Ыйтусем пур-и? Прокуратура пулăшĕ
22 Авг, 2014

Чăваш Республикин прокуратури халăхшăн уçă тытăм тенинче йăнăш çук: унăн ĕçченĕсем хăйсем тĕллĕн те тĕрлĕ коллективра пулаççĕ, пĕр-пĕр çăхавпа çула тухаççĕ е республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем урлă çынсемпе «çыхăнса калаçаççĕ». Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцире федераци саккунлăхне мĕнле пăхăннине тишкерчĕç. Ара, ку çынсен прависене хÿтĕленипе çыхăннă-çке, вĕсен пурнăçне тÿртĕн витĕм кÿреççĕ.

Мĕнех тăвăн: тĕрлĕ пуçлăх пур. Пĕри пĕлсе тăрсах, тепри çав самантра йăнăш утăм тунине ăнланмасăр саккунлăха пăсать. Кăçалхи çур çулта, акă, асăннă сферăра 18 пин ытла çавăн пек тĕслĕх тупса палăртнă, тĕрĕс мар йышăннă право актне хирĕçлесе 2 пин ытла протест хучĕ хатĕрленĕ, тĕрлĕ çын тата общество интересне хÿтĕлесе судсене 3 пин ытларах тавăç тăратнă, 58 млн тенкĕ шыраса илнĕ. «Йăнăша» тÿрлетме, кăлтăка пĕтерме 4,5 пин представлени çырнă, должноçри 3,5 пин çынна явап тыттарнă, прокурор тĕрĕслевĕпе 44 уголовлă ĕç пуçарнă.

Кусем - пĕлтерĕшлĕрех, пысăкрах ĕçсем. Ытларахăшĕ пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Куславкка район прокуратурин пуçарăвĕпе ШĔМĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи следстви уйрăмĕ «Паритет» тата «Теплоснаб» обществăсем пурăнмалли мар çурт-йĕрпе котельнăйсене арендаторсене ытларах тупăш памалла туса аренда килĕшĕвĕнче хаксене пысăклатнине тупса палăртнă, ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Ку анчах та мар - асăннă обществăсен учредителĕсем çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли укçана хăйсен кĕсйине «хывнă», çавна май «Теплоснаб» ООО çут çанталăк газĕшĕн «Газпром межрегионгаз Шупашкар» ООО умĕнче 25 млн тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Айăплисем кĕçех явап тытĕç.

Республика прокуратурин аппарачĕ Шупашкар хула администрацине тата РФ МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленине тĕрĕсленĕ чухне администраципе управлени нумай хваттерлĕ çуртсен тăрăмне, унта пурăнма юранипе юраманнине палăртнă чухне тивĕçе туллин пурнăçламаннине, пĕлсе тăрсах «йăнăш тунине» çирĕплетнĕ. Представлени хыççăн кăлтăксене çийĕнчех пĕтернĕ.

Вăрмар район прокурорĕ Викторовсен çемйин ыйтăвне татса панă. Вĕсем тăватă çул ытла авариллĕ çуртра тертленнĕ, таçта пулсан та никамран пулăшу кĕтсе илеймен. Район прокурорĕн тавăçĕпе вĕсене хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Кун пек ырă пулăмлă нумай тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Апла тăк прокуратура пире пулăшатех. Тĕрĕслĕх тупма.

Прокуратура пуриншĕн те яваплă. Унăн професси тивĕçĕсенчен тепри вăл - бюджет саккунлăхне мĕнле пăхăннине тĕрĕслесси. Уйрăмах - патшалăх оборона саккасĕн шучĕпе ку е вăл тавара туяннин тĕрĕслĕхне пăсманнине сăнасси. Хăш-пĕр общество-предприяти ертÿлĕхĕ чылай чухне саккунлăха уямасть иккен, унран «пăрăнса» иртме хăтланать. Тĕслĕх-и?

Прокуратура ĕçченĕсем «Атăл» Упрдор» ФКУ ĕç-хĕлĕпе кăсăкланнă та йăнăш çине йăнăш тупса палăртнă: вăл федераци бюджетĕнчен уйăрнă тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе юсав ĕçĕ ирттернĕ чухне пысăк сумма - 106 млн тенкĕ - тăкакланă. Тĕрĕссипе, çак ĕçе подряд организацийĕн контракт йĕркипе малтанах хăйĕн туприпе пурнăçламалла. Каярахпа, комисси юсав пахалăхне çирĕплетсе çула йышăннă хыççăн, ятарлă хут çырса хăйĕн счечĕ çине укçа куçарасса кĕтмелле пулнă. Халĕ Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 160 статйин 4 пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви пырать.

Прокуратура тĕрĕслевĕн материалĕсемпе уголовлă тепĕр ĕç уçнă. Хальхинче - РФ Уголовлă Кодексĕн 159 статйин 3 пайĕпе. Ĕç Патăрьелти бизнес-инкубатор тума уйăрнă бюджет укçи-тенкине вăрланипе çыхăннă. Ултав çиеле тухнă темелле. Подрядчик объекта çĕкленĕ тапхăрта палăртнинчен йÿнĕрех, технологи тĕлĕшĕнчен электротивĕçтерĕвĕн резерв станцине урăххипе улăштарса вырнаçтарнă. Тăкакĕ - 280 пин тенкĕ. Подряд организацийĕ вырăнти бюджета тăкак суммине тавăрса панă-ха, анчах ку унăн сумне ÿстермĕ.

Çынсен ĕç прависене пăснипе пуçарнă ĕçсен папки яланах хулăн иккен. Ытларахăшĕ завод-предприяти хăйсен рабочийĕсене шалу тÿлеменнипе çыхăннă. Кăçалхи пĕрремĕш çулта, сăмахран, ку парăм 2,9 млн тенкĕрен /2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне/ пуçласа 5,1 млн тенкĕ /утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне/ таран пулнă. Ÿсĕмĕн тĕп сăлтавĕ - «Транс-Трактор» общество предприяти ĕçченĕсене ĕç укçи вăхăтра е пачах тÿлеменнинче. Прокуратура çине тăнипе çивĕчленнĕ ыйту кĕçех кун йĕркинчен тухмалла.

Журналистсен нумай ыйтăвне Чăваш Республикин прокурорĕн çумĕ Александр Григорьев, прокуратурăн арбитраж процесĕсен пайĕн ертÿçи Алексей Зольников, федераци саккунлăхне мĕнле пурнăçланине сăнаса тăракан управлени пуçлăхĕ Дмитрий Тимофеев, ЧР прокурорĕн аслă пулăшуçи Элина Трусова хуравларĕç. Тем те кăсăклантарчĕ МИХ ĕçченĕсене: статоргансене отчет паман предприяти-парăмçăсенчен пуçласа Шупашкарта хăй вăхăтĕнче никам ирĕк памасăр лартнă, халĕ çĕрпе пĕлĕт хушшинче шутланакан, ытларах - чăвашсен, «засыпушкăсен» хуçисен прави таранах. Сăмах çавăн пекех суя мăшăрлану, вăрçă ветеранĕсене хăтлă хваттерпе тивĕçтересси, республикăри санитарипе эпидемиологи тăрăмĕ, ĕç кĕнекине тĕрĕс çырасси, Çĕмĕрлери ЖКХ ыйтăвĕсем тата ытти нумай пулăм тавра пычĕ. Халĕ малтан каланине çирĕплетсе тепĕр хут калам: прокуратура - уçă тытăм. Саншăн та, маншăн та. Тата - пулăшуçă.

 

Юрий СТЕПАНОВ

Юрий СТЕПАНОВ