«Хресчен сасси» 9 (2847) № 10.03.2021

10 Мар, 2021

«Чăваш çĕр улмийĕ пулнă, пур, пулать»

Мартăн 4-5-мĕшĕсенче Шупашкарти «Экспо-Контур» суту-илӳпе выставка комплексĕнче регионсен хушшинчи «Çĕр улми — 2021» курав иртрĕ.

Пулăшу та, кăтартусем те ӳсеççĕ

Пĕлтерĕшлĕ мероприяти умĕн ЧР АПК ыйтăвĕсемпе тата апат-çимĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тишкерсе çийĕнчех мерăсем йышăнассипе Правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă.

Олег Алексеевич палăртнă тăрăх, 2020 çула ял хуçалăхĕ лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Пандеми сарăлнă тапхăрта та агропромышленноç комплексĕ малалла сулмаклă утăмсемпе утнă. Унăн çулталăкри производство индексĕ 105 процентпа танлашнă. Пĕлтĕр отрасльте 79,5 млрд тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. АПКна инвестицие явăçтарасси те ӳснĕ, тухăçлă ĕçлеме производство фондне çĕнетнĕ. Улшăнусем отрасле патшалăх енчен пулăшассине лайăхлатнипе те çыхăннă. Федерацирен кăна мар, республикăран та курăмлă пулăшу параççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ юлашки тапхăрта аграрисен продукцине экспорта ярасси ӳснине каланă. Ют çĕршыва чĕр тавар кăна мар, хатĕр продукци те самай каять. Регионтан чикĕ леш енне ăсатакан таварăн улттăмĕш пайĕ агропромăн шутланать. Хальхи вăхăтра пирĕн продукци 37 çĕршыва саланать. Пĕлтĕр кăна 37 млн долларлăх экспортланă. Çав шутра 87 проценчĕ — тирпейленĕ тавар. Ял территорийĕсенче çĕнĕ производство площадкисем хута каяççĕ. Çакă кăнтăр районсенче уйрăмах сисĕнет.

— Кашни муниципалитет пĕрлешĕвĕнче чĕр тавар тирпейлессине йĕркелемелле. Коопераципе чĕр тавара тарăн тирпейлесен, тупăш илессине ӳстерме пулать, — палăртнă Олег Николаев.

Лариса НИКИТИНА.

♦   ♦   ♦


Иккĕмĕш анне

Хаçат-журналта, кĕнекере кинĕпе хунямăшĕ хушшинчи сивлек хутшăнусем пирки час-часах вулама тивет. Икĕ хĕрарăм пĕр чĕлхе тупайманни тĕлĕнтерет мана.

Мăшăрпа çемье чăмăртасан тĕп килте хунямапа пурăнма пуçларăмăр. Зинаида Гаврилова /Плотникова/ Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Хуракасси ялĕнче 1920 çулта çуралнă. Вăрçăран аманса таврăннă Михаил Гавриловпа çемье çавăрнă. Туслă çемьере 7 ача кун çути курнă. Мăшăрĕ йывăр сурансене пула 1958 çулта çĕре кĕнĕ. Анне /ăна эпĕ çапла чĕнеттĕм/ 6 ачипе тăлăха юлнă: асли 12-ре пулнă, кĕçĕнни — 7 уйăхра çеç. Ачисене ура çине тăратас тесе хастар хĕрарăм ырми-канми, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ.

Кăнтăрла колхозра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă, каçсерен — килте: пир тĕртсе, çи-пуç хатĕрлесе тĕпренчĕкĕсене тумлантарнă, çăпата тунă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче пурнăç йывăр пулнă çав. Кĕçĕннисене аслисен ытларах пăхма тивнĕ. Вĕсем кил-тĕрĕшри ĕçсене тума та, апат пĕçерме те, кил-çурта тирпейлеме те, пахча ĕçĕсене йĕркене кĕртме те пĕчĕкренех хăнăхнă.

Малтанхи çулсенче ывăл-хĕрĕсем ачисене хуняма патне илсе килетчĕç те ăна пăхма парса хăваратчĕç. Ун чухне хулари ача сачĕсенче вырăн çитмен. Вăл ку вăхăтра 60 çулсенчеччĕ. Мăнукĕсене пăхма тытăнсан унăн колхоз ĕçне хутшăнма май килмерĕ. Çапла вара анне иккĕмĕш ăру çитĕнтерме пуçларĕ. Пирĕн çемьере те ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă икĕ ача хӳтлĕх тупрĕ.

Пирĕнпе, виçĕ кинĕпе, вăл яланах ăшшăн калаçатчĕ, тепĕр чухне вĕрентме те манмастчĕ. Анчах эпир ăна нихăçан та кӳренмен. «Ах, манăнни пек лайăх кинсем камăн пур-ши?» — тенине пĕрре мар илтнĕ. Ара, канмалли кунсенче кашниех кукăльпе, тĕрлĕ кучченеçпе килетчĕ. Çав тери туслă пурăнаттăмăр.

Анне пĕчĕк ачасене мĕн тери юратса пăхатчĕ! Вăхăтра апат пĕçерсе çитеретчĕ. Урамран чупса-выляса кĕрсен çурăмĕсене хыпашлатчĕ — тарласа йĕпенмен-и? Йĕпеннĕ пулсан кĕпе таврашне хăвăрт улăштаратчĕ. «Япалана ӳт çинче типĕтсен чирлеттерет», — тетчĕ.

Нина ГАВРИЛОВА. Çĕнĕ Шупашкар хули.

♦   ♦   


Хушма хуçалăхран та тупăш илме пулать

«Хресчен сасси» хаçата вăрах вăхăт çырăнса илетĕп. Вăл ял пурнăçне, çĕр çинче вăй хуракансен ĕç-хĕлне анлăн çутатса парать. Çĕр ĕçĕ, выльăх-чĕрлĕх пăхасси çăмăл мар. Çапах ĕçченсем малаллах талпăнаççĕ, çĕнĕ фермăсем хута яраççĕ, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртеççĕ, хăватлă техника туянаççĕ. Çу кунĕсенче сĕт хакĕ чакса кайнине шута илсе иртнĕ çул хушма хуçалăхра ĕне тытакансене те субсиди уйăрчĕç. Çакă ялсенче ĕне кĕтĕвне упраса хăварма май пачĕ. Патшалăх пулăшăвĕ — çăмăллăх кредичĕ, грант, субсиди — аграрисене аталанма çул уçать. Апла ял хуçалăхĕн малашлăхĕ пур-ха. Чăваш Республики халăх йышлă пурăнакан регион шутланать. Ку енĕпе эпир Раççейре виççĕмĕш вырăнта. Çапах пысăк мар лаптăкрах хамăра тăранмалăх та, сутмалăх та пахча çимĕç, аш-какай, сĕт туса илме пултаратпăр. Ку енĕпе предприятисемпе фермерсем кăна мар, хушма хуçалăхсем те пысăк тӳпе хываççĕ.

Пире хушма хуçалăха аталантарма 0,60 гектар çĕр уйăрнă. Унсăр пуçне пай çĕрĕсем, сад-пахча пур. Пай çĕрĕсене вырăнти кооператива усă курмашкăн арендăна патăмăр. Предприяти уншăн тырăпа, улăмпа тивĕçтерет. Иртнĕ çул ял çыннисене пресланă улăма тӳлевсĕрех турттарса пачĕç. 0,60 гектар çинче утă ытларах туса илетпĕр. Çĕр улмипе сĕлĕ 0,6-шар гектар йышăнаççĕ. Вĕсен лаптăкĕсене çулсерен улăштарса тăратпăр. Сĕлле пуçне кăларнă-кăларман çулса типĕтетпĕр. Пахчара вара улма-çырла йывăç-тĕмĕ, пахча çимĕç, выльăх кăшманĕ, кĕрхи ыхра çитĕнет. Çулсерен пусă çаврăнăшне пăхăнса, йăрансене вырăнпа улăштарма тăрăшатпăр. Ялан пĕр вырăнта аксан-лартсан тухăçлăх палăрмаллах чакать, пахча çимĕçе чир-чĕр ерет. Тухăçлăх çĕр пулăхĕнчен те килет.

Лаптăка сухалас умĕн 2-3 çултан кая мар çĕрнĕ тислĕк хыватпăр. Лайăх çĕрнĕскер торф пек ванать. Ун пеккине çерем, люцерна анисене тăкма меллĕ. Ăна çумăрлă çанталăкра кăна сапалатпăр. Унсăрăн татах типсе сывлăшра çеç саланать. Хăшĕ-пĕри уяр çанталăкра çерем çине йĕркеллĕ çĕрĕшмен тислĕке, улăмпа хутăшскере, кăларать. Кайран утă çулса пуçтарнă чухне вăл чăрмантарать, выльăх апатне варалать. Тепри тата вите-сарайран кăларнă тислĕкне ана хĕррине çĕрмешкĕн купаласа хурать. Ку та тĕрĕс мар. Лаптăка тăкнă пулсан тислĕк шывĕ тăпрана пуянлататчĕ. Халĕ вара кĕрхи-çурхи çумăрпа хутăшса çырма-çатрана юхать, тавралăха варалать.

Кĕркунне пахча çимĕç кăларса пуçтарсан яланах çĕртме тăватпăр. Иртнĕ кĕр çанталăк типĕ, ăшă килнĕрен çĕртме те лайăх пулчĕ. Çуркунне çĕр пиçсе çитсен сухаламасăрах акма-лартма тытăнатпăр. Паллах, малтан тимĕр кĕреплепе лаптăка çиелтен кăпкалататпăр. Капла нӳрĕк те лайăх упранать, çум курăк сахал, çурхи ĕçсене вăхăтра вĕçлеме пулать. Çĕре вĕçĕм сухаласа пăлхатма кирлĕ мар. Хăш-пĕр пахчаçă ĕç-хĕле хăвăртрах пĕтермешкĕн çĕр пулса çитмесĕрех пахчине техника кĕртсе ярать. Тачка тăпра кайран муклашкаланса хытать, çум курăкран та хăпса пĕтме çук.

Мĕн пур пахча çимĕçе лартма тăрăшатпăр. Хамăр валли те, ачасем валли те çителĕклĕ пултăр. Ытлашшине вара сутатпăр. Çĕр улми ытларах туса илнĕ май ун пирки чарăнса тăрасшăн. Эпир «купалинка» сорта ытларах лартатпăр. Вăл каярах юлса çитĕнет, ытлашши çĕрмест, чирлемест. Иртнĕ çул та пысăк тухăç пачĕ. Унсăр пуçне ир пулакан сортсем те пур. Çав шутра — «чародей». Анчах темшĕн тухăçĕ чакрĕ, çĕрет. Çакă сортсене çĕнетмеллине пĕлтерет. Унччен «купалинка» сорт маларах пулса çитетчĕ, тухăçĕ те пысăкрахчĕ. Халĕ тымар çимĕç сорчĕ, тухăçĕ япăхланса пыни сисĕнет. «Иккĕмĕш çăкăрăн» сортне çĕнетме тесе пĕлтĕр Шупашкарта «Çĕр улми» куравĕнче «ред скарлетт», «розера», «винетто» туянтăм. Вĕсене 5-шер вăрлăх лартрăм.

Александр СЕЛЕНТЕР. Муркаш районĕ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
 

www.hypar.ru 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.