Йĕпреçре - йĕкĕрешсен уявĕ

27 Авг, 2014

«Çыннăн хăйĕн ĕмĕрĕнче çурт, йывăç лартмалла, ача пăхса ÿстермелле»,- теççĕ халăхра. Пепке çурални яланах пысăк савăнăç. Çемьене харăсах икĕ «çĕнĕ кайăк» хушăнни вара тата та хĕпĕртÿллĕ пулăм. Çак кунсенче Йĕпреç районĕнче «Икĕ хут телей» йĕкĕрешсен уявĕ иртнĕ.

Вăрманлă тăрăхра юлашки 10 çулта 21 йĕкĕреш çут тĕнчене килнĕ. «Пĕр харăсах ывăл та, хĕр те çуралсан çывăх çыннисемпе тăванĕсем уйрăмах савăнаççĕ»,- тенĕ праçникре Йĕпреç район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Валентина Фасхутдинова. Хăйне евĕр çак уява асăннă районти йĕкĕрешсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне, аслашшĕ-асламăшне, кукашшĕ-кукамăшне, тăванĕсене пухнă. Çемьесене маларах килте хатĕрленме ятарлă ĕç те хушнă. Командăсем çемье хăтлавĕсем ирттернĕ, юрланă, ташланă. Каярах ачасем командăсем çине пайланса викторинăна хутшăннă. ЗАГС ĕçченĕсем çемьесене воспитани ĕçĕнче тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăх, ăнăçу, çирĕп сывлăх суннă.

А.ГРОМОВА.