«Чăваш хĕрарăмĕ» 28 (1205) № 22.07.2021

22 Июл, 2021

Уй-хир çамрăк ăрăва кĕтет

Тулса пыракан пучахлă тыр-пул кашлакан ылтăн уй кирек камăн чунĕнче те ырă туйăм çуратать. Кĕç-вĕç техника вырмана тухасси, пӳлмесем тулма тытăнасси куç кĕрет. Çăкăр — çĕршыва тăрантаракан чи пысăк пуянлăх-çке. Экологи таса çимĕçне хамăр патшалăх валли çителĕклĕ таран туса илнисĕр пуçне чикĕ леш енне чылай ăсатни — аталану чăн кăтартăвĕ. Экспорт валли вара пысăк пахалăхлă таса продукци кăна юрăхлине пурте чухлатпăр. Ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем тухăç кăтартăвĕсен калăпăшĕ хыççăн кăна хăвалани çителĕксĕр эппин. Юлашки 5 çулта, статистикăна ĕненес тĕк, Чăваш Енри агроэкспорт 2,7 хут ӳснĕ. Отрасльте тăрăшакансен продукцийĕ тĕнчери 30 ытла çĕршыва çитет. Республикăра хатĕрлесе кăларакан япаласен 15 процентне агропромышленноç комплексĕ янтăлать. Аграри тытăмĕ туса илекен çимĕç калăпăшĕ юлашки çулсенче 3 хут ӳсни те — савăнтаракан пулăм. Асăннă цифрăсемпе паллашнă хыççăн ял хуçалăх тĕлĕшпе «ĕнерхи кунра пурăнакан тытăм» тесе ниепле те калама çук.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче коллективлă чылай хуçалăх арканчĕ, мал курăмлă та çаврăнăçуллă хресчен-фермерсем вара сахалрахчĕ. Хуçасăр çĕр лаптăкĕсем нумайланчĕç. Каярах тĕрлĕ программа хута кайнă май ял хуçалăхĕнче хăйсен ĕçне пуçаракан йышланчĕ. Вĕсем хыт-хура кашлама тытăннă лаптăксене пусă çаврăнăшне кĕртсе пычĕç. Çапла республикăра усă курман гектарсен йышĕ чакрĕ. Пулăхлă лаптăксемпе витĕмлĕ усă курассипе 2 çул каялла федерацин Атăлçи тăрăхĕнче мала тухни те асрах.

Паян мĕн пăшăрхантарать-ха апла тăк? Асăннă отрасльте çамрăксем çитменни — çивĕч ыйту. Чăваш Енре кăна мар, çĕршыври чылай регионра агропромышленноçа çирĕппĕн аталантармалли программăсем хатĕрлеççĕ. Вĕсене хĕрсемпе каччăсене яла мĕнле илентермелли тавра шухăшласа калăпланă пайсене те кĕртеççĕ. Апла пулин те аграрире чылай специалист вырăнĕ пушшине е ăна квалификациленмен ĕçчен йышăннине асăрхатпăр.

Тивĕçлĕ кадрсене вĕрентсе ĕçе явăçтарас ыйту шкул саккинченех пуçланмалли тавра калаçаççĕ. Чăваш Енре пĕр вăхăт тĕрлĕ шкулта агроклассем уçăлчĕç. Кăçал вара Муркаш районĕнче агрошкул хута ярас пирки сăмах тапратрĕç. Кадр дефицичĕпе кĕрешсе ытти регионра та тĕрлĕ утăм туни палăрать. Сăмахран, Тюмень облаçĕнче 4 çул ĕнтĕ «Агроăру» вĕрентӳ проекчĕ пурнăçланать. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Унăн ячĕпе ялав вĕлкĕшнĕ

Кашни кун иртнĕçемĕн çурса пымалли календаре тимлĕн сăнать аслă ăрури хĕрарăм. «Утă уйăхĕн 16-мĕшĕ, — сасăпах калать вăл пурнăçăн çĕнĕ кĕске тапхăрне кĕтсе илнĕ май.

— Тепĕр 9 кунтан 93 тултаратăп-и? Çак çула та пурăнса çитрĕм-и вара? Эккей, ĕмĕр иртет, кун юлать иккен».

Çĕрпӳ районĕнчи Славаш ялĕнче кĕмĕл ӳсĕмри çынсенчен чи аслисем 90 çул урлă каçнă. Вĕсенчен пĕри Анна Филиппова халĕ те пĕчченех пурăнать. Инçех мар çурт лартнă шăллĕпе Геннадипе инкĕшĕ Роза кашни кунах килеççĕ, хăй тĕпленнĕ йăваран тухма килĕшмест вырăнти хисеплĕ ватă. Пĕччен чухне шухăша путса кун-çулĕнчи тертлĕ самантсене куçĕ умне кăларать те — паян урăхларах самана хуçаланнăшăн хĕпĕртет. Вăрçă вăхăтне тӳссе ирттернĕскер çавнашкал усал тухасран куллен кĕлĕ тăвать.

Вун виççĕрех вăрман каснă

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухнă тĕле 13 çула çитнĕ Аннан шкулта малалла вĕренме май килмен. Çапла 6 çул пĕлӳ илнипе çырлахма тивнĕ. Ашшĕне Филипп Евдокимовича чире пула вăрçа илсе кайман. Килти арçын тумалли нумай ĕç çемьери 8 ачаран чи асли Анна çине тиеннĕ. 12-13 çулта чухне хĕрача Йĕпреç тăрăхне пуçласа вăрман касма çул тытнă.
— Килте вутă татса курнă-и, курман-и — илсе кайрĕç. Пире, çул çитмен çамрăксене, кăтартма-вĕрентме ватăрах арçынна пĕрле ячĕç. Хайхискерсем Буинска çитеспе чукун çул урлă каçатпăр. Çурăм çинче кашнин — тулли кутамкка. Таçтан аякран килекен пуйăс пу-ух!!!-латтарса кăшкăртрĕ те — хăранипе хыçалалла кайса ӳкрĕм. Эпĕ хальччен ун пек сасса илтмен-çке! Кутамкка йывăррине пула ниепле тăраймастăп. «Тимуш, кил-ха, пулăш!» — кăшкăратăп ушкăнри çамрăка, — малтанхи хут йышпа йывăр ĕçе кӳлĕннĕ вăхăта аса илчĕ Анна Филипповна.

Каярах тата темиçе хут кайнă йывăç хатĕрлеме. Хĕлле вырăс хĕрарăмĕ Анастасия патĕнче ушкăнпа пĕр уйăх пурăннине калать кĕмĕл çӳçлĕ хĕрарăм. Шартлама сивĕре ĕçлесе тарласан улăштарса тăхăнма тумĕ те пулман чылайăшĕн. Чĕре сури тума çăкăр чиксе тухнă. Сивĕре шăнса ларнăскерне кăвайт умĕнче ăшăткаласа кăшланине епле манăн? Çапла пĕррехинче ăшăнма ларсан Аннăн алсишĕ çунса кайнă. Пĕр хĕр фуфайкине кăвайт патне типшĕрме çакнă — çулăм чĕлхи пĕр çаннине «çисе янă». Юлташĕсем ăшăрах кофта тупса панă çавскере.

— Апат, çăкăр пĕçерме ытларах мана лекетчĕ. Пĕррехинче квас икерчи çитерме ыйтрĕç. Кăмака хутса хайхискерне çатмапа лартрăм. Алюмини савăт ирĕлсе кайрĕ! Эх, пăшăрхантăм хуçа вăрçасран. Настя аппа ятламарĕ, «çатмине туянма пулĕ» тесен чĕре лăштах пулчĕ.

Хваттере янă хĕрарăм мунча хутнă. Пирĕн милĕк ыйтмалла. Вырăсла мĕнле калаççĕ çак сăмаха — çавна нихăшĕ те пĕлместпĕр. «Çăтăлкки-çатăлкки дай-ка», — çурăм-хырăма çапнă пек туса кăтартатпăр хайхискерне. Мунча тенĕрен, пĕррехинче арçынсем васкарах кайрĕç — çăвăнас текен нумай вĕт. Кĕтетпĕр — килмеççĕ. Мунча алăкĕ патĕнче аслăрах çулти Илюк пиччене ятран чĕнетĕп — никам сасă памасть. Сĕрĕм тивнипе анранăскерсене, çара ӳтлĕскерсене, юр çине сĕтĕрсе тухрăмăр, — пĕр ялта пурăнакансене вилĕмрен çăлни те Анна Филипповнăн куçĕ умĕнчех.

Çапах та вутă хатĕрлекен йышра ытларах хĕр-хĕрарăм тăрмашнă. Пĕр сарлака вулăллă йывăçа тӳнтерессишĕн виçĕ кун тăрăшни те пулнă-мĕн. Çав «паттăра» парăнтарсан савăннипе тунката çине хăпарса тăнă та ташша яра панă Анна. Пурнăç йывăр кунĕсене шӳтпе, хавас вăйăпа, юрă-ташăпа тĕс кĕртнине нумай тĕслĕхпе çирĕплетет пĕр ĕмĕр патнелле çывхараканскер. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Ирçе те чăвашла калаçать

Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăспа Чăваш Çармăс ялĕсем юнашарах вырнаçнă. Вырăн ятĕнченех çакăнта хăш халăх çыннисем пурăнни паллă. Ирçе Çармăсри вăтам шкулта истори вĕрентекен Ирина Моисеева каласа кăтартнă тăрăх, кунта халĕ çармăссем пурăнмаççĕ. Апла пулин те ячĕ яланлăхах юлнă. Чăваш Çармăс ялне Янгулпа Огорлик сотниксем 1574 çулта никĕсленĕ. Çармăс арçынĕсене хĕсмет тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн çĕр панине уйрăм документра палăртнă.

Ирçе Çармăс сали йышăнакан çĕре чăваш кнеçĕ Темей Теняков тивĕçнĕ. Çакăнта 1625 çулта ял пуçланса кайнă. Халăхра сарăлнă халап тăрăх, XVIII ĕмĕр вĕçĕнче модва сунарçисем Кабаевпа Тарасов ку тăрăха килнĕ. Вăрманлă вырăна килĕштернĕ вĕсем. Çавна май çакăнта çĕр туяннă.

Мордва халăхне çутта кăларнă Макар Евсевьев Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсра çурални — историе кĕрсе юлнă тепĕр пулăм. Çакăнти шкул унăн ячĕпе хисепленет. Сăмах май, маларах асăннă Кабаев шăпах унăн тăванĕ пулнă теççĕ. Ку тăрăхра чăвашсемпе ирçесем туслă пурăнаççĕ. Икĕ çак халăх тахçанах тăванлашнă.

Мăнукĕ асламăшĕн ĕмĕтне çитернĕ

Викторпа Мария Тарасовсен килĕнче чăвашла та, ирçелле те, вырăсла та калаçаççĕ. Упăшкипе арăмĕ пĕр çăвартан пурăннине, пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланнине кирек кам та тӳрех асăрхĕ. Мария Александровна юнашар ялта, Чăваш Çармăсра, çуралса çитĕннĕ. Чим, Виктор Тарасов ку тăрăха килĕштернĕ мордва сунарçин йăхĕнчен мар-ши? Çакна архив докуменчĕсенче шырас пулать. Ахальтен мар Виктор Иванович хăйĕн ĕçне вăрманпа çыхăнтарнă.

«Мана анне ирçе каччипе мăшăрлантарасшăн пулман. Икĕ халăх çынни пĕр-пĕрне ăнланаймасран шикленнĕ-ши? Анчах юратакансемшĕн чикĕ пур-и вара? Хуняма ирçе хĕрарăмĕ пулсан та чăвашла пĕлетчĕ», — калаçу пуçларĕ Мария Александровна сĕтел хушшине чĕннĕ май. Вăрман çывăхĕнче пурăнакансем хура çырлапа кĕтмел пӳремечĕ пĕçереççĕ. Эпир те, инçе çула кĕскетсе килнисем, ку апата тутанса пăхрăмăр. Чăн та, тутлă. Ирçе халăхĕ авалтанах кукăль-пӳремеч пĕçерес тĕлĕшпе ăста пулнă. Тарасовсен килĕнче çырла кăна мар, кăмпа та сĕтел çинчен татăлмасть. Унччен те пулмарĕ, пӳрте куç тулли мăнукĕсем çитсе кĕчĕç. Вĕсене, çулла хуларан яла килнĕскерсене, кукашшĕпе кукамăшĕ çумĕнче хăтлă.

«8-мĕш класран вĕренсе тухсан Канашри медицина училищине вĕренме кĕресшĕнччĕ. Анчах килтен йăпăр-япăр тухса кайăн-и? Анне пире, 7 ачине, пĕччен ура çине тăратрĕ. Ăна пулăшас тĕллевпех Ирçе Çармăсри ĕне фермине вырнаçрăм. Çакăнтах пулас мăшăрăмпа паллашрăм. Вăл, хĕсметрен таврăннăскер, механизаторта ĕçлетчĕ», — çамрăклăха куç умне кăларать Мария Александровна. Ирçелле вĕреннĕ тĕпренчĕкĕсен калаçăвне амăшĕ ăнланманни те пулнă. Халĕ çакă хăйне те кулăшла пек туйăнать.

«Арăм чăвашла калаçма вĕрентрĕ», — Виктор Ивановичăн кăмăлĕ лайăх. Мăшăрне ĕçченлĕхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн юратнине-хисепленине пытармасть вăл. «Тĕрлĕ наци çыннисен çемйинче пултаруллă, сывлăхлă ачасем çуралаççĕ», — шӳтлесе те чăнласа сăмаха тăсать кил хуçи. Çав вăхăтрах ывăлĕсемпе хĕрĕ, мăнукĕсем çитĕнӳпе савăнтарнине палăртмасăр иртмест. Аслă ывăлĕн Александрăн хĕрĕ Мария, тĕслĕхрен, шкултан «ылтăн медальпе» вĕренсе тухнă. Халĕ университетра медицина факультетĕнче пĕлĕвне тарăнлатать. Вăл асламăшĕн ĕмĕтне çитернĕ тесен те юрать. Ыттисем те — спортпа туслă, вĕренӳре ĕлкĕрсе пыраççĕ. Викторпа Мария Тарасовсен тăватă тĕпренчĕкĕ те аслă пĕлӳ илнĕ, хăйсен çулне тупнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

♦   ♦   


Аваллăх сасси ытарлă илтĕнет

«Телей» халăх фольклор ансамблĕ чăвашлăха сарас тĕллевпе çĕршывăн тĕрлĕ регионне кăна мар, чикĕ леш енне те çитнĕ. Пирĕн тăрăха килекен хăнасене те авалхи юрăсемпе кĕтсе илеççĕ вĕсем.

Несĕлсен хăвачĕ çунатлантарать

Республика кунĕнче, сăмахран, «Атьăр, вăййа тухар-и?» регионсен хушшинчи фестиваль ирттересси йăлана кĕчĕ. Проект авторĕ — «Телей» ушкăн ертӳçи Наталия Арсентьева. Ку ĕç Чăваш наци конгресĕн «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» программипе килĕшӳллĕн пулса пырать. «Малтанхи фестивале халăхра сарăлнă юрăсемпе пуçлама тĕллев тытнăччĕ. Вĕсен сăмахĕсемпе кĕввисене йăхташăмăрсене ярса панăччĕ. Аякра тĕпленнĕ чăвашсем пĕрлехи ĕçшĕн тав турĕç. Кăçал та Тюменьрен килекенсем уява хатĕрленнĕ май çул тăршшĕпех юрланине пытармарĕç. Йăхташăмăрсем хастар пулни савăнтарать», — калаçу пуçарчĕ Наталия Витальевна. Çавнашкал уяв, паллах, тĕнчипе саланнă чăвашсене йăх-несĕл пуянлăхне упрама май парать. Республикăра йĕркелекен «Аваллăх сасси» фестивале те асăнмасăр иртеймĕн. Вăл йăхташăмăрсене çĕнĕ юрăсене ăса хывма тата сарма пулăшать. Ку проекта пурнăçа кĕртекен Наталия Арсентьева пандеми вăхăтĕнче видеоуроксем йĕркеленине аса илчĕ. Ун чухне ытти регионти чăвашсемпе ĕлĕкхи юрă-сене вĕреннĕ. Вăхăт çур çĕр еннелле сулăннине те, шурăм пуç килнине те сисмен.

«Студент чухне йышпа Самар тăрăхне конкурса кайнăччĕ. Унта тĕрлĕ наци çынни пухăннине каласа хăвармалла. Шăпах çакăнта фольклор хăватне туйса илтĕм. Хатĕрленнине кура конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнни пире, чăвашсене, çав тери хавхалантарчĕ. Çул çӳреве тухни тавра курăма аталантарма пулăшать», — тет Наталия Витальевна.

Акă «Телей» ушкăн Пăлхарта йĕркеленĕ «Ага-базар» этнокультура фестивалĕнчен тинтерех таврăнчĕ. Чăвашлăхпа çыхăннă вырăнта хăйсене уйрăмах хăтлă туйнине палăртаççĕ юрă ăстисем. «Пирĕнпе, наци çи-пуçĕ тăхăннă хĕрарăмсемпе, тĕрлĕ тăрăхран килнисем сăн ӳкерĕнчĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем чăвашсен шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланчĕç», — пулни-иртнине тепĕр хут куç умне кăларать Ольга Светопольская. Вăл — «Телей» йышĕнче çĕнĕ çын. Çул çӳрев ырă пулăмсемпе унăн асĕнче юлнă. «Туслă йышра тăван пекех йышăнчĕç мана», — чунне уçать Ольга Николаевна. «Чăваш халăхăн историйĕпе çыхăннă вырăнсенче йăх-несĕл хăватне туйниех çунатлантарать», — хушса калать ушкăн ертӳçи. Унпа ыттисем те килĕшеççĕ.

«Тăван халăхăн пурнăçне сăнлаканнисене пĕр-пĕринпе калаçса юрламалла», — ăс паратăп пирĕн йыша хутшăнакансене. Маларах, студент вăхăтĕнче, Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» ансамбльте юрлаттăм. Ун чухнех сцена ăстисен хусканăвĕсем кăмăла каятчĕç. Тĕкĕр умĕнче вĕсене евĕрлеттĕм. Сăнатăп та, вăхăт иртнĕçемĕн ку шайлашулăх хăех çитсе пырать. Тĕслĕхрен, «Телей» ушкăнри Зинаида Крапива та çакнах калать», — ăнлантарать Наталия Витальевна.

Пушмак çĕтĕличчен ташланă

Пĕтĕмĕшле илсен, «Телей» ушкăна 2004 çулта йĕркеленĕ вăл. Çавăнтанпах юрлакансем те пур коллективра. Зоя Халапсина ĕçри ертӳçĕ çула тухма чарманнине палăртать. Крым чăвашĕсем ăшшăн кĕтсе илнине аса илчĕ хĕрарăм. Ун чухне «Телей» ушкăн конкурса хутшăннисĕр пуçне çар чаçĕнчи салтаксемпе тĕл пулнă. Вĕсем валли концерт йĕркеленĕ. Артистсем чĕрĕ сасăпа купăссăр юрланă. «Юрать, Наталия Витальевна тĕрлĕ региона илсе каять, йăхташăмăрсемпе паллаштарать. Унсăрăн ăçта çитсе курăттăмăр?» — калаçăва хутшăнать хĕрарăм. Тепĕр хастар Тамара Надольская кĕçех 80 çул тултарать. Сцена çинче чун киленĕçне тупнăскер хăйĕн ӳсĕмĕнчен чылай çамрăкрах курăнать. Тивĕçлĕ канури хĕрарăм йышпа пĕрле Туркестана та, Байкал тăрăхне те… çитнĕ.

«Байкал кӳлли еннелле кайнă чухне пушмак çĕтĕлсе пĕтрĕ. Ун чухне Иркутск хулин уявне лекрĕмĕр. Юрласа-ташласа 5 çухрăм таранах утрăмăр. Çавна май сăран атă юрăхсăра тухрĕ. Ирĕксĕрех хамăр шутран çĕннине çĕлетме лекрĕ», — вăрăм çул çӳреве ырăпа аса илнĕ май пытармасть Наталия Арсентьева. Сцена ăстисен, паллах, хитре курăнас килет. Вăхăт иртнĕçемĕн пушмак кăна мар, çи-пуç та кивелет. Унсăр пуçне коллектива çул çӳреме хулăн укçа кирлĕ. Чылай чухне «Телей» ушкăн тăкака хăй саплаштарма хăнăхнă. Çапах Наталия Витальевна чăвашлăха саракансене патшалăх тĕрев парасса шанма пăрахмасть. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.


Вăйă картине тăтăмăр

Çĕрпӳ районĕнчи Тури Шурçырма çыннисем ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ. Утă уйăхĕн варринче ял уявне паллă тăвасси темиçе çул каяллах йăлана кĕнĕ. Кăçал та утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче хальхи лару-тăрăва шута илсе, коронавирусран сыхланмалли пĕтĕм мелпе усă курса, уява уçă сывлăшра, ял хастарĕсем ятарласа хатĕрленĕ илемлĕ вырăнта ирттерчĕç.

Тури Шурçырма пĕчĕк ялсен шутне кĕрет, унта 50-а яхăн кил анчах. Халăх пĕр-пĕринпе туслă пурăнать. Ял пурнăçне çирĕп те мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă Николай Мартынов староста йĕркелесе пырать. Вăл халăха уяв ячĕпе саламланă май ĕмĕт-тĕллевпе паллаштарчĕ, паянхи ĕç-пуç çинчен каласа пачĕ, çулталăк хушшинчи çитĕнӳсене аса илчĕ. Николай Павлович халĕ тăватă проектпа ĕçленине пĕлтерчĕ. Пĕрремĕшĕ ял çывăхĕнче кӳлĕ туса пĕтерессипе çыхăннă. Унта пулă ярасшăн, çынсене шыва кĕмешкĕн, канмашкăн условисем хăтласшăн. Тури Шурçырмаран инçех мар Хурăн çулĕ иртет. Иккĕмĕш проекта пурнăçа кĕртсе çакăнта ас тăвăм вырăнĕ тăвасшăн. Ун валли 5 тонна таякан пысăк чул хатĕрлесе хунă та ĕнтĕ. Патăрьел ял тăрăхĕн администрацийĕ ятарлă вырăн та уйăрнă.

Никĕс ямалли кăна юлнă. Виççĕмĕшĕ Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă çынсене асăнса палăк лартассипе çыхăннă. Ун валли строительство материалĕсене илсе хунă, ял-йыш укçа пухма пуçланă. Тăваттăмĕш проект та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр кӳлле те йĕркене кĕртес ĕçе пуçăнасшăн, кĕтӳре çӳрекен выльăха шыв ĕçтермешкĕн май туса парасшăн. Николай Мартынов старостăн тĕллевĕсем пысăк. Вĕсене пурнăçламашкăн ял халăхĕ пулăшса пырасса шанас килет.

Патăрьел ял тăрăхĕн депутачĕ Владимир Барышев та тавралăха хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе нумай вăй хурать. Уявпа саламланă май ял халăхне хăйĕн шухăштĕллевĕпе паллаштарчĕ вăл. «Ял варринчи çула асфальт тĕпренчĕкĕ сарса хытă сийлĕ тăвасшăн, ку проекта «Пуçаруллă бюджет» программăна кĕртсен питĕ лайăх пулĕччĕ», — терĕ. Чăнах та, ял варринче çул питĕ кирлĕ. Владимир Барышев Тури Шурçырма сайтне тытса пырать, социаллă сетьсенчи страницăсене хыпарпа пуянлатать. Унта паянхи ял пурнăçĕпе паллашма пулать. Ял уявĕ пирки те нумайăшĕ сайт урлă пĕлнĕ.

Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Лаврентьев Тури Шурçырмара пурăнакансем телейлĕ çынсем пулнине палăртнинчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне, мĕншĕн тесен çакăнта тĕпленнисем ĕçлеме те, ял тăрăхне илем кӳме те, тăвансемпе пухăнса савăнма та май тупаççĕ. Ниме мелĕпе те анлăн усă кураççĕ вĕсем. «Çак ялта манăн анне çуралса ӳснĕшĕн, хам кунта утма вĕреннĕшĕн мăнаçланатăп», — чунне уçрĕ Андрей Валентинович. Вăл Тури Шурçырма тăрăхне хăтлăхпа илем кӳме тăрăшнăшăн Николай Мартыновпа Владимир Барышева тав сăмахĕ каларĕ. Çавăн пекех ял хастарĕсене — Николай Петрова /вăл тăрăшнипе стела лартнă/, Геннадий Степанова, Денис Петрова, Василипе Вадим Ивановсене — Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. «Пӳрт умĕнчи чи хитре лапам», «Чи лайăх хушма хуçалăх», «Ялта пурăнакансенчен чи çамрăкки» номинацисенче палăрнисене саламларĕç. Çакăнта пурăнакан чи ватă та сумлă çынсене парнесемпе хавхалантарчĕç.

Уявра Васильевсен çемйи хăйсен юрри-ташшипе ял халăхне савăнтарчĕ. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ Иванпа Наталья «Пилеш» ача-пăча фольклор ушкăнне нумай çул ертсе пыраççĕ. Çав вăхăтрах Наталья Васильева «Уяв», «Çавал» фольклор ансамблĕсенче юрлать. Çакăн пек пултаруллă çынсен йăх-несĕлĕ пирĕн ялтан тухнишĕн чăннипех те мăнаçланатпăр эпир. Патăрьел культура керменĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те ял халăхне концерт программипе саламларĕ. Юлия Арсентьевăпа Альбина Романова та пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Пурте пĕрле вăйă картине тăрса савăнма питĕ кăмăллă пулчĕ. Çамрăксем спорт тĕрлĕ ăмăртăвĕнче тупăшрĕç. Ял уявĕ савăнăçлă иртрĕ. Пуçаруллă çынсем тăрăшнипе ĕç яланах кал-кал пулса пытăрччĕ.

Ольга РОМАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.