Тантăш № 20 (4739) 03.06.2021

3 Июн, 2021

Кандидат ятне тивĕçме ĕмĕтленет

Медальсен шучĕ унăн 60 ытла, портфолиора та диплом, хисеп хучĕ туллиех. Çăмăл атлетикăпа туслă яш юлташĕсемшĕн, пĕрле вĕренекенсемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăрать. Кĕçĕн классенчи арçын ачасем те ун çине çиçекен куçпа пăхаççĕ, алă тытса сывлăх сунма май килсен савăнаççĕ. Сăмах Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕнчи 11-мĕш класран вĕренсе тухакан Саша Алексеев пирки пырать.

«Вăя финиша çитме перекетлемелле»

Арçын ачан спортри пултарулăхне чи малтанах физкультура вĕрентекенĕ Александр Сергеев асăрханă, ăмăртусене илсе çӳреме тытăннă. Кăмăл çирĕплĕхĕпе, лартнă тĕллеве пурнăçлама пĕлнипе палăракан Саша кĕçĕнрех чухне район шайĕнчи тупăшусенче малти вырăнсене тивĕçнĕ, ас-лăрах классенче республика, Атăлçи тăрăхĕнчи ăмăртусенчен медальсемпе, дипломсемпе таврăнма тытăннă. Пĕлтĕр вăл Атăлçире мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура 3-мĕш пулнă, кăçал Раççей шайĕнче призерсен йышне кĕнĕ. Ку — 17 çулти çамрăкшăн та, вăл ăс пухакан шкулшăн та пĕлтерĕшлĕ пулăм.

Çитĕнӳ çул-йĕрĕн пĕрремĕш утăмĕсене кĕçĕн классенчех шырамалла. Пирвайхи тупăшăва лайăх астăвать Саша.

— 1-2-мĕш классенче вĕренекенсен хушшинче кросс иртнĕччĕ. Эпĕ, пĕрремĕшĕнче ăс пухаканскер, 500 метра 2-мĕш парăнтартăм. Çĕнтерӳçĕ ятне ун чухне 2-мĕш класра вĕренекен арçын ача тивĕçрĕ. Медаль парсан савăнтăм, — пĕрремĕш старта куç умне кăларчĕ каччă.

Саша ытларах вăтам дистанцисене чупма кăмăллать. 1-3 километр уншăн — шăл çемми. «Кĕскисем пулсах каймаççĕ», — тет вăл. Ăсталăха çухатас мар тесен тренировка ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Физкультура вĕрентекенĕ ăс панипе каччă хăш енĕпе ытларах ĕçлемеллине пĕлсе тăрать, ирсерен 6-шар километр чупать, каçхине сывлăха тата кĕлеткене çирĕплетекен хăнăхтарусене пурнăçлать. «Çут çанталăк пани», — тет вăл хăйĕн пултарулăхĕ пирки. Чи çывăх çыннисем — амăшĕпе кукамăшĕ — унăн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ, хавхалантараççĕ.

Сашăн çăмăл атлетикăри юратнă тĕсĕ — стипль. Ăмăртура спортсмен¬сен палăртнă дистанцие чупнă вăхăтрах чăрмавсене те парăнтармалла. Метр çӳллĕшĕнчен сиксе каçасси ансат мар. Саша вара чăрмавсене çăмăллăнах парăнтарать, лайăх кăтартусемпе палăрать. Пĕлтĕр вăл Раççейре мала тухассишĕн иртнĕ тупăшура малта пыракан вунă спортсмен йышне кĕнĕ, кăçал призер пулса тăнă.

— Пĕлтĕр старта тĕрĕс мар пуçларăм. Пирвайхи километрта вăя перекетлемелле, эпĕ вара вăйлă чупрăм, çавăнпа финиша çитнĕ çĕре вăй пĕтрĕ. Йăнăшсене шута илтĕм, кăçалхи тупăшура 3-мĕш пултăм. Çу кунĕсенче чăрмав урлă сиксе чупасси енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçласшăн. Иртнĕ ăмăртура 5 çеккунт çитмерĕ, — тет çирĕппĕн каччă.

Вера ШУМИЛОВА.


Летом скучать некогда

Наконец-то начались долгожданные летние каникулы. Наверное, этот момент ждут все школьники. У нас целых три месяца отдыха! За это время чего только не сделаешь: можно сĕездить в какие-нибудь города, познакомиться с разными людьми, можно целый день читать книги, заниматься спортом, гулять на свежем воздухе, встречаться с друзьями. Лишь бы было желание. Летом скучать некогда!

На этих летних каникулах у меня планов много. Но все карты раскрывать не стану, боюсь, что не сбудутся мои желания. Съездить в любимый город Чебоксары со всей семьей – это одно из моих желаний. Увидеть всю красоту города, вкусно поесть, прогуляться по Московской набережной, сходить в кино, в театр – и это еще не все, что я запланировала.

Конечно, я и по дому буду помогать. Мы с сестрой моем полы, помогаем родителям в огороде. Еще на каникулах гостим у бабушки с дедушкой. Не забываю заниматься и спортом. Я очень люблю теннис, волейбол, футбол. Самый любимый школьный предмет – это физкультура. Она мне дается легче остальных.

Валерия ФЕДОРОВА, Янтиковский район, Тенеево.


«Лашасене те утă-улăм çитместчĕ»

Телее, асаплă та хăрушă вăрçă пирки аслисенчен çеç пĕлетĕп. Унсăр пуçне киносенче курнă, кĕнекесенче вуланă. Çапах та вăл мĕн тери тискер те хăрушă пулнине ăнланма çакă та, ман шухăшпа, çителĕклĕ.

Туçа ял тăрăхĕнчи сакăр ялтан 1100 çын вăрçа тухса кайнă. Вĕсен шутĕнче — 18 хĕр. Пирĕн патри колхозсем фронта 300 пуç ытла лаша тата 5 автомашина ăсатнă.

Вăрçă пуçланнă çулхине, утă-çурла уйăхĕсенче, тĕрлĕ хуларан эвакуаципе пирĕн тăрăха вуншар çемье куçса килнĕ. Вĕсене ял çыннисем хваттере янă, май килнĕ таран чăлха-нускипе, апат-çимĕçпе тивĕçтернĕ. Колхоз çĕр улмипе, пахча çимĕçпе, çăнăх-кĕрпепе пулăшнă.

Арçынсем вăрçа кайсан колхозри тата кил хуçалăхĕнчи мĕн пур ĕç хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем çине тиеннĕ. Трактористсемпе комбайнерсене те этемлĕхĕн черчен çуррийĕ улăштарнă. Пирĕн Туçа тăрăхĕнче те чылай вĕсем. Тĕслĕхрен, Василиса Кузнецова, Евгения Петрова, Клавдия Журавлева, Ксения Шишкина, Татьяна Куданова. Ял халăхĕ тул çутăлнине хирте, ана çинче кĕтсе илнĕ, тар юхтарса тырă вырнă. Хĕллехи вăхăтра та тылри çынсен канлĕх пулман. Ĕçлекенсем çитменнипе кĕркунне авăн çапса пĕтереймен, хĕллене юлнă. 60- 70 килограмм таякан тырă миххисене кĕлете 13-15 çулти ачасемпе хĕрарăмсем пушатнă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе вĕсем ниме те пăхса тăман: çумăра та, йĕпе-сапана та, сивве те. Темле пулин те чăтнă, нăйкăшман. Колхоз лашисене фронта илсе кайнăран ака-суха вăхăтĕнче ирĕксĕрех ĕне-вăкăр кӳлнĕ.

Туçа тăрăхĕнчи колхозниксем «Сĕве-Чĕмпĕр» чукун çула тума та хутшăннă. Кашни колхозранах вунă-вун пилĕк çынран кая мар ĕçленĕ. Вăрман каснă çĕрте кашни çулах çĕр аллă – икçĕр çын вăй хунă.

Пĕве çитеймен ачасем вăхăта епле ирттернĕ-ши, вĕсен пурнăçĕ мĕнлерех пулнă-ши? Çакăн çинчен эпĕ хамăн мăн асаттерен ыйтса пĕлме шухăшларăм. Вăл ман çине тунсăхлăн пăхса илчĕ. Вăрçă пуçланнă чухне мăн асатте, Иван Остряков, вун виçĕ çулта пулнă. Акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл: «Ял пушанса юлчĕ. Хĕрарăмсемпе ватăсем тата ачасем çеçчĕ. Час-часах вăрмана çӳреттĕмĕр, унта тĕрлĕ кăмпа-çырла, мăйăр, сиплĕ курăк тататтăмăр. Хире çум çумлама çарранах каяттăмăр. Çире – пир кĕпеччĕ, тĕпсĕр йĕмччĕ. Аслисем мĕн хушнă — эпир çавна тунă. Ака-сухана хутшăнаттăмăр.

Майя ОСТРЯКОВА, 9-мĕш класс. Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпӳрт шкулĕ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.