«Чăваш хĕрарăмĕ» 23 (1200) № 17.06.2021

17 Июн, 2021

«Çын хушшинче ирĕклĕн çÿретĕп»

Чăваш Енре коронавирусран сыхлакан прививка тăвасси малалла пырать. Вакцинацие хутшăннисем хăйсене мĕнлерех туяççĕ-ши?

ТАТЬЯНА, 44 çулта, Элĕк районĕ:

— Коронавирус пандемийĕ пуçлансан чиртен май пур таран сыхланма тăрăшрăм. Апла пулин те пĕлтĕрхи çулла чир ерчĕ. Шăрша туясси вăрах вăхăта çухалчĕ. Питĕ пăшăрхантăм! Пĕррехинче килте усă куракан хими япалисен лавккине кĕрсен порошок шăрши сăмсана кӳ! кĕчĕ. Савăннипе куççуль те тухрĕ. Хăш-пĕрне кулăшла пек туйăнĕ, анчах чирлекеншĕн пачах апла мар. Çакнашкал лару-тăрăва татах лекесрен шиклен-нипе вакцинаци пуçлансан прививка тутарма черете çырăнтăм. Малтанхи доза хыççăн температура 37 градус таран хăпарчĕ. Кайран хама лайăхах туйрăм.

Ĕçĕм çынсене йышăнассипе çыхăннă. Халĕ чир ертме пултарасси, коронавирус çаклатасси шиклентермест.

ИНГА, 45 çулта, Шупашкар хули:

— Чăваш Енре хаяр чире тупса палăртнă малтанхи тĕслĕхсем хыççăнах коронавирусран çемйипех асăрханма пуçларăмăр. Халăх хушшинче сахалрах пулма тăрăшнине, çуран нумай çӳресе, усăллă çимĕçсемпе апатланса иммунитета çирĕплетнине палăртас килет. Маларахри çулсенче сывлăш пӳлĕннипе аптраттăм та — теветкеллĕ ушкăнра шутланатăп. Çавăнпа хамăн сывлăха упрассишĕн чăннипех çине тăратăп. Ешĕл аптека яланах ал айĕнче. Куркумапа пыл шывĕ, хыр йĕкелĕнчен хатĕрленĕ настойкăпа варени, тĕрлĕ курăк чейĕ сĕтел çинчен татăлмаççĕ. «Çут çанталăк антибиотикĕсем» тесе ĕçтешсене, пĕлĕшсене те вĕсемпе анлă усă курма хăнăхтаратăп.

Организацире кадрсемпе ĕçлекен пайра вăй хуратăп. Çавна май коллективра çынсем чирлессине хирĕç кĕрешесси — чунра. Тытăнса тăмалли сăлтав çук тăк прививка тутармаллине ăнлантаратăп. Хама вакцинăпа укол тунă хыççăн аванах туйрăм. <...>

Ирина ИВАНОВА, Татьяна НАУМОВА ыйтса пĕлнĕ.

♦   ♦   


Хĕвел пăхтăр, çумăр çутăр

Ытарайми çу кунĕ. Ешĕл тавралăх хӳхĕм тĕссемпе илĕртет. Хĕвел ăшшине сапалать. Кайăксен юрри чуна уçăлтарать. Чечек-курăк шăрши сăмсана кăтăклать. Çакă мар-и çăтмах? Вăрманта та çаранра çырла пиçет. Сад-пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнет. Уй-хирте тырă кашлать. Çакă мар-и ырлăх?

Уйра тыр-пул аван çитĕннине курса савăннинчен ытларах киленĕç мĕн пур-ши çĕр ĕçченĕшĕн? Çакна çирĕплетнĕ пекех иртнĕ эрнере Чăваш Ен çăкăра тата çăнăхран тунă ытти продукцие экспорта ăсатас тĕлĕшпе Раççейре виççĕмĕш вырăн йышăннине пĕлтерчĕç. Агроаналитика центрĕн специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ку цифра юлашки вăхăтра ӳссе пырать. Тухăç ăнса пулни, унпа тĕллевлĕ усă курма май пурри аван паллах.

Республикăра кăçал 550,1 пин гектар лаптăкра акса-лартса хăварнă. Çурри ытла — 54,5 процент — тĕшĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Çĕр улми 3,6 процент йышăнать. Асăннă лаптăкăн 0,7 процентĕнче пахча-çимĕç çитĕнет. Выльăх апачĕ хатĕрлемелли улăх-çаран — 37 процент.

Кăмăла уçакан виçеллĕ тухăç илессине тĕрĕс те паха апатлантарни те, чир-чĕрпе сăтăрçăран вăхăтра сыхланни те витĕм кӳрет паллах. Анчах малти вырăнта темле пулсан та — çанталăк. Хĕвелĕн ăшă та çутă пайăркипе пĕрлех нӳрĕ те кирлĕ-çке.

Çанталăк ăшă тăнине пăхмасăр «типĕ» теме чĕлхе çаврăнмасть. Юлашки вăхăтра çумăр пĕлĕчĕсем Чăваш Ен çийĕн те явăнса çӳрерĕç. Чăн та, хăш-пĕр ялта тумла ӳкессе кĕте-кĕте халран та кайрĕç пулĕ — тӳпе савăнтарма васкамарĕ вĕсене. Пĕрисем тăпрара нӳрĕк сахалланнишĕн куляннă вăхăтра теприсем чăш-чăш! çумăр сассипе киленчĕç. Виççĕмĕшĕсене çанталăк кулянтарма та ĕлкĕрчĕ — пахча çимĕçе пăр шар кӳнĕ. Тутар республикинчи Аксу районĕнче пурăнакан чăваш хĕрарăмĕ ӳкернĕ видео те интернетра канмалли кунсенче анлă сарăлчĕ. Шап-шурă выртакан пăр мĕн пур пахча çимĕçе çапса аркатнине, хуçнине, пĕтернине кăтартнă унта. Мĕн чухлĕ тăрăшни сая кайни кулянтарать паллах. Витререн тăкнă пек ишсе антарнă çумăра пула Шупашкарăн хăш-пĕр урамне шыв илме пуçланă. <...>

Татьяна НАУМОВА.

♦   ♦   ♦


Пĕрлĕх туйăмĕ вăйланать

Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки çав тери пуян. Вĕсенчен пĕри — ниме. Халăхпа — ял-йышпа, кӳршĕсемпе, ратнепе — пĕрле пысăк ĕç пурнăçлассин меслечĕ хальхи саманара та вуçех манăçман-ха. Ырă йăлана çитĕнекен, пулас ăрусем валли упраса хăварма тăрăшмалла. Республикăри чылай ялта çакна асра тытса тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ: урамсенче çул сараççĕ-якатаççĕ, пĕве-çăл куç тасатаççĕ, кану кĕтесĕ йĕркелеççĕ…

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн этнологи уйрăмĕн ертсе пыракан специалистĕнчен, истори наукисен кандидатĕнчен Георгий Матвеевран ниме йăлин историйĕ çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр.

— Халăхпа пĕрле йĕркелекен ĕçе палăртакан ăнлав чĕлхемĕрте авалах пулнă. Арабсен, перссен, турккăсен, туркменсен, казахсен те çакнашкал термин пуррине палăртмалла. Арабсен «немет» сăмахне вырăсла куçарнă словарьте «благодеяние, милость» тесе çырнă тĕслĕхрен. Хăш-пĕр ăсчах «ниме» /диалектра — миме, виме/ тĕрĕксен тапхăрĕчченех пулса кайнине палăртать.

Ниме йăли паянчченех сыхланнине пуринчен ытла çурт-йĕр е строительство ытти объекчĕ çĕклес ĕçре сăнатпăр. Сăмахран, нумаях пулмасть Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхалĕнче 30-40 çын пухăнса пӳрт стенисене хăпартнине курнăччĕ. Ĕлĕкрех вара вăрмана йывăç кăларма каяссине, пура тăвассине, кĕпер е каçă янтăлассине, уя тислĕк кăларассине… — тĕрлĕ ĕçе пĕрле пухăнса майлаштарнă. Нимене йыхравлама ятарлă çынна çирĕплетнĕ. Вăл лаша кӳлсе урамсем тăрăх çӳренĕ. Хăйĕн умне ал шăлли çакнă, урапа çине ялав вырнаçтарнă. Юрри те пулнă ĕçлеме чĕне-кенĕн. Сăмахĕсем пурнăçпа, çут çанталăкпа çыхăннă. Арçынсем уйрăм пухăннă тăк хĕрарăмсен хăйсен ними те пулнă: тăла пусни, хур тирпейлени, пир шуратни, сӳс тӳни… <...>

Ирина ИВАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.