Пиччесемсĕр... çитмĕл çул ытла...

28 Авг, 2014

Сарайĕнче сухан мăйи тунă чух Елена аппа куçĕ умне ачалăхĕпе çамрăклăхĕ тухрĕ.

– Ах, вăрçăран таврăнайман виçĕ пиччене паянхи кун манаймастăп-çке. Ытла кĕске пулчĕ вĕсен кун-çулĕ. Юратнă çыннăмсемшĕн кулянса паян та чун тÿсмелле мар ыратать, – тесе пичĕ тăрăх юхса аннă куççульне аллипе шăлчĕ.

Ывăлăмсем, ăçта эсир?!

Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ялĕнчи Василий Тимофеевичпа Ирина Арсентьевна Тимофеевсен ачи-пăчи сак тулли пулнă. Шел, тăххăрăшĕнчен виççĕшĕ чирлесе вилнĕ. Турра шĕкĕр, тепĕр улттăшĕ: Якур, Павăл, Ваççа, Уках, Йăван, Елена тĕрĕс-тĕкел çитĕннĕ. Пуян та, начар та пурăнман туслă йыш. Çĕтĕк те çÿремен, выçă та ларман. Еленăна, кĕçĕннине, пиччĕшĕсем уйрăмах юратнă. Алă çинче йăтса çÿренĕ.

...1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕ. Латвире службăра тăракан Ваççаран çыру килнĕ. "...Сирĕншĕн тунсăхларăм. Пĕрремĕш июльте отпуска пыратăп. Кĕтĕр", – тесе хавхаланса шăрçаланă офицер. Кил-йыш çав тери савăннă.

– Ах, ывăлăм çитиччен сăра тăвасчĕ, – ăшталаннă Урине аппа.

Тепĕр кунне вăрçă пуçланнă текен хăрушă хыпара илтсен вăйран кайнă амăшĕ.

– Ваççа, Ваççа килет-ши ĕнтĕ тăван тăрăха? – тенĕ чун ыратăвне ниепле те пусараймасăр.

Тимофеевсен аслă ывăлĕн, ялти чи лайăх трактористăн Якурăн та, фронта кайма ят тухнă. Ăна ăсатма ытти çынсемпе пĕрле Елена та укăлча хапхи патне чупнă. 1943 çулхине вара Йăван та вăрçа кайнă.

– Атте-анне, ан пăшăрханăр! Вут-çулăмлă вырăнтан пиччесене пурне те пуçтарса килĕп. Шанăр çеç мана. Кайран вара пурте пĕрле савăнса пурăнăпăр, – тенĕ вăл килтисене.

– Пирĕн хĕрÿллĕ юрату сана тăшман пульлинчен хăтартăр, ирсĕр йытăсене çĕнтернĕ хыççăн çуралнă çĕр-шыва чипер çаврăнса çитмелле пултăр, Йăван! – куççуль витĕр пил панă Урине аппа ывăлне.

Пĕр кунхине Якурăн вилнĕ хучĕ килнĕ. Калама çук пысăк хуйхă пулнă ку арăмĕшĕн, ашшĕпе амăшĕшĕн, пĕр тăванĕсемшĕн.

– Ах, чĕрене епле лăплантарам-ши? Çак тарана çитсе Ваççаран пĕр хыпар пулмарĕ. Те сывă вăл, те нимĕç пульли куçĕсене ĕмĕрлĕхех хуптарнă. Нимĕн те пĕлместпĕр. Ак халь тепĕр пысăк хуйăх пырса çапрĕ. Якур та пулмасть ĕнтĕ урăхран пирĕнпе пĕрле-е-е-е! Икĕ пĕчĕк ача та тăлăха юлчĕ-çке. Эх, вăрçă, вăрçă! Чип-чипер пурăнас çынсене мĕн чухлĕ пĕтертĕн эсĕ! Мĕн чухлĕ хурлăх кÿтĕн! Пин-пин çынна ĕмĕрлĕх чăлах та телейсĕр туса хăвартăн. Тăшмана пуçĕпех çапса аркатиччен тата мĕн чухлĕ пулĕ-ши ун пекки?! Ах... – тесе ача евĕр ĕсĕкленĕ Урине аппа.

...Йăван тăван тăрăха час-час çыру çырнă. Хăй тунсăхланине, хăвăртрах нимĕçсене çапса аркатса тăван тăрăха таврăнма ĕмĕтленнине кашни çырура палăртнă вăл. "Ырăран та ырă, хаклăран та хаклă тăванăмсем! Сирĕн кашни çырăвăр маншăн им-çам пекех сиплĕ, пĕтĕм чуна çĕклентерсе, хавхалантарса ярать. Юлташсем кил пирки калаçма пуçласан, эпĕ те шухăшăмпа сирĕн пата васкатăп! Сире ыталатăп... эсир мана çупăрлатăр, пĕчĕк ачана юратнă пек манăн умра тапăртатса тăратăр... Ах, вăрăм-çке вĕсем, вăрçăри çулсем! Вĕçĕ-хĕрри те çук пек туйăнать. Эрнисем уйăх пек, уйăхĕсем çулталăк пек туйăнаççĕ. Çапăçу кунĕн-çĕрĕн кĕрлет-çке. Сирĕнтен хурав чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Пĕлетĕр-и, çыру çапăçу хирĕнче снарядран вăйлăрах. Кун пек чухне пуç çийĕн пульăсем шăхăрса вĕçнине те манатăн, вăй кĕрсе каять", – тесе шăрçаланă Йăван килне.

1944 çулхи ноябрь уйăхĕ. Сельсоветран таврăннă Уках пăлханчăклă та хурлăхлă пулнине пурте асăрханă. Анчах пĕр хушă никама ним каламасăр унталла-кунталла уткаласа çÿренĕ. Хыççăн:

– Анне, атте! Пирĕн Йăван вилнĕ-ĕ-ĕ! Вилнĕ-ĕ-ĕ! – тесе кăшкăрса янă.

Тепĕр ывăлĕ вилни салтак амăшне калама çук хуçса хăварнă. Çĕрлесерен те вăранса тĕпренчĕкĕсене чĕннĕ вăл.

– Ваççа, Якур, Йăван! Ăçта эсир?! – тесе кăшкăрнă.

Ылханлă вăрçă пĕтнĕ. Сельсовет умне пурте хаваслă митинга васканă. Виçĕ ывăлне кĕтсе илеймен Урине аппа килĕнче макăрса ларнă.

– Ах, турă, вăрçă чарăнни савăнăç-ха, анчах манăн ачамсене тĕп турĕ-çке вăл! Юрать час-час чирлекен Павăла илсе каймарĕç фронта. Кайнă пулсан, ăна та тĕп тăватчĕç ахăртнех ирсĕр фашистсем, – тенĕ ниçта кайса кĕрейми.

Çук, кайман салтак амăшĕ митинга. Елена та ăна пĕччен хăварас темен, пĕрлех сак çинче хÿхлесе ларнă.

 

Анне, анне! Вилнĕ пĕр тăванусем патне çыру çырасшăн-и?

Еленăшăн та пурнăçра чи хакли пиччĕшĕн сăн ÿкерчĕкĕсемпе çырусем кăна пулса тăнă. Кашни кун куççуль витĕр алла илнĕ вăл вĕсене. Пĕррехинче çав сăн ÿкерчĕксене пысăклаттарса стена çине çакса хунă.

– Çук, вĕсем вилнине ĕненес килмест... Кур-ха, чĕрĕ пекех... Чĕкеç чĕпписем пек куçран пăхаççĕ. Якур Ленинград, Йăван Венгри çĕрĕсенче канлĕх тупнă... Ваççана вара, Ваççана хăш тĕлте нимĕç пульли çĕр çине ÿкерчĕ-ши? Ун пирки кайран та пĕр хыпар пулмарĕ-çке, мăнтарăн...– куççуль витĕр сăтăрнă вăл сăн ÿкерчĕксене.

...Улатăрти фельдшер шкулĕнчен вĕренсе тухнă Елена Пучинкери больницăра вăй хунă. 9-мĕш май уявĕ тĕлнелле Йăван пиччĕшĕн çырăвĕсене ĕçе илсе кайнă. Пĕрле вăй хуракансен умĕнче унти йĕркесене макăра-макăра вуласа панă.

– Итлĕр, халĕ сире вун тăххăрти каччă çырăвне вуласа паратăп, – тенĕ Елена тепĕр кунне те.

– Сана мĕн тери йывăр пулнине ăнланатпăр, анчах урăх ан вула. Макăратăн çеç вĕт, – хирĕçленĕ ăна ĕçтешĕсем.

Елена Çирĕклĕ йĕкĕчĕпе Всеволод Пимонович Ефремовпа çемье çавăрсан та вăрçă ахрăмĕ унăн чунне çаплах ыраттарса тăнă. Пĕр кунхине амăшĕ ун патне хурлăхлă кĕрсе тăнă.

– Ах, хĕрĕм, малашне килте апат çиесси пулмасть. Сĕтел хушшине ларсан кашăка çăвар тĕлне илсе çеç пыратăп... çав вăхăтра пырта тем капланать, куçăм куççульпе тулать. Ара, эсĕ пысăклаттарнă сăн ÿкерчĕкрен ывăлăмсем ман çине епле тинкереççĕ вĕт-ха-а! Ах... Упраймарăмăр ывăлăмсене, упраймарăмăр. Ваççа Ленинградра пурăннă чухне яла таврăнсан унти музейсем пирки каласа пама юрататчĕ вара. Ăна итлеме мĕн чухлĕ çын пуçтарăнатчĕ! Пурте çăвар карсах итлетчĕç вĕт. Çав савăнăçлă самантсем ялан куç умне тухаççĕ. Ара, тата пире пулăшу пултăр тесе мĕн чухлĕ посылка яратчĕ аякри тăрăхран, – тенĕ Урине аппа куççульне ирĕке ярса.

Еленăн та чун ыратăвĕ лăпланман. Час-час салтак çырăвĕсене вуласа макăрнă. Пĕррехинче пĕчĕк хĕрĕ ун çине шеллевлĕн пăхнă.

– Анне, анне! Эсĕ вилнĕ пиччÿсем патне çыру çырасшăн-и? – тесе куçран чăр! пăхнă.

 

Çак яшсенчен виççĕшĕ... каснă-лартнă Якур, Ваççа, Йăван...

Елена Васильевнăн хуняшшĕ те, Пимон Ефремович, вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Паттăрлăхне кура икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата ытти наградăна тивĕçнĕ. Йывăр аманнине пула пĕрре мар госпитальсенче сипленнĕ.

Пĕррехинче Елена аппа ывăлне:

– Ачам, аслаçуна чĕн-ха, вăрçăра вăл çапăçнă вырăнсене кăтартаççĕ, – тенĕ тĕпренчĕкне васкатса.

Вăрçă ветеранĕ хыпаланса çитнĕ те сенкер экрана тинкернĕ. Кăшт тăнă хыççăн:

– Кин, малашне кунашкаллисене пăхма ан чĕн. Чун ыратать, – тенĕ те аяккалла пăрăннă.

...Унтанпа шыв-шур нумай иртнĕ, анчах Елена Васильевна паянхи кун та пиччĕшĕсене аса илсе макăрать. Акă иртнĕ вĕренÿ çулĕнче "Салтак юрри" фестивале курма чĕнчĕç Пучинке шкулĕн вĕренекенĕсем. Сцена çинче каччăсем салтак юрри шăрантарма тытăнсан, Елена аппа куçĕ умне сасартăках Якур, Ваççа тата Йăван пиччĕшĕсем тухрĕç.

– Турă çырлахтăрах! Çак яшсенчен виççĕшĕ каснă-лартнă манăн пиччесем. Акă пĕри – Якур, тепри – Ваççа, виççĕмĕшĕ – Йăван... Мĕнле-ха капла? Сцена çине çиçĕмле хăвăртлăхпа сирпĕнсе тухса пурне те хам ытама илес килет, – тесе куççульне тутăр вĕçĕпе шăлса ларнă вăл.

Уяв вĕçленсен педагог патне пырса:

– Эсир мана паян макăртрăр, чăнласах. Ăш-чикĕм çунса тухать пулĕ терĕм. Халĕ те лăпланаймастăп. Алă-ура кăна мар, тута та чĕтрет, – тенĕ вăл çаплипех хăйне алла илеймесĕр.

Çĕнтерÿ кунĕнче кашни çул палăк умне чечек йăтса кайнă Елена Васильевна. Малтан Пучинкери, кайран Çирĕклĕри, унтан Кĕлĕмкасси палăкĕсем патне çитсе килнĕ.

– Халĕ палăк патне сахал çын çÿрет. Çакă мана пăшăрхантарать кăна мар, чуна та ыраттарать. Тĕрĕссипе, вăрçă нуши хăй вăхăтĕнче пур çемьене те пырса тивнĕ-çке. Кашни килтех фронтра пуç хунисем пур. Пĕрисен мăн аслашшĕсем е кукашшĕсем, теприсен ашшĕсем, виççĕмĕшсен пиччĕшĕсемпе шăллĕсем юнлă вăрçăран таврăнайман. Нивушлĕ вĕсене сума суса палăк умне пуçтарăнмалла мар? Нумай вăхăт та кирлĕ мар-çке. Килес çул – юбилей. Вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитет. Ах, эпĕ вара 70 çул ытла юратнă пиччесемсĕр пурăнтăм... Çăмăл пулмарĕ, халĕ те çавах, – тет Елена Васильевна чĕтренсе тухакан сассипе.

 

***

Йăван пиччĕшĕ вăрçăран çырнă çырăвĕсене паянхи кунччен упрать Елена аппа. Сарăхса кайнă хут çинчи йĕркесене вуласа паян та макăрать вăл.

– Хăшĕ-пĕрисене музея патăм. Килте те çителĕклех çырăвĕсем. Çапла пĕччен чухне çав тĕркене туртса кăларатăп та шухăш авăрне путатăп. Хамăра вĕрентнĕ учительпе иккĕмĕш сыпăкри пичче çырăвĕсем те хаклă маншăн, – тет Елена аппа ассăн сывласа.

 

"...Сывă-и, юратнă кил-йыш! Вăрçă хыççăн киле ырă-сывă таврăнасси пирки ĕмĕтленетĕп. Лена йăмăкăм, атте-аннене яланах итле. Вĕсен сăмахĕсенчен ан ирт. Сирĕнтен çыру илни маншăн калама çук пысăк савăнăç. Чăнах, малашне те алла ручка тытма ан ÿркенĕр".

 

"...Ку çырăва каçхине çыратăп. Комисси витĕр ăнăçлах тухрăм. Çур çул иртсен шăп çур пăт "ÿснĕ" иккен эпĕ. Урăх нимех те çырма пĕлейместĕп".

 

"...Апата хырăм хăнăхса çитрĕ. Рис пăтти те çиетпĕр, çапах анне пĕçернине нимĕн те çитмест. Эсир ярса панă 500 тенкĕ укçана илтĕм. Уншăн питĕ пысăк тав. Кунта хальхи вăхăтра тĕрлĕ çырла пиçсе çитнĕ, анчах пуçтарма май çук. Тепĕр чух илсе çиетпĕр. Пĕр стаканĕ 10-15 тенкĕ тăрать пулин те".

 

"...Сирĕн икĕ çырăвăра та илсе вуларăм. Паян эпир присяга тытатпăр. Совет Союзĕн шанчăклă хуралçи пулма сăмах паратпăр. Тăван тăрăхран çыру илсен сирĕнпе курса калаçнăнах туйăнать. Çав вăхăтрах чун хурланать. Куççулĕм çыру çине пăт-пат ÿкнине хам та сисместăп хăш чухне".

 

"...Урасем йĕпе çÿреме пуçларĕç. Çанталăк ăшăтать. Çуркунне çитрĕ пулас. Мăн кун çитесси миçе эрне юлнине çырса пĕлтерĕр-ха. Эх, пуласчĕ пĕрре çав чаплă уявра. Пурнăç тем пек йывăр пулсан та, мăн кунра сĕтел хатĕрлĕр ĕнтĕ.

Пире вара кунне 3 стакан апат лекĕ те, урăх ним те çук. Нимĕн те. Мăн куна аса илсе пĕр курка сивĕ шыв ĕçĕп те чун çÿçенсе илĕ.

Атте-анне! Темле йывăр пулсан та ан хуйхăрăр. Пусăрăнăр мĕнле те пулсан. Кайран эпĕ таврăнсан çăмăлрах пулать-ха. Пĕлетĕп, сисетĕп, кансĕр сире. Çитменнине хам та нимпе те пулăшса хăвараймарăм.

Пирĕн кунта нумайăшĕ посылка илчĕ. Май пулсан эсир те ярса параймăр-ши? Капла ыйтма намăс-ха ĕнтĕ.

Кĕске çырăва вĕçленĕ май аллăрсене чуп тăватăп".

 

"...Пурне те фронтовикла салам! Офицерсемпе тата хам пек салтаксемпе çыхăну аванланчĕ. Пирĕн пурнăçпа çитĕнÿсем пирки хаçатра вуласа пĕлме пултаратăр.

Ку çыруран сывах юлатăп-ха. Сирĕн те сывлăхпа çÿремелле пултăрччĕ".

 

"...Эсир манран çыру кĕтнине питĕ лайăх пĕлетĕп. Час çыраймарăм çав, каçарăр. Хам айăпа йышăнатăп. Тăшманпа çапăçнă вăхăтра вăхăт тупма май килмерĕ".

 

"...Малтанхи йĕркере хам 19 çул тултарнă ятпа сире саламлатăп. 19 çул ĕнтĕ çак çут çанталăк çуттинче пурăнатăп. Çав шутра сирĕнтен куççульпе уйрăлни çулталăк çурă çитет.

Халичченхи пекех аван пурăнатăп. Сывлăх лайăх, апат тĕлĕшĕнчен çителĕклĕ. Маншăн ан кулянăр. Пурне те ыталаса чуп тăватăп".

 

"...Сирĕн çырăва илсе вуларăм, питĕ хĕпĕртерĕм. Куçăмран савăнăç куççулĕ те юхса анчĕ. Шел, 1-мĕш май уявĕнче сирĕнпе пĕрле пулаймарăм. Курас килекен пулса çитрĕ ĕнтĕ. Пĕлес килет, çак вăхăтра хăвăрăн кĕçĕн ывăлăр пирки мĕн шухăшлатăр-ши? Сирĕн çырăва вулатăп та çамрăк чĕре хĕрÿллĕн тапма тытăнать. Иртет иккен çамрăк ĕмĕр. Ĕнтĕ иккĕмĕш çул сирĕнпе мар эпĕ. Эх, атте-анне, терт-нушине нумай куртăм. Малашне тата та пулĕç-ха вĕсем. Вутлă çапăçусенче пĕрре мар пултăм. Атте-анне, пăрахăр куççуль тăкма. Чăтăр епле пулсан та. Тен, пирĕншĕн те кĕтнĕ вăхăт, савăнăç, çитĕ".

 

"...Хальлĕхе нимĕнле улшăну та çук. Пурăнатăп аванах, сывлăхлă. Сирĕн пата 135 тенкĕ ятăм. Мĕнле те пулсан пулăшу пултăр терĕм. Пире кунта укçа кирлĕ мар.

Атте-анне, тулăхлă пурăнăр. Савăнăр. Хам эпĕ нимĕç ирсĕрĕсене совет çĕрĕ çинчен тасататăп".

 

"...Улшăнусем пысăк. Унччен яланах пĕр вырăнтаччĕ эпир. Вăхăт-вăхăтпа урăх çĕрелле куçаттăмăр пулсан, халĕ ĕнтĕ эпир 9-мĕш кун çул çинче. Çак кунсенче вырăна çитетпĕр. Нумайăшне пурнăçпа сыв пуллашма тивĕ ахăртнех. Шăпа мĕнле çаврăнса тухать ĕнтĕ. Ку çырăва та авă, çул çинчех, канма ларнă вăхăтра çыратăп. Йăван".

 

"...Ман килес. Сывă-и, Лена? Малтанах Кĕлĕмкасси шкулĕн педколлективĕпе вĕренекенĕсене хĕрÿллĕ салам! Лена, санран çыру илменни нумай вăхăт иртрĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕ еплерех пынине пĕлес килет. Эпĕ хальлĕхе аванах пурăнатăп. Нимĕç сыснисене хĕвел анăç еннелле хăвалатпăр. Сывă пул! Лайăх вĕрен. Алексей Игнатьевич".

 

"...Сирĕн учительрен Алексей Игнатьевич Скворцовран. Шурă хута хуратса, аллăма ручка тытса, Лена, сана аса илсе çак çырăва çыратăп. Мĕнле сывлăхпа кун-кунлатăн? Эпĕ вĕрентнĕ ачасем епле пурăнаççĕ? Сан пата çырусем çырсаччĕ, анчах темшĕн хурав памастăн. Сирĕн пурнăçсем епле юхса пынине пĕлес килет-çке. Учительсенчен халĕ кам вĕрентет сире? Камсем-ха 4-мĕш класран куçаймасăр юлчĕç? Мартăн 9-мĕшĕнче 2 çул çитет ĕнтĕ шкултан тухса салтака кайни.

Ĕнтĕ нимĕç сыснисене кашни кун шăммисене хуçса хĕвел анăç еннелле хăваласа пыратпăр. Ачасене пурне те манран салам кала. Лайăх вĕренччĕр вĕсем.

Аллуна сывлăх сунса чăмăртатăп".

 

"Малтанхи йĕркерех – пысăк салам! Пурнăçра пысăк улшăнусем çук. Халичченхи пекех фронтра. Кунта вăйлă çапăçусем çук-ха, çавăнпа пурнăç самай. Ку çырура эпĕ сана фашизм пусмăрĕнчен хăтарнă ял питне кăтартакан хам ÿкернĕ картинăна ярса паратăп. Хăш те пĕр ялсенче пĕр çурт та çук. Иртнĕ кунсенче ку вырăнта ял пулнине çуннă юпасемпе кĕл куписем çеç кăтартса параççĕ. Урăх... Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Салампа иккĕмĕш сыпăкри пиччÿ".

 

Элиза ВАЛАНС.

Йĕпреç районĕ,

Çирĕклĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.