Тантăш № 11 (4730) 25.03.2021

25 Мар, 2021

Алăра — руль, куçра — хĕлхем

Çĕнĕ Шупашкарти 9-мĕш шкулта ăс пухакан Семен Блиновăн пухмачĕ нумаях пулмасть тепĕр медальпе пуянланчĕ. 14-ри арçын ача автомобиль спорчĕпе иртнĕ Чăваш Республикин «Шупашкар-картинг» чемпионатĕнче «супер-мини» класра черетлĕ «ылтăн» çĕнсе илчĕ.

Машинăпа выляма юратнă

Картинг — автомобиль спорчĕн пĕр тĕсĕ. Карт — кӳлепипе пысăках мар хăвăртлăхлă машина. Ăмăртури спортсменсен тĕллевĕ — палăртнă дистанцие пуринчен малтан ярăнса тухасси.

Семен картингпа икĕ çул каялла туслашнă. Ачасен пултарулăхĕн çуртне пĕр кружока çӳрекенскер урамри лапамра çамрăк автомобилистсем ăсталăха аталантарнине ăмсанса сăнанă вăл, вĕсен ретне тăма ĕмĕтленнĕ. Пĕчĕклех техникăпа кăсăкланаканскер Алексей Ярабаев ертсе пыракан кружока çырăннă. Машинăпа ярăнасси мĕнле арçын ачана кăсăклантармĕ? «Автоспорт (картинг)» кружока çӳрекенсем микроавтомобильпе çӳреме вĕренеççĕ кăна мар, двигателĕпе те паллашаççĕ, пысăках мар юсав ĕçĕсем ирттерме хăнăхаççĕ. Чи пĕлтерĕшли — пурнăçра кирлĕ хăнăхусене алла илеççĕ. Эппин, пуласлăхра çул çинче сиксе тухакан йывăр лару-тăрура çухалса каймаççех.

— Кружока çӳреме тытăнсанах мана 57-мĕш номерлĕ карт шанса пачĕç. Халĕ эпĕ 22-мĕш номерлипе ярăнатăп, ăмăртусене те унпах хутшăнатăп. Тренировкăсенче тупăшусене хутшăнма тата техникăна пăхса тăма хатĕрленетпĕр. Эпĕ хамах машина çăвĕ яма, урапа улăштарма пултаратăп. Нумаях пулмасть аслисем пулăшнипе руле ылмаштартăм, — каласа кăтартрĕ Семен.

Арçын ача пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене çулталăк каялла хутшăнма тытăннă. Паян унăн пухмачĕнче 6 медаль: 2 «ылтăн», 2 «кĕмĕл» тата 2 «бронза». Пĕлтерĕшлисем — Чăваш Енре тата Çĕнĕ Шупашкарта мала тухассишĕн иртнĕ тупăшусенче çĕнсе илнисем. Мĕн пулăшать Семена ăмăртусенче мала тухма? Ăсталăх, автомобиль хăвачĕ, çывăх çыннисем хавхалантарни, ăнăçу е çĕнтерес туйăм?

— Пĕтĕмпех. Чи малтанах, автомобиле туймалла, унпа пĕр пулмалла. Стартра хăвăрт тапранса кайни те пĕлтерĕшлĕ. Нумай чухне 5-10 çаврăм ярăнатпăр, çав вăхăтра малта пыраканнине хăваласа çитме те май пур. Ăмăртура пĕтĕмпех шута илмелле: çул кукрине мĕнле хăвăртлăхпа кĕмеллине те, ăна чакармаллине те, ӳстермеллине те. Унсăрăн трассăра тухса кайма та, çаврăнса ӳкме те пулать. Чăтăмлăх, йышăнусем хăвăрт тума пĕлни те пĕлтерĕшлĕ. Ăмăртусенче атте-анне яланах пĕрле пул ни те, вĕсем ăшă сăмахпа хавхалантарни те малта пулма пулăшать, — чунне уçрĕ арçын ача. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Как найти место в этом мире?

В рамках фестиваля детских и молодежных коллективов «Театральное Приволжье» в Русском драматическом театре состоялся показ спектакля по пьесе Александра Островского «На всякого мудреца довольно простоты». Зрителями стали студенты высших учебных заведений, техникумов и училищ города Чебоксары.

В данном спектакле ставка была сделана на игру актеров, которые глубоко и тонко прочувствовали каждого героя пьесы. Режиссер Владимир Красотин приложил немало усилий для того, чтобы зрители увидели и поняли задумку всеми нами любимого писателя Александра Островского. Театральная постановка заставляет задуматься о том, сколько лицемерия порой скрывается за фальшивой дружбой, придуманной любовью и вежливой любезностью. Хочется отметить, насколько жизненной и актуальной проблемой в наше время остаются хитрость, ложь и подхалимство ради легкой наживы – богатства и денег. Главным героем пьесы руководит не любовь, а холодный расчет, необходимый ему для безбедного существования в будущем.

После показа студенты поделились своими эмоциями и ощущениями:

– Спектакль очень понравился, а игра актеров действительно заворожила. Особенно мое внимание привлекла невеста главного героя – Машенька.

Эта героиня ассоциируется с легкостью, простотой и верой в настоящую любовь, – восхищенно поведала студентка 2-го курса педагогического университета Лейла Раджапова. <...>

Ирина ЧЕРНОВА.

♦   ♦   ♦


Зачем нужно учить языки?

В многокультурном современном мире знание иностранных языков – это не просто полезный навык, а жизненная необходимость. Есть много аргументов в пользу изучения языков. Некоторые из них – исключительно практические, другие – более личные, связаны с хобби и саморазвитием. Почему же стоит учить иностранные языки? Знание языков увеличивает шанс найти хорошую работу, даже за рубежом. И это еще не все.

Я со 2-го класса изучаю английский язык. С самого начала он мне давался легко, я быстро запоминала правила, буквы и слова. Но спустя какое-то время он мне разонравился.

Я захотела стать дизайнером одежды, а потом – адвокатом. <...>

Ксения КАРСАКОВА, 8-й класс.

Чебоксарский район, Синьял-Покровская школа.

♦   ♦   ♦


Хаяр тăшмана çĕнтертĕмĕр

(Ку хайлава 95 çулти Татьяна Сергеева ĕç ветеранĕ каласа панине тĕпе хурса çырнă)

«Тин ӳкнĕ юр çийĕн çуна çăмăллăн шăвать. Лавçă, çитмĕлелле çывхарса пыракан Миххе мучи, аллинчи чăпăрккипе лашине: «Ну-у, Саккул!» — тесе хăмсаркаласа илет те лешĕ тӳрех уттине хăвăртлатать. Çулĕ çывăхах мар тата тавралăха каç сĕмĕ хупласа иличчен каялла яла çитсе ĕлкĕрмелле.

Лав çинчи хĕрсем шăп ларса пыраççĕ. Пĕр-пĕрин çумне тĕршĕннĕскерсем шухăша путнă. Кашнин аллинче кутамкка, унта малтан пурăнмалăх килтен илнĕ апат-çимĕç, улăштарса тăхăнмалăх кĕпе-йĕм, алсиш-нуски, икшер мăшăр çăпата. Колхоз пĕрер михĕ çĕр улми, темиçе çаврака çăкăр, кĕрпе, кăшт какайпа çу та хатĕрлесе пачĕ. Кашни çын пуçне пĕрер кĕреçе, пилĕк çынна пĕр лум, наçилккепе пуртă илме каларĕç.

Колхоз председателĕ Миххе мучине хăй пăхакан лашасенчен вăйлăраххине кӳлме хушрĕ. Хĕрсене ăсатма та ялтан тухичченех пычĕ.

— Чипер кайса чипер таврăнмалла пултăр! Хăвăра упрăр!

– Аслисем хушнине итлĕр. Колхоз ятне ан ярăр!

— Çĕр чавасси, вăрман касасси — хĕрсен ĕçĕ мар паллах. Анчах Тăван çĕршыв хăрушлăхра чухне çăмăл е йывăр тесе тăма çук — чăтмалла, тӳсмелле. Фронтра тата хăрушăрах, унта юн тăкăнать, вилĕм алхасать. Тăшман Мускава илесшĕн. Урнă тискер кайăка тытса чарма пурин те пĕрле вăй хумалла! — çапларах пулчĕç ăсатакансен сăмахĕсем.
Эпĕ аннен ăшă ытамĕнче. Унăн куçĕ шывланнă.

— Ах, хĕрĕм! Пиччӳне те вăрçа илсе кайрĕç. Халĕ тата эсĕ… — терĕ вăл.

— Анне, маншăн ан кулян. Çынсем мĕн ĕçленине вăй çитнĕ таран эпĕ те тăвăп. Сире намăс кăтартмăп, — лăплантарма тăрăшатăп ăна. Хам ăш вăрканине кăтартас мар тесе йăл кулса илетĕп.

Халиччен тăван килтен нумайлăха уйрăлса курман. Эпĕ пĕччен мар, пиллĕкĕн каятпăр. Аннепе пĕчĕк шăллăм тата чирлĕ кукаçи пирки шухăшлатăп. Епле пурăнкалĕç-ши вĕсем? Çăкăр пĕçерме çăнăх та пӳлме тĕпĕнче кăна, сĕт-çăва та налук тӳлемешкĕн перекетлĕн тыткалама тивет. Анне кунĕпех колхозра. Юрать-ха, килте Сантăр шăллăмпа кукаçи пур. Иккĕшĕ лараççĕ вара анне ĕçрен киличчен. <...>

Ангелина ЛАВРЕНТЬЕВА, 10-мĕш класс. Канаш районĕ, Катек шкулĕ.

♦   ♦   ♦


Черетлĕ слет - пирĕн шкулта

Çак кунсенче Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм шкулĕнче «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» ятпа республикăри 9-мĕш слет иртрĕ. Йĕпреç районĕн чысне Çăкалăх шкулĕнчи çамрăк пограничниксен команди хӳтĕлерĕ. Ачасене тупăшăва Александр Кошелев хатĕр лерĕ. Уроксем хыççăн юлса тĕрлĕ ĕç пурнăçларăмăр. Команда чысне çак ачасем хӳтĕлерĕç: Сергей Абрашев, Дима Кондратьев, Валера Николаев, Алина Тимофеева, Егор Ананьев, Лена Артемьева, Даша Макарова, Галя Федорова, Ангелина Шамбина.

Ăмăртăва хутшăнакан командăсем пилĕк тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕç. Пирĕн шкул мĕн пур тупăшура лайăх кăтартусемпе савăнтарчĕ. Стройпа утса иртессипе 2-мĕш, ялав çĕклесе тухассипе тата унпа паллаштарассипе 1-мĕш вырăнсене йышăнтăмăр. Эпир «Тĕрлĕ чăрмав витĕр тухасси» эстафетăра 1-мĕш пултăмăр. 4-мĕш конкурс «Васкавлă пулăшу парасси» ятпа иртрĕ. Вăл икĕ пайран тăчĕ. Ачасем хăйсен пĕлĕвне медицина теорийĕпе тĕрĕслерĕç тата эстафета чупрĕç. Кунта та пирĕн команда 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. «Пултарулăх конкурсĕ» номинацире юрласа тата сценка выляса 3-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Командăри кашни ача çĕнтерӳшĕн тупăшрĕ. <...>

Ирина КОШЕЛЕВА, 6-мĕш класс. Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.