«Хресчен сасси» 21 (2859) № 09.06.2021

9 Июн, 2021

Малашлăха çул уçать

Раççейри «Фермер шкулĕнчен» иккĕмĕш тапхăрпа вĕренсе тухнисене телекĕпер урлă РФ ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Оксана Лут, Раççей ял хуçалăх банкĕн правленийĕн председателĕ Борис Листов саламланă. Чăваш патшалăх аграри университетĕнче «Свое» ял хуçалăх апат-çимĕç фончĕн «Фермер гранчĕ» конкурсра çĕнтернисене те чысланă.

Кăçал «Фермер шкулĕ» вĕрентӳ проектне çĕршыври 15 регион хутшăннă. Проект вара пĕлĕве ӳстерме, тăкаксене чакарса ĕç-хĕле тупăшлă йĕркелеме, çĕнĕ производство уçма майсем туса парать.

«Фермер шкулĕ» Раççей ял хуçалăх министерствин, регионсен, аслă шкулсен, пысăк бизнеспа фермерсен АПК валли кадрсем хатĕрлемелли майсене пĕрлештермелли пĕрремĕш площадка шутланать. Виçĕ уйăхлăх курсра вĕренме çĕршыври 352 çынна суйласа илнĕ. Вĕсем пурĕ 17 специальноçпа пĕлĕвне ӳстерме пултарнă: кайăк-кĕшĕк, пыл хурчĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, теплицăра пахча çимĕç туса илесси, сыр хатĕрлесе кăларасси, ӳсен-тăран çитĕнтересси тата ыт.те. Проект хута кайнăранпа «Фермер шкулĕнче» 460 çын пĕлĕвне ӳстернĕ. Çав шутра Чăваш Енре — 22-ĕн.

Теорие ăса хывнипе пĕрлех ял бизнесне аталантаракансем республикăри тата ун тулашĕнчи паллă предприятисенче, фермер хуçалăхĕсенче пулса ĕç-хĕлĕпе паллашнă, бизнес-проектсем хатĕрлесе ятарлă комисси умĕнче хӳтĕленĕ. <...>

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

♦   ♦   


Ăс патăр ватти, вăй патăр яшши…

«Хресчен сасси» хаçат ĕçченĕсем Патăрьел районĕнчи АПК ветеранĕсемпе тĕл пулчĕç. Малтанах хаçатăн ĕç-хĕлĕ, кун-çулĕ çинчен сăмах хускатрĕç, каярахпа вара аслă ăрури çынсем хăйсен пĕрлĕхĕ çинчен каласа кăтартрĕç.

Çирĕп гварди

Асăннă пĕрлĕх 2012 çулта йĕркеленнĕ. Ăна çав çултанпах Минегали Хафизов ертсе пырать. Сăмах май, вăл чылай çул районти ял хуçалăх управленийĕн ертӳçинче тăрăшнă, Жданов ячĕллĕ хуçалăхра колхоз председателĕнче вăй хунă.

«Пĕрремĕш ларăва виçĕ çынпа ирттертĕмĕр, — аса илет иртнине ертӳçĕ. — Халĕ вара пирĕн йышра 32 çын. Союза кĕрес текен татах пур, анчах эпир чи хастаррисене, пултаруллисене илетпĕр. Заявленисене тĕплĕн пăхса тухатпăр».

Чăн та, Патăрьелсем паттăр халăх пулни калаçуранах палăрчĕ. Аслă ăру çыннисем пухусене, ларусене калаçу шайĕнче çеç ирттермеççĕ, вĕсене районти пуçлăхсене чĕнеççĕ, тĕрлĕ ыйту сӳтсе яваççĕ. Иртнĕ ларура акă 5 çын волонтерсен йышне кĕнĕ.

«Арканнă хуçалăхсен пурлăхĕсене шута илсе аукцион урлă сутма май турăмăр. Паллах, хуçасăр объектсене питех хаклăпа сутаймăн, çапах та укçа-тенкĕ бюджета кайтăр тесе тăрăшрăмăр. Мĕншĕн тесен халăх вăйĕпе тунăскерсене вăрласа пĕтерчĕç темелле. Çакăншăн пирĕн чун ыратать. Сăмахран, эпĕ 8 çул хуçалăха ертсе пытăм. Çак вăхăтра халăхпа пĕрле 45 объект тунă. Вĕсен шутĕнчех 400 вырăнлă культура керменĕ, ача сачĕ, производство объекчĕсем. Халĕ вĕсенчен культура çурчĕпе ача сачĕ çеç юлнă. Ыттисене сутнă, вăрланă, кирпĕч таран сӳтсе илсе кайнă. Чуна ыраттаракан ӳкерчĕк. Çивĕч çак ыйтуран пуçларăмăр та хамăр ĕçе», — тăсăлчĕ калаçу çăмхи.

АПК ветеранĕсем пĕлтернĕ тăрăх, республикăра вăрçă ачисем çинчен калакан пуçарăва чи малтан вĕсем тунă. «Ку ыйтăва ларура пăхса тухрăмăр, ялсенче пурăнакан вăрçă ачисен списокне хатĕрлерĕмĕр, — каласа парать пĕрлĕх ертӳçин заместителĕ Тальгат Шакуров. — Каярахпа çак ыйтупа республикăри ветерансен канашне тухрăмăр, унтан — Республика Пуçлăхĕ патне. Пирĕн ый-тăва пурнăçа кĕртнĕшĕн ЧР Пуçлăхне Олег Николаева тав тăватпăр». Районти 3 пин вăрçă ветеранĕнчен 60 проценчĕ удостоверение илнĕ. Килтен тухса çӳрейменнисемшĕн асăннă документа ачисем те илме пултараççĕ.

Çĕрсем усăсăр выртни те АПК ветеранĕсене канăç памасть. Çавăн пекех вĕсем халĕ ял хуçалăхĕнче чылай çул ĕçленĕ çынсен ячĕпе асăну хăмисем вырнаçтараççĕ. Сумлă çак ĕçе пуçăннă та ĕнтĕ. Акă Тăрăнра пурăннă Алексей Васильев ячĕпе ăна хатĕрлесе чыслă лару-тăрура уçнă. Çитес вăхăтрах Жданов ячĕллĕ колхоз ертӳçинче тăрăшнă Небиулла Валитов ячĕпе пулĕ вăл.

Асăннă пĕрлĕхе камсем кĕреççĕ-ха? Ушкăнри 32 çынран 11-шĕ агроном, 6-шĕ инженер, 4-шĕ зоотехник, 15-шĕ хуçалăх ертӳçи, 7-шĕ район администрацийĕн ĕçченĕсем… Пĕтĕмлетсе каласан, пĕр çыннăнах 3-4 професси. Апла тăк ку йыша çирĕп гварди темелле. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Ăсталăх пĕлекен çăкăрсăр лармасть

Чăваш Енре кăçал пуçласа «Эпĕ — хĕрарăм» конкурс иртет. Ăна республикăри Хĕрарăмсен канашĕ тата «Пĕрле» аталану фончĕ йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ — пурнăçра хĕрарăм ятне çӳле çĕклесси, унăн ĕç-хĕлне, пултарулăхне кăтартасси.

Конкурса тĕрлĕ сферăра ĕçлекен хĕрарăмсем хутшăнаççĕ. Вĕсемшĕн интернетра сасăлав пуçланнă ĕнтĕ. Вăл июнĕн 16-мĕшĕнче вĕçленет. Çĕнтерӳçĕсене вара июнĕн 24-мĕшĕнче чыслаççĕ.

Ĕçре те, спортра та

Асăннă конкурса Вăрмар районĕнчи Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Авакова та хутшăнать. «Вĕрентекен пулмах çуралнă вăл, — теççĕ ун пирки ĕçтешĕсем. — Унăн кашни сăмахĕ вырăнлă, пĕлтерĕшлĕ». Паллах, Надежда Юрьевна çак хисепе ĕçри çитĕнĕвĕсемпе, пултарулăхĕпе тивĕçнĕ. Спортра та маттур вăл. Районти ăмăртусене час-часах хутшăнать: хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çулла çăмăл атлетикăра вăй виçет. Хăй çулĕнчи ăмăртуçăсен хушшинче яланах малти вырăнсене çĕнсе илет. Çапла ят-сума хастарлăхĕпе, маттурлăхĕпе çирĕплетет. Ахальтен мар ачасем те кăмăллаççĕ ăна, ашшĕ-амăшĕ те хисеплет. Ялта е шкулта концерт-спектакль кăтартас пулсан та хирĕçлемест. Ку енĕпе те пултарулăх пур унăн. «Конкурссене, ăмăртусене хутшăнмасан пурнăç ахаль иртнĕн туйăнать, — тет вăл. — Ыттисен ĕç опычĕпе паллашни мĕне тăрать? Пĕр-пĕринчен вĕренни кирлех».

Надежда Юрьевна кăçал «Самый классный классный» районти конкурсра çĕнтерсе республика шайĕпе иртекеннине хутшăнма тивĕçнĕ. Çулсеренех вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ йĕркелекен «Чăваш чĕлхипе тата литературипе иртекен чи лайăх урок. Урок тата класс тулашĕнчи мероприяти хатĕрлевĕ» конкурса хутшăнса çĕнтерет. Чăваш, Тутар, Мордва республикисен хушшинче иртекен «Уçă урок» фестивальте иртнĕ çул II степень диплома тивĕçнĕ. Регионсен хушшинче иртнĕ «Чăваш сăмахĕн çӳпçи» конкурсра 2020 çулта çĕнтерӳçĕ ятне илнĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, унăн çитĕнĕвĕсене пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Анчах та 2009 çулта Раççей грантне тивĕçнине вара манма юрамастех. Сумлă çак ята илме виçĕ хутчен «кĕрешĕве» тухнă вĕрентекен. Юлашкинчен ăна парăнтарнах.

Вĕрентекене кура — вĕренекенĕ

Надежда Аваковăн тепĕр ырă енне асăнмасăр иртме май çук. Тĕпчев ĕçĕсем çырас пулсан литературăпа çеç усă курмасть, вырăна тухса тĕпчет, çак ĕçе ачасене те явăçтарать. Унсăр пуçне вăл вĕрентекенсен хушшинче виçĕ регион (Тутарстан, Чăваш Ен, Мари Эл) ирттерекен туристсен слетне хутшăнать. Кавалсем унта пĕрре мар малти вырăна тухнă.
Пултаруллă учителĕн ачисем те хастар. Вĕсем те çитĕнĕвĕсемпе савăнтараççĕ. <...>

Валентина МАКСИМОВА.

♦   ♦   ♦


Вутра та çунман…

1919-1931 çулсенче пирĕн Хурăнкасси ялне те коллективизаци хумĕ пырса çапнă. Ĕçчен, ура çинче çирĕпрех тăракан хресченсем «кулаксем» пулса тăнă.

Çав шутра Петр Игнатьев тимĕрçĕ, катка-пичке ăсталакан Игнатий Кириллов, çĕр ĕçченĕ Яков Моисеев, Шашкартан лашипе курăс турттарса чăпта çаптаракан Павел Иванов. Виççĕшĕн те çил арманĕсем пулнă. Анчах пĕри те тарçă тытман, ят çĕрĕсем те ытти çыннăнни пекех пулнă. Иртен пуçласа каçчен тар кăларса ĕçленĕ вĕсем, пурнăçа лайăхлатма тăрăшнă. Ялта ятлă-сумлă шутланнă. Çĕршывра лару-тăру улшăнсан кил хуçалăхĕсене çирĕп тытса пыраканскерсене кулаксен йышне кĕртнĕ. Тăваттăшне те арестлесе çемйипех ссылкăна ăсатнă.

Эпĕ астăвасса Петр Игнатьев пирĕнтен инçех мар, виçĕ кил урлă, пурăнатчĕ. Вăл тапхăрта ялта нумайăшĕн çурт-йĕрне улăм витнĕ. Петр Игнатьев питĕ пултаруллă тимĕрçĕ пулнă. Ăста пирки таврари ялсенче те пĕлнĕ. Хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, пултарулăхĕпе пӳрт тăррине хĕç тимĕр витме пултарнă.

Синкерлĕ 1930-мĕш çулсенче ялти «активистсем» тăрăшнипе Петр Игнатьева «кулак» тесе Çĕпĕре ăсатнă. Тăван килĕнчен хăваласа кăларнă, лаçпа арманне туртса илнĕ. Тар кăларса туса лартнă çуртне пĕр «активистăн» юлхав шăллĕпе арăмĕ пырса вырнаçнă. Петр Игнатьевăн 4 хĕрпе 2 ывăл пулнă. Аслă хĕрĕ Александра 1926 çулта Йӳçкассине качча тухнă. Çавăнпа вăл репрессирен хăтăлнă.

Игнатьевсен чи кĕçĕн ачи Христина 5 уйăхра кăна пулнă. Вĕсене çемйипех Çĕпĕре ăсатмашкăн станцие çитиччен лашапа илсе кайнă. Ятман ялне çитсен ашшĕ-амăшĕ пĕчĕк хĕрне тăванĕ патне усрава парса хăварнă. Ахăртнех, пепки вăрăм çула чăтаймасран хăранă. Çапла Христина çывăх çыннисенчен яланлăхах уйрăлнă, вĕсене юлашки хут курса юлнă. Тăванĕсем патĕнчех çитĕннĕ вăл. Хĕр шутне кĕрсен Вăрманкас Сурăм каччипе çемье çавăрнă. Ĕçченскерсем çирĕп çурт-йĕр, хуралтăсем лартнă, ачисене пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă. Христина Петровна 96 çула çитрĕ ĕнтĕ. Мăшăрĕ тахçанах пурнăçран уйрăлнă.

Игнатьевсен тепĕр хĕрĕ Нина репрессичченех леснике качча кайнă. Вĕсем мăшăрĕпе 4 ачана пурнăç парнеленĕ, анчах иккĕшĕ вăхăтсăр вилнĕ. Ытти ачи те ĕçĕ-хĕлне вăрманпа çыхăнтарнă.

Шел, çул çитмен Михаилпа Терентий ывăлĕсене те ашшĕ-амăшĕн шăпи кĕтнĕ. Вĕсен Çĕпĕре тухса кайма тивнĕ. Терентий каярахпа Çĕпĕртен Йӳçкассинче пурăнакан аппăшĕ патне таврăннă. Нумай та пурăнайман, ăна Амур çинчи Комсомольск хулине çĕклеме кăларса янă. Унтанах вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă. Вут-çулăм хирĕнчен таврăнайман, çавăнтах пуç хунă.

Михаила та Çĕпĕртенех фронта янă. 1943 çулта Хурăнкассине сылтăм хулне çухатса таврăннă. Ялта вĕсен пӳртне пăсман. Унта колхозра ĕçлекенсем валли çăкăр пĕçернĕ. Çу кунĕсенче çуртра столовăй уçнă. Михаил Игнатьева хăйĕн килĕнче пурăнма ирĕк панă. Вăл Элĕк районĕнчи Мăн Шĕвĕшри хăй пек ĕçчен хĕрпе Аннăпа çемье çавăрнă. Шел, пĕрремĕш ачи пурнăçран часах уйрăлнă. Текех пепке кĕтсе илеймен вĕсем. <...>

Илья ЯКОВЛЕВ. Муркаш районĕ.

♦   ♦   ♦


«Эпир тÿснĕ нушана никам та ан куртăр»

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет. Сăр чикки Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр тăрăхĕсемпе иртнĕ, Ульяновск облаçне çитичченех тăсăлнă.

«Вĕсем окоп чавнă», — тесе калама кăна çăмăл. Мĕнлерех йывăр пулнине çакăнта ĕçленисем çеç питĕ лайăх пĕлеççĕ. Пĕве кĕнĕ хĕрсемпе каччăсен, хĕрарăмсемпе тылра юлнă арçынсен алла кĕреçе, лум, киркка тытса 40 градуслă шартлама сивĕре окоп чавма тивнĕ. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальте пурăнакансем те çак йышра пулнă. Анна Григорьевăна та ку шăпа тивнĕ.

Вăрçă çулĕсене аса илсен халĕ те куçĕ шывланать. Ытла та тарăн йĕр хăварнă вăл унăн пурнăçĕнче. Улатăр районне окоп чавма илсе кайнă чухне Анна аппа 16 çулта çеç пулнă.

— Окоп чавма ялтан нумаййăн кайрăмăр. Манпа пĕрле хамăн йĕкĕреш хăраххи Петя та пычĕ. Кутамккасене пăртак апат чикрĕмĕр, ыттине колхоз илсе çитерчĕ. Пирĕнпе пĕр çулти хăш-пĕр хĕр хăйсем вырăнне амăшĕсене янăччĕ. Вĕсене ватă, ĕçлеймеççĕ тесе йышăнмарĕç, ачисене чĕнсе илчĕç. Сăр хĕррине çитсен хваттере вырнаçрăмăр. Пĕр пÿртре 4-5 хĕрччĕ. Пирĕн кил хуçисем ватăччĕ, çавăнпа пире вăрмана кайса вутă илсе килме каларĕç. Кăмака хутма та кирлĕ-çке? Апата черетпе пĕçереттĕмĕр те ĕçленĕ çĕре илсе каяттăмăр. Хăшĕ-пĕри апат патне те пырса курманнипе ним тума та пĕлместчĕç, çăкăрĕсем те пашалу пек çеç пулатчĕç? Вĕрентрĕмĕр весене, — каласа парать Анна Матвеевна.

— Пите тăм илетчĕ, алă шăнса кÿтетчĕ. Тăпра хытă шăннăран кашни сантиметра лумпа пĕтĕм вăйран таккаттăмăр, кĕреçепе ывăтаттăмăр. Метр çурă тарăнăш чавмаллаччĕ. Урара

— тăлапа çавăрса çыхнă çăпата. Окоп чавакансене тăхăнмалли паман, йăлтах хамăрăн пулнă. Аттен вăрăм кĕрĕкĕ пурччĕ, мана çавăнтан Микула тете арăмĕ (вăл çĕвĕçчĕ) пиншак çĕлесе пачĕ. Вăл ăшăччĕ, çил те витĕр ямастчĕ. Çăпатасем час-час çĕтĕлетчĕç, вĕсене ялан ылмаштармаллаччĕ. Хушăран киле тумтир улăштарма, апат илкелеме яркалатчĕç.

Кашни кун норма тултарма 3-5 метр çĕр уйăрса паратчĕç. Пĕр йĕрпе кăна чавмалла марччĕ, шăтăксене унта-кунта тумаллаччĕ. Алсиш хăвăрт йĕпенетчĕ. Кăвайт чĕртсе ун умĕнче тăрса кăштах типĕтеттĕмĕр те каллех ĕçе пикенеттĕмĕр. Сĕм çĕрлечченех тăрăшнă. Никам та пăрахса кайман, нимĕçсем çывхарасран хăраса пурте канмасăр тар тăкнă. <...>

Нина ПАВЛОВА, Нăрваш Шăхальти вăтам шкул вĕрентекенĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.