- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 25 (1202) № 01.07.2021
Ăшă йăвара ютти çук
Шупашкарта пурăнакан çак çемьене пĕлмен çын республикăра юлман та ахăр. Хăйсен виçĕ ачисĕр пуçне темиçе пепкене те усрава йышăннă Татьяна Витальевнăпа Александр Геннадьевич Львовсене Чăваш Енре иртекен, çемье ыйтăвĕсене халалланă тĕрлĕ пулăмра курма тӳр килет. Хастарскерсем патшалăх шайĕнче татса памалли çивĕч ыйтăва сӳтсе явма хутшăнаççĕ-и, уявра тĕрлĕ лапамра халăха савăк кăмăл парнелеççĕ-и, ыттисемшĕн чăннипех тĕслĕхе çаврăннăскерсем чыслава тивĕçеççĕ-и — чунра ялан ырă туйăм хуçаланать. «Вăт ку çемье!» — палăртас килет пĕр-пĕрне куçран пăхса ăнланакан йыша сăнанă май. 2015 çулта «Çемье вучахĕ» пултарулăх конкурсĕнче чи пысăк ăсталăх кăтартнăскерсем Мускавра Чăваш Ен ятне хӳтĕлени, 2018 çулта республикăра «Çулталăк çемйи» конкурсра мала тухни… — çитĕнӳсен пухмачĕ пуянлансах пынине кăçал Львовсем «Атăлçи чи ăнăçлă çемйи» конкурсра регион тапхăрĕнче çĕнтернипе çирĕплетрĕç.
Пӳрт умĕнчи «концерт»
Тĕп хулари Çĕнĕ Илларионовка урамĕ. Икĕ хутлă капмар пĕр çурт çумĕнчи пахчара, ешĕл курăк çитĕнекен лаптăкра — ача-пăча. Юрлакан-ташлакан çамрăксемпе «вĕттисене» курсан иртнĕ ĕмĕрте ял-салара сăнакан ӳкерчĕк — урамра иртекен концерт — аса килчĕ. Юльăпа Аньăн, вокал енĕпе ятарлă пĕлӳ илнĕскерсен, уçă сасси чуна çупăрланă вăхăтра йышлă çемьен кил ăшшин управçи пӳртрен васкаса тухать. «Таня, пĕр пек хушăк хăвармалла — кая ан юл! Тася, хитререх çаврăн-ха. Даша, Маша — сирĕн черет. Вăт, маттурккасем! Настя, ăçта çухалтăн, каллех хурлăхан пиçмен çырлине çисен уява та пыраймастăн акă…» — кашни пепкине сăнаса ĕлкĕрет ачисен пултарулăхне аталантарассишĕн чунтан çунакан амăшĕ.
Çак кунсенче Львовсемпе курнăçма вĕсен «йăвине» çитнĕ самантра кил-йыш «Атăлçи ăнăçлă çемйи – 2021» конкурса тăрăшсах хатĕрленетчĕ. Кăнтăрла хăшĕ — лагерьте, хăшĕ — ĕçре… Туслă йышшăн шăрăх çуллахи каçсем чăннипех хĕрӳ иртнине хамăр курса ĕнентĕмĕр.
— Хаваслă пирĕн пурнăç! Артистланма хуш кăна — туххăмрах мĕн те пулин шухăшласа кăларатпăр. Сцена çинче кам мĕн тума пултарать — çавна пĕрле çыхăнтарса сценари çыратпăр та ĕçе пуçăнатпăр. Анлă ăмăртăва: «Ырă кун, эпир çитрĕмĕр!» сăмахсемпе хутшăнаймастăн вĕт. Положенипе килĕшӳллĕн тĕрлĕ жанрлă, пуян шухăшлă композици «пĕçермелле». Унăн урлă çемье хаклăхĕсене çутатмалла, — йăл кулать тĕпренчĕкĕсем çине ăшшăн пăхса Татьяна Витальевна, шкул хыççăн педагог специальноçне алла илни тĕрлĕ лару-тăрура чухах пулнине çирĕплетекенскер. — Çемье пысăк та — килти уявсем те çине-çинех иртеççĕ. Иртнĕ чӳк уйăхĕнче, сăмахран, мăшăрпа пĕрлешнĕренпе чĕрĕк ĕмĕр çитнине — кĕмĕл туя — паллă турăмăр. Унччен маларах хĕрĕмĕре Аньăна качча патăмăр, çав ятпа хаваслă кĕрекене пухăнтăмăр. Çак кунсенче Аня университетран вĕренсе тухрĕ, кĕç-вĕç диплом алла илмелле. Малалла магистратурăра пĕлӳ пухасшăн-ха вăл. Миша, арçын ачасенчен асли, шкулпа сыв пуллашрĕ, — паллă самантсем вăчăра ункисем пекех сыпăнса пынине палăртать кашни тĕпренчĕкĕ пирки йăлтах пуçра тытакан хĕрарăм. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Ĕçле, ĕçле, ĕçле çи…
Ĕçлессишĕн пурăнмасть, пурăнассишĕн ĕçлет этем. Çав вăхăтрах çынна ĕç мар, шухăш ватăлтарнине палăртать чăваш. Епле пулсан та ăçта-тăр пилĕк авмасăр çăкăр туянмалăх укçа тупмаллине хальлĕхе никам та шухăшласа кăларман-ха. Паллах, ура çинче çирĕп тăнă несĕлсем еткерлĕхе ниçта чиксе пĕтерме çук пуянлăх халалласа хăварман пулсан… Кун пекки çапах та ырă тĕлĕкре кăна курăнать пуль. Апла тăк çанă тавăрса вăй хумалли кăна юлать. Шел те, хăш-пĕр чухне чикан лаши пек ĕçлесен те пурнăçа сыпăнтарса пыма çук — шалăва вăхăтра илменни кăмăла пусăрăнтарать. Регионти ведомствăсен хушшинчи комисси ларăвĕнче шăпах çак ыйтăва хускатнă та. Ĕç укçине вăхăтра тата туллин тӳлесси пирки республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сăмах хускатнă. Хальхинче строительство тытăмĕнчи лару-тăрăва тишкернĕ. Шалупа пĕрлех хăрушсăрлăх пирки те калаçнă.
— Ку тытăмра йĕрке тумаллах, — палăртнă Олег Алексеевич. — Яваплăх инкек виçипе шайлашуллă пулмалла. Пушшех те, ку е вăл предприяти ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене пăхăнмасть пулсан. Çавна пула çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ. Вĕсен çемйисем вара çывăх çыннине те ĕмĕрлĕх çухатаççĕ, патшалăх тĕревне те кураймаççĕ, мĕншĕн тесессĕн ĕç килĕшĕвне çирĕплетмен.
Çак лару-тăрура хушма мерăсем кирлине палăртнă. Калăпăр, конкурссемпе аукционсене хутшăнакансен ĕç вăйĕ çителĕклĕ пулнине çирĕплетмелле.
Çавăнпа пĕрлех шалăва вăхăтра тӳлемен е тӳлеймен предприятисенчи лару-тăрăва тишкернĕ. «Элпи» акционерсен обществинче вăй хуракансем ăна пуш уйăхĕнченпе кĕтсе илеймеççĕ. «Чăваш бройлерĕ» пурлăхне саккунпа килĕшӳллĕн сутни ĕç укçин парăмне татма май парĕ… Кăткăс лару-тăрăва çаклансассăн патшалăх органĕсенчен пулăшу ыйтма сĕннĕ Олег Николаев. Муниципалитет шайĕнчи ведомствăсен хушшинчи комиссисене витĕмлĕрех ĕçлеме ыйтнă. Республика Пуçлăхĕн пресс-служби палăртнă тăрăх, ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Красноармейски, Куславкка, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри районĕсем, Çĕмĕрле тата Çĕнĕ Шупашкар хулисем çителĕксĕр ĕçлеççĕ. Сăмах май, çулталăк пуçланнăранпа асăннă комиссире 552 ĕç паракана итленĕ — вĕсем çынсене пĕчĕк шалу тӳленĕ. <...>
Маргарита ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
Наркăмăш серепинчен сыхланас тесен…
Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ — Наркоманипе тата наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. Наркăмăшлă япаласенчен, вĕсем кӳрекен сиенрен сыхланасси çинчен Республикăри наркологи диспансерĕн поликлиника пуçлăхĕнчен Александр Строгановран ыйтрăмăр.
— Александр Андреевич, наркомани тĕнчере, çĕршывра, республикăра мĕнле сарăлать?
— Сывлăх сыхлав пĕтĕм тĕнчери организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çĕр çинче пурăнакансен 3 проценчĕ — 210 миллион çын — асăннă усал капкăнне çакланнă. Раççейре кăтарту кăшт пĕчĕкрех: сиенлĕ хутăш витĕмне кĕрсе ӳкнисем 1 процента яхăн. Чăвашстат сăнавĕсем тăрăх, республикăри наркологи служби 2004 çынна шута илнĕ. Раççейри субъектсен йышĕнче лару-тăру кăткăслăхĕпе Чăваш Ен — 13 вырăнта.
— Наркăмăшлă япала çын организмне лексен сиен кӳрессе пĕлетпĕр. Хăрушлăх пуринчен ытла хăш органсене ырă мар витĕм кӳрет?
— Тĕрĕссипе, наркотик кĕлетке мĕн пур тытăмĕшĕн сиенлĕ. Апат ирĕлтерекен органсем ĕçлеме пăрахаççĕ теме те пулать. Наркăмăшпа çыхланаканран ырă мар шăршă кĕрет, ӳт тĕсĕ улшăнать — сăрăрах сĕм çапать ăна. Организмран наркăмăша – токсинсене — хăваласа кăларас тĕллевпе тар парĕсем ĕçне вăйлатаççĕ, çакă каллех ырă мар шăршă сарать. Сиенлĕ япаласем пуç мимин хăш-пĕр пайне йăлтах хупланипе ӳсĕрес йĕрке пăсăлать. Çавна пула лăймака-сурчăк пухăнса пырать те ӳпкене сиен кӳме пуçлать. Çапла асăннă органра шыçă аталанать. Организма кальци лекменнине кура шăмăсем, шăлсем майĕпен патракланса пыраççĕ. Наркотик тĕрлĕ ытти микроэлемента та хăваласа кăларать.
Чĕре, юн тымарĕсем шар курнине те палăртмалла. Наркăмăшлă хутăшсемпе çыхланакансен йышĕнче инфаркт тӳссе ирттерекен чылай. Пуç мими, нерв тытăмĕ вара пуринчен ытла вăйсăрланаççĕ: наркотик капкăнне çакланнăскерĕн черетлĕ дозăсăр гормонсем пачах та йĕркеленмеççĕ.
Иммунитет хавшани, япаласен ылмашăвĕ пăсăлни сывлăха чăннипех ура хурать. Мĕн пытармалли, кунашкал усал йăлапа çыхланнисем санитари нормисене пăхăнмаççĕ. Пĕр шприцпах темиçе çын укол тăвать, арлă-арăмлă хутшăнусенче нимĕнле йĕрке те çук — СПИД, сар ӳкнин, сепсис сарăлнин, алă-ура тĕртĕмĕсем çĕрме пуçланин сăлтавĕсем. Туберкулез, сифилис та наркомансен йышĕнче анлă сарăлнă чирсем шутланаççĕ. Кун пек амака çĕнтерме-и — шăнса пăсăлнинчен сываласси те кăткăс вĕсемшĕн.
— Шел, çие юлнă хĕрарăм наркотикпе çыхланнă тĕслĕх те сахал мар…
— Çапла. Кун пек чухне пулас амăшĕн варти пепки те наркотик витĕмне кĕрсе ӳкет, ачан пĕр-пĕр органĕ çителĕклĕ аталанмасса пултарать. Çавна пула пĕчĕкскерĕн пурнăçĕ ир татăлнă тĕслĕх сахал мар тĕл пулать. Наркотикпе туслă хăш-пĕр амăшĕн пепки чĕре чирĕпе аптрать. Кун пек çемьере ачана чăн-чăн тамăк кĕтесси куç кĕрет.
— Наркăмăшлă хутăш ас тивекен çыннăн сăн-пичĕ улшăнать-и?
— Çапла, улшăнать. Наркотикпе айкашаканскере пĕрре те пулин курнă-и? Кĕлетки чир-чĕр тапăннă чухнехилле хытса-пĕкĕрĕлсе ларать, ӳтне тĕксĕм сăрă тĕс çапать, пичĕ çинче пӳрлешке-шатра, шăлĕсем ӳкеççĕ е катăлаççĕ, çӳçĕ йăлтăртатма пăрахать, куçĕ кĕленче пек, ӳт тĕрлĕ пайĕ çинче — укол йĕрĕсем…
— Наркотик çын ăс-тăнне те шар кăтартнине палăртаççĕ тухтăрсем.
— Çапла. Усал япалапа çыхланнисен 80% ăс-тăнĕ хавшать, ас тăвăмĕ, шухăшлав анлăшĕ чакать, логика çухалать. Чылайăшĕ наркотик витĕмĕ пынă вăхăтра кăна хăйне телейлĕ туйни — ăс-тăн арканнин кăтартăвĕ. Чирлĕскер хăйĕн кăмăл-туйăмне хăй çăварлăхлаймасть. Çапла хăрушла нушаланнă вăхăтра, черетлĕ доза валли укçа тупаймасăр алă хурасси патне çитекен те пур. <...>
Ирина ПУШКИНА хатĕрленĕ.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать