- Чăвашла верси
- Русская версия
Ӳсер, çын пулар
Канаш районĕнчи Андриян Николаев ячĕллĕ "Космонавт" лагерьте канакан Максим Иванов, Кирилл Белов тата Саша Герасимов паян ытти кунсенчи пек хаваслă мар. Пусăрăнчăк кăмăллăскерсем вырăн тупаймаççĕ. Пĕри те тепри ассăн сывлать те кантăк умне пырса тăрать.
– Ыран мар, тепĕр кун пурте килелле саланатпăр-çке. Çав тери çывăх туссем пулса тăтăмăр кĕске вăхăтра. Ĕнтĕ уйрăлма та вăхăт çитет. Çапах та тепĕр чухне пушă вăхăт тупса пĕр-пĕрин патне шăнкăравлатпăрах. Туссен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашсах тăрăпăр. Килес çул вара каллех пурте пĕрле çак лагерьте канăпăр, – ĕмĕтленеççĕ вĕсем халех.
Уйрăлми туссем республикăри тĕрлĕ районтан. Саша – Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Пашьелĕнчен, Кирилл Комсомольски районĕнчи Асанкассинчен, Максим вара Канаш хулинчен. Виççĕшĕ те виççĕмĕш класа кайма хатĕрленеççĕ.
– Эпĕ – вĕренÿ отличникĕ. Çитес вĕренÿ çулĕнче те кашни чĕрĕкех "5" паллăпа вĕçлес ĕмĕтлĕ. Спорта та питĕ юрататăп. Çавăнпа физкультура урокĕ – чи килĕшекенни. Футболла, баскетболла выляма юратнăранах пушă вăхăтра стадиона чупатăп. Кунта лагерьте тĕрлĕ вăйă-конкурсра хастарлăхпа палăртăм. Апатне те тутлă çитерчĕç. Воспитательсемпе вожатăйсем ырă кăмăллă та тарават пулни чуна хăпартлантарчĕ. Тĕрĕссипе, лагерьтен каяс та килмест, – тет Канаш хулин 11-мĕш шкулĕнче ăс пухма хатĕрленекен Максим Иванов.
– Пире анне, Индира Владимировна, пĕчченех пиччепе иксĕмĕре ура çине тăратассишĕн ырми-канми тăрăшать. Çавăнпа мана лагере яма та хирĕç пулмарĕ. Халĕ, кĕр енне, килти ĕç-таврашĕ те çуллахипе танлаштарсан сахалтарах-çке. Атте çак çĕр çинчен вăхăтсăр уйрăлса кайни пирĕншĕн калама çук пысăк хуйхă пулчĕ. Ĕнтĕ манăн хăвăртрах çитĕнес килет. Пушар хуралĕнче вăй хурса ытларах укçа ĕçлесе илесчĕ те аннене пулăшасчĕ. Пĕччен ăна мĕн тери йывăр пулнине чунпа туятăп, – тет Саша мăн çын евĕр пуплесе.
– "Космонавт" лагерь мана мĕншĕн килĕшнине эсир чухлама та пултараймастăр. Те каламалла, те калас çук ĕнтĕ... Андриян Григорьевич Николаев космонавт – манăн кумир. Ун çинчен чылай кĕнеке вуланă эпĕ. Ӳссен, паллах, летчик пулас тĕллевлĕ. Ĕмĕтĕм пурнăçа кĕрессе шансах тăратăп, çавăнпа шкулта та тăрăшса вĕренетĕп, – хăпартланать Кирилл Белов.
...Май пур чух выляса юлас тесе виçĕ тус чуччу çакнă вырăналла ăмăртмалла чупрĕç.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать