«Хир карапĕсен» ташши

20 Авг, 2014

Тăвай район ĕçченĕсен кăçал 11700 гектар çинчен тыр-пул пухса кĕртмелле. Çуррине çапса тĕшĕленине пĕлтерчĕ ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Валерий Чайкин:

– Çу пуçламăшĕнче çумăр лаптăкăн-лаптăкăн çунипе тырă пурин те ăнса пулман. Нÿрĕк пачах ÿкмен уйсем пур. Çапах халь çанталăк уяр тăнипе кашни сехетпе туллин усă куратпăр.

Александр Павлович Петров ертсе пыракан "Родник" юлташлăх – тĕш тырă нумай туса илекен хуçалăхсенчен пĕри. Кăçалхи вырмана çĕнĕ комбайнпа тухнă. Тулă пуссинче шăпах çав "хир карапĕ" çапса тĕшĕленине машина çине пушататчĕ. Пирĕн пата çÿллĕ те тĕреклĕ яш пырса тăчĕ.

– Сергей Петров тесе чĕнеççĕ мана, – алла хыттăн чăмăртарĕ комбайнер пулăшуçи. – "Агрос" комбайн шанчăклăхĕпе те, тухăçлăхĕпе те ыттисенчен уйрăлса тăрать. Унпа ĕçлеме кăмăллă. Бункера 5 тонна вырнаçать. Кунĕпе 50-60 тонна çапса тĕшĕлетпĕр. Пурĕ тăватă тонна яхăн ăсатрăмăр йĕтеме. Асăрхарăр пулĕ, тулă пусси таса, çум курăк çукпа пĕрех. Мана вĕрентекенĕ – Иван Лукин комбайнер. Ăста механизатор. Техникăна пилĕк пÿрне пекех пĕлет. Кăлтăксене çийĕнчех тÿрлететпĕр. "Агрос" машинăн паха енĕ вăл – çухатусем чи пĕчĕк шайра пулни.

Олег Ильин машинăна хускатрĕ. Вăл та ыттисем пекех тĕрлĕ техника хатĕрне алла илнĕ. Уяр чухне каçхи вун пĕрччен те кĕмеççĕ хиртен.

– Александр Петров – мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕ, – каласа парать Валерий Васильевич. – Тĕш тырă лаптăкне ÿстерсе пыраççĕ, элита вăрлăх акаççĕ. Çĕрпе пĕлсе усă курсан пайтине куратăн. Акса туман лаптăксен ыйтăвне çак çулсенче татса паратпăр. "Чутеевский" ял хуçалăх кооперативĕнче мăян пуснă пĕр гектар çĕр те çук. Сергей Хумышев фермер хуçалăхне ырăпа асăнмалла. Тепĕр çамрăк фермер Михайлов питĕ пуçаруллă. "Красная Чувашия" хуçалăх ĕçĕсем юлашки çулсенче ăнса пымарĕç. Халĕ коллектив тилхепине Анатолий Васильевич Данилов тытрĕ. Çĕкленес туртăм пур. Кашни производство тытăмĕнче йĕркелĕхе туятăн.

Вырмана районĕпе пурĕ 25 комбайн хутшăнать. Вĕри апата хире илсе тухаççĕ. Механизаторсене хавхалантармалли майсене маларах палăртса хатĕрленĕ. Тырă турттаракансене те, йĕтемре тăрăшакансене те манса хăварман.

Кÿршĕ уйра виçĕ "Дон" кĕрлевĕ пĕр кĕвĕллĕн янăрать. Унта çитсе килесех терĕмĕр. "Акконд – Агро" юлташлăхăн (ертÿçи – Вячеслав Павлович Иванов) "хир карапĕсен" ташшине пăхса киленмелле. Çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ урпа уйĕнче. 1000 гектар çĕре акса тăвакан хуçалăхра 605 пуç сăвакан ĕне. Паллах çак пысăк йыша хĕл каçарма апат нумай кирлĕ. Александров, Васильев, Семенов, Суркин, Яковлев механизаторсем яланах хастар.

Иртнĕ çул хуçалăхра 200 пуç пăру усрамалăх вите хута янă, пăрулаттармалли уйрăма анлатнă. Предприяти тĕллевĕсем пысăк. Халĕ сĕт тирпейлекен производствăра куллен 10 тонна продукци хатĕрлеççĕ пулсан, çак кăтартăва 30 тоннăна çитересшĕн.

"Родник" хуçалăх ертÿçи Петров "иккĕмĕш çăкăр" тухăçĕ те аван пуласса кĕтет, мĕншĕн тесен 150 гектар лаптăка çăвĕпех шăварнă.

Григорий Славин.