“Чăвашсен тараватлăхĕ кăмăла çĕклерĕ”

22 Авг, 2014

Çапла палăртрĕç Шупашкара Германирен икĕ эрнелĕхе килнĕ студентсем пĕр саслăн. Вунă çынран тăракан ушкăн Чăваш Енри «Çут çанталăк ландшавчĕсен геоэкологи тĕпчевĕсем» тата «Тĕрĕк тĕнчи: чăваш чĕлхипе культури» çуллахи лагерьсенче ăсталăха туптанă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ чикĕ леш енчи аслă шкулсемпе тахçантанпах çыхăну тытать. Юлашки вăхăтра кăна çĕнĕ 18 партнерпа ĕçлеме калаçса татăлнă. Германирен килнĕ çамрăксем Чăваш Республикине, кунта пурăнакансене мĕнле хаклаççĕ? Мĕн килĕшнĕ вĕсене? Пĕлĕве тарăнлатма, тавра курăма анлăлатма май килнĕ-и? Çак тата ытти ыйту тавра ют çĕр-шыв çамрăкĕсемпе çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче ЧПУн истори музейĕнчи экскурси умĕн кăшт кăна калаçма май пулчĕ.

Германири Веймар, Марбург, Галле, Рейн çинчи Бинген хулисенчи университетсенчен килнĕ çамрăксен вĕренÿ, кану программи питĕ анлă пулнă. Пирвайхи кунсенчех вĕсем альма-матер преподавателĕсемпе футболла вылянă. Германи футболисчĕсем кăçал тĕнче чемпионĕсем пулса тăчĕç. Нимĕç студенчĕсем вĕсен ятне яман - вăйă кăсăклă иртнĕ. Çавăнпах-тăр: «Университетра мĕн килĕшрĕ?» - тесе ыйтсан Марбург хулинче пурăнакан Мариус Рэбигер çапла хуравларĕ: «ЧПУ ректорĕ - питĕ ăста футболист».

Студентсем Чăваш Енри экологи лару-тăрăвне уçăмлатма вăрман-заповедниксене, тĕрлĕ музея çитсе курнă. Етĕрне районĕнчи Аркадий Айдак нумай çул ертсе пынă «Ленинская искра» хуçалăхра пулнă.

- Пире ял хуçалăх предприятийĕнче вăй хуракансем питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартрĕç. Пирĕн патра ял хуçалăх тытăмĕнче пач урăх технологисене тĕпе хурса ĕçлеççĕ, кунта курни тĕлĕнтерчĕ. Тăван тăрăха таврăнсан эпĕ икĕ меслете танлаштарса тĕпчев ĕçĕ çырасшăн, унта пĕр пеклĕхсемпе уйрăмлăхсене палăртасшăн, - каласа кăтартрĕ Галле хулинче çуралса ÿснĕ Маркус Роланд Раскопф.

- Пире çав хуçалăхра хăйсен продукцийĕнчен хатĕрленĕ чăваш халăх апачĕпе - какай шÿрпипе - хăналарĕç. Питĕ тутлă вăл, - палăртрĕ Бинген хулинчен килнĕ Анне Хольцхауэр.

Çуллахи лагерьте тавра курăма анлăлатма студентсем çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче ЧР Çут çанталăк министерствин ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Вĕренекен çамрăксем унта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ирттерекен «Шупашкар - Раççейĕн Атăл çинчи ахах-мерченĕ» çуллахи шкула хутшăннăран лекнĕ. Çут çанталăк министрĕн пĕрремĕш çумĕ Евгений Юшин хăнасене Чăваш Енре экологие упрас енĕпе мĕнле проектсем пурнăçланни çинчен каласа кăтартнă, ĕç-хĕлпе паллаштарнă.

- Ытларах эпир Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар районĕ валли йăлари хытă ăпăр-тапăр полигонне тăвассипе, çамрăксен экологи юхăмĕсене йĕркелесе ĕçлеттерессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçрăмăр. Çут çанталăка сыхласа хăварассишĕн кунта епле ĕçлени манăн кăмăла кайрĕ. Унсăр пуçне Раççейре тата Германире халăха электроэнергипе епле тивĕçтерессине танлаштарма май пулчĕ, - çирĕплетрĕ Патрик Бергманн. - Пире Муркаш районĕнчи Шомик ялĕ çывăхĕнчи «Буревестник» географи станцине, Шупашкар шыв управне, Атăл леш енне, тĕп хулари ботаника садне илсе кайса кăтартрĕç.

Студентсен пĕр пайне - какай шÿрпипе хăналани, теприсене - чăваш сăрине тутантарса кăтартни, виççĕмĕшĕсене икерчĕпе, борщпа сăйлани кăмăла кайнă. Вĕсем чăваш халăх культурине килĕштернĕ. Тĕрлĕ музейра пулнăскерсем наци тумĕ илемлине, йăли-йĕрки пуяннине палăртрĕç. Чăваш хĕрарăмĕн тумне хапăл тунă Лиза Хольцхауэр ăна тăхăнса сăн ÿкерĕннĕ.

Ют çĕр-шыв студенчĕсем ЧПУн истори музейĕпе те савăнсах паллашрĕç. Вĕсене кăçал Сочире иртнĕ хĕллехи Олимп вăййисен пĕр паллине - мулкача - чăваш хĕрĕ Сильвия Петрова хатĕрлени, аваллăх çуртĕнче сумлă çак ăмăртăвăн факелĕ упранни тĕлĕнтерчĕ.

Германи студенчĕсем Чăваш Ене килсе кайрĕç, чÿк уйăхĕнче вара ЧПУн историпе географи факультетĕнче ăс пухакан студентсен ушкăнĕ инçе çула тухĕ. Çамрăксем М.Краснова доцент ертсе пынипе Берлинти Гумбольдт тата Ирĕк университечĕсенче, Лейпцигри аслă шкулта тата Одер çинчи Франкфуртри Виадрина университетĕнче пулса курĕç. Унсăр пуçне Дрезденри «Авалхи ăстасем» картина галерейипе паллашĕç.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.