«Чăваш хĕрарăмĕ» 24 (1201) № 25.06.2021

25 Июн, 2021

Усрав хĕр

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче совет халăхĕ «Йăлтах — фронт валли, йăлтах — Çĕнтерӳ валли!» девизпа кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Çĕнтерӳ кунне çывхартма пулăшнă тыл ветеранĕсене яланах пăлханса аса илетпĕр. Вăрçă нушисене мĕн пур халăхпа пĕрле тӳссе ирттернĕ ватăсем, шел, кунран-кунах сахалланса пыраççĕ. Çулланнă çынсемпе калаçса, вĕсен кун-çулĕпе интересленсе аса илӳсене çырса хуратăп. Манăн архивра чылай упранаççĕ вĕсем. Вулакансене Штанаш ялĕнче пурăннă Екатерина Михайловăн пурнăç çулĕпе паллаштарас килет.

— Анне тăватă ачапа çамрăклах тăлăха юлнă. Çемьере хĕрсем ытларахчĕ. Вăл вăхăтра арçын ачасене çеç çĕр паратчĕç. Пĕртен-пĕр ывăлĕшĕн çеç çĕр тивнĕ пирĕн аннене, çавăнпа питех те йывăр килнĕ çемьене. Эпир ял тăрăх час-часах ыйткалама тухса утаттăмăр. Çимелли çав-çавах çитместчĕ, час-часах выçă ларма тиветчĕ. Çемьере асли пулнă май йывăрлăхсем ман çине ытларах тиенчĕç, — çапларах аса илнĕччĕ ачалăхне Кĕтерне аки, Екатерина Ивановна.

Тăлăх хĕрарăм ачисене çăлас тесе аслă хĕрне усрава пама шухăш тытнă. Вăрманкасра пурăнакан Варвара Зотова ачана илме килĕшнĕ. 8 çула çитнĕ хĕрачана Мăнкун каç ют киле леçеççĕ: йĕрсе тархаслани те пулăшмасть…

— Мана ку килте кӳрентерместчĕç. Лайăх пăхатчĕç, тумлантаратчĕç, çитеретчĕç, — каласа паратчĕ вăл, — анчах та чун час-часах киле туртатчĕ. Кил килех-çке! Хамран кĕçĕннисене еплерех ăмсанаттăм эпĕ: вĕсем выçă пулсассăн та — аннепе юнашар, эпĕ вара тутă, анчах та — ют çĕрте.

Хĕрача çĕнĕ çемьене пĕчĕккĕн аранах хăнăхать. Часах кил хуçи хĕрарăмĕ хăй те çуратать. Кĕтерне пепкене пăхма пулăшать, кил-çурта тирпейлет. Аслисем тырă вырма, суха тума çӳреççĕ, уй-хирте ĕçлеççĕ.

— Телей курма тӳр килмен-тĕр çав мана, — аса илнĕ май ассăн сывланăччĕ хĕрарăм.

Çĕнĕ çĕрте нумаях та вăхăт иртмест — хĕрачана усрава илнĕ кил хуçи вилсе каять. Тăлăха тăрса юлнă амăшĕ умне йывăрлăхсем пĕрин хыççăн тепри тухса тăраççĕ.
1930 çулта ялсенче колхозсем тума пуçланă. Малтанлăха унта çынсем йышлăн кĕнĕ, ун хыççăн нумайăшĕ, килĕштермесĕр, каялла тухнă.

Галина ЗОТОВА. Хĕрлĕ Чутай районĕ.

♦   ♦   


«Эпĕ — хĕрарăм»

Социаллă тытăмра тăрăшакансем валли, ку номинацире тупăшу уйрăмах хĕрӳ иртнине кура-тăр, иккĕмĕш вырăн иккĕ уйăрнă — вĕсене Шупашкарти 7-мĕш ача садĕнче тăрăшакан Наталья Спиридонова тата Патăрьел район больницин тухтăрĕ Фирия Хафизова йышăнчĕç. Ку номинацире 3-мĕш вырăна та, пĕрремĕшне те шăпăрлансемпе ĕçлекенсем вĕçертмерĕç: 6-мĕш ача сачĕн шеф-поварĕ Анастасия Гусева списока вĕçлерĕ, 165-мĕш номерлин кĕçĕн воспитателĕ Светлана Его-рова вара пуçларĕ. Çĕнĕ Шупашкарти историпе музей комплексĕн радиожурналисчĕ Елена Лаврентьева — виççĕмĕш вырăнта.

Малтанах палăртман пулин те, конкурс йĕркелӳçисем ятарлă номинацисем те хатĕрленĕ. Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансенчен вĕсене Комсомольски районĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнчи Зинаида Киргизова, Йĕпреç районĕнчи Туçа ялĕнчи Маргарита Тимофеева тивĕçрĕç. Бизнесра ăнăçтаракансенчен «Пике» çĕвĕ фабрикин тĕп художникĕ Надежда Пилягинăна, Çĕмĕрле хулинчи рекла¬ма агентствин ертӳçине Анастасия Хоревăна хавхалантарчĕç. Социаллă тытăм каллех — чи йышли: Юлия Орлова /республикăри клиника онкологи диспансерĕн акушер-гинекологĕ, онколог/, Екатерина Ерилеева /Шупашкар районĕнчи Апаш клубĕн заведующийĕ/, Наталья Шишкина /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, Анна Рудковская /УФСИН тытăмĕнчи 5-мĕш колонири отряд пуçлăхĕ/, Элла Атласкина /Етĕрне районĕнчи кĕçĕн классен вĕрентекенĕ/.

Халĕ çĕнтерӳçĕсене сăмах парар-ха.

Малтан — пурнăç парнелеме, халĕ — упрама

— Хам иккĕмĕш вырăн йышăннине мана тепĕр çĕнтерӳпе — Республикăра иртнĕ «Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи» конкурсра «Чи лайăх акушер-гинеколог» номинацире — чысланă самантра пĕлтĕм, — каласа кăтартать Фирия Хафизова. — Кăмăллă пулчĕ паллах. Эпĕ Патăрьел район больницинче ĕçлетĕп. Малтан, 11 çул, çĕнĕ чунсене çак тĕнчене килме пулăшаттăм, халĕ — пурнăçа упрама: 2020 çултанпа ковид вирусĕ çакланнисене сиплетĕп. Çакна хамăн професси тивĕçĕ пек йышăнтăм. Пĕрле вăй хуракансене — ĕçре, чирлисене сывалма пулăшасси — манăн тĕлев. Ковид центрĕнче тăрăшни хама экстремаллă лару-тăрура тыткалама хăнăхтарчĕ. <...>

Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.

♦   ♦   


Усал шыçăран та хăтăлма май пур

Усал шыççа малтанхи тапхăртах пĕлме пулать-и? Çак тĕллевпе мĕнле тĕпчевсем витĕр тухмалла? Республика клиника онкологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕпе Игорь Долговпа çак тата ытти ыйту тавра сăмах хускатрăмăр.

— Раççейре пурнăçпа сыв пуллашакансен пысăк пайĕ чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсене пула вилĕм патне çитет. Инкек патне чылайăшне хăвалакан иккĕмĕш çул — шыçă. Çĕршыв, федерацин Атăлçи округĕн шайĕпе илес тĕк республикăра онкологи сарăлас тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех?

— Чăваш Енре вилĕм патне çитерекен чирсен списокĕнче виççĕмĕш вырăнта — усал шыçă. Чылайăшĕн пурнăçĕ сывлăхпа çыхăнман сăлтавсемпе татăлать.
Усал шыçăпа чирлекенсен йышĕ çултан çул ӳссе пырать. Çавнашкал ӳкерчĕке тĕнчипех сăнама пулать. Апла пулин те республикăра ку енĕпе аптракансен йышĕ Раççейри вăтам кăтартуран сахалрах. Хальхи вăхăтра онколог патĕнче 29247 пациент шутра тăрать.

— Чи анлă сарăлнă тĕслĕхсене тишкерес тĕк шыçă ытларах мĕнлерех органсене сиенлени паллă?

— Ӳпке, хырăмлăх, хулăн пыршă, кăкăр парĕсем шыççа хăвăртрах парăнаççĕ. Çын сывлăхĕ тĕрлĕ сăлтавпа хавшать: тавралăх, усал йăласем, апатлану, пурнăçăн тĕрĕс мар йĕрки, йăхран пыракан чир витĕм кӳме пултараççĕ. Сиенлĕ йăласенех илер. Пирус туртнипех ӳпкере, çăварта, пырта, хырăмлăх айĕн парĕнче усал шыçă аталанма пултарать. Сигарет мăкăрлантарнă çĕрте сывлаканăн ӳпкине те ярса илме пултарать организма сиенлекен хăрушă амак. Эрех-сăрапа туслă çын онкологи чир-чĕрне ĕçкĕпе иртĕхменнисенчен хăвăртрах парăнни паллă. <...>

Антонина ТАБАРДАК калаçнă.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.