- Чăвашла верси
- Русская версия
«Сентресем хамăр таварпа тулччăр»
Анăç пирĕн çĕр-шыва хирĕç санкцисем йышăннă хыççăн РФ Президенчĕ Владимир Путин ятарлă указ кăларчĕ. Çавна май Раççее Америкăран, Австралирен, Канадăран, Европа пĕрлĕхĕнчи çĕр-шывсемпе Норвегирен пахча çимĕç, улма-çырла, сĕт-çу тата аш-какай килме пăрахать. Экспертсем палăртнă тăрăх – лавкка сентрисем хамăр тăрăхра çитĕнтернĕ апат-çимĕçпе тулĕç. Конкуренци çукран хаксем ÿсме пултарасси хăратать. Паянхи кун вĕсем еплерех-ши? Кун пирки ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков кăсăкланчĕç. Вĕсем тĕп хулари кăнтăр-хĕвел анăç районĕнчи лавккасенче пулчĕç, халăха куллен кирлĕ апат-çимĕç хакĕсене тишкерчĕç.
Апат-çимĕç хакĕсем ытлашши ÿсменнине палăртрĕç вĕсем. Çав вăхăтрах чакнисем те пур. Сăмахран, пахча çимĕç, сĕт-çăвăн хăш-пĕр юр-варĕ йÿнелнĕ. Ĕне ашĕ (1 процент), çусăр тăпăрчă, ыраш çăкăрĕ, паха сортлă тулă çăнăхĕнчен хатĕрленĕ макарон изделийĕсем кăштах хакланнă.
«РФ Президенчĕн Владимир Путинăн указĕ хыççăн лавккари хаксене тăтăшах тĕрĕслетпĕр, кун пирки Раççей Федерацин Правительствине пĕлтеретпĕр, – терĕ министр. – Паянхи кун хаксем тĕлĕшпе улшăнусем питех палăрмаççĕ. Вĕсене пирĕн тишкерсех тăмалла. Унсăр пуçне нумайрах апат-çимĕç туса илме тăрăшмалла. Сăмахран, республикăра чăх тата ĕне ашĕ туса илессипе хальлĕхе сахалрах ĕçлетпĕр. Кăçал «Акашевская» тата «Юрма» чăх-чĕп фабрикисене çĕнетме палăртнă. Шăпах вĕсем продукци шайне ÿстерме пулăшĕç. Лавкка сентрисем хамăр апат-çимĕçпе тулни лайăх. Конкуренци пулни тата аванрах. Тавар туянаканăн суйлама май пултăр».
«Шубинский», «Любимый» тата «Магнит» лавккасенче пулса курнă хыççăн мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать-ха? Пур çĕрте те хамăр тăрăхра кăларнă апат-çимĕç пур. Хăшĕнче чылай, тепринче сахал. Сăмахран, «Магнитра» Краснодартан илсе килнĕ тавар ытларах. «Малтанхи вăхăтрипе танлаштарсан федераци тытăмĕнчи пысăк лавккасенче халĕ хамăр апат-çимĕç те курăнма пуçларĕ, – палăртрĕ хăйĕн шухăшне Олег Мешков. – Ку тĕлĕшпе республика тата хула пуçлăхĕсем чылай тăрăшаççĕ. Вĕсем çак лавккасен ертÿçисемпе çыхăну тытаççĕ. Çапах та вырăнти тавар çителĕксĕр. Унăн шутне ÿстермелле».
Пысăк çак лавкка сентри çинче Чăваш Енре туса илнĕ сĕт-çу, çăкăр, канфет-пĕремĕк пур пулсан пахча çимĕçĕ пĕтĕмпех Краснодар тăрăхĕнчен кÿрсе килни. Çăмарта Тюмень тата Киров облаçĕсенчен.
«Шубинский» лавккара ютран илсе килнĕ кишĕрпе юнашарах хамăрăн та пур. Шанма пуçланăскер, вĕтĕскер тавар туянакана питех илĕртмест, 21 тенкĕ (пĕр килограмĕ) тăрать. Юттине çуса тасатнă, вăл самай шултра. Унăн хакĕ – 29 тенкĕ. Сергей Павлов министр вырăнти çимĕçе тытса пăхрĕ, ăна тĕрĕс мар упранине палăртрĕ. Тĕпĕнче самай шултрисем те пур. Хамăр çимĕçе рекламăлама пĕлменнине систерчĕ. Кунтах Чĕмпĕр тата Самар хулисенче кăларнă услам çу хакĕ иккĕлентерчĕ ăна. Çур кило таяканскер 90 тенкĕ ытларах çеç. «Паха, йĕркеллĕ услам çу 300 тенкĕрен (пĕр килограмĕ) кая мар. Кунта ÿсен-тăран çăвĕ хушнă пулас. Çавăнпа вăл йÿнĕ. Кун пирки вара халăх пĕлмест, туянать. Роспотребнадзора тĕпчеме парасшăн», – терĕ вăл услам çу туяннă май.
Тĕрĕслевçĕсен куçне Чăваш Енре кăларакан минерал шывĕ те лекмерĕ.
«Любимый» лавккара та кăлтăк тупăнчĕ. «Вурнарское» услам çу кунта 249 тенкĕ (пĕр килограмм) тăрать. Анчах Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕ кăлараканни сутлăхра 260 тенкĕрен кая мар. Каллех çу хакĕ иккĕлентерчĕ министра. Çавна май Вăрнара шăнкăравларĕç. Лешсем ку лавккапа пачах çыхăну тытманнине пĕлтерчĕç. Сутуçăсенчен документсем те ыйтрĕç, анчах вĕсем тупса параймарĕç. Çитес вăхăтрах кунта тепĕр хут кĕрсе тухма палăртрĕ Сергей Владимирович. Çакнашкал тĕслĕхсем лайăх ĕçлекен предприятисене сăтăр кÿнине каларĕ Олег Мешков. Çавăнпа та вĕсене асăрхамасăр иртмелле мар, тăрă шыв çине кăлармалла.
Сергей Павлов министр рейдсене час-часах йĕркелемеллине палăртрĕ. Вĕсене «Халăх контролĕн» представителĕсене те явăçтармаллине пĕлтерчĕ. Сăмах май, утă-çурла уйăхĕсенче «Халăх контролĕ» халăхран пухакан сĕт хакĕпе кăсăкланнă, ял çыннисемпе курса калаçнă. Çавна май чылай районта сĕт хакне ÿстерме май килнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та районсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă май халăхран пухакан сĕт хакĕ пирки сăмах пуçарнă.
Чăвашстат кăтартăвĕсем тăрăх – Федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем хушшинче Чăваш Енри хаксен шайĕ кăçалхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне чи пĕчĕк пулнине палăртмалла. Тулă çăнăхĕ пирĕн республикăра 22,7 тенкĕпе танлашнă. Çакă чи пысăк хакран 20,9 процент пĕчĕкрех. Пермь крайĕнче тулă çăнăхĕ – 28,71 тенкĕ.
Пан улми пирĕн республикăра 44,58 тенкĕ пулнă, Пермь крайĕнче – 67,05 тенкĕ. Ыраш çăнăхĕнчен тата ырашпа тулă çăнăхĕсенчен пĕçернĕ çăкăр – 27,53 тенкĕ (2-мĕш вырăн), чи пысăк хак Самар облаçĕнче – 36,60 тенкĕ. Çакă Чăваш Енрипе танлаштарсан 32,9 процент пысăкрах.
Çĕр улми республикăра – 17,88 тенкĕ (2-мĕш вырăн), Пермь крайĕнче – 23,85 тенкĕ. Купăста – 12,82 тенкĕ (3-мĕш вырăн), Пермь крайĕнче – 16,49 тенкĕ. Пуçлă сухан – 21,76 тенкĕ (4-мĕш вырăн), Пермь крайĕнче – 27,78 тенкĕ.
Хăйма Чăваш Енре – 131,91 тенкĕ (5-мĕш вырăн), Чул хула облаçĕнче – 148,99 тенкĕ. Çăмарта – 40,31 тенкĕ (5-мĕш вырăн), Пермь крайĕнче – 44,96 тенкĕ.
Ĕне ашĕ (шăмăсăррисĕр пуçне) пирĕн республикăра – 247,05 тенкĕ, Федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам хак – 248,21 тенкĕ.
***
Хаçата пичете хатĕрленĕ май пасарти пахча çимĕç хакĕсене тишкерме шут тытрăмăр. Чи малтан Шупашкарти тĕп пасара çитрĕмĕр. Кунта вырăнта çитĕнтернĕ çĕр улмине 15-18, кишĕре – 15-20, сухана 25-30, купăстана 15 тенкĕпе туянма пулать. «Пахча çимĕç хăш тăрăхран-ши?» – кăсăклантăм эпĕ. «Хамăр ял, – терĕ сутуçă тÿрккессĕн. – Сире тата хăш урамра, мĕнле кил-çуртра, кам ÿстернине каламалла мар-и?»
Кам çитĕнтерни вăрттăнлăх пулмалла-ши вара? Паха тавара пурте кăмăллаççĕ. Çавăнпа çĕр ĕçченĕн ятне-шывне кăтартни, ман шутпа, çылăх мар. Тĕрĕссипе, пахча çимĕç хакĕпе пĕрлех хăйсен ятне-шывне çырса хумалла. Тавар туянакан камăн çĕр улмине çинине пĕлтĕр. Енчен те вăл килĕшсен, тус-юлташне те унран илме сĕнет-çке. Хамăр тавара рекламăлама вĕренсе çитеймерĕмĕр. Кун пек тÿрккес сутуçăран çимĕç туяниччен пăрăнса утатăн.
Тĕп хулари «Николаевский» суту-илÿ комплексĕнче çак йĕркене пăхăнни палăрчĕ. Акă Элĕк районĕнчи Арнольд Петров çитĕнтернĕ пахча çимĕç сортне, хакне палăртнă. Хăш тăрăхра ÿстерни те паллă. Çавна май никам та сутуçа кирлĕ-кирлĕ мар ыйтупа чăрмантармасть. Пурте вулама пĕлеççĕ. Кунта «циклоп» купăста – 7, «импала» çĕр улми 8 тенкĕ тăрать.
Тепĕр тĕлте каллех Элĕксем суту-илÿ тăваççĕ. Сергей Васильев çитĕнтернĕ «ред скарлет» çĕр улмине – 8, кишĕре –12, купăстана –7, сухана 11 тенкĕпе туянма май пур. Шăллĕ Валерий Васильев сутать. Унпа кăçалхи тухăç пирки сăмах пуçартăмăр. «Шурă çĕр улми япăхрах тухрĕ, хĕрли – аван», – терĕ вăл. Эпир калаçнă хушăра «иккĕмĕш çăкăрпа» кăсăкланакансем те тупăнчĕç. «Мĕншĕн йÿнĕ? – пулчĕ ыйту. «Хакне хамăр та ăнланса çитеймерĕмĕр-ха, пĕрремĕш кун çеç эпир», – шÿтлерĕ Валерий. Шултра, хĕрлĕ çĕр улми вара пурне те илĕртет.
Чăн та, тĕп пасарти хаксемпе танлаштарсан пахча çимĕç кунта икĕ хут йÿнĕрех. Анчах çитме çăмăл мар, транспорт пачах çÿремест. Алă вĕççĕн йăтса килме кансĕр. Ватă çыншăн пушшех те. Çамрăксем аптрамаççĕ, машинăпа турттараççĕ. Ахальтен мар «кунти пахча çимĕçе курттăммăн туянаççĕ те тĕп пасара кайса сутаççĕ» тенине илтме тÿр килчĕ. Çавна май тĕп пасарта çимĕçе кам çитĕнтернине те пĕлмеççĕ пулас. Вĕсемшĕн пурте – хамăр ял.
Çĕнĕ Шупашкарти «Каблучок» лавкка таврашĕнче суту-илÿ тăвакансемпе те курса калаçрăмăр. Кунта çывăхри ялсенчи пахчасенче е хула çывăхĕнчи садра ÿстернĕ улма-çырлана, пахча çимĕçе сутса кăштах услам тăвас шухăшлисем пуçтарăннă. Çĕр улмине – 20 (вĕттине – 15), кишĕре – 30, сухана 20 тенкĕпе сутаççĕ вĕсем. Кишĕре пирĕн тăрăхра та çуса сутма вĕренчĕç.
Паллах, çĕр ĕçченĕн сутса тупăш тăвас килет, тавар туянакан вара йÿннине, пахине шырать. Ку тĕлĕшпе пахча çимĕç йÿнелни те аван: çĕр улми хакĕ – 34, помидор – 33, кишĕр – 23, пуçлă сухан – 19, купăста 9 процент чакнă.
Валентина МАКСИМОВА.
Комментировать