Шупашкарти "Атӑл" стадион ҫӗнелӗ

29 Мая, 2021

Юлашки çулсенче спорт инфратытăмне аталантарас, спорт объекчĕсене çĕнетес тĕллевпе республикăра чылай ĕç туса ирттереççĕ.

Паян Шупашкарти «Атăл» стадиона юсаса çӗнетес ӗçе пуçланине халалласа чул хучӗç. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, РФ Патшалăх Думин Национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Валерий Газзаев, ЧР спорт министрĕ Василий Петров тата ыттисем хутшăнчĕç.

"Çӗнӗ стадион хула çыннисемпе хӑнасен юратнă вырăнĕ пуласса шанатпăр", — терĕ Олег Алексеевич çак мероприятие хутшăннă май.

Валерий Газзаев та хайӗн шухӑшне пӗлтерчӗ: "Спорт çӑлтӑрӗсем регионсенче çуралаçҫӗ. Çав шутра Чӑваш Енре те. Çавӑнпа кунашкал спорт объекчӗсем ҫӗкленни питӗ кирлӗ".

www.hypar.ru Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментировать