Чăваш каччи чехсене тĕлĕнтерет

20 Дек, 2013

Асамат эскизĕсене пăхса медальсем кăлараççĕ

Асамат Балтаев Шупашкарта çуралнă, унăн йăх тымарĕ - Елчĕк районĕнчи Питтĕпел ялĕнчен. Асаматăн ашшĕ Николай Балтаев çав тăрăхра çуралса ÿснĕ. Вăл - Чăваш Енри паллă ÿнерçĕ. Николай Михайлович чылай монумент эскизне хатĕрленĕ. Асамат та ашшĕн çулĕпе кайма шухăшланă. Вăл хăйĕн чăннипех те пысăк ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. 21 çулти Асамат халĕ Чехири Ниса çинчи Яблонец хулинче пурăнать, ÿнер-промышленноç шкулĕнче медальера вĕренет.

Асамат Балтаев Чехие, Чăваш Енрен чылай инçе тăрăха, епле лекнĕ-ха? Николай Балтаев ывăлне çавăнта вĕрентме ĕмĕтленнĕ. Çав тăрăх ăна чылай çул каяллах килĕшнĕ. Асамат Чехире 15 çултанпа пурăнать. Ултă çулта вăл пысăк çитĕнÿсем тума ĕлкĕрнĕ. Чехире унăн эскизĕсене пăхса укçа, медальсем хатĕрлеççĕ. Унпа скайппа çыхăнтăм, Асамат хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартрĕ.

- Манăн эскизсем тăрăх Чехире ултă медаль кăларчĕç. Çитес вăхăтра тепĕр тăваттăшне хатĕрлĕç. Пĕрремĕшĕ 2012 çулхи кăрлач уйăхĕнче тухрĕ. Кунта чехсен замокĕсен серине кăларма шухăшланă. Çав коллекцие хатĕрлесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Ку йыша манăн эскиза тĕпе хурса хатĕрленĕ медаль те кĕчĕ. Вăл 8-мĕш пулчĕ. Медаль çине Раби замокне ÿкернĕ, - калаçу пуçарчĕ Асамат. Иккĕмĕш медаль валли хатĕрленĕ эскизра - Бездез тата Троцки замокĕсем, ту. Вăл Чехире юбилейлă укçа шутланать, хакĕ - 40 крона. Замоксем туристсене илĕртеççĕ, вĕсем Чехире уйрăмах паллă вырăн шутланаççĕ.

- Виççĕмĕш медаль эскизĕ çине чехсен мультфильм сăнарне ÿкертĕм. Раççейре «Ну, погоди!» паллă мультик пур-çке. Чехи мультфильмĕсенче те - хăйне евĕр сăнарсем. Вĕсенчен пĕри - Ракосничек. Мультфильмсенчи сăнарсен коллекцине тума шухăшланă. Медальсем валли эскиз суйламашкăн пирĕн шкулта конкурс ирттерчĕç. Манăн ĕçе хакларĕç. Коллекцие кĕнĕ медальсене кĕмĕлрен, йĕсрен /латунь/ тунă. Вĕсене тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа илемлетнĕ. Коллекцие пĕтĕмпе 5 медаль кĕнĕ. Манăн - 1-мĕшĕ, - хăйĕн ĕçĕсем пирки каласа кăтартрĕ Асамат.

Ниса çинчи Яблонец хулинчен Либерец крайĕ инçе мар вырнаçнă. Унта паллă вĕренÿ заведенийĕ - экономика академийĕ - пур. Аслă çав шкулта чылай студент вĕренме ĕмĕтленет.

- Нумаях пулмасть академи 150 çул тултарчĕ. Юбилей тĕлне медаль кăларма палăртнă. Конкурс ирттернĕ хыççăн манăн эскиза суйларĕç. Унта станок умĕнчи хĕрарăма сăнланă, тепĕр енче - Либерец крайĕн гербĕ. 105 медале томпакран хатĕрлерĕç. Томпак - йĕс /латунь/ евĕрех, анчах çемçерех. 7 медале кĕмĕлрен хатĕрлерĕç. Вĕсене академири чи лайăх учительсене тата Либерец крайĕн мэрне парнелерĕç. Тепĕр медаль эскизĕ çапларах: çырса пĕтермен портрет, кивĕ медаль пек. Ку - брактеат. Унăн ячĕпе курав йĕркелерĕç. Медале туристсене, хăнасене парнелеççĕ. Ун çине Ниса çинчи Яблонец хулин гербне ÿкернĕ, - малалла калаçрĕ Асамат.

Унăн улттăмĕш ĕçĕ «БД Сенсорс» фирмăпа çыхăннă. Пусăм виçмелли аппарат кăлараканскер Раççейре те, Чехире те пур. Чехире вăл 20 çул каялла уçăлнă. Юбилей ячĕпе медаль кăларма шухăшласан Чехири укçа çурчĕ Асаматпа çыхăннă.

Асамат Балтаев çак çитĕнÿсемпех чарăнса тăрасшăн мар. Çитес çул унăн эскизĕсем тăрăх хатĕрленĕ тăватă медаль тухĕ. Чехсем хăйсен чи хитре кĕперĕсен коллекцине кăларма хатĕрленеççĕ. Унта чăваш каччин ĕçĕ те кĕрĕ. Коллекцие хатĕрлемешкĕн çĕр-шыв шайĕнче конкурс ирттернĕ. Вăл чи сумлă конкурссенчен пĕри шутланать. Унта 40-50 çын çеç хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Асамат шкулĕнчи вĕренекенсем те, 50-60 çулсенчи профессорсем те пулнă. Хальхинче те чăваш каччин ĕçне асăрхамасăр хăварман. Асамат хăйĕн эскизĕ çинче Карвина-Дарковри тимĕр-бетон кĕпере ÿкернĕ. Унăн эскизне пăхса хатĕрленĕ медаль чи чапли пулĕ. Ăна ылтăнран тăвĕç, хакĕ - 5 пин крона. Пĕр медаль хакĕ 150 пин тенкĕпе танлашĕ. Ăна Чехири халăх банкĕ кăларĕ.

Асамат Балтаев унăн эскизĕсем тăрăх хатĕрленĕ виçĕ медаль пирки те /вĕсем кĕçех тухĕç/ каласа кăтартрĕ. Прагăри укçа çурчĕ «Европăри пахалăхсем» коллекцие хатĕрлес тĕллевпе Асамат вĕренекен шкулта конкурс йĕркеленĕ. Вĕренекенсене «ирĕклĕх», «танлăх», «тăванлăх» темăпа эскизсем ÿкерме хушнă. Асамат Балтаевăн «тăванлăхпа» эскиз хатĕрлеме тивнĕ. Прагăри укçа çурчĕн директорне чăваш каччин ĕçĕ çав тери килĕшнĕ. Директор Асамата «ирĕклĕхпе» те, «танлăхпа» та эскиз тума хушнă. Халĕ Шупашкарта çуралса ÿснĕ йĕкĕтĕн ĕçĕсем, виççĕшĕ те, коллекцие кĕрĕç. Паллах, унта ытти вĕренекен эскизĕ те пулĕ. Асаматăн çеç - «ирĕклĕх», «танлăх», «тăванлăх» ятсемпе. Медальсем икĕ енлĕ пулĕç.

Асамат Балтаев чăвашла та, вырăсла та аван калаçать. Паллах, Чехие кайсан унăн чех чĕлхине вĕренме тивнĕ. Вăл славян чĕлхисен йышне кĕрет. Çакă çăмăллăх кÿнĕ те ĕнтĕ. Кăштахран Асамат аванах пуплеме хăнăхнă. Халĕ вăл шкулти юлташĕсемпе çак чĕлхепех калаçать. Чехсем Асамата мĕнпе тĕлĕнтернĕ-ха?

- Вĕсем шкула тапочкăпа çÿреççĕ. Ачасене киле ĕç памаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те ывăлĕ-хĕрне ĕçе ытлах явăçтармасть. Чехсем пĕрлĕхпе тата... чеелĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсен те Сурхури, Мăн кун, Çимĕк пур. Анчах Çимĕке чÿк уйăхĕнче ирттереççĕ. Вĕсен наци апат-çимĕçĕ - тачка какайпа салма, крконош хăйма яшки, koprova соус. Чех халăхĕ питĕ килĕшет, кунтан каяс та килмест. Чехи шкулĕнчен вĕренсе тухсан ăçта пулăп, мĕн ĕçлĕп? Пурнăç кăтартĕ, - терĕ Асамат Балтаев.

Чăваш каччин пултарулăхĕнчен тĕлĕнмелли çеç юлать. Манăн шухăшпа, ку - пурнăç парни. Тен, пурăна киле Раççейре те Асамат Балтаев эскизĕсем тăрăх хатĕрленĕ укçа-медале курма май пулĕ.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.