Тантӑш № 27 (4746) 22.07.2021

22 Июл, 2021

Класри ачасемшĕн — ырă та çутă тĕслĕх

Çуллан илемлĕ пĕр кунĕнче Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлапуç Пашьел шкулĕнче пулма тӳр килнĕччĕ. Шăпах ачасем валли кану лагерĕ ĕçлетчĕ ун чухне. Вĕренекенсем пĕри тепринчен чĕрĕрех те хастартарах пулнипе асра юлчĕç. Виççĕмĕш класра вĕренекен маттур Ульяна Ляковăпа çак шкулта паллашрăмăр. Ыттисенчен уйрăлса тăракан çивĕч хĕрача хăйне евĕрлĕ ыйтусем пачĕ, вăрçăра пулнă аслашшĕ çинчен тата ача-пăча кăларăмĕсене еплерех юратни пирки каласа кăтартрĕ.

Аслашшĕне халалласа

Ульяна аслă ăру çыннисемпе çитĕнет. Çакă унăн калаçăвĕнченех палăрать. Вăл сăмаха каличчен малтан лайăх шухăшлать, хăйĕнчен аслă çынна пӳлмесĕр вĕçне çити итлесе пĕтермеллине, кайран тин сăмах хушмаллине лайăх пĕлет. Унăн аслашшĕ Василий Ляков — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. Вăл халĕ 99 çулта. Аслă Арапуç ял тăрăхĕнче пĕртен-пĕр ветеран тăрса юлнă. Василий Федорович 1942 çулта вăрçă хирне тухса кайнă. Малтан Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă çĕре хутшăннă. «Асатте вăрçă пирки эпир пĕчĕкрех чухне нумай каласа кăтартатчĕ, халĕ ытлах сăмах вакласшăн мар, ыйтсан чылай япала пирки астумастăп тет. Вăл чиперех утса çӳрет, пĕр вырăнта ларасшăн мар, пахчана çум çумлама та тухать. Епле лайăх килте сумлă та хисеплĕ ватă çын пурри, эпир унпа мăнаçланатпăр. Асаттепе çыхăнтарса пĕрремĕш класра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки проект хатĕрлерĕм. Ку маншăн ытла йывăрах пулмарĕ. Вăрçă пирки асаттерен пĕчĕккĕллех чылай пĕлетĕп. Проектпа шкулта 1-мĕш вырăн йышăнтăм. Паллах, Татьяна Козлова вĕрентекенĕм нумай пулăшрĕ мана», — хавхаланса каласа кăтартрĕ Ульяна.

Хĕрача шкулта сăвва илемлĕ калассипе, конкурссемпе викторинăсене хутшăнса çĕнтернипе тата пур ĕçе те тĕплĕ тунипе палăрса тăрать. Шкула кайичченех вăл район шайĕнчи «Восходящая звезда», «Что такое доброта?» конкурссенче мала тухнă. «Ульяна Лякова — класри ачасемшĕн ырă та çутă тĕслĕх. Çав тери тăрăшуллă, мĕн каланине çийĕнчех, вăхăта тăсса ямасăр пурнăçламалла унăн. Учитель хушни е ыйтни — саккун. Килне çитсен те: «Пире вĕрентекен çапла каларĕ, вăл хушнă пек тумалла», — тет амăшне. Учителе тĕслĕх вырăнне хурать. Шел те, ачасен хушшинче те кĕçĕн классенчех пĕр-пĕрне уйăрасси, сивлесси пур. Ульяна вĕсен йышĕнчен мар. Вăл вĕренекене айккинелле сирнине асăрхасан шеллесе пулăшма тăрăшать, алă тăсса парать. Класра пĕр-пĕр ачана уйăрнине е ним çукран кӳрентернине курсан Ульяна унпа пырса калаçса çав вĕренекенĕн кăмăлне тупатех. Йывăртарах çемьери ачан вăл е ку япала çуккине асăрхасан килтен илсе килет. Ку çемьерен килекен воспитани, ашшĕпе амăшĕ ырă та ăшă кăмăллă, сăпайлă тата таса чунлă пулма хăнăхтараççĕ хĕрĕсене. Пур килте те çапла пулсан епле аванччĕ!» — палăртсах каларĕ Татьяна Козлова вĕрентекен. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


Творческий марафон в Санкт-Петербурге

Три группы учащихся 6-ой Чебоксарской детской художественной школы имени Акцыновых прошли пленэрную практику в Санкт-Петербурге. Поездка состоялась в рамках образовательной программы «Пленэр и музеи. Юный художник».

Программа была насыщенной и интересной. Организаторы программы образовательного тура устроили для ребят настоящий творческий марафон. Учащиеся художественной школы начали знакомство с Северной столицей России с обзорной экскурсии. Увидели Стрелку Васильевского острова, Дворцовую, Исаакиевскую и Сенатскую площади, памятник Петру I, Марсово поле, Русский музей, Эрмитаж, знаменитые реки: Неву, Мойку, Фонтанку, Крюков канал. Посетили Петергоф с его легендарными фонтанами, Санкт-Петербургскую академию художеств имени Ильи Репина и государственную художественно-промышленную академию имени Александра Штиглица, а также крупнейший в мире музей искусства – «Русский музей».

На занятиях ребятам представилась возможность прикоснуться к настоящему акту творчества, насладиться процессом созидания и создать свое произведение искусства под руководством опытных и увлеченных мастеров акварельной живописи. Юные художники из Чебоксар не только получили новые знания, но и раскрыли в себе силы и вдохновение для дальнейшей творческой самореализации.

В последний день тура ребята представили все свои творческие работы. По итогам просмотра в каждой группе учащихся художественный совет присудил три премии. <...>

♦   ♦   ♦


Страус ферминче

Пушкăрт Республикинче страус ферми пĕртен-пĕрре кăна. Вăл пирĕнтен аякра мар, Гафури районĕнчи Инзелга ялĕнче, вырнаçнă. Ăна 2013 çулта уçнă.

Иртнĕ эрнере çемьепе çав фермăна çитсе килме шухăшларăмăр. Атте-анне, Владик шăллăмпа Арина йăмăк тата Шупашкартан хăнана килнĕ иккĕмĕш сыпăкри Карина аппа ир-ирех çул çӳреве тухрăмăр. Пысăк вольерти страуссем пире курсан хирĕç чупрĕç. Мĕн тери интереслĕ! Мана вĕсен куçĕ килĕшрĕ, пысăк та илемлĕ, куç хăрпăкĕ еплерех вăрăм. Вĕсем фермăра тулă, урпа, чавка пуç /клевер/, сĕлĕ хутăшĕ çиеççĕ. Хĕлле рациона кишĕр, кăшман, купăста, пан улми, микроэлемент-семпе витаминсем кĕртни пирки каласа кăтартрĕç. Ятарласа хатĕрленĕ апата эпир те çитертĕмĕр. Пурте хăйсем патне пыртармаççĕ, çав хушăрах хăш-пĕрне ачашлама та май килчĕ. Страуссемсĕр пуçне фермăра чăхсемпе автансем, турткăшсем, ашаксемпе енотсем, çурçĕр тиллисем, яксем пурăнаççĕ.

Страуссемпе киленнĕ хыççăн Красноусольск поселокне канма кайрăмăр. Кунта çулсерен Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пин- пин турист килет. Çакăнтах аслисем валли курорт тата ача-пăча санаторийĕ вырнаçнă.

Çӳллĕ-çӳллĕ ту çинче — чиркӳ. Вăл питĕ илемлĕ, аякранах курăнать. Ун айĕнче — ту хăвăлĕ. Уявсенче çынсем çакăнтах çурта çутаççĕ. Ту хушшинчен кăна 250 сиплĕ çăлкуç тапса тухать. Вĕсем тĕрлĕрен: тăварлисем, кăшт тăварлисем, микроэлементсемпе пуяннисем. Шывĕ пăр пек сивĕ. Сивĕ тăк вăл тап-таса. Эпир унпа пит-куçа çурăмăр, ĕçмешкĕн киле илсе таврăнтăмăр. Красноусольск тăрăхĕнче юмахри пек хитре! Ку илеме çитсе курса кăна ĕненме пулать. <...>

Алина ГЛУХОВА. Пушкăртстан, Авăркас районĕ, Треппел ялĕ.

♦   ♦   ♦


Эмел курăкĕ пуçтарать

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен шкулĕнче ăс пухакан Женя Никифорова — пултаруллă та маттур хĕрача. Правурлăхĕпе, лартнă тĕллевсене пурнăçлама пĕлнипе уйрăлса тăраканскер — РФ Патшалăх Думин депутачĕн Николай Маловăн стипендиачĕ.

Сăвă илемлĕ калать

13-ри Женя пур предметпа та "5" паллăсемпе вĕренсе пырать. Нумай конкурс, викторина, олимпиада çĕнтерӳçи тантăшĕсенчен сăвă илемлĕ каланипе уйрăлса тăрать. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Татьяна Горбунова ертсе пынипе иртнĕ вĕренӳ çулĕнче вăл темиçе конкурсра çĕнтерӳçĕ тата призер пулса тăнă: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă Пĕтĕм Раççейри "Вăрçă çинчен чĕрĕ сăмах" конкурсра I степень дипломне тивĕçнĕ, республика шайĕнчи "Малалла, çăлтăрсем патне" тата "Чăваш ачи, сассуна пар!" конкурссенче 1-мĕш тата 3-мĕш вырăнсем йышăннă. Маттур хĕрача пухматĕнче — "Чĕрĕ сăмах" тата "Çак кунсен çухалмĕ чапĕ" сăвă вулакансен конкурсĕсен дипломĕсем те.

— 7-мĕш класра — 24 ача, 4 вĕренӳ отличникĕ. Пурте маттур, яваплă, мĕн хушнине пурнăçлаççĕ. Мĕнле те пулин мероприяти ирттермелле-и — 7-мĕшсене хушаççĕ. Ахальтен мар. Ачасем туслă, маттур, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр. Класра хавшак сывлăхлă ача та ăс пухать, ăна уйăрмаççĕ, вĕренӳре пулăшаççĕ. Чи хастаррисенчен пĕри — Женя. Кĕçĕн классенчех правурччĕ вăл. Вĕсем çулталăк аслăрах пиччĕшĕпе Сергейпа пĕр класа килчĕç. Иккĕшĕ те лайăх вĕренсе пыраççĕ.
Пĕрремĕш хаклавçă — амăшĕ

Женя пур енчен те пултаруллă: спортпа та туслă, ташлама-юрлама та пултарать, сăвă илемлĕ калать. Унăн Турă пани пур, хайлава артист пек чуна витермелле вулать. Чупассипе тата йĕлтĕрпе ярăнассипе лайăх кăтартусемпе палăрать, шахматла вылять. Кăçал Николаев вулавĕсене хутшăнса 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ, — хак пачĕ вĕренӳ отличникне класс ертӳçи Татьяна Васильевна.

— Пĕчĕкрех чухне нумай çын умне тухма шикленеттĕм, халĕ хăнăхрăм. Чи пĕрремĕш хаклавçă — анне. Вăл хавхалантарса чăваш сăввисене вулама именмелле мар тесе калать,

— амăшĕпе хĕрĕ хушшинче çывăх хутшăнусем йĕркеленни курăнчĕ Женя сăмахĕсенче. Пиччĕшĕпе те туслă вăл, пĕр класра вĕренекенсем уроксене те пĕр-пĕринпе канашласа пурнăçлаççĕ.

— Маншăн чĕлхесем, литература çăмăл, Сергейăн математикăпа аван. Мĕн ăнланманнине эпир пĕр-пĕринчен ыйтатпăр, — терĕ Женя.

7-мĕшсем вĕренӳ çулĕн вĕçĕнче Сăр тата Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа шкулта стенд та хатĕрленĕ. Чылай вăй хунă ачасем окоп чавакансене тупнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки ыйтса пĕлсе кашни ветеранăн шăпине çырса кăтартнă. Унтан çак стендпа кĕçĕн классенче ăс пухакансене паллаштарнă, тыл ĕçченĕсен пурнăçĕ пирки каласа панă. Сăр чиккине тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă макетпа вара "Юнитекс" центр ирттернĕ конкурсра палăрнă. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.