«Чăваш хĕрарăмĕ» 21 (1198) № 03.06.2021

3 Июн, 2021

Тăван халăх культурине пĕчĕкрен ăша хывмалла

Çук, тăван чĕлхене пайăррăн тĕпчемеççĕ кунта, чăваш ачисем кăна та çӳремеççĕ. Пур пĕр тĕп хуламăрти 118-мĕш ача садĕнче атте-анне чĕлхине хисеплесси — тĕп вырăнта. Чăвашлăхпа çыхăннă мероприяти çавăнпа тăтăшах иртет садикре. Ятарласа çи-пуç хатĕрлеççĕ уявсем валли. Шăпăрлансем кăна мар, воспитательсем те кăмăлпах чăвашла тăхăнаççĕ. Сăмах май, çи-пуçа янтăлас тĕлĕшпе кунтах вăй хуракан Ирина Кузьмина пултаруллă.

«Эпир мар тăк…»

«… тата — кам?» Çак шухăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ кунта тăрăшакансем.

«Ачасене мĕн пĕчĕкрен наци культурин пуянлăхне хаклама вĕрентмелле тесе шухăшлатпăр эпир, — каласа кăтартать хăй ертсе пыракан коллектив ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Алина Сотникова. — Çак тĕллевпе вĕсене халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе паллаштаратпăр, чăвашла калаçма хăнăхтаратпăр. Çакăн пек чухне кăна халăхăн хăйне евĕрлĕхне сыхласа-упраса хăварма май пулĕ».
Шăпах çакăнпа ăнлантарма пулать те 118-мĕш ача садĕнче чăваш сăвви-юрри кĕрлесе тăнине, шăпăрлансем мăн асатте-асаннерен куçса юлнă ташă хусканăвĕсене ăша хывнине.

Шупашкарти ача сачĕсенче тăван халăх еткерлĕхне упраса хăварас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртет. Нумай çул «Чăваш Ен культура еткерлĕхне куç пек упратпăр» муниципалитет проекчĕ ăнăçлă пурнăçланать. Проекта пурнăçа кĕртсе «Халăх культурин фестивалĕ», «Халăх тумтирĕн фестивалĕ», «Костюмлă дефиле» мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ. Ачасемпе пĕрлех аслисем те çавăн пекех «Çĕр пин юрă çĕршывĕнче», «Паттăр вăййисем», «Асамлă юмахсем», «Аваллăх историйĕ» ятарлă кунсене хаваспах хутшăнаçççĕ. Ал ăстисен кунĕнче вара пуканесене чăваш тата ытти халăх тумтирĕсене ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тăхăнтартаççĕ. Çакна валли ятарласа ăсталăх сехечĕсем иртеççĕ.

Чăваш чĕлхине вĕренес сехетсем чакнă хыççăн 118-мĕш ача садĕнче çак лару-тăруран тухмалли çул тупнă — тăван чĕлхене кунта интеграци мелĕпе хăнăхтарма пуçланă.

М.МИХАЙЛОВА.


Упи кинĕсем

Елчĕк районĕнчи Шăмалак — пирĕн кӳршĕ ял. Унти ватăрах çынсем пирĕн тăрăха ĕлĕкхиллех Упи е Начар Упи теççĕ. Халĕ тĕрлĕ район йышĕнче пулсан та вуншар çеç мар, çĕршер çул хушши тачă çыхăнура эпир. Пĕр-пĕрне хĕр панă, кин кĕртнĕ...

Патăрьел районĕнчи Красномайск ялне качча тухнă, ача-пăча çуратса ӳстернĕ, ĕçлесе пурăннă Упи кинĕсем çинчен ман сăмах. 1990 çулсенчех ватă çынсен аса илĕвĕсене шкул ачисене çырса илме ыйтнăччĕ. Халĕ вара вĕсем тусан çăтса ан выртчăр, кун çути курччăр терĕм.

Вăхăт хăйĕннех тăвать. Валя аппасем иккĕшĕ те пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Серафим аппа Красномайскра тĕпленнĕ-ха.

Ача чухне Шăмалакра пурăннă çынсен аса илĕвĕсемпе пирĕн ялсен асĕнче юлни хушшинче пысăк уйрăмлăх çук. Хăрушă вăрçă çулĕсем, тертлĕ пурнăç... Çырмалла-и çавсене? Çырмалла. Хаçатра пичетленсен – тем пек паха.

Çĕнтерӳ уявĕ савăнăçлă çеç мар, хурлăхлă та. Вăрçă синкерĕ кĕрсе тухман кил юлман ял-хулара. Кăçал Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисен паттăрĕсене республика шайĕнче чыслатпăр. Ун пирки маларах шарламан. Çавăнпах вĕсем аса илӳсенче те сахал.

Çырман кун пирки хаçатсем-журналсем,

Кунти ĕç-пуçсем «чĕмсĕр» пулнă.

Паман орденсем те Хисеп хучĕсем,

Çакман кăкăрсем çине медальсем,

Вĕсем Сăр хĕрнех тăрса юлнă.

Çапах та Аслă Çĕнтерӳпе Сăр шывĕ хĕрринчи паттăрла ĕçсене пĕр-пĕринчен уйăраймăн.

Серафима аппа тетпĕр ăна ялта. Серафима Сироткина /Краснова/ 1924 çулта çуралнă. 1947 çулта Красномайск ялне Арсентий Евграфовича, вăрçăра пулнă салтака, качча тухнă, пилĕк ача пăхса çитĕнтернĕ вĕсем.

«Вăрçă пуçланнă вăхăтра эпĕ вун пиллĕкри хĕрачаччĕ. Эпир хире тырă çумлама кайнăччĕ. Усал хыпара унта пырса пĕлтерчĕç. Тепĕр кунах арçынсене, салтака юрăхлисене, илсе кайма тытăнчĕç. Манăн икĕ тете те лекрĕ çак йыша. Атте ватă — ăна илмерĕç. Йывăр та нушаллă пурнăç пуçланчĕ. Лашасене вăрçа ăсатрĕç. Пĕтĕм ĕçе хамăрăн тумаллаччĕ. Кама шанмалла? Шав вăрман касма илсе каятчĕç. Евлен аппана Улатăр енне, Сăр шывĕ тăрăхне, окоп чавма ăсатрăмăр. Пĕтĕм çĕре çитнĕ эпĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе килте пулман. Ялта та çăмăл пурнăç кĕтсе тăмастчĕ. Пахчасене кĕреçепе чаваттăмăрччĕ, суха пуçне хамăр туртса улма лартаттăмăр, йăрансене кĕреçепе купалаттăмăр. Çимелли çителĕклĕ пулман, çăкăр çукчĕ. Мăянран пашалу пĕçереттĕмĕр. Ял хуçалăх шкулне вĕренме ячĕç мана. Унта эпĕ нумай вĕренеймерĕм, яла бригадирта ĕçлеме илсе килчĕç. 1945 çулта вăрçă чарăнчĕ. Савăнăçпа кăна кĕтсе илеймерĕмĕр ăна. Пĕр пичче Çемен вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕ. Леонид офицерччĕ, Латвире службăрах юлчĕ, кайран генерала çитнĕ», — Серафима Егоровна аса илĕвĕнчен.

Валя аппа, Валентина Мышова /Чернова/ /1917 – 2002/, 1945 çулта Красномайскри Анатолий Григорьевича /вăрçа хутшăннă/ качча тухнă. Мăшăрĕпе 4 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Унăн аса илĕвĕ те упранать.

«Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 18 çулти хĕрччĕ. Атте-анне килĕнче Шăмалак ялĕнче пурăнаттăм. Тăшман тапăнса килнине хирте ытти ял халăхĕпе пĕрле илтрĕм... Арçынсене повестка килме пуçларĕ. Ялта хĕрарăмсем, ватă çынсем, ачасем кăна юлчĕç. Мĕн пур ĕç вĕсем çине тиенчĕ.

Кĕркунне енне кайсан пире Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма илсе кайрĕç. Ялта та çăмăл пулман, унта тата кансĕртерехчĕ. Часах тăшман Мускав патнех çитнине пĕлтĕмĕр. Çапах та совет салтакĕ тăшмана хăвалама пуçларĕ. Пире вара окоп чавма чарчĕç те киле ăсатрĕç.

Колхоза килсенех вăрман касма ячĕç, вутта Канаша ăсататтăмăр. Унтан таврăнсан заводсене вырнаçтарма пуçларĕç. Вĕсенче арçын сахалччĕ. Унта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн председатель мана ял канашĕнче кассир пулса ĕçлеме шанчĕ...

Петр СЕМЕНОВ. Патăрьел районĕ.


Пурнăç — пахарах

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Раççейре табак туртнипе кĕрешмелли кун иртрĕ. Этемлĕхе тата тавралăха сиенлĕ витĕм кӳрекен усала пурнăçран тĕртсе кăларас тĕллевпе çирĕплетнĕскер яваплăха ӳстерме хистет. Çăвара пирус хыпассине сивлесе çĕршывĕпех йĕркеленĕ акци шăнăрĕ — тĕтĕм-сĕрĕм авăрĕнче малашлăх та тĕтреллĕ пулассине ĕнентересси. Чăн та, республикăри хула-ял волонтерĕсем те хастар хутшăннă пуçарнă флэшмоба. Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсем Республика наркодиспансерĕн специалисчĕсемпе пĕрле тĕп хула урамĕсенче иртен-çӳрене хăйсен сывлăхĕшĕн кĕрешме чĕнсе калаçу хускатнă. Канашри строительство колледжĕн вĕренекенĕсемпе хулари Çемье вулавĕн библиотекин ĕçченĕсем «Сигарета пăрах — канфет ил» мини-акци пуçарнă, никотин сиенлине тĕрлĕ тĕслĕхпе çирĕплетнĕ. Урамри çынсем каланине ăса илччĕр тесе буклет валеçнĕскерсем ун çине канфет çыпăçтарни — хăйне евĕр утăм. Галина Игнатьева библиотекарь сăнанă тăрăх, хăш-пĕр çын ырă чĕнӳпе тухнă хастарсен витĕмлĕ сăмахĕ хыççăн аллинчи сигаретне сӳнтернине, унран яланлăх хăпмашкăн тăрăшас шухăшне палăртнине калать.

Республикăри Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ-тĕп наркологĕ Ирина Булыгина пирус туртассипе кĕрешсе пуçарнă акци пĕлтерĕшне çапла палăртать: «Хальхи кăткăс тапхăрта, коронавирус сарăлнă вăхăтра, чĕлĕмпе туслисем — чире хăвăрт парăнакан ушкăнра. Çавăнпа та çĕршывра пурăнакан кашни çын никотин хăйне мĕн пани, усал йăларан хăпсан пурнăç мĕнле йĕркеленни тавра шухăшласа илме тивĕç. Тухтăрсем, уйрăмах медицина пирвайхи сыпăкĕнчисем, сигарет сиенĕ çинчен аса илтерсех тăраççĕ. Усал витĕмĕнчен тухма специализациленĕ служба пулăшăвĕ кирлĕ тĕк — тархасшăн, республикăра ун пекки пур. Сиенлĕ япала тыткăнне кĕрсе ӳкнисене вăхăтра пулăшни, пăхăнăва татма май тупни малашне йывăр чирсенчен сыхлĕ».

Чир тенĕрен, тĕрлĕ амак шăпах сигарет туртнăран пуçланать. Çавна пула çуллен 5 миллиона яхăн çын вилет. Раççейре куллен 1 пине яхăн çын пурнăçĕ татăлать. Ӳпкене лекекен тĕтĕм юна çӳреме чарать, чĕрене пĕр тикĕссĕн ĕçлеме памасть, инсульт патне çитерме пултарать. Алла пирус илмен çынпа танлаштарсан ăна туртаканнин чĕри талăкра 15 пин хут таран ытларах тапать. Юн тымарĕсем пĕрĕннине кура унашкал çыннăн тĕртĕмĕсене кислород чылай сахалрах çитет. Сиенлĕ тĕтĕме çăтакан çынсемшĕн ӳпке чирĕсем шала каяс хăрушлăх пуррине асăнмалла. Табак тĕтĕмĕнче — хими 3 пин тĕрлĕ хутăшĕ. Генетика материалне сиенлекенни те, усал шыçă пуçараканни те чылай çав шутра. Ӳпкери усал шыçă сарăлнипе вилĕм патне çитнĕскерсен 90 проценчĕ табак туртни паллă.

Ирина ИВАНОВА.


Трак ен кедрпа илĕртет

Республикăн илемлĕ вырăнĕсене çитсе килер-и? Трак ен хăйĕн историйĕпе, паллă çыннисемпе пуян. Çут çанталăк хăйĕн ытамне чĕнет.

Кедр çитĕнекен виçĕ раща – туристсене илĕртекен вырăн. Ахальтен мар çак йывăçа аннепе, сиплевçĕпе танлаштараççĕ. Пĕринче 60 çулти 800-е яхăн кедр тӳпенелле кармашать. Экскурси йĕркелемешкĕн ятарлă вырăн уйăрнă. Кедр сукмакĕ 2,5 километра тăсăлать. Çул çӳрев Красноармейски салинченех пуçланать. Ĕлĕкрех çакăнта «Трак пуххи» уяв ирттернĕ. Халăх виçĕ кун юрласа ташланă. Халĕ ку вырăна «Виçĕ хĕвел» ятпа пĕлеççĕ. Вăл чăваш халăхĕн авалхи халапĕсене аса илтерет.

Кедр сукмакĕ Шетмĕ хĕррипе иртет. Ку вырăна Трак ен халăхĕ йăх- несĕлĕн историйĕпе çыхăнтарать. Маларах Атăлçи Пăлхарти Шешмĕ юхан шывпа пĕрешкел ятлă пулнă вăл. Çав тăрăхран чăвашсене Упи Паттăр ертсе килнĕ теççĕ.

Чăваш халăх историйĕ ытти наци çыннисен кун-çулĕпе пĕр евĕрлĕрех. 13 пин çул каялла çанталăк тăрук сивĕтнине пула çынсен ăшă çĕрелле куçма тивнĕ. Çула тухнă чăвашсем ытти халăхпа туслашнă, вĕсен йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине ăса хывнă. VII ĕмĕрте несĕлĕмĕрсем Атăлçи Пăлхарта Камăпа Атăл юхан шывсен хĕрринче хăтлăх тупнă. Ку вырăн çут çанталăк пуянлăхĕпе уйрăлса тăнине каласа хăвармалла. Вăрманта — чĕр чун, шывра пулă нумай пулнă. Пулăхлă çĕр çинче темĕн тĕрлĕ ӳсен-тăран çитĕннĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн Атăлçи Пăлхарта ислам тĕнне йышăнма пуçланă. «Сăвар» ятпа çӳрекен халăх /йышра Уписем те пулнă/ çак юхăма кĕресшĕн пулман. Вĕсем юхан шыв тăрăх хăпарса несĕлсен малтанхи вырăнне шыраса тупнă. Унта тепĕр хут тымар янă. Юхан шыва Çавал /авал/ ят панă. Çакăнтах Упи ялĕ пуçланса кайнă. Чăвашсем Атăлçи Пăлхартан паллă ытти вырăн /Хĕрлĕ Çĕр, Трак/ ячĕсене те илсе килнĕ.

Тавралăха упрас туртăм тăван халăхăн юнĕнче, чунĕнче çырăнса юлнă. Чăвашсен ĕненĕвĕ тăрăх, çынпа çут çанталăк — пĕр тытăмра. Вĕсем ĕлĕкренех çак килĕшĕве упраса пурăнаççĕ. Çавăнпах авалхи халăхăн чун хавалне çут çанталăк ытамĕнче кăна туйма пулать. Шăпах кедр сукмакĕ йăх-несĕлĕн историне йĕрлеме пулăшать.

«Виçĕ хĕвел» парка вырнаçтарнă чĕр чун кӳлеписене тытса пăхма пулать. Вĕсене Красноармейски салинче пурăнакан В.Мефодьев тункатаран, ӳкнĕ йывăçран ăсталанă.

Йăх-несĕлĕмĕр халăх вăйĕ çемьере тĕвĕленнине пĕлнĕ. Килте аслисене хисеплени, ачасене юратса пăхни халапсенче сыхланса юлнă. Чăваш çĕре аннепе танлаштарать. Çакă çут çанталăк çын пурнăçĕнче сумлă вырăн йышăннине кăтартать. Историре йăх-несĕле «хĕвел сăнлă», «çăлтăр куçлă» тени тĕл пулать. Тăван халăх мĕн ĕлĕкренех астрономипе кăсăкланни паллă. Хĕвел тухнă тата аннă вăхăта чăвашсем «Çĕрпе тӳпе чуп туни» тенине илтнĕ-и?

Паркра «Телейлĕ çемье» композици патĕнче сăн ӳкерĕнесси йăлана кĕрсе пырать. Ку ĕç савăк кăмăл парнелет тейĕн.

Экскурси маршрутне Марина ГРИГОРЬЕВА йĕрленĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.