«Чăваш хĕрарăмĕ» 17 (1194) № 06.05.2021

6 Мая, 2021

Хĕрсем те паттăрлăхпа палăрнă

Вăрçă… Çак сăмах хĕрарăм сăнĕллĕ пачах пулма пултараймасть. Анчах çакнашкал хăрушă пулăм сиксе тухсан этемлĕх черчен тата вăйлă çурри çине пайланма чарăнать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тăшманпа кĕрешме фронта хĕр-хĕрарăм та кайнă. Пĕри аллине хĕç-пăшал тытнă, тепри çыхăну тытăмĕнче тимленĕ, виççĕмĕшĕ аманнă салтаксене сипленĕ, ураран ӳкнисене вăй илме пулăшнă…

Шăпах çакнашкал шăпа — хĕрлĕ хĕреслĕ шурă халат тăхăнса салтаксене вилĕмрен çăлма васкасси — Патăрьел районĕчи Аслă Арапуç хĕрне Вера Кузьминана та пӳрнĕ. 1942-мĕшĕнче вăрçа тухса кайнăскер темиçе çула тăсăлнă тытăçу вĕçлениччен те таврăнман çапăçу хирĕнчен. I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне, «Кенигсберга илнĕшĕн», «1941- 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ вăл. Çĕнтерӳ кунне кĕтсе илнĕренпе 76 çул çитес умĕн, ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче, хисеплĕ вăрçă ветеранĕ 97 çул тултарчĕ.

Манăçми сыв пуллашу каçĕ

Иванпа Елизавета Кузьминсен ачисем — Анна, Вера, Коля — мĕн пĕчĕкрен çивĕч ăс-тăнлă çитĕннĕ. Вера хыççăнах çуралнă шăллĕ тавраллах сарăлнă хĕрлĕхен чирĕпе аптраса вилнĕ. Виçĕ çулти шăпăрлан чунĕ тухнă кун… черетлĕ пепке кĕтекен Елизавета Петровна çăмăлланнă. Çапла çемье пĕр Кольăна ĕмĕрлĕхе ăсатнă, теприне — кĕтсе илнĕ. Шел, часах Кузьминсен килне инкек каллех килсе шакканă. Вера 5 çулта чухнех ашшĕсĕр тăрса юлнă пĕртăвансем.

1941 çулта вуннăмĕш класран вĕренсе тухнă çурма тăлăх хĕр. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче пĕлӳ тĕнчине пĕрле шĕкĕлченĕ вун çиччĕри пикесемпе каччăсем сыв пуллашу каçĕнче савăннă. Юрлама, ташлама юратакан Верук кăмăлне йӳле ярсах тантăшĕсемпе пĕрле ĕмĕт-шухăшне пайланă.

— Шел, пирĕн çĕкленӳллĕ туйăм ирччен кăна пычĕ. Усал хыпар, вăрçă тухни, ĕмĕт-тĕллеве çапса хуçрĕ. Арçын ачасене çав кунсенчех тăшмана хирĕç çапăçма илсе кайрĕç. Часах яла çар комиссариатĕнчен килсе çитрĕç. Пире, вун çиччĕри хĕрсене, строя тăратрĕç. «Фронта кайма хатĕр-и?» — çакнашкал ыйтупа пулчĕ калаçу. Нимĕн калама аптрарăмăр. Хăюллăрах пĕр хĕр: «Пирĕн хальлĕхе каччăсем те кайса пĕтмен-çке», — терĕ. Çапла ун чухне килтех юлтăмăр-ха. Çулталăк ытла кĕтрĕмĕр вăрçă чарăнасса — кăлăхах. Çара кайма манăн та черет çитрĕ, — аса илет Вера Ивановна.

Тĕл перекенсен Çӳлти Днепр Хĕрлĕ ялав 324-мĕш дивизийĕн /ăна вăрçа Чăваш Енрен кайнă салтаксенчен 1941 çулхи авăн уйăхĕнче йĕркеленĕ/ йышне 1942 çулхи раштав уйăхĕнче лекет вăл. Унпа пĕрле пирĕн тăрăхран фронта 100 ытла хĕр кайма тухать.

— Канашра çар комиссариатĕнче кама ăçта çирĕплетессине палăртрĕç. Мана, тĕреклĕ кĕлеткеллĕ, чăмăр ураллăскере, тимлĕн сăнарĕç те: «Сан пеккисем медсанбатра кирлĕ», — терĕç. Тата эпĕ вырăсла лайăхах пĕлеттĕм. Хăшĕ-пĕри ку чĕлхене питех ăнланмастчĕ те çакăншăн пăшăрханса макăратчĕ.

Çапла вăл вăхăтра Смоленск çывăхĕнче çапăçакан дивизире 409-мĕш батальонра санитарка тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнтăм, — аса илет нумай çул каялла иртнĕ кунсене кĕмĕл çӳçлĕ хĕрарăм. — Санитаркăсен тĕп тĕллевĕ — çапăçу хирĕнчен аманнă, суранланнă салтаксене илсе тухасси. Медсанбата çитсен пĕрремĕш кун вара пире вилнĕ салтаксене тирпейлесе пытарма хушрĕç. Алă-урасăрскерсене курсан — хальччен кун пек тискер ӳкерчĕке сăнама тивмен-çке — çари! çухăртăмăр. Командир çирĕп сасăпа пирĕн çине кăшкăрса пăрахрĕ: «Эсир хăвăр ăçта килнине ăнланмастăр-им?! Вăрçă вĕт ку. Малашне кун пеккине кăна мар курма тивĕ…» Çавăнтан вара текех ахлатмарăмăр, хушнă ĕçе шăпах пурнăçларăмăр. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Тăван çĕршыв хăйне юратаканпа пуян

76 çул каялла Çĕнтерӳпе вĕçленнĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи халăхăмăр асĕнчен ĕмĕр тухмĕ. Иртнĕ хăрушă синкер тăнăç пурнăçа нимрен ытла хаклама хăнăхтаракан ĕç-пуçа хĕлĕн-çăвĕн кун йĕркинче тытма хистет. Патриот туйăмĕ ывăл-хĕрте мĕн чухлĕ иртерех вăранать, çавăн чухлĕ пархатарлăрах.

Чăваш Енре ачасемпе çамрăксене воспитани парас ĕçре Тăван çĕршыва юратма, ăна хӳтĕлеме вĕрентесси çирĕп йăлара. Çакна совет саманинчен пуçласа, 1968 çултанпа, пыракан «Зарница» тата «Орленок» çар-патриот вăййисене паянхи кунччен ирттерни те, пĕтĕм Раççей «Çамрăк çар» общество пĕрлешĕвĕнче Чăваш Енри 288 отряд ĕçлени те, кадет юхăмĕ аталанса пыни те /кунашкал класс-шкулта 4,5 пин ытла ача пĕлӳ илет/, шыравçăсен ĕç-хĕлĕ сарăлни те çирĕплетет. Çĕнтерӳ кунĕ çывхарнă май шутласа кайнисем пурте хăйсем аслă çĕршывăн уйрăлми пĕр пайĕ пулнине тĕрлĕ енпе хастарлăх кăтартса ĕнентереççĕ.

Раççейри шыравçăсен юхăмĕнчи Чăваш Ен ачисемпе çамрăкĕсем юлашки вăхăтра самай пуçаруллă. Хальхи вăхăтра республикăра çакнашкал отряд 40-рен те иртнĕ, ушкăн хушăнсах пырать. Çакă вĕсем хамăрăн патшалăх историйĕпе, хăйсен йăх-несĕлĕпе, тăван тавралăх пуянлăхĕпе кăсăкланнине яр уççăн палăртмасть-и? Çуллен шырав отрячĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çапăçăвĕсем кĕрленĕ вырăнсене экспедицисене тухса çӳреççĕ. Çав хирсенче çĕр чавса хальччен те шăпине пĕлмен хӳтĕлевçĕсен ӳт-кĕлетке юлашкине тупаççĕ, вăл кам пулнине тĕпчесе çирĕплетеççĕ. Унсăр пуçне 70-80 çул каяллахи пулăмсене ĕнентерекен мĕн тĕрлĕ япала илсе килмеççĕ-ши çапăçу вырăнĕсенчен.

Интернетри Контактра социаллă сетьре «Чăваш Ен шырав юхăмĕ» страница пур. Тĕрлĕ ушкăн ха-старĕсем унта хăйсен ĕç-хĕлĕ çинчен çырса тăраççĕ, фотоӳкерчĕксемпе видеосюжетсем вырнаçтараççĕ. Аслă çĕнтерӳ кунĕ умĕн хыпар-хăнар тулса тăкăнать. Пĕрисем экспедицисенчен пĕлтерсе тăраççĕ тĕк, теприсем тăван тăрăхра патриотла ĕçсем пурнăçланине хыпарлаççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Прометей» отряд Чăваш наци музейне çитнĕ, унта Тĕнче иккĕмĕш вăрçи вăхăтĕнче мирлĕ халăх тӳснĕ инкек çинчен каласа кăтартакан «Иртнĕлĕх вăхăтне палăртмасăр» куравпа паллашни пирки интернетра хыпарланă. Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăрат шкулĕн «Еткерлĕх» ушкăнĕ «Мир кăвакарчăнĕ» акцие хутшăнма кăмăл тунă. Çак кайăк çынсене пулăшнине — разведчик, почтальон «ролĕнче» пулнине — пĕлсе тăнăçлăх паллипе открытка, гирлянда ăсталанă вĕсем. Шупашкарти 3-мĕш шкулта йĕркеленĕ «Ăрусен çыхăнăвĕн» çамрăк патриочĕсем хула 2-мĕш масарне çитсе çарта паттăрлăх кăтартнă Александр Тимофеев вил тăпри умĕнче пуç тайнă. Тĕп хулари 27-мĕш шкул ачисем, «Çулăм» отрядпа И.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн «Ас тăвăм» отрячĕсен шыравçисем Ржев тăрăхне тухса кайнă. Пĕтĕм Раççей ас тăвăм вахтине хутшăнакан çул çӳревçĕсене республикăри ытти хастар ăнăçлă экспедици сунать. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


Пĕчĕк йышăн пысăк ĕçĕ

Экран сӳнсен те халăх саланман

Нумаях пулмасть республикăри кинематографистсем Пенза облаçĕнчен хавхаланса таврăнчĕç. Çăрттанлă районĕнче пурăнакансем хăйсемех ӳнер ăстисемпе çыхăннă, тăван халăх историйĕпе паллаштаракан фильмсем кăтартма ыйтнă. Кинематографистсен союзĕн ертӳçи Олег Цыпленков çула тухма укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен йывăррине шута илсе Пенза тăрăхĕнче тĕпленнисенчен пулăшу ыйтнă. Чăваш наци-культура автономийĕн пуçлăхĕ Олег Жемчугов хăнасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтернĕ, апат-çимĕç ыйтăвне татнă.

Олег Михайлович «Асам ахрăмĕ» регионти Чăваш кино кунĕсене йĕркелекенсене кăмăлтан кĕтсе илнине палăртать. Çĕньял, Кив Йел, Итĕм-Кура ялĕсенче икшер фильм кăтартнă. «Энтриялĕнче вара экран сӳнсен те халăх саланасшăн пулмарĕ. Çавна май вĕсене тепĕр ĕçпе — «Тайна древней Волги» çĕнĕ фильмпа — паллаштарма лекрĕ», — йăхтамăшăрсем чăваш фильмĕсемшĕн мĕнешкел тунсăхланине çирĕплетет Олег Цыпленков.

Çула тухнисем вырăнти фольклор коллективĕсен пултарулăхне ӳкерсе илес шухăшпа çунатланнă. Акă «Аххаяс», «Асамат», «Пилеш» ушкăнсем вырăнти юрăсене шăрантараççĕ. Пенза тăрăхĕнчи чăвашсем хăй вăхăтĕнче, урăх тĕне йышăнас мар тесе, Турцие çитичченех тухса кайни кăсăклă. Стамбулта çуралнă чăваш юррисене те юрласа кăтартнă вырăнти артистсем. Олег Михайлович палăртнă тăрăх, вĕсене çакăнта кăна пĕлеççĕ. Михаил Щербаков тавра пĕлӳçĕн аса илĕвĕсем те документ фильмĕнче сыхланса юлĕç. Олег Цыпленков Пенза облаçĕнчи чăвашсен калаçăвĕ — хăйне евĕрлĕ, кăмăлĕ йăваш, ачаш пулнине асăрханă.

«Ялти ачасем чăвашла калаçманни пăшăрхантарчĕ. «Хурăн шывĕ» фильм, тĕслĕхрен, шăпăрлансен кăмăлне кайрĕ. Ку ĕç шăпах кĕçĕн ӳсĕмрисен кун-çулĕпе паллаштарать. Вĕсем ватă çын ыйтнипе хурăн шывĕ патне каяççĕ. Çавнашкалах «Юман», «Наследие», «В красном море», «Тайна древней Волги» фильмсене пысăк хак пачĕç куракансем. «Чăваш чĕлхинчи сăмахсен çуррине те пулин ăса хывасчĕ», — киноĕçсемпе паллашнă хыççăн пĕр çамрăк çапла каларĕ. Çакă кирек кама та хăпартлантарĕ. Çитес çул та хăнана чĕнчĕç. Ун чухне ытти коллектив пултарулăхне ӳкерсе илме май килĕ», — палăртать Олег Михайлович.

«Асам» кирлĕ-и?

«Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ çĕнĕрен вăй илни савăнтарать. Иоаким Максимов-Кошкинскипе Тани Юн çак тытăма йĕркеленĕренпе кăçал 95 çул çитнине палăртмасăр иртеймĕн. Вĕсем хăйсен ĕçĕсене пĕтĕм тĕнчери чăвашсене кăтартма ĕмĕтленнĕ. Йăх-несĕлĕн пурнăçне, йăли-йĕркине сăнлакан фильмсем Европă¬на, Голливуда çитнĕ. Вĕсене тĕрлĕ çĕршыв халăхĕ тăвăллăн алă çупса йышăннă. Анчах, шел те, ун чухнехи фильмсен пысăк пайĕ сыхланса юлайман. Халĕ «Киремет кати» тата «Ял» фильмăн пĕр сыпăкне кăна курма май пур.

«Чăвашкино» пуçаракансен ĕмĕтне тултарма, вĕсен умĕнчи парăма татма пуçларăмăр», — тет Олег Цыпленков. Чим, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕрте, Якутире наци фильмĕсене ӳкерессине аталантарас тĕлĕшпе ятарлă программа çирĕплетнĕ. Çавна май кадрсем хатĕрлессине, фильмсене проката кăларассине... республика, облаç шайĕнче татса панă. Çак тĕслĕхпе хавхаланнă Чăваш Ен кинематографисчĕсем те ĕç планне палăртнă.

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ йĕркеленме пуçланиех — историе юлакан тепĕр пулăм. Фильм ӳкерекенсем ун чухнех Культура министерстви пулăшасса шаннине пытармаççĕ. Анчах чиновниксем унашкал кинофестиваль ирттернине хапăлах пулман, çавăнпах укçа-тенкĕ уйăрман. Пур пĕрех фильм ӳкерекенсем каялла чакман. Вĕсем ку ĕçе хăйсен вăйĕпе йĕркелеме палăртнă. <...>

Марина ТУМАЛАНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.