- Чăвашла верси
- Русская версия
Тантăш № 15 (4734) 22.04.2021
«Шăнса кÿтсен те киле пăрахса утмастăм»
Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳртри çамрăк хоккеистсен командине 47 çул каяллах пуçарса янă. Ăна паянхи кун Алексей Михайлов тренер ертсе пырать. Командăра — 50 ытла ача. Районта, республикăра пысăк çитĕнӳсем тунăскерсем çĕршывăн хăш кĕтесне кăна çитмен-ши? Питĕрте те, Сочире те, Вологдăра та вылянă. Çамрăк хоккеистсен хушшинче пĕртен-пĕр хĕрача пур. Çиччĕмĕш класра вĕренекен Регина Плешковăпа эпир Çĕнĕ Ахпӳрт шкулĕнче тĕл пултăмăр.
«Пиччерен юлас килместчĕ»
«Эпĕ пиччерен ниçта та тăрса юлмастăм, ялан хыççăн çӳреттĕм. Вăл хоккейла вылянă чухне коробка айккинче ярăнаттăм. Маншăн спортăн çак тĕсĕ питĕ интереслĕччĕ. Эх, арçын ачасем чăр та чар! туса вĕçнине еплерех ăмсанса пăхаттăм. Шăнса кӳтсен те киле пăрахса утмастăмччĕ, пиччене кĕтеттĕм. Аслисем вылянине сăнасах хоккей вăрттăнлăхĕсене чухлама тытăнтăм. Ман та пăр çине тăрса вĕсемпе пĕрле шайба хăвалас килетчĕ. Пĕррехинче чăтса тăраймарăм, эпĕ те пĕрле выляма пикентĕм. Пуриншĕн те тĕлĕнмелле пулчĕ ку. Пăр çинче хама пĕртте пĕрремĕш хут вылянă пек туймарăм. Çав куна нихăçан та манса каймастăп. Киле пĕрле утнă чухне пиччем Коля та мухтаса хавхалантарчĕ. Мĕнех, çакăн хыççăн мана командăна илчĕç. Эпĕ ун чухне виççĕмĕш класра вĕренеттĕм. Коньки çине пĕчĕккĕллех тăма тытăннăран йывăрлăхсем пулман ман», — хăйĕнпе паллаштарчĕ Регина.
Регина Плешкова çĕршывра, тĕнчере иртекен хоккей ăмăртăвĕсен кăларăмĕсене пĕр сиктерми пăхать. <...>
Елена АТАМАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Çунатлă çамрăклăх» радиожурнал
Шкулти «Çунатлă çамрăклăх» радиожурналăн черетлĕ кăларăмне Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалларăмăр. Ăна 9-мĕш класра ăс пухакан Оля Головинапа Таня Прокопьева ертсе пычĕç.
Хӳтĕлев чиккисем çĕршыв историйĕнче мĕнле вырăн йышăнни пирки Оля Головина çамрăк корреспондент Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн депутачĕпе Владимир Вороновпа калаçрĕ. Сăмах май, Владимир Владимирович нумай çул шкулта истори вĕрентет, халăх историйĕпе кăсăкланать. Вăл масштаблă хӳтĕлев чиккисем çĕршыври чи пысăк промышленноç центрĕсенчен пĕрне — Хусана — хӳтĕлемешкĕн кирлĕ пулни пирки каласа кăтартрĕ. Хăватлă конструкцие 45 кунра туса пĕтернĕ. Шартлама сивве тата техника çуккине пăхмасăр ĕç пĕр кунлăха та чарăнман. 1941 çулхи чӳк уйăхĕнчен тытăнса 1942 çулхи кăрлач уйăхĕччен çынсем алăпа 5 миллион кубла метра яхăн тăпра чавса кăларнă.
«Хаяр вăрçă халăхшăн мĕн тери йывăр та хăрушă, тискер те асаплă пулнă! Çак хура кунсем пирĕн асăмран нихăçан та тухмĕç. Тĕнче тикĕс тăтăрччĕ, Турă пире вăрçă-харçăран сыхлатăрччĕ», — пĕтĕмлетрĕ калаçăва радиожурнала ертсе пыракан Оля Головина. <...>
Нина ПЛЕТКИНА, вĕрентекен.
Комсомольски районĕ, Нĕркеç шкулĕ.
♦ ♦ ♦
Спасение синички
Это было летом. Мы приехали в деревню. Жили около леса, еще недалеко был заброшенный клуб, а рядом с ним болото. Казалось бы, место мрачное и страшное, но если прислушаться, можно различить красивые голоса птиц.
Однажды вечерком я вышла на улицу. «Нет этой мошкары, и никто не кусает» – думаю про себя. Спустя время вдруг слышу, как кто-то пищит. Сразу поняла, что этот звук идет из трубы. Когда заглянула туда, увидела гнездо синиц, в котором сидел птенчик. Все было бы хорошо, но труба оказалась горячей, особенно для птенчика. И я, долго не думая, положила листья на нее, прямо под гнездо.
На следующий день, как встала с кровати, сразу вышла к птенчику и увидела, что его клюют какие-то птицы. Я сразу прогнала их. <...>
Александра ЕГОРОВА, 6-й класс. Чебоксары, 24-я школа.
♦ ♦ ♦
Юратнă кукамай
Манăн кукамай Людмила Кузьмина Канаш районĕнчи Катек ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Пиллĕк тултарсан унăн амăшĕ чирлесе çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Ашшĕ ултă ачапа тăрса юлнă. Йывăр пулсан та ват кукаçи, чукун çул çинче ĕçлекенскер, ачисене выçă лартман, çĕтĕк çӳретмен, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, вĕрентме тăрăшнă.
Кукамай каланă тăрăх, ялти шкулта вĕреннĕ чухне уроксем хыççăн вăл Ачакс разћездне ятарлă будкăна кино курма çӳренĕ. 10-мĕш класс пĕтерсен Шупашкара вĕренме кайнă. Яла таврăнсан 30 çул кирпĕч заводĕнче тăрăшса вăй хунă. Вăл 3 ача çуратса ӳстернĕ. Пурне те аслă пĕлӳ илме пулăшнă: икĕ хĕрĕ – пуçламăш классене вĕрентекенсем, ывăлĕ — çар çынни.
Халĕ кукамай тивĕçлĕ канура. Пĕчченех пурăнать. Нихăçан та ĕçсĕр лармасть: ĕне усрать, пахча çимĕç лартса ӳстерет. Пире те, мăнукĕсене, май килнĕ таран пулăшать, ăс парать, эпир лайăх вĕреннĕшĕн савăнать.
Ырă чунлă, сăпайлă, ĕçчен пулнăшăн ăна ял-йыш хисеплет. <...>
Кристина АЛЕКСАНДРОВА, 5-мĕш класс.
Канаш районĕ, Катек шкулĕ.
♦ ♦ ♦
«Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль призерĕсем
Çулсерен республикăра «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ: шкул ачисен чăваш чĕлхине, литературине вĕренес кăмăлне çĕклесси, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртасси.
«Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн республика тапхăрне муниципалитет шайĕнче мала тухнă пуçламăш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш тата Тутар республикинсенчи, Самар тата Ульяновск облаçĕсенчи хастарсем пулчĕç. Жюри членĕсем 129 пултарлăх номерне хакларĕç. <...>
Кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем.
Сĕнтĕрвăрри районĕ, Хуракасси шкулĕ.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментировать