- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 15 (6363) № 22.04.2021
«Пĕрремĕш тӳрĕ эфира чĕтресе ирттертĕм»
ЧĂВАШ НАЦИ РАДИОВНЕ ИТЛЕКЕНСЕМ ĂНА ЭЛТИЯР АЛЕКСАНДРОВ ПЕК ПĔЛЕÇÇĔ. ХĂЙĔН ЧĂН ЯЧĔ — АЛЕКСЕЙ. НАЦИ ЙĂЛИ-ЙĔРКИПЕ, СĂМАХЛĂХĔПЕ КĂСĂКЛАНАКАН, ЧĂВАШ ЧĔЛХИШĔН ÇУНАКАН ÇАМРĂКПА ЧĂВАШ ЧĔЛХИ КУНĔ УМĔН ТĔЛ ПУЛСА ТĔРЛĔ ЫЙТĂВА СŸТСЕ ЯВРĂМĂР.
— «Чăваш сăмахлăхне чи лайăх пĕлекен çамрăк» номинаци пулас тăк эсĕ ăна çĕнсе илĕттĕнех. Фольклорпа хăçан кăсăкланма пуçларăн?
— Тăвай районĕнчи Ураскасси ялĕнче çуралса ӳсрĕм. Кукаçи — вырăс. Çемье яла куçса килсен анне чăвашла калаçма вĕреннĕ. Çывăх çыннăмсем ĕçлетчĕç, эпĕ килте асаннепе юлаттăм. 1930 çулта çуралнăскер юмах-халап каласа кăтартма ăста. Çамрăклăхне аса илетчĕ, вăййа тухнисене сăнласа кăтартатчĕ. Асанне Мария Ивановна витĕм кӳчĕ-тĕр. Маншăн вăйă йăли-йĕрки уйрăмах кăсăклăччĕ. Пĕрре ача чухне кӳршĕсем патне туй курма кайрăмăр. Туй арăмĕсем такмакласа ташларĕç. Асанне вĕсем мĕн юрланине ăнлантарчĕ. Вăл пурăнать. Чылай çул чукун çул çинче ĕçленĕ, фермăра сысна пăхнă. Вăл манăн çула уçаканĕ пулчĕ тесе шухăшлатăп. Ватă çын вĕрентсе хăвармасан кам ăс патăр?
— Ачалăхри асра юлнă саманта куç умне кăларсам.
— Вăл инкекпе çыхăннă. 2008 çулта кил хуçалăхĕ пушарта çунса кĕлленчĕ. Çанталăк шăрăх тăчĕ. Пушар сăлтавне палăртрĕç — электричество тытăмĕ сиенленнĕ. Инкек тухнă самантра эпĕ кӳршĕсем патĕнчеччĕ. Пахчара çум çумлакан анне çăра тĕтĕм йăсăрланса тухнине асăрханă. Чупса çитрĕмĕр те — çурта ярса илнĕ çулăм утă капанĕ çине куçрĕ, наччасрах вите-сарай хыпса илчĕ. Килсĕр-çуртсăр тăрса юлсан асаттен пĕртăванĕн 12 тăваткал метрлă çуртĕнче кун кунларăмăр. Чăн-чăн музей пекехчĕ унта. Маччара пир тĕртмелли станок пурччĕ. Ĕлĕкхи япаласем маншăн романтика сĕмĕллĕ пек туйăнатчĕç. Урайĕнче çывăраттăм пулин те чăн-чăн чăваш пӳртĕнче пурăнма килĕшрĕ. Çулла çенĕкре выртса тăраттăмăр.
— Сана Чăваш наци радиовĕн редакторĕ Элтияр Александров пек пĕлетпĕр. Кунта çитиччен хăвăн малашлăхна мĕнле кураттăн?
— Манăн питĕ лайăх вĕрентекенсем пулнă. 7-11-мĕш классенче Тăвай шкулĕнче ăс пухрăм. Биологипе экологи предмечĕсене тарăннăн вĕрентĕм, çак предметсемпе ирттернĕ олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнтăм. Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышне те лекрĕм. Эпĕ, ял ачи, çĕршыври чи ăслă вĕренекенсемпе пĕрле лекцисене çӳреттĕм, тĕлĕкре те тĕлленмен андроллă коллайдера тĕпчеттĕм. Аттестат илсен çĕршыври аслă шкулсене конкурссăрах вĕренме кĕрееттĕм. Хусанти федераци университетне суйларăм, медицинăпа биологи институчĕн студенчĕ пулса тăтăм. Пĕрремĕш курсра 9-мĕш класра вĕреннине тепĕр хут итлеме тиврĕ. Биологи ман валли маррине туйрăм. Хусан патшалăх медицина университетне куçрăм. Унта та чун выртмарĕ. Сессие вĕçлесен шухăша путрăм. Чирлĕ çынсемпе ĕçлес килмерĕ. Çав вăхăтра Тутарстанри чăвашсемпе тачă калаçрăм, «Хусан чăвашĕсем» ушкăнпа паллашрăм. Унти чăвашсем хăюллăрах, харсăртарах. Çакă хавхалантарчĕ. Хĕллехи каникулта деканата кĕтĕм, университетран тухса каяссине пĕлтертĕм. 13 пин тенкĕ стипенди илеттĕм. Маншăн ку пысăк укçаччĕ.
— Апла пурнăçна тĕпрен улăштартăн?
— Çапла. Ахаль лармарăм-ха, çыхăну салонĕнче практика тухрăм. Çав вăхăтрах Тутарстанри чăвашсен «Сувар» хаçачĕн тĕп редакторĕпе Константин Малышевпа çыхăну тытаттăм. Вăл Пăва тăрăхне çитсе курни пирки репортаж хатĕрлеме сĕнчĕ. Хутран-ситрен статья тата заметка çырса параттăм. Константин Анатольевич эпĕ университетран тухса кайнине пĕлчĕ те редакцире ĕç сĕнчĕ. Малтан — корреспондентра, унтан корректорта тăрăшрăм. Хаçат ĕçĕпе чылай çĕрте пултăм, темĕн те куртăм. Тĕне кĕмен чăвашсен ялĕсене çитрĕм, паллă вырăнсен илемĕпе килентĕм. «Суварта» ĕçленĕ вăхăта паянхи кун та ăшшăн аса илетĕп. Çур çултан аслă пĕлӳ кирлех тесе шухăшларăм та И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетне вĕренме кĕтĕм. Тӳлевсĕр вырăн çукчĕ. Эпĕ ун пек нушана пĕлмен. Юрать, атте-анне тĕрев пачĕ. Куçăн мар майпа пĕлӳ пухнăран «Сувартах» ĕçлерĕм. Чăваш чĕлхине тарăнрах тĕпчес кăмăл пысăк пулнăран çур çултан Шупашкара куçса килтĕм. «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлес килетчĕ, анчах унта ваканси пулмарĕ. Чăваш наци радиовĕн хыпарсен службинче вырăн пуррине пĕлтерчĕç. «Таса калаçатăн, анчах Тутарстан диалектне пĕтермелле», — терĕç. <...>
Ольга КАЛИТОВА калаçнă.
♦ ♦ ♦
"Çемьесем патшалăх пулăшăвне туйччăр"
Ĕнер РФ Президенчĕ Владимир Путин Федераци Канашне Çырупа тухрĕ. Хăш- пĕр самантпа вулакансене паллаштаратпăр.
Владимир Владимирович пĕлтĕр пирĕн çĕршыв кăна мар, пĕтĕм тĕнче çĕнĕ, сывлăхшăн хăрушă инфекципе тĕл пулнине палăртрĕ: «Эпидеми çывхарчĕ. Анчах пăлханнипе пĕрлех эпĕ çак тĕрĕслев витĕр тухассине çирĕппĕн шантăм». Кăçал зала тухтăрсене, фельдшерсене, медсестрасене, васкавлă медпулăшу ĕçченĕсене те чĕннĕ, Президент вĕсене чĕререн тав турĕ, ăсчахсем чăннипех те пысăк çитĕнӳ тунине палăртрĕ: халĕ Раççейре коронавирусран хӳтĕленмелли шанчăклă виçĕ вакцина пур. «Раççей çыннисене тепĕр хутчен ыйтатăп: прививка тутарăр. Çапла майпа çеç эпир хăрушă эпидемие чараятпăр. Урăх çул çук. Урăх çул тата хăрушăрах: чирлесе ирттерни, кун хыççăн вара мĕн пулассине калама йывăр. Тепĕр хутчен калатăп: вирус хăрушлăхĕ халĕ те пур», — терĕ Владимир Путин, Правительствăна, Сывлăх сыхлавĕн министерствине, регионсен пуçлăхĕсене çак ыйтупа кашни кун çине тăрса ĕçлеме хушрĕ. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче çитĕнӳ хыççăн çитĕнӳ тăваççĕ пулин те Владимир Путин татса паман ыйту сахал маррине палăртрĕ. Çавна май вăл вĕсене Патшалăх Канашĕн анлă ларăвĕнче пăхса тухма сĕнчĕ. Ăна çитес вăхăтра йĕркелĕç.
Ачасен сывлăхĕ тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртса Президент кăçал çуллахи лагерь путевкин хакĕн çуррине саплаштарассине каларĕ. Кунсăр пуçне студентсен туризмне аталантарасси çинче чарăнса тăчĕ: кăçалах сăнав проекчĕсене пуçармалла, çак шута çĕршывра çул çӳреве тухакан çамрăксене ытти регионти университет кампусĕсенче тата общежитийĕсенче пурăнма май туса парасси те кĕрет. Олимпиадăсенче, волонтер тата пултарулăх пуçарăвĕсенче, «Россия — страна возможностей» платформа проекчĕсенче палăрнă çамрăксене те хавхалантарĕç: туризм путевкин хакĕн пĕр пайне тавăрса парĕç.
Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Васкавлă медпулăшу ĕçченĕн кунĕ пулнине аса илсе Владимир Путин тепĕр лайăх хыпар пĕлтерчĕ. Çитес 3 çулта ял-салана, пĕчĕк хуласене тепĕр 5 пин вĕр çĕнĕ васкавлă медпулăшу машини ярĕç — çынсене пĕрремĕш пулăшу паракан специалистсен йăлтах пулмалла.
2022 çулта «социаллă казначейство» принципне пурнăçа кĕртмелле. Мĕне пĕлтерет ку? Федераци шайĕнчи пособисемпе, пенсипе, ытти социаллă тӳлевпе тата пулăшупа «пĕр чӳрече» мелĕпе тивĕçтерĕç, инстанцисем тăрăх чупма тивмĕ. «Виçĕ çултан патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен ытларах пайĕпе дистанци мелĕпе талăкра 24 сехет, эрнере 7 кун тивĕçтермелле», — терĕ Президент.
Владимир Путин хускатнă тепĕр ыйту — ачаллă çемьесене пулăшасси. Пĕлтĕр 3-7 çулсенчи шăпăрлансемшĕн уйăхсерен тӳлев пама йышăннă. Çĕршывра ку виçе вăтамран 5650-11300 тенкĕпе танлашать. Президент Правительствăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсене хатĕрлеме хушрĕ. Анчах хăш-пĕр мерăна халех, паянах, йышăнмаллине палăртрĕ. Çуралнине ĕнентерекен свидетельствăра ашшĕне е амăшне çыртарман е çывăх çыннисем уйрăлнă тăк /вĕсенчен пĕри алимент шы-раса илме пултарать пулсан/ кунашкал çемьесенче ӳсекен 8-16 çулсенчи ачасемшĕн утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса тӳлеме пуçлĕç. Ку виçе çĕршывра вăтамран 5650 тенкĕпе танлашĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Куç япăх курни уншăн чăрмав мар
«Кашни çын йывăрлăхпа тĕл пулать. Калăпăр, пурнăçра çăмăл мар кунсем çитеççĕ. Е çыннăн характерĕ йывăр, унпа çырлахма тивет. Эпĕ вара начар куратăп. Çак йывăрлăхпа кашни кун кĕрешетĕп», — пĕлтерчĕ 26 çулти Екатерина Ворошилова. Çапах ку ăна пурнăçпа туллин киленме пĕртте чармасть. Пике пултарулăхра çитĕнӳсем тăвать, юрă-кĕвĕ хайлать, сăвă çырать.
Юрласан пурте макăрнă
«Эпĕ япăх курнине ачаранпах пĕлнĕ. Ку маншăн чăрмав мар. «Катя, эсĕ веçех пултаратăн», «Катя, хăвах ту», — çывăх çынсем çапларах каласа хавхалантаратчĕç. Аппа манпа хăйĕнпе тан çын пек хутшăнатчĕ. Урайне мĕн те пулин ӳкерсен ăна хамăнах илмеллине калатчĕ. Упаленсе шыраттăм, çавах тупаттăм. Ачалăх ытти шăпăрланăнни пекех иртрĕ. Урамра мана кӳрентерекен пулман. Эпир туслă пулнă, пĕри — пуриншĕн те, пурте — пĕриншĕн. Ман тавра пулнă çынсене çакăншăн тав тăватăп. Вĕсем мана сусăр пек мар, йывăрлăхсене çĕнтерекен ахаль çын пек йышăннă. Тĕрĕссипе, инвалид сăмах маншăн — кăнттам. Çывăх çынсем мана яланах алă парса пынă. Уйрăмах — анне. Вăл маншăн халĕ те пăшăрханать. Кашни хĕрарăм ачишĕн кулянать. Эпир 50-60 çула çитсен те аннесемшĕн ача юлатпăр.
Ачаранпах музыкăна юратса ӳсрĕм. Анне каланă тăрăх, эпĕ 2 çулта «Happy Birthday to You» юрра юрланă. Çавăн чухне вăл хĕрĕ юрăç пулассине ăнланнă. Анне çамрăк чухне фольклор ушкăнне çӳренĕ. Халăх юррисене юратасси унран куçрĕ-тĕр. Çын умне пĕрремĕш хут юрлама тухнине астăватăп. Ун чухне эпĕ, 6-ри ача, садикри мероприятире «Не теряйте надежду» юрра шăрантартăм. Эпĕ юрланă чухне пурте йĕрсе пĕтнĕ: анне те, воспитатель те, ытти амăшĕ те, çав юрра вĕрентнĕ ертӳçĕ те. Çавăн чухнех ăнлантăм: малалла утмалла, аталанмалла. Эпĕ шкула çӳрерĕм, çав вăхăтрах тĕп хулари «Кăнтăр» культура çуртĕнчи кружокра вокал енĕпе аталанма тытăнтăм. Унта эстрада юррисене юрлама вĕренеттĕмĕр. Кайран 4-мĕш музыка шкулĕнче пĕлӳ илтĕм, унта академи вокалĕ енĕпе ăсталăха пĕр çул туптарăм. Вăхăт иртсен халăх вокалĕпе аталанас терĕм. Манăн анне маттур, педагог шырама тытăнчĕ. Пĕр кунхине ăнсăртран 2-мĕш музыка шкулĕ, халĕ вăл искусствăсен академийĕ, пирки пĕлтĕмĕр. Фортепиано тата халăх вокалĕн уйрăмĕнче вĕренме пуçларăм. Ольга Корсакова педагог тăрăшнипе çĕннине нумай пĕлтĕм, патриотлăх туйăмĕллĕ юрăсене те шăрантараттăм.
Халăх юррисене чунран кăмăллатăп. Чи юратнă юрăç — Людмила Зыкина. Мана унăн тембрĕ илĕртет. Такмаксем шăрантаракан Мария Мордасова та çывăх. Хальхи юрăçсенчен Марина Девятовăпа Пелагея килĕшеççĕ. Марина Девятовăпа пĕр сцена çинче тăма тӳр килчĕ. 2012 çулта унăн концертĕнче вăл чĕрĕ саспа юрланине чаршав хыçĕнче итлесе тăтăм. Унран тапса тăракан вăя туйрăм, кайран хăйĕнпе калаçма май килчĕ.
Конкурссене хастар хутшăнма тытăнтăм. Маншăн чи пĕлтерĕшлисем Мускавра иртрĕç. 2011 çулта Пĕтĕм Раççейри «Эпĕ — автор» фестивале лекрĕм, гала-концертра юрларăм. Иосиф Кобзон, Прохор Шаляпин тата ытти паллă юрăçпа пĕрле сцена çинче юрларăм. Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи йĕркелекен «Филантроп» премире «Халăх вокалĕ» номинацире малти вырăна тухрăм, гала-концертра сцена çине тухма тивĕçрĕм. 2013 çулта «Эпир пултаратпăр» концертра Наталья Варлей актрисăпа тĕл пулни асра.
Ултă çул каялла Иосиф Кобзонпа тепĕр хут курнăçма тӳр килчĕ, чаршав хыçĕнче калаçрăмăр, автограф парса кăмăла çĕклерĕ. 2016 çулта тĕп хулари пĕр радио йĕркеленĕ юрă-кĕвĕ премине хутшăнса финала лекрĕм. Çавăн хыççăн мана артист пек паллама, хулара иртекен мероприятисене йыхравлама пуçларĕç. Çав конкурса çынсем хăйсем çырнă, хальччен юрламан юррисемпе хутшăнчĕç. «Улетай» ятлă юрăпа «Интернет-хит» номинацире мала тухрăм. Ăна эпĕ 2014 çулта университетра преподавателе кĕтнĕ вăхăтра, 10 минутра, çыртăм. Сăмахĕсем хăйсемех пуçа кĕчĕç, кĕввине те хамах хайларăм. Халĕ те юрă çыратăп, анчах чылайăшĕ пуçра çеç-ха. «Наш мир» юрра студире çыртарас килет. Вăл хурлăхлă, ăна кăмăл пусăрăнчăк чухне çырнă. Юрра кĕркунне халăх патне илсе çитерес килет, мĕншĕн тесен шăпах çак вăхăтра чылайăшĕ салху. Маншăн вара кĕр — чи юратнă вăхăт. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
"Уйран пĕр çĕклем курăксăр таврăнман"
Вăрçă пуçланнă чухне Антонина Мясникова 5 çул тултарса ĕлкĕреймен. Çав çулхи кĕркунне ашшĕне фронта илсе кайнă. Алтатти 6 ачапа тăрса юлнă, çире тепре юлнине упăшки вăрçа кайсан тин пĕлнĕ. Илюка ывăл çурални пирки хыпарлама ĕлкĕреймен…
Хыпарсăр çухалнă
1942 çулхи пуш уйăхĕнче Алтатти çăмăлланнă, Коля çут тĕнчене килнĕ. Вăхăт нумай та иртмен — Илюк хыпарсăр çухални пирки пĕлтерекен хут килнĕ, амăшĕ кăшкăрса макăрнă. Çав кунран пуçласа Алтатти мăшăрĕн 3, 9, 20, 40 кунхисене, çур çулхине, çулталăкне асăннă. Асăннă кун¬хине амăшĕ пĕчĕк Тоньăна та пĕрле чиркĕве илсе кайнă. «Аçăра апат çиме тухса чĕнĕр», — тенĕ амăшĕ сĕтел хушшине лариччен. «Атте, апат çиме кил!» — тухса кашкăрнă ачисем. Кăçал тин Илья Гордеев Ленинград облаçĕнче вилнине тупса палăртнă. Çар билечĕ çинче вăл Илья Гордеевич Семенов ятпа пулнă.
Аслă хĕрĕ Таня вăрçă вăхăтĕнче банкра ĕçленĕ. Тоня уроксем хыççăн ăна пулăшма çӳренĕ, урай çуса панă. Клавти колхозра бухгалтерта тăрăшнă.1944 çулта Тоня ялти шкула 1-мĕш класа кайнă, унта 7 çул вĕреннĕ. «Выçă ӳсрĕмĕр, çимелли пулман. Çĕр улмине шултрараххине çинĕ, вăрлăхне те куçне касса тăпрас çине упранма хунă та ыттине яшкана янă. Пахчана кантăр акнă, ăна татса сулă хатĕрленĕ, çырмари шыва янă. Унтан илсе килсен вăл тыла пулнă, ăна çакса типĕтнĕ, нӳрĕреххисене кăмака çине хунă. Çапла пĕрре упăшкине вăрçа ăсатса ывăлĕпе тăрса юлнă хĕрарăм çунса кайрĕ. Кун хыççăн анне кăмака çинче типĕтме пăрахрĕ. Çулла эпир урамра чупман. Çара уран çӳренĕ, кĕпе уртса янă, пуçа татăкпа хупланă та вăрмана кайнă. Çуркунне курăк пуçтарса килнĕ, кайран çырла, кăмпа пухнă. Çĕнĕ çĕр улми яшки пĕçерсен уяв пекех пулнă. Уя кайсан нихăçан та пĕр çĕклем курăксăр килмен. Вăрçă вăхăтĕнче пирĕн ĕне пулнă. 1 стакан тăвар 150 тенкĕччĕ. Ялта ăна сутакан 1-2 кил пулнă, вĕсем ăна Шупашкара Атăл патне кайса илнĕ. 150 тенкĕ ăçтан тупмалла? Йĕтем патĕнче мăнтăр курăкĕ нумай ӳсетчĕ, ун тăррине татса килсе яшка пĕçернĕ. Кăнтăрла çырма тăрăх кайса кăшкар ути, кушак кĕпçи йăтса килнĕ. Сĕткенĕ тута тăрăх юхса пыратчĕ. Вăт мĕнле тăраннă эпир, витаминпа пурăннă. Авăн уйăхĕнче шкула çара уран кайнă. Хĕлле кантăр арласа, тĕртсе Мăнкун валли анне кĕпе çĕлесе паратчĕ. Шкула кайиччен çырла сутнă. Ял çумĕпе тавар пуйăсĕ иртсе çӳретчĕ, кăштăк-кăштăк туса пыратчĕ. Эпир сиксе ларса Йĕпреçе çырла сутма кайнă. Çав пуйăспах каялла килнĕ. Анне пуйăс кайнă май сикме хушатчĕ. Çырмара йăваланса выртаттăмăр, савăнăçчĕ пирĕншĕн. Вăрçă вăхăтĕнче табак бригади пулнă, унта карчăксем ĕçленĕ. Махорка лартнă, ăна шăварнă, çумланă. Çумне урапапа киле ĕне валли туртса килнĕ. Халь мĕнле пурнăç? Тĕлĕнетĕп. Трактор çулса парать, вăлах илсе килет, чăмласа анчах лармалла. Эпир пĕчĕк чухнех нушаланнă», — ачалăхне аса илчĕ Антонина Ильинична.
Вăрçă чарăнсан çемьене тепĕр хуйхă килнĕ: 5 ачи — Клавти, Тоня, Ваççа, Маньăпа Римма йĕкĕреш — пĕрин хыççăн тепри хĕрлĕхенпе чирленĕ. Ваççапа Маня чире парăнтарайман, 1946 çулта пĕр кунра вилнĕ. Нарăс уйăхĕ, шартлама сивĕ тăнă. Ялта тупăк тăвакан та пулман. Вĕсене хирĕç старик пурăннă, çемьене яланах пулăшса пынă. Ăна ялта Мучча тесе чĕннĕ. Вăл кӳршисем патне каçса тупăк туса панă. Икĕ пĕчĕк тупăка масар çине çунапа туртса кайнă. Клавти 1949 çулта çĕре кĕнĕ. Кольăн пурнăçĕ те кĕске пулнă, колхозра выльăх пăхнă чухне вилнĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
Виçĕ ачапа ашшĕшĕн пирĕшти пулса тăнă
Йĕпреç районĕнчи Кăшмас ялĕнче пурăнакан Дина Семеновăпа Виктор Егорова шăпа темиçе çултан пĕрле пурăнма пӳрнĕ. Малтан кашнин хăйĕн çемье, ачасем пулнă. Инкек вĕсен çулĕсене пĕрлештернĕ. Йывăрлăхсене çĕнтерсе малашлăха пĕрле утма хистенĕ.
30 çултах пурнăçран уйрăлнă
Малтанах Виктор Дина Вячеславовнăшăн кĕрӳ пулнă. «Вăл манăн иккĕмĕш сыпăкри йăмăка качча илчĕ. Маринăпа пĕрле выляса ӳсрĕмĕр. Вăл Вăрмар районĕнчи Хапăсран хăнана килетчĕ. Пирĕн ялта Викторпа паллашрĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерчĕç те çемье чăмăртарĕç. Виçĕ ывăла кун çути парнелерĕç. Марина Виктортан 9 çул кĕçĕнччĕ. Ку вĕсен юратăвне чăрмав кӳмерĕ. Кил хуçи йышлă çемьере çитĕннĕ. Çавăнпа мăшăрне качча илсенех сак тулли ача çуратма хистенĕ. Шел те, Маринăн ĕмĕрĕ ытла кĕске пулчĕ. Вăл тытамак чирĕпе нушаланчĕ. Вĕсем çурт лартмашкăн çĕр туяннăччĕ. Виктор укçа ĕçлесе илес тĕллевпе Питĕре тухса кайнă. Марина виçĕ ачипе килĕнче юлнă. Инкек пулнă кун вăл пирĕн пата каçнăччĕ. Чĕри сиснĕ тейĕн. «Япала çурăм, ывăнтăм, пушансан каçса лар», — çапла каласа чĕнчĕ. Хам та кил-тĕрĕшре темĕн ĕçлесе ĕшеннĕрен пăртак выртса канма шу-хăшланăччĕ. Кĕтӳ килсен кӳршĕсем Марина ĕнине кĕртменнине сăнанă. Эпĕ чупса каçнă çĕре унăн чĕри тапма чарăннăччĕ. Ăна тытса пăрахнă. Юнашар çын пулнă тăк, тен, сывă юлĕччĕ вăл. Турă çырнинчен иртеймĕн пуль. Шел те, япала çакма тухнă Марина каялла килне кĕреймен. 30 çултах пурнăçран уйрăлчĕ. Виçĕ пĕчĕк ача амăшĕсĕр юлчĕ», — хурланса калаçрĕ 50 çула çывхаракан хĕрарăм. Марина вăхăтсăр çĕре кĕнĕренпе çу уйăхĕнче 10 çул çитет.
Иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕн ачисем Дина Вячеславовнăшăн ют пулман, вăл вĕсене шелленĕ. «Эпĕ мар тăк кам?» — шухăшларăм ăшăмра. Амăшĕ вилсен чи кĕçĕнни Данил çулталăк çурăра кăначчĕ. Тин çеç утма тытăннăскере амăшĕн сĕтне ĕçме пăрахмашкăн çеç мар, çывăх çыннисĕр пурăнма та йывăрччĕ. Ашшĕ пĕчĕкскере темĕнле лайăх пăхрĕ пулин те ача амăшĕшĕнччĕ. Çĕрлесерен макăратчĕ. Ĕне сĕтне ĕçес килместчĕ унăн, анчах хăнăхма тиврĕ», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи.
Паллах, амăшĕсĕр тăрса юлни — ачасемшĕн пысăк инкек. «Аслă ывăлĕ Антон çухатăва чĕре çывăхне илчех. Вăл тытăнчăклă калаçма пуçларĕ. Пăлханнă, куляннă чухне куçне тавăрса пăхни те пулкалатчĕ. Виктор кĕçĕннине час-часах пирĕн патра хăваратчĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах пĕр кастрюль апат пĕçерсе вĕсем патне йăтса чупаттăм. Эпĕ килнĕ çĕре пĕр купа хура япала выртатчĕ. Пĕчĕкскер кунне темиçе хутчен йĕмне варалатчĕ. Чейникпе шыв вĕретсе малтан хăйне çăваттăм, кайран япаласене ислетсе хураттăм. Виктор чăннипех маттур, виçĕ ачишĕн амăшĕ те, ашшĕ те пулчĕ. Çавах килте хĕрарăм алли çитменни сисĕнетчĕ», — чунне уçрĕ тăлăх арçынна ачисене пăхма пулăшнă хĕрарăм. <...>
Любовь ПЕТРОВА.
Материалсемпе паллашас тесен...
Комментировать