Тантӑш № 26 (4745) 15.07.2021

15 Июл, 2021

Тылри паттăрлăх нихăçан та манăçмĕ

Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа республикăра «Сăр чикки манăн çемьере» онлайн конкурс иртнĕ. Пултарулăх ăмăртăвне Шупашкарти ашшĕ-амăшĕн канашĕ йĕркеленĕ. Финала 24 çын тухнă. Çак кунсенче Етĕрне районĕнчи Тури Ачак шкулĕнчи Светланăпа Людмила Виноградовăсемпе тата Даша Скворцовăпа çыхăнма май килчĕ.

«Хуйхă йăтăнса аннине лайăх ăнланнă»

— Конкурса çемьепе те хутшăнма юратчĕ. Çавăнпа та эпĕ хамăн хĕрĕмпе Людăпа тата йăмăкăн ывăлĕпе Женьăпа видеоролик хатĕрлерĕм. Манăн атте Владимир Сергеев — вăрçă ачи. Вăл халĕ 87 çулта. Вăрçă пуçланнă чухне 8 çулта пулнă. Ашшĕ кутамкка çакса килтен тухса кайнине лайăх астăвать. Амăшĕ, манăн мăн асанне, ача кĕтекенскер, ниме пăхмасăр кĕркунне Сăр хӳтĕлев чиккине тунă çĕре тухса кайнă. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче, Шулю ялĕнче, шăннă çĕре чавнă вĕсем. 40 километр вĕсемшĕн инçе шутланман, эрнере пĕр хутчен апат- çимĕç илме çуранах яла килсе кайнă. Кĕркуннехи каникулта 6-мĕш класс ачисемпе хамăр тăрăхри Ильина Гора ялне экскурсие çитсе килтĕмĕр. Сакăр вунă çул каялла чавнă окопсем халĕ те сыхланса юлнă. Унта пулса чуна çӳçентернĕ хыççăн видеоролик ӳкерме шухăшларăмăр. Атте пурăннă çурт Мăн Явăшра халĕ те пур. Сутса янă хыççăн вăл урăх вырăнта ларать. Видеоролике шăп çав çурт умĕнче хатĕрлерĕмĕр те. Вăл пирĕншĕн палăк вырăннех. Çав пӳртрен мăн асатте вăрçа тухса кайнă, кайран ăна кĕтсе илнĕ. Пĕр сăмахпа, савăннă та, хуйхи те пайтах пулнă çав вăл çуртра, — каласа кăтартать Светлана Владимировна. Унăн ашшĕпе Владимир Максимовичпа та телефонпа калаçма май килчĕ. «Аттепе анне ир-ирех çитрĕç, хăйсем макăраççĕ. Колхоза ĕçлеме кайнă пулнă ĕнтĕ. Вăрçă пуçланнине пĕлтерчĕç. 8 çултаччĕ эпĕ ун чухне, çапах та пирĕн киле, тăван яла хуйхă йăтăнса аннине лайăх ăнланнă. Вăрçă вĕçленни пир ки пĕлтерни халĕ те куç умĕнче. Уроксем пуçланас умĕн шкул лапамĕнче выляттăмăр. Линейкăна пухăнма каларĕç. Шкул директорĕ Софья Федоровна вăрçă чарăнни пирки пĕлтерчĕ. Пурте харăссăн «ур-ра» кăшкăртăмăр та кайран макăртăмăр. Софья Федоровна çу уйăхĕн 9-мĕшĕ малашне яланлăхах канмалли кун пулассине пĕлтерчĕ, пире киле кайма ыйтрĕ», — куççуль витĕр калаçрĕ ĕç ветеранĕ. <...>

Елена АТАМАНОВА.

♦   ♦   


С любовью к родному языку

Старшее поколение всегда призывает чтить своих предков, любить родной язык, культуру и традиции народа. Так поступают и родители ученицы 2-го класса 7-ой школы имени Олега Беспалова города Чебоксары Елизаветы Кондратьевой. Девочке с раннего детства нравится чувашский язык и национальные костюмы. Кондратьевы всей семьей читают книги на чувашском языке и даже сфотографировались на память в чувашских нарядах.

Классный руководитель Людмила Самарина предложила Лизе принять участие в республиканском конкурсе фотографий «Илемпи», в котором школьница одержала заслуженную победу. В ее портфолио огромное количество дипломов и грамот с всероссийских, международных, городских и школьных конкурсов, олимпиад и научно-практических конференций с призовыми местами: «Кенгуру», «Русский медвежонок», «Золотое руно», «Время открытий», «Чувашская ласточка», «Алло, мы ищем таланты!», «Я люблю математику», «Первые шаги в науку». Учится Лиза только на «4» и «5». Рисование, физическая культура – любимые предметы девочки.

Но в будущем второклассница хочет стать парикмахером, делать прически и плести косы, а пока осваивает навыки визажиста, практикуясь на своих сестрах. В свободное время она любит рисовать пейзажи и портреты простым карандашом и совершенствует знания чувашского языка с помощью книги «Шевле». «Хочу еще лучше понимать родной язык. Жаль, что сейчас мало, кто на нем говорит. Я не стыжусь разговаривать на чувашском языке и выражать свою любовь к родителям, к краю и месту, где я родилась», – отмечает Елизавета. Также она увлекается танцами с элементами акробатики. Сначала занималась в коллективе «Диво» при доме культуры «Ровесник», а теперь посещает хореографическую студию «Сельфида», где учится выполнять перевороты, кувырки, колесо, перекаты и садиться на шпагат. Несмотря на загруженный день, Лиза находит время и для творчества: плетет браслеты из резинок и потом дарит их своим подружкам. Еще она любит готовить пиццу и сосиски в тесте. Лиза является лучшей ученицей в школе по рейтингу образовательного портала «Учи.ру». <...>

Ирина ЧЕРНОВА.

♦   ♦   ♦


Сказочная Чувашия

3 июля в Национальной библиотеке состоялся Первый открытый фестиваль детской анимации «Сказочная Чувашия», организатором которого является руководитель Мультстудии БРИО Павел Иванов. Цель фестиваля: поиск и поддержка творчески одаренных детей в области анимации. Всего на конкурс было представлено 39 работ. Это ребята из Цивильска, Чебоксар, поселков Кугеси и Урмары. Но география фестиваля не ограничилась только Чувашией. Свои ролики прислали авторы из Вологодской области, Москвы, Иваново, Рыбинска и даже Белоруссии.

Участниками фестиваля стали дети и молодежь от 3 до 18 лет. Для гостей и юных мультипликаторов состоялся показ 28 конкурсных работ с возможностью проголосовать за понравившийся мультфильм.

1-е место в номинации «Индивидуальная работа» заняли работы: «Лис и мышонок» (Тихон Матренин), «Волшебные ягоды!» (Ксения Михайлова), «Девочка и щенок» (Дарья Шаульская), «Бабушкин кактус» (Яна Анциферова), «Доброта» (Яна Анциферова). В номинации «Коллективная работа» 1 место присудили работам: «Точки» (детская студия «Анимационная студия 17»), «Воображала» (студия детской анимации «12 Кадров»), «Переполох на крыше» (студия «Мульт-kids»). В номинации «Семейная работа» 1 место заняли: «Правила поведения на воде» (Валерий Иванов, Валентина Иванова), «Летушка. Сказка об одуванчике» (Александр Миронов).

По итогам голосования приз зрительских симпатий получил мультипликационный фильм «Доброта» (Яна Анциферова). А для тех, кто только задумывается о мультипликации, организаторы фестиваля провели мастер-класс по созданию мультфильма. <...>

♦   ♦   ♦


Тинĕс хĕрринчен — укулелепе

Акă Пĕтĕм Раççейри "Смена" ача-пăча центрĕн черетлĕ смени вĕçленчĕ. Чăваш Енри ачасемпе Анапăна анчах тухса кайрăмăр-çке.

Лагере килсе кĕнине паянхи пекех ас тăватăп. Палăртнă вырăна каçхи 11 сехетре çитрĕмĕр. Пире Кира ятлă вожатăй кĕтсе илчĕ. Ирхи 4-ра Пензăри ачасем, апатланнă хыççăн Чĕмпĕрти тата Волгоградри çамрăксем çитрĕç. Пĕр-пĕринпе паллашнине йăл кулăпа аса илетĕп. 19 ачан ятне епле ас туса юлмалла-ши тесе шухăшлаттăм. Пĕр-пĕрне çăмăллăнах хăнăхрăмăр.

Кану сменинче 16 отряд пулчĕ, пирĕн — вун пĕрмĕш. Пĕрремĕш кунсенче ăна ят парасси пирки пуç ватрăмăр. 11 — параппан патакĕсем, чи пысăк музыка инструменчĕ вара — "Асамлă уй" телекурав программинче. Пĕр саслăн пулса отряда "Асамлă уй" ят пама йышăнтăмăр. Девиз та хăйне евĕрлĕ пулчĕ: "Эсир.. автомобиль выляса илтĕр!". Çавăн чухнех командир та суйларăмăр. Ертӳçĕ пулма Никита тивĕçрĕ. Пĕр сăмахсăрах калама пултаратăп, вăл чăннипех те командир пулма çуралнă.

Лагерьте Арт Парад иртрĕ. Пирĕн отрядра Чăваш Енрен 9 ачаччĕ, çавăнпа эпир чăваш ташшипе тĕлĕнтерме сĕнтĕмĕр. Çак шухăша командир та ырларĕ, вăл ташлаттаракан пĕр юрра пĕлет иккен. Хамăр проекта "Халăх сăррисем" ят патăмăр, тĕрлĕ халăх ташшисене кăтартса ыттисене те вĕрентес тесе тĕллев лартрăмăр. Концертра сцена çине чăваш тата вырăс ташшисемпе тухрăмăр. Чи лайăххисене палăртасса эпир чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр. Пирĕн отряд 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Хамăрăн проекта анлăлатса 5 кунтан тепĕр конкурса хутшăнмаллаччĕ. Тăрăшса хатĕрлентĕмĕр, ытти отряд ачисем те хавхалантарчĕç, эпир "чăнкă" пулнине палăртрĕç. Проекта тивĕçлĕ хӳтĕлес тесе çĕрĕпех ĕçлерĕмĕр.

Лагерьти иккĕмĕш эрне паллă çынсемпе тĕл пулнипе асра юлчĕ. Эпир паллă актерсемпе тата блогерсемпе паллашрăмăр. Çав хушăра сахал мар мероприяти иртрĕ, вĕсенче пуринче те пирĕн 11-мĕш отряд лайăх кăтартусемпе палăрчĕ. 3-мĕш эрнере пире пурне те тĕрлĕ ăсталăх класĕсене сапаласа ячĕç. Ăçта каяс килнине эпир хамăрах суйларăмăр. "Один в один" видеоролик ӳкерни асрах.

Лагерьти кану кунĕсем сисĕнмесĕрех иртрĕç. Смена вĕçленнĕ ятпа ирттерекен линейкăна пухăнтăмăр. Раççей шкул ачисен юхăмĕ чĕннипе уява Анет Сай юрăçă та килсе çитрĕ. Унăн юррисене хавхалансах итлерĕмĕр, ташларăмăр. Концерт хыççăн чи хастар ачасене дипломсемпе хавхалантарчĕç. Унтан уяв ертӳçи чи лайăх отряда палăртрĕ. "Чи лайăх отряд ятне …11-мĕш тивĕçет", — тенине илтсен çав тери савăнтăмăр. Унтан пире кашнине Раççей шкул ачисен логотипĕллĕ укулеле /4 хĕлĕхлĕ пĕчĕк гитара\ парнелерĕç.
Тинĕс хĕрринчи ача-пăча лагерĕнчи 3 эрне ĕмĕрлĕхех асăмра юлĕ. Ыйхăсăр каçсем, тинĕс, лагерьти юлташсем — халĕ те куç умĕнче. <...>

Дарья КУДРЯШОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.