Çакă ялăн ачисем сухан кăлараççĕ...

21 Авг, 2014

Кашни кун çывăрса тăрсанах пĕр-пĕрин патне васкать тăватă тус: Диана Павлова, Марина Григорьева, Ксения Ильина, Алексей Петров. Паян та вĕсем хăйсен юратнă вырăнĕнчех тĕл пулчĕç.

– Шкула кайиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кайран кунашкал ирĕклĕх пулмасть, çавăнпа халĕ савăнса юлмаллах, – аллинчи мечĕкне çавăрттарнă май хавассăн пуплерĕ Марина.

– Тĕрĕс калатăн. Çитменнине паян эпĕ те питĕ-питĕ ирĕклĕ. Рома шăллăма пăхас çук, вăл – пиччепе. Хăш чухне кунĕпех ăна утьăкка сиктерме тивет те, сирĕншĕн питĕ тунсăхлатăп, – йăл кулса калаçать Алюш.

– Манăн савăнăç та виçесĕр! Кăçал эпĕ шкула каятăп! Ирхине çурăм хыçне сумка çакса сирĕнпе пĕрле пĕлÿ çуртне васкăп. "5" паллăсем илме. Ун чухне аттепе анне кăна мар, асаннепе аппа та савăнĕç манăн çитĕнÿсемшĕн. Ӳкерме юрататăп, çавăнпа тĕрлĕ конкурса хутшăнса çитĕнÿсем тăвас ĕмĕтлĕ, – пырса ларчĕ вĕсен çумне Диана.

– Сире лайăх. Эсир виçсĕр те шкулта пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма та, выляма та пултаратăр. Манăн та сирĕнпе пулас, парта хушшине ларса çырас, вулас килет. Ĕнер кăна пĕлеттĕмччĕ хамăн хушамата, çывăрса тăнă хыççăн ас тумастăп. Эх, шкула çÿреме тытăнсанах эпĕ те сирĕн пекех ăслă пулатăп та-ха, – ассăн сывланă май арпус касăкне çыртрĕ Ксюша.

Ачасем пĕр хушă шăпланчĕç. Вĕсем Ксюша çине куç илми шăтарасла пăхрĕç.

– Ах, арпусĕ тутлă пу-у-уль? Хĕрлĕскер мĕнле хитре курăна-а-ать! – терĕç вĕсем пĕр харăссăн.

– Чим, эпĕ мансах кайнă. Пĕчĕк хутаçра сире валли те кучченеç пур. Атте нумай пулмасть лавккаран таврăнчĕ те, – васкарĕ Ксюша юлташĕсене арпуспа хăналама.

...Пахчара тăватă тус. Çине тăрса, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла сухан кăларчĕç.

– Çак çимĕçрен янтăланă апата пурте юратаççĕ. Ах, пирĕн анне унран мĕн тери техĕмлĕ кукăль пĕçерет. Çисе тăранмалла мар! – хăпартланать Диана сухан пуçĕсене сăтăркаланă май.

– Пирĕн килте те юратаççĕ ăна, анчах пысăк сухан туса иличчен мĕн чухлĕ тар тăкмалла-çке! Кăçал кукамайпа тата аннепе йăрансене час-час тасатрăмăр. Суханĕ те ăнăçлă пулчĕ. Хĕл кунĕсенче тутлă яшка-шаркку çеç çисе савăнăпăр, – тет Марина.

Тăватă тус темчченех кăштăртатрĕç пахчара. Кайран, тем пек ывăнсан та, каллех выляма чупрĕç.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Йĕпреç районĕ,

Вăтаел.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.