Хăюллă та тавçăруллă Люся

28 Авг, 2014
(Малалли.  Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.)
Çапла – тăтăшах. Вăрттăн ĕç тăвасси кунсерен йывăрлансах пырать. Гитлеровецсем тискерленсех кайрĕç, облавăсем хатĕрлеççĕ, çынсене арестлемелли сăлтавсем тупсах тăраççĕ. Пысăк çыннăн хулара утма та хăрушă. Алăра мĕн те пулин пур тăк вара – пĕтĕмпех тĕрĕслĕç. Люсьăн пулăшăвĕ нихçанхинчен те кирлĕрех. Ашшĕ ăна тăтăшах тĕрлĕрен ĕç хушать. Пĕр-пĕр вырăна листовкăсем е эмелсем çитермелле-и е ытти ĕç... Çăмăл пек те, çав вăхăтрах йывăр пек те. Асăрханмасăр пĕр утăм кăна ту – вилĕм. Гитлеровецсенчен хĕрхенÿ ан кĕт... Люся çакна аванах ăнланать. Ăнланать кăна мар, хăйĕн куçĕпе те курчĕ. Пĕррехинче Октябрь уявĕ умĕн картишри хĕр ачасем пăшăлтатса пĕр-пĕрне хыпар пĕлтерчĕç:

– Тĕп скверта нимĕçсем партизансене çакнă. Пĕри арçын ача кăна тет.

Люсьăн сăн-пичĕ мĕнле шурса кайнине никам та асăрхамарĕ, аллисем те хăй тĕллĕнех чăмăртанчĕç...

Каçхине ашшĕ амăшне пĕлтернине илтрĕ вăл:

– Ольга Щербацевичпа унăн ывăлне Володьăна çакнă. Амăшĕ фашист тыткăнне лекнĕ аманнă салтаксене сывататчĕ те ывăлĕпе иккĕшĕ вĕсене юхан шыв урлă партизансем патне каçаратчĕç... Анчах сутăнчăк тупăннă.

Çур кастрюль çеç, анчах пĕтĕм завода тăрантарать

Кун пек лару-тăрăва хăй те кĕрсе ÿкме пултарасса ăнланать Люся. Апла пулин те çĕнĕрен те çĕнĕ вăрттăн ĕçе хутшăнать. Çапла кирлĕ, фашистсене çĕнтерес тесен хăрамалла мар. Анчах асăрхануллăрах пулмалла. Ашшĕпе амăшĕ те çакăн çинчен тăтăшах аса илтереççĕ. Люся килĕшет вĕсемпе, хăйĕн ăшĕнче вара çапла та хушса хурать: "Тата тавçăрулăх". Ашшĕпе Саша пиччĕшĕ ĕçлекен завод хуралçисене вăл епле шăннă пăр çине лартса яраять вĕт! Малтан вĕсем листовкăсене завода хăйсемех илсе кĕртетчĕç. Кайран вара гитлеровецсем завода çÿрекен пур çынна та тĕплĕн тĕрĕслеме тытăнчĕç. Малашне кун пек хăрушлăхпа выляма юрамасть.

– Мĕн тумалла-ши? – терĕ ашшĕ тепĕр кунне Александр Никифоровича. – Мĕн? Листовкăсем хыççăн çынсем чунĕпе çĕкленчĕç вĕт-ха!..

Анчах аслисем нимĕн те шухăшласа кăлараймарĕç. Люся хуравне тупрĕ. Хăш чухне вăл ашшĕне валли кăнтăр апачĕ илсе килетчĕ. Апачĕ темех мар – пăтă е çĕр улми. Хуралçăсем Люсьăна хăнăхса çитрĕç ĕнтĕ, çапах ăна та кашнинчех тĕплĕн тĕрĕс-лерĕç. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Полицай чĕлĕм тĕпне йĕрĕнчĕклĕн сурса пăрахрĕ те:

– Мĕн çĕклетĕн? – ыйтрĕ хĕр ачаран.

– Аттене валли кăнтăр апачĕ, – лăпкăн хуравларĕ Люся. – Пăхса илĕр. – Вăл карçинккине уçса кăтартрĕ: – Кастрюльте – яшка, акă çăкăр. Урăх нимĕн те çук.

Карçинккара, чăнах та, урăх нимĕн те çукчĕ. Полицай хĕр ачан кĕсйисене тĕрĕс-лерĕ, анчах тĕрлĕ тĕслĕ кантăксăр пуçне урăх нимĕн те тупаймарĕ.

– Ну, каях! – кăнттаммăн хуравларĕ вăл. – Çÿреççĕ кунта çапкаланса.

Люся çăмăллăн сывласа ячĕ те ашшĕ ĕçлекен цеха утрĕ. Тăхтав тин кăна пуçланнă. Николай Евстафьевич питĕ тĕлĕнчĕ: паян вăл апатне пĕрле илнĕччĕ-çке.

– Мĕн пулчĕ, Люся? – хумханса ыйтрĕ вăл.

– Нимĕн те мар. Пăтă илсе килтĕм акă, – шăппăн çеç хушса хучĕ: – Кастрюль тĕпĕнче...

Унта вара, кастрюль тĕпĕнче, целлофан хутаçра листовкăсен тĕрки выртать. Кайран гитлеровецсем хуть те мĕн тусан та листовкăсем заводра тăтăшах курăнкаларĕç. Хĕрне курсан вара ашшĕ кашнинчех шÿтленĕ пекрех каларĕ:

– Лайăх пăтă пулчĕ, хĕрĕм. Питĕ тутлă! Çур кастрюль çеç, анчах пĕтĕм завода тăрантарать. Ыттисене те çитет. Чăн-чăнах та пире тăрантаракан эсĕ.

 

Сулахай çивĕт – хăрушлăх палли

Харсăрлăхпа тавçăрулăх Люсьăна йывăрлăхран пĕрре кăна хăтарман. Ăна çеç мар, вăл листовка, документ, хĕç-пăшал тыттаракан çынсене те.

Пĕр каçхине ашшĕ çапла каларĕ:

– Ыран, хĕрĕм, çак документсемпе листовкăсене Александр Никифоровича кайса паратăн. Кĕпер çинче виçĕ сехетре тĕл пулмалла. Пирĕн пата кĕме ĕлкĕреймест вăл.

Акă Люся çыран хĕррипе пырать. Унтан Красноармейски урамĕ енне çаврăнать. Кун пек çывăхрах. Акă кĕпер те курăнать. Часах вăл Александр Никифоровича тĕл пулĕ те кирлĕ хутсене ăна тыттарĕ. Акă вăл та пырать. Люся уттине хăвăртлатрĕ, анчах çав вăхăтра Александр Никифорович хыçĕнче фашист патрульне асăрхарĕ. Мĕн тумалла? Часах вĕсем тĕл пулĕç. Тĕркене парасси çинчен ан та шухăшла. Фашистсем асăрхĕç те çавăнтах арестлĕç. Анчах тĕркене тыттармасан та юрамасть. Çак документсем çынсене кирлĕ вĕт-ха. Мĕн тумалла? Мĕн? Чĕре пăлхавлăн тапать, пуçра çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллев çуралать...

Аха. Люся карçинккине çĕре лартрĕ: унăн çивĕчĕ салтăнса кайнă-çке. Сулахаййи. Çивĕтлемелле вĕт-ха ăна. Хĕр ачана тирпейсĕр пулни килĕшмест. Александр Никифорович ăнланчĕ: хăрушлăх. Чарăнма юрамасть. Хĕр ача патĕнчен иртнĕ вăхăтра пăшăлтатнине илтрĕ:

– Фабричнăйĕнче, виç-çĕмĕш йывăç... виççĕмĕш йывăç.

"Фабричнăй, виççĕмĕш йывăç", – хăйĕн ăшĕнче тепĕр хутчен каларĕ те Александр Никифорович малалла утрĕ.

Кайран Фабричнăй урамĕнче вăл çав йывăçа çăмăллăнах тупрĕ – çÿллех мар çăка, ун çывăхĕнче вара çĕр айне документсемпе листовкăсене чавса хунă. Çав кунах, вăрттăн комитет йышăннă пек, тыткăнри салтаксем докуменчĕсене илсе Минск хулинчен чăрмавсăрах тухса партизан отрядне кайрĕç.

 

Люся кунта пурăнать-и?

Çапла кун хыççăн кун иртрĕ, эрне хыççăн эрне, уйăх хыççăн уйăх. Пĕр хĕтĕртÿçĕ Герасименко çемйине сутиччен. 1942 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче пулса иртрĕ ку...

Виççĕмĕш талăк ĕнтĕ партин вăрттăн райкомĕн секретарĕ Григорий Смоляр хăйне хăвалакансенчен тарать. Вăл пурăннă хваттерте фашистсем засада хатĕрленĕ, юрать-ха, кÿршĕ кинемей асăрхаттарма ĕлкĕрчĕ. Таврăнма тиврĕ. Анчах ăçта каймалла? Червеньск районĕнче тепĕр хваттер пур-ха... Анчах часах 9 сехет çитĕ, ун чухне вара полицайсем тухаççĕ. Ĕлкĕрме çук! Пĕр çул çеç юлать – мĕнле те пулин ишĕлчĕк çурт путвалне кĕмелле те ир пуласса кĕтмелле. Пĕрремĕш хут мар. Чăннипе каласан, питĕ сивĕ. Раштав уйăхĕ-çке. Анчах мĕн тăвăн? Иккĕмĕш каçне те путвалтах ирттерме тиврĕ. Вăл шаннă хваттерте те хăрушлăх кĕтет иккен – çакна чÿрече янахĕ çинче чечек çукки систерет. Мĕн те пулин шухăшласа кăлармалла. Тепĕр адрес та пур-ха – Немига урамĕ, 25-мĕш çурт, 23-мĕш хваттер. "Кунта Люся пурăнать-и?" – тесе ыйтмалла. Анчах ăна асăрхаттарчĕç: нимĕнле шанăç та юлмасан çеç çак адреспа усă курма юрать. Смоляр халь шăпах çавăн пек лару-тăрура. Алăка çÿллех мар хĕр ача уçрĕ.

– Сире кам кирлĕ? – ыйтрĕ вăл палламан çынна сăнаса.

– Люся кунта пурăнать-и?

– Çапла, эпĕ вăл, – Люся йăл кулчĕ. – Иртĕр. – Анне – хулара, атте – ĕçре.

– Темех мар... Эпĕ кăштах канам-ха, сухал хырсан та аванччĕ.

 

Сăпайлă юлташ

Часах Николай Евстафьевич таврăнчĕ.

– Э, Сăпайлă юлташ! Сывлăх сунатăп!

Акă вĕсем каçхи апата ларчĕç, Люся вара урама уçăлма тухрĕ. Сăпайлă юлташ килни кама та пулин шухăша яман-ши? Паллакансем те, палламан çынсем те иртсе çÿреççĕ, никам та нимĕн те ыйтмасть. Эппин, йĕркеллех. Вăхăт пайтах иртрĕ – киле таврăнма юрать.

Кухньăра вара çапларах калаçу пырать:

– Сирĕн, Сăпайлă юлташ, икĕ-виçĕ кун кĕтмелле, шанчăклă документсем хатĕр-лĕпĕр, кайран сире партизан отрядне ăсатăпăр. Анчах ăçта вырнаçтармалла-ши? Ниепле те тавçăраймастăп. Пирĕн хваттерсене йышăннă.

– Атте, пĕтĕмпех йĕркеллĕ, – терĕ Люся кухньăна кĕрсенех. – Никам та нимĕн те ыйтмарĕ.

– Аван. Çапах та сире ăçта вырнаçтармалла-ши?

– Сăпайлă пичче вара манпа пурăнтăрах. Вырăн çитет кунта. – Люся ашшĕне тимлĕн сăнарĕ.

– Мĕнех, – шухăшлăн каларĕ Николай Евстафьевич. – Пурăнтăрах. – Унтан Григорий Смоляр енне çаврăнчĕ те хушса хучĕ: – Çак пÿлĕм тепĕр урама, Революционнăйне, тухать. Çакна та шута илĕр.

Григорий Смоляр Герасименко хваттерĕнче темиçе кун пурăнчĕ. Çак вăхăтра вăл темĕн чухлĕ листовка çырса хатĕрлерĕ, вĕсене машинкăпа çапрĕ те Люся пулăшнипе геттона çитерчĕ. "Çăлтăр" вăрттăн хаçат валли икĕ материал хатĕрлерĕ. Люся вĕсене те кирлĕ çĕре çитерчĕ. Çак хĕр ача пулăшнипех вăрттăн райком çыннисемпе те хутшăнма пултарчĕ вăл.

Тăваттăмĕш кунне Люся пÿлĕме савăнăçлăн кĕрсе тăчĕ.

– Акă, – хутаç тăсрĕ вăл. – Атте парса ячĕ. Ыран хурал пасарĕнче пĕр çынпа тĕл пулатăр...

Григорий хутаçа уçрĕ те хăйĕн ячĕпе хатĕрленĕ нимĕç докуменчĕсене курчĕ. Çÿллех марскер, сарă çÿçлĕскер, кăвак куçлăскер çине пăхса тĕлĕнсе çитереймерĕ вăл: вун пĕр çулти хĕр ачара мĕн чухлĕ чăтăмлăх, харсăрлăх тата хăват. Ăна ыталаса: "Люся, эсĕ хăв мĕн тери паттăр иккенне пĕлместĕн вĕт-ха!" – тесе калас килчĕ. Анчах вăл хăйне тытса чарчĕ те лăпкăн çеç:

– Тавах сана, Люся! – терĕ.

 

(Вĕçĕ çитес номерте.)

 

А.Н. Печорская çырнине

Лариса ПЕТРОВА куçарнă.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.