- Чăвашла верси
- Русская версия
«Чăваш хĕрарăмĕ» 16 (1193) № 29.04.2021
Асăрханăр: типĕ курăк!
«Асăрханăр!» чĕнӳпе пуçланакан мĕнле лару-тăру аса килет тӳрех? Юлашки вăхăтра ултавçăсен серепине çакланасран сыхланмаллине пур çĕрте те аса илтереççĕ. Çӳхе пăр çине тухма чараканни те, усал йытă пурăннине палăртаканни те куç умне тухать. Çурхи хĕвел хĕрӳленсе пынă май: «Асăрханăр: типĕ курăк!» — çапларах çырни питех те вырăнлă пулса тăрать. Хăрушсăрлăха пăхăнмаллине аса илтерни нихăçан та пăсăк пулас çук.
Юр айĕнчен тухакан кивĕ курăк мĕн тери пысăк инкек илсе килме пултарнине кашниех ăса хывмастпăр ахăр. «Мĕнех вара типĕ курăк? Çунтаратпăр та — çĕнни шăтать», — пек туйăнать-тĕр. Анчах лару-тăру яланах эпир шухăшланă евĕр аталанмасть çав. Çакă çутă тĕнчере этемрен вăйли çук теççĕ те… Анчах мĕн пур пулăма тытса-чарса тăраймасть вăл та. Пĕчĕк хĕмрен пуçланнă вут-çулăм хăватланса пынă май калама çук пысăк усала çаврăнать.
Çакна юлашки вăхăтра республикăра çине-çинех пулса иртекен инкексем çирĕплетеççĕ кăна. Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне республикăра пĕтĕмĕшле 503 пушар тухнă. Вут-çулăм 9 миллион тенкĕлĕх тăкак кӳнĕ. Хĕрлĕ автан 50 çын пурнăçне илсе кайнă, 16 çын суранланнă, 43-шне çăлма май килнĕ. Шăпах типĕ курăк çунтарнине пула вара ака уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне республикăра 58 пушар алхаснă. Айăплисен тĕлĕшпе административлă правăна пăснишĕн 20 протокол çырнă.
Акă ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Вырăс Улхашĕнче тӳрех тăватă йывăç çурт кĕленнĕ. Вут-çулăм типĕ курăк çунтарнинчен пуçланнă. Хĕм çуртсем çине те куçнă. Кӳршĕлле вырнаçнă тата виçĕ çурта та çулăм ярса илес хăрушлăх сиксе тухнă. Вĕсене çăлавçăсем тăрăшнипе сыхласа хăварма май килнĕ. Юрать-ха ку тĕслĕхре çын пурнăçĕ татăлман.
Йĕпреç районĕнче ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче тухнă пушарта вара икĕ пӳрт кĕлленнĕ. Вутă-çулăм чĕлхи виççĕмĕшне те ярса илнĕ. Хĕрлĕ автан кăнтăр кунĕнчех алхаснă. Çĕнĕ Пурнăç поселокра тухнă пушарта кил-çурт хуçисем те çуннă. 1959 çулта çуралнă арçынпа 1932 çулта çуралнă хĕрарăм кĕлеткисене пушар сӳнтернĕ хыççăн тупнă. Малтанах палăртнă тăрăх, ку тĕслĕхре те курăк çунтарни шар кăтартнă çынсене.
Тĕрĕссипе, çакă ял-салашăн кăна мар, каташăн та пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. «Вăрман çунать» тени мĕн тери хăрушă янăранине хамăр та аван пĕлетпĕр. Тӳрех 2010 çул аса килет. Чăваш Енĕн пĕр пайĕ тĕтĕм-сĕрĕм айĕнче пурăнчĕ ун чухне.
Çуркунне, паллах, пурте пахча-сада та, çурт-йĕр таврашĕпе тавралăха та çӳп-çапран, хăрăк туратран тасатма ăнтăлать. Типĕ курăка та çунтарать. Канмалли кунсенче уйрăмах йышлă кунашкал инкек. Ака уйăхĕн 17-18 мĕшĕсенче кăна типĕ курăка тивертнипе çыхăннă 27 пушара шута илнĕ. Улатăр, Элĕк тата Канаш районĕсем уйрăмах палăрнă ку тĕлĕшпе. Çулăм ĕнтнĕ лаптăк 155 гектарпа танлашнă. Иртнĕ канмалли кунсене те сая яман халăх — тасатнă-тирпейленĕ. Анчах хăрушсăрлăх пирки маннă. Ака уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче типĕ курăка çунтарнăран 24 пушар тухнă. <...>
Татьяна НАУМОВА.
♦ ♦ ♦
Сăмах патăн пулсан — тытмалла
Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕн Олег Скворцовăн ĕçĕ-хĕлĕ куç умĕнчех. Çакă, паллах, пирĕн çемье Калинин районĕнче пурăннипе çыхăннă. Кунта тĕпленнисем хăтлăха та, илеме те мала хураççĕ. Çакна Олег Веняминович лайăх пĕлет. Çав вăхăтрах уявра халăхпа пĕрле савăнать вăл. Йывăрлăхра пулăшма васкать.
Олег Скворцова 2010 çулта 6-мĕш округра депутата пуçласа суйланă. 2015, 2020 çулсенчи суйлавра та чи нумай сасă пухни, паллах, халăх ăна шаннине-хисепленине çирĕплетет.
Укçан пулăшать
«Хула ертӳлĕхĕпе пĕрле ĕçлени ача-пăча лапамĕ нумай вырнаçтарма, çурт картишĕсенче асфальт çул сарма май пачĕ. 6-мĕш округ сарăлса-пысăкланса пыни куç кĕрет. «Солнечный», «Ясная поляна» микрорайонсенчи çуртсенче хваттер туянакан йышлă. Унта пурăнакансем ача сачĕ, шкул çĕклеме ыйтаççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн йăлтах пурнăçланĕ», — кун-çул уттипе тан пынине палăртать Олег Веняминович. Ку кăна-и? Çĕнĕ микрорайонсенче тĕпленнисем суту-илӳ центрĕсем, почта, банк çывăхра хута яма ыйтаççĕ. Инфратытăм аталанасси пĕрре те иккĕлентермест. Троллейбус та çӳреме тытăнĕ. «Лента» гипермаркет патĕнче хĕресле çул уçма палăртаççĕ. Çакă çаврăнса кĕрекенсемшĕн меллĕ пулĕ. «Гастелло урамĕ» чарăнура транспорт çӳренине кăтартакан табло вырнаçтарас шухăш тытни тавра та сăмах пуçарчĕ депутат. «Уçă хула» порталта шăпах ку тĕлĕшпе сасăлав пырать.
Ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкне çывăхри ача садне вырнаçтарас килет. Кун пек чухне депутат пулăшма пултарать-и? «Вырăн пушансан куçарма тăрăшатпăр», — кулленхи ĕçре çакнашкал тĕслĕхсене шута илнине те калать Олег Веняминович.
56-мĕш шкул директорĕпе Светлана Коротковăпа килĕштерсе ĕçленине палăртмасăр иртеймĕн. Çавна май стадионра баскетбол лапамĕ, хоккей курупки, футбол уйĕ йĕркелеме май килнĕ. Олег Скворцов депутат малашне те шкул ертӳлĕхĕпе çыхăну çирĕп пуласса шантарать. Çакă, чи малтанах, ачасен сывлăхне çирĕплетме, вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пулăшĕ.
Халăхпа куçа-куçăн калаçнă май Олег Скворцов Бауман вăрманĕ патĕнче велосипед çулĕ йĕркелесси тавра сăмах пуçарни асран тухмасть. «Хула администрацийĕ пулăшнипе çак тăрăха парка çавăрасшăн. Проект эскизне хатĕрленĕ. Паян-ыран пулмасан та çитес çулсенче ку вырăн хăтлăхĕпе илĕртме пуçлĕ», — тет депутат. Çав вăхăт çитессе, паллах, халăх куç пек кĕтет. Калинин районĕнче пурăнакан Олег Веняминович хăй те çакăнта чунпа канма ĕмĕтленнине пытармасть. Унта сцена та вырнаçтарасшăн. Малтанхи çулсенче уявсене — Çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ, Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ, Çăварни, Хула кунĕ... — «Гастелло» чарăну çывăхĕнчи çурт картишĕнче паллă тăваканччĕ. Халĕ халăх вăрман патне пухăнса савăнать. Эстрада юрăçисем хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ. «Манăн çуралнă тăрăх — Елчĕк районĕ — сцена ăстисемпе тивĕçлипех мухтанма пултарать. Нумайăшĕнпе туслашнă. Вĕсем уява илем кĕртме пулăшаççĕ», — тăсăлать калаçу. Эстрада юрăçисем, чăнах, халăхăн кăмăлне тупма пĕлеççĕ.
«Пандеми вăхăтĕнче уйрăм категорири çынсене апат-çимĕç пуххисемпе тивĕçтертĕмĕр. Ку ĕçе хам та хутшăнтăм. Эмел çитерсе пама ыйтакансем те пулчĕç. Кирлĕ препаратсемшĕн хам тӳлерĕм, мĕншĕн тесен çын пурнăçĕ нимрен хаклă. Йывăр çак лару-тăрăва пĕрле çĕнтерме май килни хăпартлантарать», — депутатăн ырă кăмăлне çак тĕслĕх те çирĕплетет.
«Шырав ушкăнĕсем пулăшу ыйтаççĕ. Вĕсене те тĕрев парас килет. Çамрăксем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи япаласене тупса килеççĕ. Экспонатсем Шупашкарти 56-мĕш шкулта упранаççĕ», — хальхи ăру историеçырас ĕçе хутшăннине палăртмасăр иртмерĕ вăл. Пархатарлă çак туртăм йăх-несĕлĕн паттăрлăхне асра тытма пулăшать.
Паян тĕрлĕ шайри конкурсра пултарулăха тĕрĕслеме май пур. Çĕршывăн урăх регионне çитмешкĕн, паллах, укçа-тенкĕ кирлĕ. Вĕренӳре ĕлкĕрсе пыракан ачасен ашшĕ-амăшĕ Олег Скворцовран пулăшу ыйтнине палăртмалла. Депутат витĕмĕпе çула тухнисем малти вырăнсене йышăнни курăмлă. Олег Скворцов çак тĕслĕхсене уйрăмах хавхаланса аса илет. Çапла майпа вĕренекенсене пуласлăхра хăйсен çулне тупма пулăшать вăл. <...>
Марина ТУМАЛАНОВА.
♦ ♦ ♦
Çĕнтерĕвне ашшĕ-амăшне халалларĕç
Чăваш наци конгресĕ йĕркелекен «Кĕмĕл сасă» XXII фестиваль-конкурсĕ, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн сцени çинче иртнĕскер, йăлана кĕнĕ пекех республикăри хула-ялта, унăн тулашĕнче пурăнакан пултаруллă çамрăксене ăмăртăва йыхравларĕ. Черетлĕ тупăшăва чăвашла юрлама юратакансем хамăр регионран кăна мар, Самар, Тюмень, Пушкăрт, Чĕмпĕр тăрăхĕсенчен, Питĕр хулинчен килсе çитрĕç. 18 çамрăк сцена çине тухрĕ. Тăван культурăна, чĕлхене, ăс-хакăла упрас, аталантарас тĕллевпе йĕркелекен çулленхи ăмăртăва Чăваш чĕлхи кунне тата Сăр, Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалларĕç.
…Кĕç-вĕç гала-концерт пуçланмалла. Театр коридорĕнче те, зала кĕрсе вырнаçнисен хушшинче те — чечек çыххи тытнă çынсем.
— Эпир паянхи конкурса Пушкăртстан пики хутшăнасса пĕлтĕмĕр те — уява хаваспах килсе çитрĕмĕр. Хамăр çав тăрăхра çуралса ӳснĕрен ентешсемшĕн питĕ тунсăхлатпăр. Вĕсемпе курса калаçсан тăван кĕтесе çитсе килнĕнех туйăнать. Ляйсан Федоровăпа çывăхрах паллашрăмăр. Пушкăрт хĕрĕ чăваша качча кайнă та — пирĕн чĕлхене те вĕренме, юрлама тытăннă. «Нарпи» ансамбле виççĕмĕш çул çӳрет-мĕн. Епле хĕпĕртемĕн унăн çитĕнĕвĕсемшĕн? — терĕç парне-чечек йăтнă Любовь Вазюкова ал ĕç ăсти тата Шупашкарти 5-мĕш гимнази вĕрентекенĕ Ирина Михайлова фестиваль-ăмăрту çĕнтерӳçисен ятне пĕлтерес саманта чăтăмсăррăн кĕтнĕ май.
Любовь Степановна Чăваш наци конгресĕн пайташĕ пулнă май асăннă ăмăртăва хутшăнакансене курма тăтăшах килет. Çултан-çул пултарулăхĕ çивĕчленсе, тупăшакансен тумĕ пуянланса пынине асăрхать вăл. Уйрăмах регион тулашĕнчен килекенсем наци тĕрриллĕ çи-пуç ăсталама май тупнишĕн хĕпĕртет.
Юрлакансен йышĕнче куракана тыткăнлама пултаракан чăнах сахал маррине, фестивалĕн суйласа илмелли турĕ чăннипех хĕрӳ иртнине тӳресен председателĕ, ЧНК пайташĕ Юрий Зорин гала- концерт пуçламăшĕнчех палăртрĕ. Сумлă йыш — Раççей тава тивĕçлĕ артистки Валентина Смирнова, Чăваш халăх артистки Августа Уляндина, Самар тăрăхĕнчи чăваш наци культура автономийĕн ертӳçи Людмила Павлова, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорĕ Валерий Клементьев, ЧНК Ыр кăмăллăх фончĕн ертӳçи Павел Вязов, Чăваш эстрада юрăçисен союзĕн председателĕ Алина Федорова — сцена çине тухакансене объективлă хакланине çирĕплетрĕ вăл. Конгресс вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров илемлĕ пикесем, хастар йĕкĕтсем — тăван халăх йăла-йĕркине тытса пыракансем — ăс-хакăлпа пултарулăх мулне малашнехи ăру валли сыхласа хăварасса ĕненнине палăртрĕ.
«Кĕмĕл сасăра» юрă-ташă тĕнчипе киленӳ шайĕнче çывăхланнисем те, ятарлă студире ăсталăх туптакансем те, професси пĕлĕвĕ илнисем те пулчĕç. Çĕнĕ Шупашкар хĕрĕ Анастасия Мазурова, сăмахран, 8 çул вокал студине çӳрет. Надежда Владимирова педагог ертсе пыракан «Шевле» ансамбльпе «Кĕмĕл сасă» лапамĕнче пуçласа пĕлтĕр юрланăскер кăçалхи конкурсра хăй тĕллĕн тупăшрĕ. Шупашкар районĕнчи Çĕньялта пурăнакан Тимофей Тумаков конкурса кĕске хушăра хатĕрленнине пытармарĕ. Гитара каласа юрласси — унăн чун киленĕçĕ. <...>
Ирина ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Никĕсĕ пур-ха…
Чăваш чĕлхи кунĕ тата Сăрпа Хусан хӳтĕлев чикки тунă çĕре хутшăннисен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк ячĕпе Чăваш патшалăх культурăпа ӳнер институчĕ ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Тăван сăмах — халăх хăвачĕ» наукăпа практика конференцийĕ йĕркеленĕ. Ăна халăх пултарулăх кафедрин ертӳçи, ЧНК культура комитечĕн пайташĕ Раиса Васильева ертсе пынă.
Онлайн мелпе иртнĕскер кăçалхипе иккĕмĕш хутчен эфира тухать. Пĕтĕм тĕнче шайĕпе иртнĕ конференцие Наци конгресĕн хастарĕсемпе, руспубликăри вĕрентӳпе культура тытăмĕнче тăрăшакансемпе пĕрлех аякри йăхташăмăрсем те хутшăннă.
Америкăри чăвашсен ассоциацийĕн ертӳçи Надежда Сандркина акă тăван сăмаха пĕлнипе мухтанни тавра сăмах пуçарнă. Тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ аякри йăхташăмăрсем. Эстонире пурăнакан Ираида Захарова, професси вĕрентĕвĕн шкулĕнче преподавательте тăрăшаканскер, Таллинта чăваш музейне уçнă. Уйăхра пĕрре радиопа чăвашла кăларăм хатĕрлесе тăрать вăл. Нарва хулинче тĕпленнĕ Лидия Григорьева тăван сăмаха чунран хисепленине палăртнă. Шăпах çак туйăм фольклор ушкăнĕсем йĕркелеме хистет те ăна. Иркутск облаçĕнчи «Юлташ» автономи ертӳçи Вероника Тимофеева «Чăвашлăхра пуянлăх тупĕç мăнуксем» темăпа тухса калаçнă май ывăл-хĕре тăван сăмахпа паллаштармаллине çирĕплетнĕ. Сăмах май, Иркутск облаçĕнче чăвашла вĕрентекен шкулсем те пур. Темиçе районта та вĕсем. Ку тăрăхри чăвашсемпе интернет урлă кашни вырсарни кун уçă уроксем те иртеççĕ. «Телей» ансамбль ертӳçи Наталия Арсентьева Федор Гавриловăн репертуарĕнчи юрăсене вĕрентет йăхташăмăрсене.
Тюмень тăрăхĕнче çамрăксене чăвашла вĕрентни пирки наци культурине упрас тĕлĕшпе ĕçлекен «Ентешлĕх» ыр кăмăллăх фончĕн ертӳçин заместителĕ Валентина Шатрашанова каласа панă. Тăван чĕлхине хăйсен тăрăхĕнче аталантарас тĕлĕшпе çунатланнăскер Чăваш Ене ятарласа вĕренме килет. Санкт-Петербургри автономи ĕçне йĕркелесе пыракан Валериан Гаврилов та тăван пуплев чуна хăват кĕртни пирки сăмах хускатнă.
Тюмень тăрăхĕнчи Николай Герасимовпа Ханты-Манси автономи облаçĕнче пурăнакан Татьяна Толстова конференцие коллективпах хутшăннă. Хăйсен юрри-ташшипе те паллаштарнă. Сургутри чăвашсен «Туслăх» организацийĕн представителĕсем, Екатеринбургри Оксана Храмцова, Челябинскри Артемий Тельцов та хутшăннă конференцие. <...>
Татьяна НАУМОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментировать