- Чăвашла верси
- Русская версия
Амарант çăвĕ
«Хресчен сасси» хаçата 1992 çултанпах çырăнса илетпĕр. Вулама питĕ кăсăклă: тем те пур унта. Тавах пархатарлă ĕçĕршĕн. Хаçатăн тахăш номерĕнче «золотой ус» пирки, çулçипе чей вĕретсе ĕçмелли çинчен çырни пурччĕ. Эпĕ пĕсехе парĕн ĕçĕ пăсăлнипе аптратăп. Çавна тепĕр хут тупса пичетлеймĕр-ши?
Пахчара «Амарант» ÿсет. Унпа мĕнле усă курмалла-ши, çăвне епле хатĕрлемелле?
Роза Михайлова. Çĕрпÿ районĕ, Тептикасси.
Хисеплĕ Роза Романовна, тавах сире ырă сăмахсемшĕн, сывлăхлă пулăр.
Золотой ус чăннипех те чылай чиртен пулăшать. Вăл шутра панкреатит, щитовидка, сахăр диабечĕ, кукша, язва, шыçă чирĕсенчен.
Сиплĕ шĕвек хатĕрлемелли чи ансат меслет: тин вĕретнĕ 0,6 л шыва 20 сантиметртан кая мар ÿснĕ пĕр çулçă вĕтетсе ямалла, 1 талăк тĕттĕм те ăшă вырăнта лартмалла. Ăна кунне 3 хут, апатчен çур сехет маларах, 50-шар мл ĕçмелле. Çакнашкал шыва ĕмĕр тăршшĕпех ĕçсе пурăнма юрать.
Пĕсехе парĕн чирĕнчен. Çур литр шур эрехе хайхи курăкăн 50 сыппипе тата çулçипе пĕрле тураса ямалла. 14 кун лартмалла. Ирпе-каçпа, апатчен 40 минут маларах, 30-шар тумлам ĕçмелле. Шывпа сыпса ямалла. Çапла хатĕрленĕ шĕвек пĕтиччен сипленмелле.
Пĕсехе парне сиплемелли ăнăçлă рецепт: 1 кг пыл, 300 г аçтăрхан мăйăрĕ, 100 г ыхра, 50 г укроп вăрри хатĕрлемелле. Аçтăрхан мăйăрĕпе укроп вăррине кофемолкăпа вĕтетмелле. Ыхрана «шыв мунчинче» пĕçерсе вĕтĕ-вĕтĕ турамалла. Мĕн пур çимĕçе пылпа хутăштарса кĕленче савăта куçармалла. Хутăша кунне 3 хут, апат умĕн 20 минут маларах, пĕрер кашăк çимелле.
Амарант вăрринчен çу тăвасси:
1) 100 г чухлĕ чĕрĕ амарант вăррине (типĕтме кирлĕ мар) кофемолкăпа вĕтетсе тĕксĕм тĕслĕ кĕленчене ямалла, 100 мл олива е хĕвел çаврăнăш çăвĕ хушмалла. Кĕленчене 2-3 эрнелĕхе тĕттĕм те сулхăн вырăна лартмалла, кашни кун силлесе илмелле. Кайран сăрăхтармалла, савăт тĕпне ларнине пăчăртаса кăлармалла, тăрăланма сивĕтмĕше (холодильника) лартмалла. Çулталăк таран упранма пултарать.
2) Ытларах хатĕрлеме: 1 кг амарант илмелле, çатма çинче кăшт ăшаламалла, унтан кофемолкăпа вĕтетмелле. Ун çине 1,5 л олива çăвĕ е рафинадламан тип çу ярса лайăх пăтратмалла. Пластмасса хупăпа хупса тĕттĕм вырăна лартмалла. Кунсерен ăна 15-20 минут таран лăкамалла. 10-20 кунран кĕленчери хутăша 4-5 сийлĕ марля витĕр сĕрсе урăх савăта куçармалла. Юлашкине алăпа хытă пăчăртаса кăлармалла.
Сăрăхтарнă çăва тĕттĕм вырăна тăрăлма лартмалла. Марля çине юлнă туранта (жмыха) тĕксĕм савăта хурса сивĕтмĕше хумалла. Ал-ура сыпписем ыратсан, полиартрит, ревматизм, ÿт чирĕсем чухне унпа ыратакан вырăна сиплеме пултаратăр: çу юлашкине марля хутаçа чиксе канăçсăрлантаракан вырăна хумалла, целлофанпа витсе ăшă япалапа витмелле. Туранта апата е салата хушса çиме те юрать. Амарант çăвне çутă лекекен çĕре лартма, пăккине уçă хăварма юрамасть. Пăсăлать.
Амарант чейĕ вара ÿпке чирĕсенчен, пĕсехе парĕн, веществосен çаврăнăшĕ пăсăлсан, юн юхнинчен, сыпăсем ыратнинчен аван. Унсăр пуçне амарант чейĕ кăкăр сĕтне лайăхрах анма, ыйхă вĕçнине ирттерме, нерв тытăмне лăплантарма, импотенцирен сывалма пулăшать.
Амарант чейĕ: тин вĕретнĕ 5 л шыва çур стакан чухлĕ вĕтетнĕ амарант çулçи ярса 1 талăк лартмалла. Çитĕннисен ăна кунне 3 хут, апатчен çур сехет маларах, 250-шар грамм ĕçмелле. Ачасене памалли виçене икĕ хут чакармалла. Çулçă сĕткенĕ кирек епле сурана дезинфекцилеме, хăвăртрах ÿт илме пулăшать.
Конъюнктивитран. Вĕреме кĕнĕ 1 стакан шыва 2 кашăк чухлĕ вĕтетнĕ амарант çулçи ярса йăваш çулăм çинче 5-7 минут вĕретмелле, сехете яхăн тăрăлтарса лартмалла, сăрăхтармалла. Куçа унпа кунне 3-4 хут çумалла.
Псориаз, экзема. Тин вĕретнĕ 3 стакан шыва 2 чей кашăкĕ чухлĕ амарант вăрри ярса 20 минут кĕтмелле, сăрăхтармалла, сиенленнĕ ÿте сĕрмелле.
Комментировать