ӲТ ТĂРТАННИНЕ ИРТТЕРМЕ

21 Авг, 2014

Çулла ӳт тăртанасси час-часах пулать, тепĕр чухне эмел ĕçме те тивет. Анчах "хими" яланах усăллă мар. Диетологсем палăртнă тăрăх - çулла вĕсемсĕрех лару-тăрăва çăмăллатма юрать. Сăмах тĕрлĕ çимĕç пирки пырать.

Арпус

Çимĕçсен хушшинче вăл шăк чи вăйлă хăвалакан витĕмпе палăрса тăрать. Пӳре сывă мар çынсене уйрăмах усăллă.

Пуянлăхĕ - магнире. Çак элемент пӳрере чул пухăнасран хӳтĕлет, организмран ытлашши тăвара кăларать.

Пӳрене профилактика тĕллевĕпе лайăх арпуспа тасатни пурне те усăллă. Виçе - кунне 1-2 килограмм.

Асăрханăр: арпус шăк тухасси йывăрлансан, пӳрере пысăк чулсем пулсан, варвитти, колит чухне юрамасть.

Дыня

Шăк хăваланисĕр пуçне вăл организма тасатакан, вăй-хал хушакан витĕмпе палăрса тăрать. Унра кремни пур. Гормонсен ĕçĕ пăсăлнине пула менструаци циклĕ улшăнсан пулăшать.

Виçе - кунне 2 касăк апатсен хушшинче.

Асăрханăр: дыня сахăр диабечĕпе чирлекенсене юрамасть, мĕншĕн тесен унра сахăр нумай. Гастритпа тата хырăмлăх язвипе аптрасан та çимелле мар. Сĕт çимĕçĕсемпе, алкогольпе пĕрле апат ирĕлессине пăсма пултарать.

Крыжовник

Çырлана япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлсан, вăрах вар хытсан, гастроэнтероколит чухне çиме сĕнеççĕ. Крыжовникри пектинсем организмран тăварсене кăлараççĕ, çапла майпа шăк хăвалакан витĕм кӳреççĕ.

Асăрханăр: крыжовника сахăр диабечĕпе чирлесен çимелле мар.

Груша

Унпа та шăк хăвалама усă кураççĕ. Сиплĕ витĕмĕ чĕрĕ çимĕçпе сĕткенĕнче кăна мар, типĕтсен те, кĕселре те упранса юлать. Шăкпа арлăх тытăмĕн чирĕсемпе аптракан çынсене пулăшать.

Грушăра эфир çăвĕсем нумай, вĕсем шăк вăйлă хăвалакан витĕмпе палăрса тăраççĕ.

Шăк çулĕсен чул чирĕпе аптракансен кашни ир выç хырăмла пĕр груша çимелле тата сахăр хушман груша компочĕ ĕçмелле.

Шур çырли

Шур çырлин сĕткенĕ ӳт тăртаннипе кĕрешет, хĕрарăмсене шăк çулĕсен инфекцийĕсенчен сиплет. Кунне çур стакан сĕткен ĕçни çак чирсем вĕрĕлесрен хӳтĕлет.

Асăрханăр: шур çырли пĕвер чирлĕ пулсан, хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пысăк чухнехи гастрит, кăкăр хĕртни, хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язви аптратсан юрамасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.