«Хресчен сасси» 22 (2860) № 16.06.2021

16 Июн, 2021

Ĕçпе, юрăпа çĕклер вăй-хала

Акатуй — çурхи ака-суха ĕçĕсене халалланă наци уявĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан ырă йăла-йĕрке ватти-вĕттине, тĕрлĕ професси çыннине пĕрлештерет. Хресчен ĕçне хисеплеме, спортпа, искусствăпа туслашма пулăшать. Иртнĕ канмалли кунсенче республикăри чылай районта Акатуй кĕрлерĕ. Хĕрлĕ Чутай, Тăвай районĕсенче иртнĕ ĕçпе юрă, спорт уявĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, яваплă ытти çын хутшăнчĕç.

Хĕрлĕ Чутай сали ирхине ирех илемлĕ кĕвĕпе, савăнăçлă шăв-шавпа тулчĕ. Суту-илӳ ярмăркки ĕçлерĕ. Ял тăрăхĕсем, вĕрентӳ учрежденийĕсем хăйсен «кил картийĕсенче» хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, наци апат-çимĕçĕпе сăйларĕç. Уява хутшăнакансем валли «Маттур-çке, Чутай ен!» алă ăстисен курав-ярмăрккине йĕркеленĕ.

— Акатуй чăваш йăли-йĕркипе иртет. Ăна çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн, пулас тухăç ăнăçлă çитĕнтĕр тесе йĕркелеççĕ. Уява ирттерме тата йăлана пăхăнма пире аслă ăрăвăн халалĕ пулăшать. Пирĕн ăна пурнăçа кĕртмеллех тесе шухăшлатăп, — палăртрĕ Олег Николаев.
Акатуй кăçал Раççей кунĕпе пĕр вăхăтра килнĕрен чылай районта икĕ пĕлтерĕшлĕ уява пĕрле палăртрĕç. Çавăнпа сцена çинче Раççей Федерацийĕн гимнĕпе пĕрлех çĕр ĕçченĕн «Алран кайми аки-сухи» юрă та мăнаçлăн янăрарĕç.

— Паян — Раççей кунĕ. Хăш наци çынни, мĕнле тĕне ĕненнине, ăçта пурăннине пăхмасăр эпир пĕрле савăнатпăр, хамăр аслă çĕршывăн историйĕпе мăнаçланатпăр, малашлăха палăртатпăр. Пирĕн хамăрăн йăла-йĕркене упрамалла, хамăр вăя шанмалла, ĕмĕтсене пурнăçа кĕртмелле, малалла çирĕп утмалла. Чăваш йăлине, нимене, тĕпе хурса пĕрле ĕçлесен эпир тата вăйлăрах пулатпăр, тĕллевсем патне хăвăртрах çитетпĕр, — терĕ регион ертӳçи.

Хăнасем Хĕрлĕ Чутайсен йăли-йĕркипе, алă ĕçĕсемпе хаваспах паллашрĕç. «Кил картисен» хуçисем вĕсене юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Çĕр ĕçченĕсен савăнма сăлтавĕ пур. Кăçал çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçленĕ. Акнă-лартнă лаптăксем 9205 гектар йышăннă. Çав шутра пĕрчĕллĕ культурăсем — 5188 гектар /иртнĕ çулхин 119%/. Çĕр улмипе пахча çимĕç — 19,5 гектар. Кăçалхи ултă уйăхра элита вăрлăх — 161, минерал удобренийĕ 327 тонна туяннă. Çулталăк пуçланнăранпа ял хуçалăх техники 43,54 млн тенкĕлĕх илнĕ е пĕлтĕрхинчен 1,8 хутчен пысăкрах.

Уявра хастар ĕçченсене чысланипе пĕрлех 14 çул тултарнă яш-кĕрĕмпе хĕр- упраçа паспортсем пачĕç. Спорта кăмăллакансем вăй-халне тĕрлĕ ăмăртура тĕрĕслерĕç. <...>

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   


Шартлама сивĕ çул

Патăрьел районĕнчи Упамсари Анна Степанова Сăр тăрăхне окоп чавнă çĕре хăй ирĕкĕпе кайнă. Ун чухне вăл 14 çул тултарса 15-е кайнă хĕрача çеç пулнă. Сăмах май, Сăр тата Хусан тăрăхĕсенче хӳтĕлев чиккисем тунă çĕре хутшăннисенчен 70 проценчĕ хĕрсемпе хĕрарăмсем пулнă.

«Çăкăр чĕлли те шăнатчĕ»

— Окоп чавма аттепе аннене иккĕшне ярасшăн пулнă. Кил хуçалăха тытса пыма мана, пĕччене, йывăр лекет тесе анне вырăнне хам ĕçлеме каяс терĕм. Пӳ-сирен тĕреклĕччĕ эпĕ. Атте çумра пулни те инçе çула тухма хăратмарĕ. Вилнĕ тăванăмăрсене кĕркунне асăнмалли кун икерчĕ пĕçерсе çинĕ хыççăн, кăнтăрла сулăнсан, окоп чавма каякансене пĕр çĕре пуçтарчĕç. Ялтан 50 ытла лаша, 100 ытла çын тухса кайрăмăр, — тесе аса илет Анна Михайловна иртнĕ кунĕсене.

Кĕрхи кун хăвăрт тĕттĕмленет. Ушкăн пĕрремĕш кунхине Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçе хваттере кĕнĕ. Тепĕр кунне вăрманти картунта хӳтлĕх тупнă. Çав кун талăкĕпех çумăр лӳшкесе çунă. Ĕшеннĕ, йĕпеннĕ çынсем ăшăнас тата типĕнес тесе кăмака çывăхĕнче ларса çĕр ирттернĕ. Пылчăк тăрăх утса ывăннă лашасене те ирĕке ярса кантарнă. Ирпе каллех çула тухнă. Хĕвел анаспа тинех Упамсаран кайнă ушкăн Сăр хĕрне çитнĕ. Сурски Майдан тĕлĕнчи кĕпер урлă каçса Кладбищи ялĕнче /Улатăр районĕнчи Междуречье ялĕ 1962 çулччен çак ятпа пулнă/ вĕсене килсем тăрăх салатнă. Анна Степанова ашшĕпе, куккăшĕпе тата аппăшĕпе пĕрле пĕр çуртра пурăннă.

Ирхине пурне те вăрмана илсе кайнă. Арçынсем йывăç касма, хĕрсемпе хĕрарăмсем çĕр чавма пикеннĕ. Кун каçа ĕçлесе ывăннă çынсен выртмалли хӳтлĕх те пулманран кăвайт чĕртсе ун умĕнче ларнă. Тепĕр кунне тавралăх шурă юрпа витĕннĕ. Ĕçлекенсене ку пачах та савăнтарман. Пĕрре — сивĕ, тепре — выçă тата лашасене çитерме те апат пулман.
— Вăрманта 1-2 кун ĕçленĕ хыççăн аттепе киле таврăнтăмăр. Лашана çар комиссариатне комиссие илсе каймаллаччĕ. Эпир колхоза кĕменччĕ, çавăнпа хамăр ут тытнă. Мана нумай тăратмарĕç, ялти тепĕр 6 хĕрарăмпа пĕрле кутамкка çакса каллех окоп чавма кайрăмăр. Эпир çитнĕ тĕле чавнă шăтăка пура вырнаçтарса çĕр пӳрт тунăччĕ, пусă алтнăччĕ. Апата тулта хатĕрлемеллеччĕ. Килтен илсе килнĕ çĕр улмине пĕçерсе çирĕмĕр те канма выртрăмăр. Тепĕр кунне ирхине ирех Сăр хĕрне ыттисемпе пĕрле ĕçлеме кайрăм. Хĕрсемпе хĕрарăмсем çĕр чаваççĕ, арçынсем пура пуралаççĕ. Кайран ăна эпир тунă шăтăка кĕртсе лартрĕç. Ан куçтăр тесе айккине чул турттарса килсе тăнккарĕç. Тăррине 6 метр çурăллă, 40 сантиметр хулăнăш пĕренесем хучĕç. Тăпрапа курăнмалла мар витрĕç. Çакăн пек тума вĕрентсе тăраканни вырăс пулнă имĕш. Эпĕ хам ăна курман.
Сăр хĕррипе виçĕ метр çӳллĕш стена туса пынă. Вăйлăраххисем шăннă çĕре вататчĕç, эпир тăпра муклашкисене йăтаттăмăр, — аса илĕвне малалла тăсрĕ ватă.

1941 çулта хĕл питĕ сивĕ килнине истори страницисенчен лайăх пĕлетпĕр. Вăрçăра çапăçакансене кăна мар, тылрисене те çăмăл пулман. Сăр тăрăхĕнче хӳтĕлев чиккисем тунă çĕрте вăй хуракан арçынсем ирхине ĕçе пуçăниччен кăвайт чĕртсе лумсене ăшăтнă, унсăрăн алса витĕр те сивĕ çапнă. Çĕр пӳртре ирлĕ-каçлă хăйсем хатĕрленĕ апата çинĕ пулсан, кăнтăрла валли çăкăр татăкĕ чиксе кайнă. Кĕсьене хурсан вăл шăнса чул пек хытса ларнă, ирĕксĕрех ăна патака тирсе вут çинче тытма тивнĕ. Каярах ăслăланса çитнĕ — хĕве чикнĕ. Ăшă тумтир пирки нумайăшĕ ĕмĕтленнĕ çеç. Ĕçлекенсенчен ытларахăшĕн уринче чăлхапа çăпата пулнă, аллинче вара — çĕтĕлнĕ алса. Нимĕнпе те улăштармалли пулманран ирпе те, каçхине те — пĕр тум.

— Эпĕ тăхăнмалли тумтир пĕр сий илсе кайнă та çавăнпах çӳренĕ. Каçпа çывăрма выртсан та вĕсене хывман. Барака вутпа ăшăтса тăраканни Михаил Волковчĕ, унăн хĕрĕ те пирĕнпе пĕрле ĕçлетчĕ. Вĕсен кăçатăпа тăлăп та пурччĕ. Ашшĕ апат та пĕçерсе хуратчĕ. Эпир хамăр хатĕрленĕ. Апат-çимĕçе килтен парса яратчĕç. Лашаллисем Кладбищи ялĕнче пурăнатчĕç. Колхоз утсем валли утă-улăм турттарса килетчĕ. Вĕсем валли çимелли илсе килнĕ чухне ялтан миххе апат-çимĕç — çĕр улми, çăкăр, çу... — тултарса янă. Хутаçсем камăн пулнине пĕлме паллă тăватчĕç. Пĕринче çапла ман валли анне нимĕн те хурса яман. Çимелли йăлтах пĕтрĕ, хырăм выçать. Тăватă ачаллă хĕрарăм та ман пекех выçăччĕ. Хамăрăн аслине каларăмăр та вара çăнăх илсе килсе пачĕ. Вăл хальхи пек шурă марччĕ. Çавна вĕри шывпа пĕçерсе çирĕмĕр. «Çакăнта шăратнă çу пулсан кăшт тутлăрах пулатчĕ те вĕт», — терĕм. «Çу пирки калатăн, арпа лаççи тулса пултăр», — терĕ вăл. Ирлĕ-каçлă çăнăх лăканă шӳрпене çинĕ пулсан кăнтăрла выçах тăнă.

Сивĕсем пуçлансан пусăри шыв та шăнатчĕ. Нушаллăччĕ пурнăç, мĕнле кăна чăтнă-ши? Пӳртрен мачча витĕр ăшă тухнипе стена тăрăх шыв юхатчĕ, вăл пăрланса ларатчĕ. Чирлекенсем те йышлăччĕ, вĕсене вара стрептомицин тата аспирин паратчĕç, — тет ĕç ветеранĕ. <...>

Ольга ПАВЛОВА. Патăрьел районĕ.

♦   ♦   ♦


Ял-йыш манмасть унăн ятне

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа кăçал 80 çул çитет. Аверьян Тихоновшăн фронт çулĕ çав тери вăрăм пулнă.

Вăл 1922 çулта Вăрмар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ йывăр пулнă: ашшĕнчен — 3 çулта, амăшĕнчен 9-та тăлăха юлнă. Шкул хыççăн пĕр вăхăт «Хĕрлĕ Кĕтне» колхозра ĕçленĕ.

1941 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче вăл Хĕрлĕ çар ретне тăнă. Часах Совет çĕршывне фашистла Германи тапăнса кĕнĕ. Пирĕн ентеш вăрçă çулĕпе вĕçне çитиччен утса тухнă. Вăл 38-мĕш армин йывăр танксен 42-мĕш Смоленск гварди бригадин разведка ротинче бронетранспортер пулеметчикĕ, танкист-разведчик пулса çапăçнă. Шăпа ăна ăçта кăна илсе çитермен? Мĕн кăна курман вăл?

1941 çулта Мускавран пуçласа Воронежа хӳтĕленĕ çĕрте, 1942 çулта Донбасра, Валуйск тата Россошанск çывăхĕсенче, 1943 çулхи августра Белгородпа Харьков патĕнчи наступленире, сентябрьте Днепр юхан шывĕ патĕнчи çапăçусенче, 1945 çулхи январь-февральте Хĕвел анăç Карпатри насту-пленире, май уйăхĕнче Прагăна ирĕке кăларнă çĕрте тата ытти тытăçура хастарлăх кăтартнă. Командирсем çырса хатĕрленĕ награда хучĕсене алла илнĕ май ентешĕн паттăр ĕçĕсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăраççĕ: 1943 çулхи августăн 10-мĕшĕнче Староселье çывăхĕнче танксем наступление куçнă вăхăтра хаяр та хăрушă çапăçусем пынă. Командованипе танксен хушшинчи çыхăну татăлнă. Тăшман татти-сыпписĕр персе тăнине пăхмасăр Аверьян Тихонов командованин хушăвĕсене танк батальонĕсен командирĕсем патне вăхăтра çитерсе тăнă.
«Тихонов çапăçусенче хăйне паттăр разведчик пулнине кăтартнă. Тепле йывăр лару-тăрура та çĕтсе кайман, бригада командованин пĕтĕм хушăвĕсене вăхăтра пурнăçланă», — тенĕ разведка взвочĕн командирĕ Ступанов награда хучĕ çине.

1944 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнче Лобаны ялĕ çывăхĕнче фашистсен пулемечĕ вут-хĕм сирпĕтсе ларнă, пехотăна малалла кайма чăрмав кӳнĕ. Гварди ефрейторне Аверьян Тихонова çав пулемета тĕп тума хушнă. Вăл ял çывăхне хырăмпа шуса пынă, сиксе тăрса пулемета гранатăсемпе ывăта-ывăта тĕп тунă. Задание вăхăтра пурнăçланă. Çак паттăрлăхшăн ăна III степень Мухтав орденĕ панă. Тепĕр кунне, февралĕн 24-мĕшĕнче, танксем колоннăпа малалла куçнă чухне ăна пуçран амантнă. 22 çулти çамрăк санчаçра нумай тытăнса тăман, вăрçă хирне таврăннă. Вут-çулăм хирĕнче ентеш виçĕ хутчен аманнă. <...>

Галина МАТВЕЕВА. Вăрмар районĕ.

♦   ♦   ♦


Историе пĕлмен халăхăн пуласлăхĕ çук

Муркаш районĕ истори вырăнĕсемпе, паллă пулăмсемпе пуян. Çав шутра Шурча вăрçине те асăнмасăр иртеймĕн. Нумаях пулмасть районти тавра пĕлӳçĕсем ку тăрăхри паллă вырăнсене çитсе курчĕç, Вячеслав Мартыновăн «Шурча: пулăмсем тата çынсем» кĕнекине хакларĕç.

Унта Муркаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ, Муркаш районĕн ентешлĕхĕн ертӳçи Владимир Тяпкин, яваплă ытти çын хутшăнчĕç. Тавра пĕлӳçĕсем малтанах Шурча вăрçи пулнă вырăнта пулчĕç. Унтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, Шурча пăлхавĕнче пуç хунисене асăнса лартнă палăксем умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Чăваш нацин ăслăлăхпа ӳнер академийĕн президенчĕ Евгений Ерагин ку тăрăхри Шурча вăрçи пирки анлăн çутатса пачĕ. Кивĕ стильпе Шурча вăрçи 1842 çулхи майăн 19-20-мĕшĕсенче пулса иртнĕ, çĕннипе — майăн 31 — июнĕн 1-мĕшĕсенче. Мĕнрен пуçланнă пăлхав? 1827 çулта çĕршывра çĕнĕ йĕрке кĕртнĕ — «халăхпа сухаланă çĕр». Хресченсен чи лайăх çĕрĕсене туртса илнĕ, анчах вĕсене халăхпа пĕрле сухаласа акнă. Пуçтарса илнĕ тухăçа йăлтах тĕп хулана, патша валли ăсатнă. Ялта лару-тăру ахаль те йывăр пулнă. Тухăçсăр çулсем пӳлмесене пушатса хăварнă. Çитменнине, 1832, 1838, 1841, 1843 çулсен-че выçлăх алхаснă. Вăл чылай çын пурнăçне татнă, нумайăшĕ çĕрне, пур-çук пурлăхне сутса хулана тухса кайнă. Çĕнĕлĕхе çынсем хирĕçлесе йышăннă. Ялсенче пăлхавсем пуçланнă. 1842 çулта Шурча салинче /вăл тапхăрта Козьмодемьянск вулăсĕ/ 8 пин хресчен пуçтарăннă. Аллисенче — пуртă, сенĕк, çава, чукмар. Вĕсене опытлă çынсем — 1812 çулхи вăрçăра Наполеона хирĕç çапăçнисем — ертсе пынă. <...>

Александр МАКАРОВ. Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.