«Хресчен сасси» 10 (2848) № 17.03.2021

17 Мар, 2021

Çуракине – çĕнĕ техника

Пĕлтĕр çураки ир килнĕ. Кăçал вара çурхи ĕçсем каярах пуçланĕç. Хĕл парăнма шухăшламасть-ха, çанталăк сивĕ тăрать. Унсăр пуçне юр та чылай. Унăн хулăнăшĕ нормăран 15-16 см пысăкрах иккен.

Ахăртнех, çуракине кĕске вăхăтра ирттерме тивĕ. Çавăнпа та паян ĕçе тĕплĕн хатĕрленмелле. Кăçал 290 пин гектар çинче çурхи культурăсем акмалла, çав шутра 54% яхăн тĕш тырă культурисем йышăнмалла. Кĕрхисене 100 пин гектар акса хăварнă. Калчасен пĕтĕмĕшле пайĕ хĕл аван каçнă. Акмалли-сухаламалли анасен лаптăкĕ кăçал 550 пин гектарпа танлашмалла. Çакă пĕлтĕрхинчен 2 пин гектар ытларах.

Вăрлăх çителĕклех, 48 пин тонна. Сĕрмелли-çунтармалли хатĕрсем хальлĕхе кирлĕ чухлин 65% пур. Паллах, хресчене топливо 4,5% чухлĕ хакланни пăшăрхантарать.

Пĕлтĕрхипе танлаштарсан минерал удобренине 13% нумайрах илсе килнĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх пĕлтĕр 1 гектар лаптăка 42 кг удобрени сапнă пулсан кăçал ăна 50 кг çитересшĕн. Шел те, вăл та 11-40% чухлĕ хакланнă. Юрать-ха, Апат-çимĕç фончĕ удобренисене пĕчĕкрех хаксемпе чылай туянса хума ĕлкĕрнĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   


Уçăмлă, усăллă калаçу

Мартăн 12-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Контактри» тата «Инстаграмри» социаллă сетьсенче тӳрĕ эфир ирттерчĕ. Олег Алексеевичăн страницисене пурĕ 1500-е яхăн ыйту килнĕ. Вĕсене социаллă сетьсене маларах пама май пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 1,5 сехет ытла пынă калаçура вĕсенчен пĕр пайне çеç хуравларĕ. Ыттисене тишкерме министерствăсемпе ведомствăсене çитерĕç. Пĕр ыйту та хуравсăр юлмассине пĕлтерчĕç.

Шкулсем, нумай ачаллă çемьесем…

Республикăра пурăнакансене шкулсемпе ача сачĕсем, çул-йĕр тăвас, ялсемпе хуласене тирпей-илем кĕртес, таса шывпа, транспорт хатĕрĕпе тивĕçтерес тата ытти ыйту канăç памасть. Калаçăва ачасене пырса тивекеннисенчен пуçларĕç. Республикăра 8 пине яхăн ача иккĕмĕш сменăпа вĕренет. Çавăнпа та çĕнĕ шкул тăвас ыйту чи çивĕччисенчен пĕри шутланать. Олег Алексеевич кăçал Шупашкарти «Университет», «Лента», «Сад» микрорайонĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта, Кӳкеçре шкулсем тума пуçлассине пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне çитес 5 çулта кивĕ шкулсен 50 процентне çĕнетсе юсама тĕллев тытнă.

Çĕнĕ Шупашкарсене инкек сиксе тухсан Шупашкарти травмпункта илсе кайма тивни пăшăрхантарать. «Ку йĕркеллĕ мар, — терĕ республика ертӳçи. — Паллах, ыйтăва паян-ыран татса пама май килмĕ. Анчах унпа ĕçлеме пуçлатпăр». Малтанхи ыйтусенчен пĕри — нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси. Республикăри 16 пин çакнашкал çемьен çĕр лаптăкĕ илме ирĕк пур. Вĕсенчен çуррин ыйтăвне тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Анчах пур çĕрте те çурт çук-ха. Çавна май чылай лаптăк хыт хурапа витĕннĕ. Çурт çук урама инфратытăм йĕркелеме кирлех-ши? Çавăнпа та нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа парсан вырăнлă мар-ши? Юлашки вăхăтра çакнашкал сĕнӳ хускатаççĕ пуçлăхсем.

«Ман шутпа, ку сĕнӳ — тĕрĕс, мĕншĕн тесен инфратытăм йĕркелеме те бюджетран укçа уйăрмалла. Енчен те лаптăксенче çуртсем тумаççĕ пулсан укçа ахалех сая каять. Уйăрнă лаптăксенче инфратытăм йĕркелеме 2 млрд та 800 млн тенке яхăн кирлĕ пулать. Вĕсенче çуртсем çĕкленме пуçласан укçа-тенке тăкаклама юрать», — палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Транспорт ыйтăвĕ те çивĕч. Иккĕмĕш смена хыççăн Шупашкартан Çĕнĕ Шупашкара çитме май çуккине палăртрĕç ентешсем. Артем Плотников шучĕпе транспорт министерстви сĕнекен реформа йывăрлăха татса пама пулăшĕ, анчах ăна мĕншĕн çитес çул вĕçĕнче çеç пурнăçлама палăртнă. Çакă подрядчиксемпе килĕшĕве вăрахлăха çирĕплетнипе çыхăннă-мĕн. Вĕсен те çухату тӳсмелле мар, унсăр пуçне хушма транспорт туянма та вăхăт кирлĕ. Çĕнĕ реформа тăрăх, халăха илсе çӳрекенсем çул çӳревшĕн бюджетран укçа илĕç. Билет сутса пуçтарăнни вара хыснана кайĕ. <...>

Валентина ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Хусакасси хĕрĕ

Мучисемпе кинемейсене район центрĕнче тĕл пулсан сăмах чĕнмесĕр иртместĕп. Чи малтан вĕсен сывлăхĕпе кăсăкланатăп. Ку хутĕнче Янмурçин ялĕнче тĕпленнĕ Юлия Леонидовăна тĕл пултăм.

«Атте-аннене тав»

Вăл Красноармейски ял тăрăхне кĕрекен Хусакасси ялĕнче çуралнă. «Мана кун-çул пилленĕшĕн, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнăшăн атте-аннене тав тăватăп, — терĕ сăпайлăн. — Атте Константин Федоров Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Вăл 1941 çулта фронта тухса кайнă, Хура тинĕс флочĕн пехотинецĕ пулнă. Вăрçă пирки ытлашши каласа пама юратмастчĕ. Калаçăвĕнче Сухуми, Батуми, Феодосия хуласене тăтăшах асăнатчĕ. 1942 çулхи январь уйăхĕнчи пĕр çапăçура вăл йывăр аманнă, госпитальсенче сипленнĕ. Çапах та мина ванчăкĕсемпе сиенленнĕ хăрах урине чĕркуççинчен аяларах татма тивнĕ. Вăл киле иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулса таврăннă. Çул çинче аслă пиччĕшне Афанасие ăнсăртран тĕл пулнă. Лешĕ ун чухне фронтра тăшманпа çапăçнă. Киле таврăнсан аттене колхоз бригадирне суйланă. Унсăр пуçне ут хатĕрĕсене, урапа-çуна юсанă. Чылай вăхăт ферма заведующийĕнче те ĕçленĕ.

1943 çулта атте аннепе Нина Павловăпа, яла ĕçлеме килнĕ медсестрапа, паллашнă. Анне Канаш районĕнчи Матьшу ялĕнче йышлă çемьере çуралса ӳснĕ. Пирĕн çемьере тăватă ывăлпа виçĕ хĕр çитĕннĕ. Шел те, атте вăрçă суранĕсене пула 40 çултах пурнăçран уйрăлнă. Пĕтĕм йывăрлăх аннен хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Апла пулин те вăл пире тĕрĕс-тĕкел, сывă çитĕнтерчĕ, тӳрĕ чунлă пулма вĕрентрĕ. Пире нихăçан та выçă лартман, çĕтĕк çӳретмен. Хуçалăх ĕçĕнчен пушансанах анне çăм атă йăвалама ларатчĕ. Ăна туянма аякри ялсенчен те килетчĕç. «Нина йăваланă çăм атă сукна пек, хуçлатсан та йĕр юлмасть», — тетчĕç.

Анне 1940 çулта Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă. 1962 çулта вăл тепĕр хут пĕлӳ илсе дипломне çĕнетрĕ, ун хыççăн Хусакассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Хамăр ялти, Крентейкассипе Йӳçкассинчи çынсен сывлăхне асăрхаса тăчĕ. Ку ĕçре 1981 çулчченех тăрăшрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та райцентрти предприятисемпе учрежденисенче тирпейлӳçĕре вăй хучĕ. Ăна ырă кăмăлĕшĕн, тирпейлĕхшĕн хисеплетчĕç. Вăл ял канашĕн депутачĕ те пулнă. Пус çумне пус хушса 70-мĕш çулсенче пысăк кирпĕч çурт хăпартма та вăй çитерчĕ. Анчах усал чир хыçранах çӳренĕ çав. Ăна шалкăм çапрĕ. Вунă çул Зина пăхрĕ. 89 çул тултарсан пурнăçран уйрăлчĕ». <...>

Татьяна БОРИСОВА. Красноармейски районĕ.

♦   ♦   ♦


Ача-пăча пÿрт тултарать

Пурнăçра пĕр-пĕринпе килĕштерсе, юратса пурăннине нимĕн те çитмест. Ун пек чухне тавралăх та илемлĕрех, çутăрах курăнать, сар хĕвел те савса пăхнăн туйăнать, çемьере те килĕшӳ хуçаланать.

Эпĕ вулакансене Патăрьел районĕнчи Сăкăт ялĕнче пурăнакан Елизавета Казачковăн туслă çемйипе паллаштарасшăн. Унăн ашшĕ Иван Купташкин Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршăра нумай çул вăрман хуçалăхĕнче вăй хунă. Амăшĕ Акулина Федотовна колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Вĕсем виçĕ ача çуратса ӳстернĕ. Аслă ывăлĕ Миша йывăр чире пула çамрăклах вилнĕ. Тепĕр ывăлĕ Вася вăрман пунктĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Хĕрĕ Лиза 7 класс пĕтерсенех вырăнти хуçалăхра вăй хунă. Анчах унăн малалла вĕренес килнĕ. Çавна май вăл Шупашкара çул тытнă. Суту-илӳре ĕçлекенсем кирлĕрен хĕр ятарлă курса вĕренме кĕнĕ. Каярахпа тăван ялĕнче 12 çул сутуçăра ĕçленĕ.

Маттур та пултаруллăскере Сăкăт ялĕн каччи Петр Казачков пĕр уявра асăрханă. Йĕкĕт ун патне юрату сукмакĕ хывнă. 1964 çулхи июлĕн илемлĕ пĕр кунĕнче çамрăксем туй кĕрлеттернĕ.

Çемье чăмăртанă пулин те вĕсен малалла вĕренес шухăш çухалман. Лиза Сăкăтра каçхи шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн вăл районти медсестрасен курсĕнчен вĕренсе тухнă, ялти медпунктра тивĕçлĕ канăва тухичченех вăй хунă. Мăшăрĕ Петя та Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче ăс пухнă. Каярахпа «Красное знамя» колхозра бригадирта, агрономра тăрăшнă. 13 çул асăннă хуçалăха ертсе пынă. «Красное знамя» районта, республикăра тĕш тырă туса илес енĕпе малтисен шутĕнче пулнă. Шел те, Петр Алексеевич йывăр чире пула 58 çул тултараймасăрах пурнăçран уйрăлнă. Елизавета Ивановна пилĕк ачипе тăлăха тăрса юлнă. Петр Алексеевичăн та кун-çулĕ çăмăл пулман. Ашшĕ çулталăкри ачине юлашки хут чуптуса Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. Нумаях та вăхăт иртмен çемьене хăрушă хыпар çитнĕ: кил хуçи хĕрӳ çапăçура хыпарсăр çухалнă. Петьăна амăшĕпе асламăшĕ çитĕнтернĕ, çĕршыва юрăхлă çын тăвас тесе тăрăшнă.

Пурнăç урапи шав малаллах чупнă. Елизавета Ивановна хунямăшĕпе, ватă асламăшĕпе килĕштерсе пурăннă. Виçĕ хĕрарăм савăнăçа, хуйха-суйха пĕрле пайланă. Ялта чи хисеплĕ те сумлă çемье шутланнă. Паянхи пурнăçра çамрăксем пачах урăхла. <...>

Роза ПАВЛОВА, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

♦   ♦   ♦


«Вилнĕ лаша ашне те çинĕ»

1941 çулхи октябрь уйăхĕ. Нимĕç фашисчĕсем Мускав çывăхĕнчех. Хулана кĕç-вĕç вирхĕнсе кĕрес пекех туйнă хăйсене.

Шăн çĕре кĕреçепе такканă

Çак тĕллевпе çĕршыв ертӳçисем октябрĕн 28-мĕшĕнче хӳтĕлев чиккисем тума йышăннă. Чăваш Республикинче ăна Сăр тата Хусан енче чавнă. Тăшмансем Мускава илес-тăвас пулсан çак чикĕсем çĕршыва шалалла кĕме чăрмав кӳрессе шаннă. Мĕншĕн тесен Мускавран Хĕвел тухăçнелле каймалли чи кĕске çул Чăваш Ен урлă иртнĕ. Çапла вара халăх кар тăрса хӳтĕлев чиккисене тума пуçланă: окопсем, дзотсем, блиндажсем чавнă. Ку ĕçе республикăран 200 пине яхăн çын хутшăннă. Паллах, вĕсенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсемпе аслăрах çулсенчи ачасем пулнă. Вăй питти арçынсем пурте тенĕ пекех — фронтра. Малтанах окоп чавма 17 çул тултарнă çамрăксене çеç яма йышăннă. Анчах çын çитменрен унта 14-16 çулсенчисем те хутшăннă. Хăшĕ-пĕрин чирлекенсене улăштарма лекнĕ. Паллах, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсене ку ĕçе явăçтарман.

Хӳтĕлев чиккисене тума пирĕн тăрăхран та чылай çын хутшăннă. Паянхи куна Исетерккĕри тата çывăхри ялсенчен 21 çынна тупса палăртма май килчĕ. Вăл вăхăтра пурăннă аслăрах ăрури çынсенчен: «Сăр енне окоп чавма кайнисене пĕлетĕр-и?» — тесе ыйтсан нумайăшĕ вĕсем пирки нимĕн те калаймасть. Ман шутпа, хӳтĕлев чиккисене тăвакансем яла таврăнсан та ун пирки никама та каласа кăтартман. Мĕншĕн тесен оборона линийĕсене тунă ĕç вăрттăнлăхра пулнă. Окоп чавни çинчен пĕр сăмах та калама юраман пулĕ. Çак ĕçе «спецстроительство» тенĕ. Тен, унта ĕçлекенсем вăрттăнлăха уçса памастăп тесе алă та пуснă. <...>

Александр МАКАРОВ. Муркаш районĕ, Исетерккĕ ялĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.