Эстонире те чăвашлăха манмаççĕ

29 Авг, 2014

Республикăри хăш-пĕр районта уявсене чăваш йăли-йĕркипе килĕшÿллĕн ирттерекенсем пур. Купăс тăссан наци тумне тăхăннă хăнасем такмак каласа савăнаççĕ, ура хуçса ташлаççĕ... Йăла-йĕркене Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан йăхташсем те тытса пыраççĕ. Хамăр çĕр-шывра çеç мар, урăх патшалăхра тĕпленнисем те чăвашлăхшăн çунни савăнтарать. Акă, Эстонире 1 пине яхăн чăваш пурăнать. Вырăнти радио хумĕсем çинче чăвашла тухакан кăларăма итлеме май пур. Эстонин тĕп хулинче, Таллинра, чăваш культурин пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Ăна пирĕн ентеш, Елчĕк районĕнче кун çути курнă Ираида Захарова, ертсе пырать. Нумаях пулмасть унăн эстонла çырнă «Чăвашсем» кĕнекине шкул программине кĕртнĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.