÿсĕр çыншăн шыв чĕр куççи таран кăна тесе шухăшлани. Шывран 8 ача тухайман тăк, ыттисем - хальтерех каланисен йышĕнчен.

Вулакан асăрхарех ĕнтĕ, вырăнти влаç тытăмĕсенче ăçта çак ыйтăва кун йĕркинчен кăларман - унта куççуль юхман. Пачах та нимĕн те туман çĕрте - çăва çинче вил тăпри хушăннă. Çитес çул шывра вилекенсен шучĕ чакасса шанатпăр. Пачах пулмасан - тата аванрах.

Юрий СТЕПАНОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.