Ютран илнĕ арăмна пĕччен ан яр хăнана

21 Дек, 2013

Хăйĕн варĕнче ÿтленсе çут тĕнчене килнĕ пепкинчен çĕр-шыва юрăхлă çын тăвассишĕн ытларах хĕрарăм тăрăшнине хăнăхнă эпир. Анчах амăшĕн сăваплă ятне варалакан та йышланчĕ республикăра. Ачисене пĕчченех тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерекен арçынсем килпетсĕр тусĕсен усал витĕмĕпе е эрех-сăра лачакине «путнипе» чунсăр «куккук-амăшне» çаврăннă хăш-пĕр хĕрарăмшăн - тĕслĕх вырăннех. Конкурсăн черетлĕ тĕпелне Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче шыраса тупнă «Нумай ачаллă ашшĕне» йыхравларăмăр.

Ырлăхран иртĕннĕ

Аслă вăрман çумĕнчи Талуй ялне кĕрсенех урама тăрăхла вырнаçнă пысăк хитре пÿрте асăрхарăм. Шăпах çакăнта пурăнаççĕ иккен Яковлевсем. Пÿрт тулли мăнук тĕпĕртетсе чуптăр тесех пÿлĕмсене аслă тунă-тăр кил хуçисем. Чăн та, тăватă ывăлĕ те тăван киле çемйисемпех таврăнас пулсан та ашшĕ-амăшĕ: «Ах, сире ăçта вырăн сарса парам-ши?» - тесе вĕткеленмĕ. Пытармастăп: «Женьăн арăмĕ çирĕп çак хуçалăха, ытлă-çитлĕ пурнăçа хапсăнса качча килмен-ши?» - иккĕленÿ те çуралчĕ пуçра. Тепĕр тесен, 18-ти пике ун пек шухăшлама пĕлмен те пулĕ. Хунямăшĕпе хуняшшĕ тытса пыракан тăнăçлăха, вĕсен кулленхи ĕçне, тăрăшулăхне хаклама, шел те, ăс-тăнĕ çитеймен курăнать унăн. Пепкене кун çути панипех амăш тивĕçĕ вĕçленессе шаннă-ши е пахчара ыттисемпе тан тар тăкма ÿркеннĕ-ши - умлă-хыçлă виçĕ ача çуратнă та... кĕçĕнни çулталăкра чухне чупкăн та çăмăлттай тусĕсемпе явăçса Талуйран тухса тарнă. Унтанпа пепкисене пĕрре те килсе курман. Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕскер халĕ ăçта, кампа пурăннине тăван ашшĕ-амăшĕ те йĕркеллĕн пĕлмест-мĕн.

- Укçапа ытлашшипех иртĕхтертĕм-тĕр ăна. Ютран илнĕ арăма хăнана пĕччен яма хушмаççĕ çав ваттисем, - ассăн сывлать 28 çултах мăшăрĕсĕр юлнă виçĕ ача ашшĕ. Вăл Любăн тăванĕсемпе паян та çыхăну татмасть-ха, чиперех хутшăнать. Ылтăн алăллă кĕрÿ пурне те кирлĕ çав. Ахальтен мар 32 çулти Евгений Яковлев пирки Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Иван Иванов та ыррине çеç асăнчĕ: «Çынпа вашават хутшăнать, хирĕçсе çÿренине, ĕçрен пăрăннине курман. Тусĕсене те пулăшать, ачисене капăр тумлантарать, общество ĕçĕнчен пăрăнмасть».

 

Асламăшне «анне» тенĕ

Ялта ĕç пулманнипе Чул хула облаçне çурт купалама çÿрекен арçынна: «Ачусемпе ăшталанассинчен тухса таратăн-и?» - тесе ахалех сăмах тĕкрĕм иккен. Аслă хĕрĕ - 8 çулти Оксана - пĕчĕкрех чухне хăлхине шăнтнă та начар илтме пуçланă. Ăна Çĕрпÿри ятарлă шкула яма тивнĕ. 2-мĕш класа куçнăскер «пиллĕкпе» çеç вĕренет. Мăн Сĕнтĕрти садике çÿрекен Димăпа Денис та çирĕп алăра. Вăрман хуçалăхĕнче йывăç-тĕм лартса ÿстерсе, чылай çул çĕвĕçре ĕçлесе кăçал çеç тивĕçлĕ канăва тухнă Фаина Ивановна мăнукĕсене ирпе çитерсе тумлантарать те, 56-ри Владимир Лаврентьевич вĕсене çунашка çине лартса автобус чарăнăвне леçет. Кăнтăр иртни 2 сехет хыççăн çак вырăнах кĕтме тухать, унтан урамра уçăлтарса çÿрет. Кунсăр пуçне картиш тулли кăвакал, 2 ĕне, 3 вăкăр, сурăхсем усраççĕ. Куллен иккĕшех кăштăртатаççĕ. Пысăк ĕçе ачисемпе пĕрле пурнăçлаççĕ. Иртнĕ эрнере хĕрарăм куçне операци тутарма Шупашкарти сыватмăша выртсан хуçалăхра хулари ывăлĕпе кинĕ килсе пулăшнă. Тĕрĕссипе, строительте ĕçлесе ĕмĕрленĕ упăшки хăй вăхăтĕнче фермăра пĕрре кăна мар ĕне сунă-ха, çапах лара-тăра пĕлмен вĕлтĕрти мăнукĕсене пĕччен ас туса çитереймесрен шикленет-тĕр. Çулла вĕсене асламăшĕпе аслашшĕ Челябинскри хурăнташĕсем патне те илсе каяççĕ. Çул çÿреве тухма кăмăллаççĕ Яковлевсем.

- Кĕçĕнни чĕлхи уçăлсанах мана «анне» тесе чĕнме пуçланăччĕ, каярахпа амăшĕ хăйсене пăрахса хăварнине ăнлантарма тиврĕ. Халĕ аслисем те ăна аса илмеççĕ, хăнăхрĕç, пылаках мар шăпипе çырлахрĕç пулас. Ача пăхакан выçса вилмен. Мăнуксем хам ачасенчен те хаклăрах, - палăртать çирĕп кăмăллă, çивĕч те шăтăр-шăтăр хĕрарăм. - Çапах вĕсен «кĕввипе» кăна ташламастăп. Тепĕр чухне пĕремĕк çеç мар, пиçиххи те кирли сисĕнет пулин те алă çĕклемен-ха. Ахаль те амăш ăшшине туйса курман-çке, çирĕпрех каласан итлеççĕ вĕсем.

Кĕçĕн ывăлĕн çуралнă кунне ашшĕ те ĕçне пăрахсах вĕçтерсе çитнĕ, ачисем валли яланхиллех нумай кучченеç, тетте илсе килнĕ. 4 çулти Димăпа 6-ри Денис пĕр-пĕринпе ăмăртсах çĕнĕ кĕнекесене «тĕпчерĕç», савăккăн чĕвĕлтетрĕç. Иккĕшĕ те ытармалла мар хитре: вĕсемпе пĕр вĕçĕм выляс, çупăрласа йăпатас килет. Çакăн пек илĕртмĕшсене амăшĕ мĕнле чунпа пăрахса кайнă-ши? Чул чĕреллĕ хĕрарăмсем ватлăх çитсен кам куçĕнчен пăхма ĕмĕтленеççĕ-ши? Мăшăрне амăш прависĕр хăварассине систерчĕ арçын. Лешĕ суда та пыман-мĕн. Шупашкар районĕнче такам патĕнче пытанса пурăнаканскерĕн хальччен çылăхĕ татах йышланнă-тăр.

Евгений Владимировича тиркемелли нимĕн те асăрхамарăм. Пăлханнă вăхăтра пирус туртасси пулать ĕнтĕ, çапах сиенлĕ йăларан хăтăлас шухăшлă. Пÿрт çумĕнчи хапхана, урамри чечек картине вăл ăсталанă-мĕн: хăех - каменщик та, сварщик та. Каччă çурăм шăмми кукăрăлнипе çара лекеймен-ха, хăй тĕллĕнлĕхе килтех хăнăхнă. Вăл тĕпелте хуçаланма та ÿркенмест - тем хушăра кăвакал какайĕпе тутлă шаркку янтăларĕ.

- Турă хĕрарăм пĕçернĕ апат ăшне туйине чикнĕ, арçын хатĕрленине - аллине. Çавăнпа пирĕн ĕç ытларах ăнать, - йăл кулчĕ ăш пиллĕ хуçа туслă кил-йыша сĕтел хушшине чĕннĕ май. Хăй каллех Чул хула тăрăхне тухса каяссине пытармарĕ. Шалăвне аванах тÿлеççĕ-мĕн. Пухăннă укçине ачисен ячĕпе банка хурса пырать - кашнине пĕрешкел. «Ÿссен пурнăç çулĕ çине тăма тĕрек пултăр», - тет. Хăй вара, мăшăрĕн ултавĕ хыççăн хĕрарăмсене шанма, чăн-чăн юрату пуррине ĕненме пăрахнăскер, хальлĕхе пурнăçне те улăштарасшăн мар.

«Евгений» ят грек чĕлхинчен куçарсан «чаплă йăхри» тенине пĕлтерет. Яковлевсем пуçа усманнипе, такам пулăшăвне кĕтмесĕр хăйсен вăйне те чун хавалне çеç шаннипе хăватлă, мăнаçлă. Çак йăха малалла тăсакансем те çаврăнăçулăхпа палăрасси иккĕлентермест. Çирĕп сывлăхлă та телейлĕ ÿстĕр çамрăк ăру.

Лина ТРОФИМОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.