- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантӑш № 24 (4743) 01.07.2021
Пĕчĕкскерĕн çитĕнĕвĕсем пысăк
К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнчи «Инкеклĕ телей» премьерăпа вулакансенчен чылайăшĕ паллашма ĕлкĕрчĕ пулĕ. Апла Роза сăнарĕнчи пĕчĕк хĕрачана — Аня Степановăна — куракансем астумаллах. Çавăн пекех вăл «Куккуклă сехет», «Шуйттан чури», «Туя туй пек тăвар-и?» спектакльсенче те вылять. Ултă çулти Аня — çамрăк блогер. Паян сире çак маттур та пултаруллă хĕрачапа тĕплĕнрех паллаштарасшăн.
3 çултанах ÿкерет
Аня пĕр çултах калаçма тытăннă. Çулталăк çурăра вăл сăвăсем пăхмасăр каланă. Виçĕ çула çитсен видеосем ӳкерме пуçланă. Яла кайсан та, хулара урама уçăлма тухсан та телефонне хăйĕнчен хăварман. Видео ӳкересси — унăн чун киленĕçĕ. Вĕсенче вăл тăван тăрăха, чĕр чунсене, çут çанталăка, тăван Шупашкара чунтан килĕштерни палăрать. Халăх та унăн ĕçĕсене хапăл туса йышăнать. Социаллă сетьсенче Аньăна пултарулăхра ăнăçу сунса çыраççĕ, татах та интереслĕ видеосем вырнаçтарма ыйтаççĕ.
Çавăн пекех Аня киçтĕкпе те, тĕслĕ кăранташпа та ӳкерме кăмăллать.
Мĕн-пĕчĕкрен ашшĕ-амăшĕпе — Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче чунне парса ĕçлекен Алексей Степановпа тата Надежда Зубковăпа — пĕрле театра çӳрет хĕрача.
Тимлĕ пăхса, итлесе ларать те килне таврăнсан спектакльсенчи хăйне килĕшнĕ сыпăксене хут çине сăнлать. Килте пĕччен тăрса юлсан та кичемлĕх пусмасть ахаль ларма юратман хĕрачана, ашшĕ-амăшĕ театртан таврăннă çĕре 10-15 ӳкерчĕк хатĕрлесе хурать. Спектакльсенче пĕчĕк рольсем пĕрре мар вылянă-ха Аня, аякри республикăсене гастрольсене те тухса çӳренĕ. Сцена çинче хăйне пĕчĕккĕллех ирĕклĕ тытать. Анчах та театрта пĕчĕк Роза рольне Аньăна парасси пирки сăмах хускатсан амăшĕ Надежда Алексеевна хăраса ӳкнĕ. «Инкеклĕ телей» — Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннисен ĕçне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерӳ кунне халалланăскер. Аня кунта выляймасть, вăл туртса кăлараймасть, чăвашла та лайăх калаçаймасть», — терĕм. Çавах Аньăна шанса пачĕç роле. Питĕ пăлхантăм. Текста малтан хам майлă улăштартăм, пăртак ансатлатрăм. Чи малтан ун ролĕнче хам пулса пăхрăм.
Аня сăмахĕсене хăвăрт вĕренчĕ, кунта йывăрлăх курмарăмăр. Веçех йĕркеллĕ. Премьера хыççăн темиçе те вылярĕ асăннă спектакльте. Манăн та хăнăхса çитмелле пек. Çавах Аня сцена çине тухсан шикленме пăрахаймастăп, чаршав хыçĕнче пĕр енчен тепĕр енне чупса çеç çӳретĕп. Тăрук манса кайĕ те сăмахĕсене, çавă хăратать.
Паллах, ашшĕпе пĕрле выляма çăмăл пулчĕ ăна. Тен, çавăнпа та роле хăвăрт кĕрсе кайрĕ-и?» — каласа кăтартать Надежда Зубкова. Аня «Инкеклĕ телей» спектакльти ытти артист сăмахĕсене те лайăх вĕренсе çитнĕ, пăртак урăхларах каласан сцена хыçĕнче вĕсене асăрхаттарса та илет-мĕн. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
Спектакль «Девушка на Луне» – сказка-легенда
К 85-летию со дня образования Министерства культуры, по делам национальностей и архивного дела и юбилею известной чувашской поэтессы, драматурга и переводчика Раисы Сарби, в Чувашском государственном театре кукол состоялся показ спектакля «Уйăх çинчи пике» («Девушка на Луне») в новой инсценировке, созданной по мотивам легенды. Зрителями стали учащиеся школ города Чебоксары.
Премьеру спектакля артистыкукольники сыграли на чувашском языке, на котором была написана оригинальная пьеса. «Оказавшись в руках темных сил, девушка попросила луну о защите. Значит, добро одержало победу над злом. Так не только в сказках, но и в жизни, если попросить помощь, ее обязательно тебе окажут. Через эту легенду дети знакомятся с богатым и образным миром чувашского фольклора и судьбой чувашей», – прокомментировала автор пьесы-сказки Раиса Васильевна.
Это трогательная волшебная сказка о прекрасной девушке Уйăхпи и ее мужественном брате Çĕр-Паттăр (Богатырь Земли). Уйăхпи похитили и увели из мира людей в подземное царство темные силы, чтобы насильно выдать замуж за царя злых сил Ашапатман, они же срубили яблоню – древо жизни людей на Земле.
Брат отправляется на поиски своей сестры. Он должен непременно ее найти, иначе древо жизни на Земле не возродится. На помощь ему приходит Солнечная княжна – Хĕвелпи.
После показа школьники поделились своими эмоциями, мыслями и впечатлениями.
– Постановка красочная, яркая и добрая, в ней говорится о доброте и мужестве. Особенно заворожило пение главной героини Уйăхпи,– воодушевленно поведала учащаяся 2-й школы Кира Иванова.
– Очень порадовало, что Богатырь Земли добился справедливости и нашел сестру, – рассказал воспитанник кадетской школы Денис Ильин.
– Понравились красивые декорации и куклы. Интересно и потрясающе необычно создан силуэт девушки на луне, появляющейся в конце спектакля, – с улыбкой признались учащиеся 55-й школы Лиза и Настя Кантянтиновы. <...>
Ирина ЧЕРНОВА.
♦ ♦ ♦
Праздник, пронизанный любовью к чувашской культуре
24 июня в рамках празднования Дня Республики прошел гала-концерт победителей Республиканского открытого детского фестиваля-конкурса «Ача-пăча Акатуйĕ» («Детский Акатуй»), организатором которого стало муниципальное бюджетное учреждение культуры «Централизованная клубная система города Чебоксары».
Детский Акатуй – это один из самых любимых праздников детей, где собираются ребята не только из городов, но и районов Чувашии. В этом году фестиваль-конкурс прошел в формате онлайн, что позволило расширить границы Детского Акатуя. Участникам праздника необходимо было заполнить соответствующую анкету-заявку, снять видео с творческим номером и прислать на электронную почту Централизованной клубной системы города Чебоксары.
К тому же, они должны были содержать элементы чувашской национальной культуры (исполнение песни на чувашском языке, стихотворения и национального танца). В ярком детском празднике приняло участие более 600 человек – 113 коллективов из 14 районов и городов Чувашии. <...>
Подготовила Татьяна ИШМУРАТОВА.
♦ ♦ ♦
Чĕр чунсене юратать
Вăл вĕренӳре «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать, район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсем йышăнать. Унсăр пуçне хĕрача ташлама, волейболла выляма ăста. Сăмахăм Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкеш шкулĕнче ăс пухакан Кристина Викторова пирки.
Хĕрача пуçламăш классенченех пур предметпа та лайăх паллăсемпе вĕренсе пырать. Пуринчен ытла вырăс тата чăваш чĕлхи урокĕсене кăмăллать. Вулама юратаканскере вырăс классикĕсен Александр Пушкинăн тата Михаил Лермонтовăн сăввисем çывăх. Кристина сочиненисем аван çырать, вĕсенче хĕрача шухăша тарăннăн уçса парать. Кăçал вăл республика шайĕнчи сочиненисен конкурсĕнче малти вырăн йышăннă. «Манăн юратнă професси» темăна суйласа илсе тухтăр ĕçне мĕнле курнине, пуласлăхра мĕншĕн медицина ĕçченĕ пулма шухăшланине çырса кăтартнă.
— Çывăх çыннăмсем каласа кăтартнă тăрăх, пĕчĕк чухне эпĕ вĕсене тетте инструментсемпе «сипленĕ», çак ĕçе питĕ килĕштернĕ. Пирĕн килте яланах выльăх-чĕрлĕх усранă, йытă-кушак тытнă. Эпĕ вĕсене пăхма кăмăллаттăм, суранĕсене тĕрлĕ маçпа сĕреттĕм, çыхса яраттăм. Çăмăл алăллă теççĕ мана аттепе асанне. Чĕр чунсене сиплеме юрататăп пулин те ӳссен ветеринар мар, терапевт профессине суйласшăн. Медицина ĕçченĕ пулас ĕмĕт кĕçĕн классенче вĕреннĕ вăхăтрах çуралчĕ, унтанпа миçе çул иртсен те улшăнмарĕ. Манăн шухăшпа, тухтăрăн çирĕп кăмăллă пулмалла, çынна çăлас тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла. Шăпах çакăн пирки сочиненире çыртăм та, — каласа кăтартрĕ Кристина пĕртте мухтанмасăр. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнчех хĕрача мухтавлă ентеше Андриян Николаев космонавта халалланă Николаев вулавĕсенче 3-мĕш вырăн йышăннă. Елизавета Михайлова вĕрентекен пулăшнипе виççĕмĕш космонавт пирки презентации хатĕрленĕ. <...>
Вера ШУМИЛОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментировать