Мĕнпе хитре хула урамĕ?

23 Авг, 2014

Çак ыйтăва ахальтен памарăм хама. Шупашкарăн 545 çулхи юбилейне кĕрлеттерсе ирттерсе ятăмăр. Çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Хула кунĕнче, Хĕрлĕ тÿремсĕр пуçне тĕп урамра та - Ленин проспектĕнче - юрă-кĕвĕ янăраса тăчĕ. Унсăр пуçне вăл вăхăтлăха «Пултарулăх бульварĕ» пулса тăчĕ. 500 ытла пултарулăх çынни хула халăхĕпе хăнасене хăй енне çавăрас енĕпе тупăшрĕ тесен те йăнăш пулмĕ.

Ăсталăхĕпе чапа тухнă «Уяв» фольклор коллективĕ урам варринчех такмакласа юрларĕ, «Паха тĕрĕ» фирма пикисем чăваш тĕррин ăсталăх класне ирттерчĕç, Чăваш Енри профессионал театрсемпе концерт учрежденийĕсен артисчĕсем хăйсен спектаклĕсенчи сыпăкĕсемпе, юрри-куллипе тыткăнларĕç. Çеçпĕл Мишшин скверĕнче чăваш çыравçисем пуçтарăнчĕç, вĕсен сăвви-калавне урампа иртсе пыракансем чарăнсах итлерĕç. Ытти вырăнта та чăваш сасси илтĕнкелерĕ-ха, çапах та çителĕклех мар пек туйăнчĕ.

«Пултарулăх бульварĕ» мĕн кăна курмарĕ: дизайнерсем туй кĕписем ăсталас енĕпе ăмăртнине те, Шупашкар ал ĕç ăстисем яппунсен мелĕпе эксклюзив парнесем хатĕрленине те, йога мелĕпе сипленме вĕрентнине те... Мана вĕсем кăсăклантармарĕç теместĕп, питĕ кирлĕ кунашкалли те, анчах çакскерсенче чăвашлăх пачах та çук-çке. Акă туй кĕписенех илер: Сальвадор Дали вăхăтĕнчине те, «кĕнеке» туйне те, ыттине те кăтартрĕç. Чăваш пикин туй кĕпи хăш енĕпе чухăн вара? Хăнасемшĕн шăпах çакă кăсăклă пулĕччĕ. Ыттине вĕсем Чĕмпĕр, Мускав, Чул хула тата вун-вун хула урамĕнче те курма пултараççĕ.

Хамăр евĕрлĕхпе палăрма тăрăшмалла пирĕн. Ун пек чухне çеç ютрисемшĕн, те çав шутрах туристсемшĕн, кăсăклă пулăпăр.

«Этническая Чувашия» туристпа рекреаци кластерне тума пуçăннă республикăра. Вăл икĕ комплекса - «Амазония» /тĕп хулари «Шупашкар:500 çул» ятпа çÿрекен культурăпа кану паркĕнче/ тата «Ясна» /Шупашкар районĕнче/ - çыхăнтарать. Икĕ проект та чăваш халăхĕн авалхи культурипе, ăс-хакăлĕпе, йăла-йĕркипе çыхăннипе уйрăлса тăраççĕ. «Амазония» этнокомплекс никĕсĕнче - амазонкăсем, ама çынсем тăхăннă тумра чăваш пикисен çи-пуç хатĕрĕсенчи пĕр пеклĕхсене палăртни. Вăтам ĕмĕрсенчи карттăсем пирĕн несĕлсем утса тухнă çула «йĕрлесе» кăтартĕç. «Ясна» комплекс вара чăваш хресченĕн хуçалăхĕпе паллаштарĕ. Вăл, тĕрĕссипе, чăваш халăхĕн культурипе кун-çулĕн чĕрĕ музейĕ пулассăн туйăнать. Çавна кура унта çĕр-шыври, чикĕ леш енчи туристсем те туртăнĕç. Çапла пултăрччĕ тесе ĕмĕтленетпĕр эпир, чăвашсем.

Надежда СМИРНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.